Атăл шывĕ юха тăрать :: Чăнлав е «Авалхи чăвашсем»


Аптраса тăракан çамрăка милиционер та асăрхарĕ, ун еннелле утрĕ.

Леш майра хайхи урăх нимĕн те калаçса тăмаре, çиçĕм пек таçта кайса çухалчĕ.

Мишша вара хăйпе мĕн пулнине милиционера каласа пачĕ.

— Мошенница вăл, — терĕ милиционер. — Ара, эсĕ Малаховкăран шăп та лăп Хусан вокзалне çитнĕ-çке. Сана вăл Хусан вокзалĕнчен илсе метропа çӳретнĕ те кунта, Ярослав вокзалне илсе тухнă. Юрать-ха, пĕр-пĕр юлташĕ патне илсе тухман. Ним юлми çарататчĕç.

— Эпĕ таçтан е пĕр-пĕр ялтан килнĕ çын иккенне ăçтан пĕлнĕ вара вăл? — çаплипех тĕлĕнсе тăчĕ Мишша.

Милиционер кулса ячĕ:

— Ара, эсĕ аякри çула тухса çӳременни чăматанунтанах курăнать... Ун пек чăматанпа халь мар, пĕр çĕр-çĕр аллă çул ĕлĕк кăна çӳренĕ пуль...

 

Мишша çавăн чухне килне чиперех çитрĕ те тепĕр куннех Шупашкара экзаменсем пама тухса кайрĕ. Абитуриентсене пурăнма хулари 6-мĕш шкула вырнаçтарчĕç. Вăл — чăваш шкулĕ, институтăн база шкулĕ шутланатчĕ. Урăхла каласан, студентсем унта практикăра пулмалла. Экзаменсене пурне те Мишша лайăх пачĕ: пурĕ ултă экзаменччĕ, вĕсенчен пиллĕкĕшне «5» паллăпа, чăваш литературипе вара ăна темле Юшков текен чăркăш преподаватель «3» паллă лартса пачĕ.

Питĕ лайăх астăвать çакна Михаил Николаевич. Унăн Çеçпĕл Мишши пултарулăхĕ çинчен каласа памалла. Çеçпĕле вăл ун чухне питĕ юрататчĕ, унăн сăввисене те пăхмасăр калама пĕлетчĕ. Анчах Юшкова темĕн килĕшмерĕ.

— Эсир Çеçпĕле ытла пысăка хурса хаклатăр, — терĕ вăл. — Çеçпĕл вара пĕрре те йăваш çын пулман, ялан çынсемпе хирĕçнĕ. Çавна пулах Шупашкартан та тухса каймалла пулнă унăн.

Чĕнмесĕр кăна ирттерсе ямалла пулнă ĕнтĕ çакна Мишшан. Анчах çамрăклăх чăрсăр çав. Юратнă поэтне хисеплемесĕр калаçни килĕшмерĕ ăна.

— Шупашкартан вăл çынсемпе хирĕçнипе мар, сипленме тухса кайнă, — терĕ, Юшкова хирĕçлесе.

Лешĕ вара нимĕн те чĕнмерĕ, оценка лартса пачĕ те:

— Кайма пултаратăр, — терĕ.

Коридора тухсан çеç Мишша хăй хучĕ çине пăхрĕ те «виççĕ» паллă лартнине курчĕ. Чăтаймарĕ вăл, каялла кĕчĕ:

— Эпĕ пур ыйтăва та хуравларăм-çке, — терĕ. — Мĕншĕн мана «виççĕ» лартса патăр?

— Ытла çивчĕ чĕлхеллĕ пулнăшăн! — çиллессĕн хуравларĕ Юшков. — Тата преподавательсене хисеплеменшĕн!..

Мишша çапах та кулянмарĕ. Унăн пĕтĕмĕшле балл нумай.

Чăнах та, кайран абитуриентсене филологи факультечĕн деканĕ С.П.Павлов йышăнчĕ. Кашнийĕнпе уйрăм калаçрĕ. Çурăм шăмми чирне пула ыйту палли пек кукăрăлса ларнă старик çийелтен пăхма сивлек пек, анчах кăмăллăскер.

