Ытама кĕреймен юрату :: Усалпа шӳтлемеççĕ


Çыру урлă шӳтлени кăмăла килмест тесе асăрхаттарнăччĕ пулин те, Лявуç йĕкĕлтешме те, камит кăтартма та пăрахмарĕ. Çакна хăнăхса çитнĕччĕ ĕнтĕ, кӳренме чарăннăччĕ. Анчах пĕррехинче çине-çинех çакăн пек икĕ çыру илтĕм. Малтанхи Лявуçран:

«Анюк, хитре те маттур каччă тупăнсан мана мансассăн та кӳренместĕп. Салтак пурнăçĕ — ик телейлĕ. Паян чипер те — ыран темле. Çав усала кĕтсе ватта юлтăм: ни хăй таврăнмарĕ, ни урăх каччăпа çӳреме май памарĕ темелле ан пултăр. Ырă сунса, Лявуç».

Тепĕр çырăвĕ Лявуçран мар, унăн Саша ятлă юлташĕнчен. Акă мĕн хыпарларĕ вăл: «Аня, хăвна çирĕп тыт — аван мар хыпар пĕлтеретĕп. Лявуç, санăн çывăх тусу, аварие çакланнă. Машина айне пулса йывăр аманнăскер халĕ госпитальте выртать. Тухтăрсем ун пирки инвалид пулса юлать терĕç. Лявуçа операци тума хатĕрленеççĕ».

Çак хăрушă хыпара илсен пăлханса ӳкрĕм. Тем тесен те манăн Лявуçа пулăшмалла. Мĕн те пулин тумаллах. Эпĕ кунта ахаль ăша çунтарса ларнипе савние çăмăллăх кӳрес çук. Çавăнпа та Лявуç хĕсметре тăракан çар чаçне, полк командирĕ патне çыру çыртăм. Лявуç сывлăхĕ пирки, операци мĕнле иртни çинчен пĕлтерме ыйтрăм. Юлашкинчен: «Йывăр суранланнă çынна пăхакан та кирлĕ пуль — манăн госпитале пымалла мар-и?» — терĕм.

Пĕлетĕр-и, камран тата мĕнле çыру илтĕм çакăн хыççăн? Тем тесен те вулакан тавçăрса илеймест. Кĕттермесĕрех пĕлтеретĕп: Лявуç хăех çырчĕ. Çав тери вĕриленсе. Эпир пĕр-пĕрин патне темĕн чухлĕ çыру çӳретрĕмĕр пулин те вăл çак таранах тарăхса çырнине астумастăп.

«Анюк, эсĕ, мĕн, пур çĕре те сăмсуна чикетĕн? Мĕншĕн штаба çитиех çырмалла пулнă? Эпĕ нимĕнле аварие те çакланман. Юри, сана тĕрĕслемелле кăна шӳтлерĕм. Манпа инкек пулнă тесе хыпарлама Сашăна хамах каларăм. Хĕр чунне çуйлантарса кăмăла май çавăрма та вăлах сĕннĕччĕ. Анчах ку алхасу мана майлă мар, пачах хирĕçле çаврăнса килчĕ. Сан çырăвна пула пăтăрмах сиксе тухрĕ — мана батальон командирĕ строй умĕнче асăрхаттарчĕ»

«Мĕншĕн каплах айкашрăн — усалпа шӳтлеççĕ-и вара? Усал вăл чĕнмесĕрех килет», — ятласа çырнăччĕ эпĕ ун патне çавăншăн. Вăл пур, каллех шӳтлеме май тупрĕ: «Усал çумне усал çыпçăнас çук», — тесе çак шăв-шава ирттерсе ячĕ.

Кайран, тепĕр темиçе çултан, усала йыхăрни пурнăçа кĕчĕ пуль — Лявуç чăн-чăнах аварие çакланчĕ. Ун пирки кăшт каярах каласа парăп.

Этеме пăхăнман хăватлă вăйсемпе айкашма юраманнине халĕ тин — çĕр çинче ватăличчен пурăннă хыççăн — ăнланса илтĕм.