Ытама кĕреймен юрату :: Çын кăмăлне тӳрлетекен эмел


Çакăн хыççăн эпир Лявуçпа пĕр-пĕрин патне çыру хыççăн çыру çырма пуçларăмăр. Пĕр тĕллев тытнă икĕ çыннăн каламалли темĕн чухлех — асаилӳрен пуçласа çунатлă ĕмĕт таранах. Акă мĕн çырнăччĕ салтак пĕр çырура.

«Анюк, эпĕ ăмсанмалли каччă мар. Арçыннăн çирĕп аллине туймасăр ӳснĕскер ял хушшинчи ирĕклĕхе хăнăхнă. Атте, çамрăклах вăрçă хирĕнче пуçне хунăскер, мана ăса вĕрентеймен. Ĕлĕк манăн ята асăнсан ялти чипер хĕрсем тутисене пăратчĕç. Лявуç тени «ял пуç» тенĕн илтĕнетчĕ. Çынсем мана ялан пуçтах вырăнне хуратчĕç. Пытармастăп: ача чух пайтах çил хăваласа çӳренĕ, ял каскăнне тухнă. Çавăнпа чăрсăр, чăртмах пулса ӳснĕ.

Клубра та ырăпах асăнман пулĕ: купăсçă та, юрăçă та пулман, хĕрсене ташша йыхăрман. Йĕкĕлтешес-витлешессипе пуринчен те ирттернĕ. Ирсерен кĕтӳ хăваланă чух: «Каллех Лявуçсем çапăçнă», — тени час-часах илтĕнетчĕ. Анне çавна илтмессерен выртса макăратчĕ. Ăна хĕрхеннипе килти мĕнпур ĕçе хам тума тăрăшаттăм. Çавăнпа та эпĕ тума пĕлмен ĕç çук. Колхоз ĕçĕнче те мана тиркенине астумастăп. Ĕçре те, каскăнра та — пур çĕрте те малта пулнă. Услап-наянра кăна çӳремен.

Анюк, астăватăн-и, пĕррехинче эпир Сархорн уйĕнче колхозăнне çĕрулми лартаттăмăр. Эпĕ, Хĕветĕр тата Хĕлип — лашасемпе. Пĕрин хыççăн тепри черетленсе плугпа касă чĕретпĕр. Карçинкка-витре йăтнă çынсем касă тăршшĕпех карталанса тăнă та алăпа улма пăрахатчĕç. «Лявуç хыççăн çип çапнă пек тӳрĕ касă выртса юлать», — илтĕнчĕ халăх хушшинче. Уйта Анюк, эсĕ те пурччĕ.

Хĕветĕр те плугпа аван ĕçлеме пĕлетчĕ. Хĕлип чĕрнĕ касă вара — кукăр-макăр. Чакак Ярмули, çĕрулми вăрлăхне лавпа турттараканскер, çакна асăрхарĕ те хулăн сассипе пурне те илтĕнмелле йĕплесе илчĕ:

— Суха касси кукăрчăк, сар хĕр енне кукăрлать!

Ăнман сухаçăран колхозниксем варĕсене тытса кулчĕç. Анюк, мĕншĕн Хĕлип ун чухне авăнчăк-кукăрчăк сухаланине пĕлетĕн-и? Вăл сана куç хывнăччĕ. Хăв та сиснĕ пуль-ха — кушак çу чӳлмекĕ çине пăхнă пек тек-текех сан еннелле куç ывăтатчĕ. Енчен енне пăхаканскерĕн, паллах, суха касси ăçтан тӳрĕ пултăр-ха? Эпĕ ăна çавăншăн çурри шӳтлесе, çурри тӳпкесе ăса вĕрентрĕм.

Ĕçĕ ку каç пулттипе лаша тăварсан пулса иртрĕ. Конюх пӳртĕнчен кушак тытса тухрăм та Хĕлипе кăчăк туртрăм. Вăл ман пата пычĕ.

— Анюк çумне çыпçăнма ан хăйнă пул, — юнарăм ăна.

— Çыпçăнсан мĕн пулать? — чăрсăрланчĕ Хĕлип.

— Каптирек хӳри чăнк тăрать, — терĕм те кушака ун хĕвне вăр-вар чикрĕм. Сисмесле кушак хӳрине кăштах пăртăм.

Варпуçне1 кушак чавса кайнăран Хĕлип ула качака пекех çухăрчĕ, хăла кĕсре пекех тăпăртатрĕ, каçхине вăййа та тухмарĕ. Тепĕр кунне Хĕлип хыççăн тӳп-тӳрĕ суха касси выртса юлма пуçларĕ. Ял халăхне хĕр хураллама кăна мар, плугпа ĕçлеме пĕлнине те кăтартрĕ.

Кĕскен салтак пурнăçĕпе паллаштаратăп. Паян политвĕренӳ пулчĕ. Унта хама кирлĕ пĕтĕмлетӳ турăм. Салтакăн пур енлĕн хатĕр пулмалла: çар вăрттăнлăхне упрама та, диверсипе кĕрешме те, психологи тапăнăвне сирсе яма та... Çĕршыва юратса сыхланипе пĕрлех, Анюк, сана та чунтан юрататăп. Ман шутпа, юратни — пĕр-пĕрне упрани.

«Чун савнисен саккунĕпе» паллашрăм. Унти чылай шухăшпа килĕшетĕп, анчах çĕнĕлĕх те кĕртес килет: ЮРАТУ — ÇЫН КĂМĂЛНЕ ТӲРЛЕТЕКЕН ЭМЕЛ. Мĕншĕн тесен эпĕ сана юратнишĕнех чăрсăр, тӳрккес, шухă каччăран пурнăç ыйтăвĕсемпе кăсăкланакан çын пулса тăтăм. Тем тесен те, юрату çын кăмăлне юсама пултарать. Телей сунса, Лявуç».

 
1 Варпуç — кăвапа (диалект)