— О-о, çамрăк çыннăм, — калаçрĕ вăл Мишшапа. — Мĕнле-ха вара пĕтĕм предметсемпе «пиллĕк» илнĕ, чăвашлипе вара — «виççĕ»?.. Ăнланмалла мар, ăнланмалла мар. Уйрăмах тата эсир чăваш уйрăмне кĕрес тенине шута хурсан... Ну, çапах та ан кулянăр, пĕтĕмĕшле балл нумай сирĕн, 28 балл. Вĕренме кĕмелли балл — 24. Сирĕн 4 балл ытлашшипех. Çавăнпа хăвăра вĕренме илнĕ тесе шутлăр. Йыхрав ярăпăр. Сентябрĕн пĕрремĕшчен килме тăрăшăр. Общежити те парăпăр.

Мишша килне савăнса тухса кайрĕ.

Анчах савăнни кăлăхах йулчĕ. Ун ячĕпе Сăкăта йыхрав çырăвĕ килмерĕ.

Акă ĕнтĕ сентябрĕн пĕрремĕшĕ те çитрĕ. Пиллĕкмĕшĕ, вуннăмĕшĕ, вунпиллĕкмĕшĕ. Темĕскер почтăра çухатмарĕç-ши ун çыруне тесе, Мишша район центрне те кайса килчĕ. Пурте кăлăхах. Йыхрав çук.

Çур уйăх ытла иртсессĕн, Мишша вара амăшне ка-ларĕ:

— Шупашкара каятăп. Темĕскер аташтарнă пулĕ унта. Мана вĕренме илетпĕрех терĕç. Хăйсем йыхрав хучĕ ямарĕç. Ара, декан мана хăй каланăччĕ.

— Хăв пĕл ĕнтĕ, ачам, — терĕ амăшĕ, питĕ кулянса. — Эпĕ нимĕн те калаймастăп.

Вăл ывăлне сурăх сутса тупнă 25 тенкĕ укçа пачĕ.

— Е, анне, вĕренме кĕретĕп, е пачах та таврăнмастăп, — тесе Мишша Шупашкара тухса кайрĕ.

Автобуспа каяс тесен, Шупашкара çитме 30 тенкĕ тӳлемелле. Мишшан ун чухлĕ укçа çук. Çитменнине тата унăн çитсен те пурăнмалла, ун валли те укçа кирлĕ. Вăл вара амăшĕ панă укçине упраса хăварас терĕ. Райцентртан грузовик çине ларса тухрĕ. Грузовик çинче халăх нумайччĕ. Каçала çитес умĕн ларса пыракансем укçа хатĕрлеме тытăнчĕç. «Каçала кĕрсенех водитель укçа илет», — теççĕ.

Мишша вара яла кĕрес умĕн грузовик çинчен анса юлчĕ. Яла çуран кĕчĕ.

Кунта вара урăх грузовик çине ларчĕ.

Çапла Шупашкара çитиччен сакăр грузовик улăштарчĕ вăл. Çапла туса, çапах та укçине хăйне пурăнмалăх упраса хăварчĕ.

Шупашкарта ăçта каймалла-ха унăн? Экзаменсем панă чухне вĕсен ялĕнчи учительсем Колхоз урамĕнчи 12-мĕш çуртра хваттерте тăратчеç. Вĕсем педагогика институтĕнче заочно вĕренетчĕç. Мишша вĕсем патĕнче темиçе те пулнăччĕ. Хваттер хуçи питĕ кăмăллă çын, вăл Мишшана хăпăлах пулчĕ. Вĕренме илменнине пĕлсессĕн вара питĕ тĕлĕнчĕ.

— Эсĕ, ачам, ыран ирех директор патне кай, — терĕ.

Ун чухне аслă шкул ертӳçисене те директор тетчĕç.

Чăнах та, фуфайка тăхăннă Мишша тепĕр кун директор патне кайрĕ.

Директор — К.Е.Евлампьев, улăп пӳ-силлĕ, хулăм саслă çын, Мишша каланине ĕиенмерĕ:

— Ун пек пулма пултараймасть, — терĕ, — Эпир вĕренме пĕтĕмĕшле балл пăхса илетпĕр. 28 баллпа кăна мар, 24 балпа та пурне те илнĕ.

Мишша хăй тĕрĕссине, унăн 28 балл пулнине çине тăрсах ĕнентерме тăрăшсан вара каларĕ:

— Тĕреслĕпĕр. Ыран килĕр!

Тепĕр кун директор Мишшана сиввĕн кĕтсе илчĕ:

— Чăнах та, эсир калани тĕрĕс, — терĕ. — Сирĕн 28 балл. Анчах чăвашлипе эсир "виççĕ" илнĕ. Чăваш уйрăмне кĕрекенсене Василий Георгиевич Егоровн профессор хăй пăхнă. Сире илмен. Василий Георгиевич вăл пирĕн — пĕртен-пĕр профессор. Вăл каланине эпир итлетпĕр. Чăваш уйрăмне мĕнле ачасем илмеллине вăл лайăх пĕлет.

— Эсир хăвăр каларăр-çке: саккун пуриншĕн те пĕр, пĕтĕмĕшле баллпа илмелле терĕр, — çине тăчĕ Мишша.

— Ну, каларăм пуль те, — ик аллине ик еннелле сулчĕ директор. — Халь тин ĕнтĕ нимĕн тума та çук. Уйăха яхăн вĕренетпĕр. Тепĕр çул килĕр. Тепĕр çул эсир кĕретĕрех...

Урама тухсассăн Мишша хăйпе пĕрле экзаменсем панă ачана курчĕ. Демьян ятлăччĕ вăл. Кăтра çӳçлĕ.

— Эс мĕншĕн вĕренме килмерĕн? — тĕлĕнчĕ Демьян. — Санăн 28 балл пулнине пурте астăватпăр. Пирĕнпе пĕрле «провал», урăхла каласан, сочиненипе «иккĕ» илнĕ икĕ хĕрача та вĕренеççĕ.

Демьян вĕсен хушамачĕсене те каларĕ. Мишша вара чăтса тăраймарĕ, директор патне тепре кĕчĕ, çак хĕрсем çинчен те каласа пачĕ.

— Ну, кăна эсĕ ытлашши калатăн, ачам! — тарăхрĕ директор. — Ун пекки пулма пултараймасть. Ку вăл — патшалăх институчĕ.

— Эпĕ сире элек каламастăп, — каллех çине тăчĕ Мишша. — Эпĕ сире чăн пулнине, хушаматсем асăнсах калатăп. Эсир чăваш уйрăмнех «иккĕ» илнисене те кĕртнĕ. Мана вара 28 баллпа та илмен. Ку вара тĕрĕс-и?.. Совет çĕршывĕнче çавăн пек пулмалла-и?

— Ну, юрĕ, юрĕ, — çаплах тарăхса, çав хушăрах питĕ çине тăракан ачана лăплантарас тесе, калаçрĕ директор. — Тĕрĕслĕпĕр. Анчах та улталан пулсан, пирĕн института урăх килсе те ан курăн. Ултавçăсене юратмастăп эпĕ. Вĕсем пирĕн институт студенчĕсем пулма пултараймаççĕ.

Тепĕр икĕ кунтан палăртнă вăхăтра Мишша яланхи пекех директор патне кĕчĕ.

— Мĕн кунта пасар-им? — тарăхса кăшкăрса ячĕ директор, ăна курсан, — Фуфайкăпа кĕреççĕ. Кирлĕ пек салтăнма та пултараймаççĕ. Пирĕн унта, аялта, салтăнмалли пуррине те пĕлмеççĕ...

Ытти чухне Мишша фуфайкăпа кĕнине директор асăрхамасчĕ те. Халĕ вара мĕншĕн апла кăшкăрашнине Мишша ăнланаймарĕ. Вăл вара аяла анса салтăнчĕ те кĕпе вĕççĕн директор патне кĕчĕ. Ку вăхăта директор кăштах лăпланма ĕлкĕрнĕччĕ ĕнтĕ.

— Эсир калани (хальхинче — «эсир») тĕрĕс, — терĕ вăл. — Чăнах та, вăл хĕрсем сочинени çырнă чухне «иккĕ» илнĕ. Анчах вĕсем ун чухне чирлĕ пулнă. Вĕсен справка та пур...

— Çапах та куна мĕнле ăнланмалла-ха? — тĕлĕнчĕ Мишша. — Эпĕ экзаменсене лайăх панă. Пĕтĕмĕшле балл пысăк. Çав вăхăтрах эсир «иккĕ» паллăлăх сочинени çыракансене те вĕренме илнĕ. Мана мĕншĕн илмен вара? Василий Георгиевич Егоров профессор вара çапла «иккĕ» паллă илнисене вĕренме илсе, мана, 28 балл илнĕскере вĕренме кĕртмелле мар тесе каланă-и? Атьăр, унпа хăйпе калаçса пăхар...

— Халь тин ним тума та çук ĕнтĕ, — часрах хăваласа кăларма тăрăшрĕ директор тарăхтарса çитернĕ çамрăка. — Уйăх çурра яхăн вĕренетпĕр ĕнтĕ. Çитес çул килĕр!.. Эпĕ сире хам пăхса тăрăп, хам илтерĕп...

 

Урама тухсассăн, Мишша чылайччен шухăша кайса тăчĕ. «Çак тĕрĕсмарлăха пĕтерме пултаракан никам та çук-шим вара?» — шухăшларĕ вăл.

Кайран, каçпа, çак мĕн пулса иртнине хваттер хуçине каласа пачĕ.

— Çутĕç министрĕ патне кай! — сĕнчĕ хваттер хуçи. — Вăл вĕсене часах ăса кĕртет. Ку вăл питĕ пысăк тĕрĕсмарлăх!..

Тепĕр кунне Мишша ирех çутĕç министерствине кайрĕ. Министр — В.Ф.Каховский, паллă историк. Çамрăк çын каласа панине питĕ тимлĕн итлерĕ вăл.

— Шел те, — терĕ итлесе пĕтерсен, — нимĕнле те пулăшма пултараймастăп çав эпĕ сире. Институтсем мана пăхăнса тăмаççĕ. Пирĕн министерство шкулсемпе кăна ĕçлет. Институтсем Раççей министерствине пăхăнса тăраççĕ.

— Шупашкарта вара никам та çав тĕрĕсмарлăха тӳрлетеймест-и? — тĕлĕнчĕ Мишша.

— Советсен çуртĕнче, виççĕмĕш хутра, обкомăн наукăпа тата аслă шкулсемпе ĕçлекен пайĕ пур. Çавăнтисем сан ĕçне пăхса тухма пултараççĕ, — ăнлантарса пачĕ министр.

Юрать-ха ун чухне никам патне кĕме те чармастчĕç. Мишша вара тӳрех министр каланă çĕре кайрĕ.

Чăнах та, обкомрисем пулăшрĕç вара.

1953 çулхи октябрĕн 14-мĕшĕнче Мишша И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен Чăваш педагогика институчĕн студенчĕ пулса тăчĕ.

 

* * *

Вĕренме пĕрре те йывăр марччĕ. Мишша вĕçĕ-хĕррисер хăй тĕллĕн те вĕренчĕ: институтри тата хулари библиотекăсенчен кĕнекесем иле-иле вуларĕ. Иккĕмĕш курсра, хĕллехи сессире вунă кун хушшинче сакăр экзамен памалла пулчĕ. Мишша вара пĕтĕм курсĕпе те пĕртен-пĕр отличник пулса тăчĕ. Ăна студентсем те, преподавательсем те пурте хисеплетчĕç: студентсен наука обществин ертӳçине суйларĕç, часах тата вăл литературă кружокĕн старости те пулса тăчĕ, студентсен стена хаçатне те редакцилеме тытăнчĕ.

Обществăлла ĕçе нумай туса пырать пулсассăн та Мишша пĕр лекцирен те юлмасчĕ. Вăл уйрăмах В.Г.Егоров профессор лекцийĕсене юрататчĕ. Ватă ученăй — паллă тюрколог, «Чăваш чĕлхин историлле грамматики» темăпа лекцисем вулатчĕ. Унта вăл чăваш чĕлхи авалхи пăлхар чĕлхин тăсăмĕ пулнине вуншар-вуншар тĕслĕх илсе кăтартса çирĕплетсе паратчĕ.

Чăваш чĕлхи кабинечĕн лаборанчĕ вара практикăлла сехетсенче В.Г.Егоров лекцийĕсем тăрăх мар, вăл çырнă «Современный чувашский язык» кĕнеке тăрăх пĕлĕве аталантарма хушатчĕ. Ку кĕнекен авторĕ те В.Г.Егоров. Анчах кĕнекере çырнипе лекцисем хушшинче çĕрпе тӳпе пекех уйрăмлăх.. Кĕнекере вăл чăвашсене авалхи пăлхарсем мар, автохтонсем, урăхла каласан, ĕмĕр-ĕмĕр çак тăрăхра пурăннă угро-финсен йăхĕсенчен пулса кайнă халăх тет.

Пĕррехинче вара Мишша чăтаймарĕ, лекци хыççăн профессора ăсатса яма тухрĕ.

— Калăр-ха, тархасшăн, Василий Георгиевич, — терĕ, — мĕншĕн сирĕн кĕнекĕртипе лекцире каланисем пĕр килмеççĕ?.. Мĕнле ăнланмалла çакна?..

— Эсир, çамрăк çыннăм, кĕнекерине ан та вулăр, — терĕ профессор. — Лекцире каланине итлĕр...

Унтан сасартăк Мишша çине тĕлĕнерех пăхса илчĕ те:

— Атьăр-ха, мана киле çитиех ăсатса ярăр, — терĕ. — Чей ĕçĕпĕр. Кăштах калаçăпăр та...

Çавăн чухне вара, чей ĕçнĕ чухне, ватă профессор хăйĕн çав кĕнекине мĕнле тата хăçан çырнине тĕплĕн каласа пачĕ.

— Вăт, Убиев, эсир тĕпчеме юратнине пĕлетĕп, — терĕ юлашкинчен профессор, — çав вăхăтрах калавсем те çыратăр. Чылай çул иртсен, самана йĕркеленсе кайсан, тен, çак эпĕ каласа кăтартни çинчен пĕр-пĕр калав та çырăр...

Чăнах та, чылай-чылай çул иртсессĕн, Михаил Николаевич В.Г.Егоров каласа пани тăрăх «Профессор «йăнăшĕ» ятлă калав çырса пичетлерĕ.

Вĕреннĕ чухне В.Г.Егоров лекцийĕсене итлени вара ăна чăваш халăх историне наука мĕнле вĕрентнĕ пек ăнланма, хăйĕн пулас тĕпчевĕсен никĕсне тума пулăшрĕ.

 

* * *

Виççĕмĕш курс пĕтерсессĕн писательсен Союзĕ Мишшана командировкăна ячĕ. Унта вăл гриппа питĕ йывăр чирлесе ӳкрĕ. Вăхăтра сипленмен пирки хĕне кайрĕ, сарамак чирĕпе тĕртлене пуçларĕ. Кăштах самайланнă хыççăн вара вăл институтра заочно вĕренес терĕ те Краеведени музейне ĕçе вырнаçрĕ.

Кăштах ĕçленĕ хыççăн ăна Хусана наука конференцине ячĕç. «Атăлçи халăхсен историйĕ» ятлăччĕ çав наука конференцийĕ.

Çавăнта вăл тутарсен паллă историкĕпе Альфрет Халиковпа паллашрĕ.

Наука конференцийĕнче тĕп лекци вулаканĕ çак тутар историкĕ пулчĕ. Анчах вăл Атăлçи халăхсен историйĕ çинчен мар, ытларах тутарсен историйĕпе паллаштарма тăрăшрĕ. Ун шучĕпе хальхи Хусан тутаресем Атăлçи пăлхарсем те, çав хушăрах Ылттăн Орда тăхăмĕсем те. Çак тезиссем вара Мишшана питĕ тĕлĕнтерчĕç. Анчах никам та хирĕçлесе калакан пулмарĕ. Мишша та нимĕн те чĕнмерĕ. Кайран, конференцирен тухнă чухне, вĕсем шăп та лăп Халиковпа куçа-куçăн тĕл пулчĕç.

— Итлĕр-ха, — терĕ Михаил Николаевич, — эсир каланă пек пулма пултараймасть. Никам та икĕ пукан çинче лараймасть. Ылттăн Орда çыннисемпе Атăлçи пăлхарсем пĕр халăх мар. Пачах урăхла!.. Вĕсен хушшинче тĕлĕнмелле пысăк уйрăмлăх. Çĕрпе тӳпе пекех... Атăлçи пăлхарсем тутар-монголсене хирĕç питĕ хаяррăн кĕрешнĕ.

Çакна илтсен, Халиков кулса ячĕ.

— Гимади çинчен илтнĕ-и эсир? — ыйтрĕ юлашкинчен. — Гимади ĕçĕсене вулăр. Вара пĕтĕмпех ăнланăр. 1944 çулчченхи ĕçĕсене тата 1944 çул хыççăнхи ĕçĕсене... Тата Гимади «Эврики» çинчен ыйтса пĕлĕр. Тутар историкĕсем ăна пурте пĕлеççĕ. Вара пĕтĕмпех ăнланмалла пулать...

Халиков калани Убиева питĕ тĕлĕнтерчĕ. Вара вăл чăнах та Гимади ĕçĕсемпе паллашрĕ. Вĕсем Михаил Николаевича тата та ытларах тĕлĕнтерчĕç. 1944 çулччен Гимади тутарсене Ылттăн Орда тăхăмĕсем тет. 1944 çул хыççăн вара пачах урăхла, тутарсене вăл Ылттăн Орда тăхăмĕ мар, Атăлçи пăлхарсен тăхăмĕ тет. Çакна май Михаил Николаевич ВКП(б) Тĕпкомĕ Тутар обкомĕн йăнăшĕсем пирки кăларнă постановленипе те, ВКП(б) Тутар обкомĕн çакăн хыççăн кăларнă постановленийĕпе питĕ тĕплĕн паллашрĕ. Гимади çапла тутар халăх историне икĕ тĕрлĕ çырасси пĕтĕмпех çак постановленисем тухнипе çыхăннă иккен. ВКП(б) Тĕпкомĕн постановленийĕ «Тутар парти организацийĕн политикăлла тата идеологилле ĕçĕсене пăхса тухни тата вĕсене мĕнле лайăхлатмалли» ятлă. ВКП(б) Тутар обкомĕн постановленине вара «Об ошибках и недостатках в работе Татарского научно-исследовательского института» тесе ят панă. Çав арăш-пирĕш саманара, ним тума аптранипе мăнтарăн Гимади хăйĕн сакраменталлă «Эврика» сăмахне каланă.

Çакă пĕтĕмпех Михаил Николаевича чăн-чăн истори наукине тĕпченĕ чухне нимле политикăна та хутшăнтармалла маррине питĕ лайăх ĕнентерчĕ.

Политика — икĕпитлĕ япала, такама та сутăнма пултаракан проститутка. Истори вара — хăйĕн саккунĕпе çеç аталанакан наука. Унта суйма юрамасть, суйни вăрман чăтлăхне илсе кĕрекен кукăр-макăр сукмак.

Çавсем пирки шухăшласа, чылай-чылай çулран Михаил Николаевич «Гимади «Эврики» ятлă калав та çырчĕ.

 

* * *

■ Страницăсем: 1 2 3