Шурă акăш çулĕ :: Çерçи вăрçи


Эх, çав Шупашкар пуçĕсем хăйсене уйрăм тыткалани пĕтерет-çке. Çав хулана Чăваш улусĕн тĕп хули тăвас тăк улусне те Пăлхар-чăваш çĕршывĕ теме юрĕччĕ-и, тен. Юсуф кун пирки мĕн чухлĕ шухăшламан-ши? Вăл Шупашкарти Няка тимĕрçĕпе туслă Эпеçе те хулана тимĕр-тăмăр туянма кайсан унти халăх ку тĕлĕшпе мĕн шутланине тĕпчесе пĕлкелеме хушрĕ. Эпеç каласа панă тăрăх, хулари чăвашсен ытларахăшĕ хăйсен çĕршывне туса хурас шухăшпа килĕшме те хатĕр иккен. Анчах хула пуçĕсем çакна татăклăн хирĕçлеççĕ. Вĕсен шучĕпе, кунти чăвашсемшĕн вăйлă вырăссен хӳттинче пурăнни лайăхрах. Таврара халĕ вырăссенчен хăватлăрах вăй çук имĕш, вĕсем Уксах Тимĕрпе те татуллă, пĕр-пĕринпе хирĕçмеççĕ. Ку кăна мар, Шупашкарта çӳрекен сăмаха ĕненсен, Уксах Тимĕр Аслă Пăлхара та вырăс кнеçĕсем ыйтнипе аркатса тăкнă-мĕн. Çапла майпа вырăссем пăлхарсене Чулхулана тапăннăшăн тавăрнă пулать. Тен, сăмахĕ тĕрĕсех те. Юсуф пăлхарсем Чулхулана кайса аркатнăшăн ашшĕ пăшăрханса-ӳпкелешсе калаçнине те, çакă вăл пĕтĕмпех Мамай хĕтĕртнипе пулса иртнĕ тенине те илтнĕ. Çапах Юсуф та, унăн шăллĕ Керим та, харпăр хăйне хӳтĕлеме пултаракан çĕршыва еплерех йĕркелемеллине ăнланаканскерсем, ку ĕçе вăйлă хуласăр тума май çуккине лайăх пĕлеççĕ. Çавăнпа Шупашкарпа пĕрлешес шухăша пиччĕшĕпе шăллĕ асра тытсах тăраççĕ, улус пăртак вăй илсенех ку тĕлĕшпе ĕçлеме шутлаççĕ. Паллă-çке-ха, пуян çын чухăнпа туслашасшăнах мар. Халăхсем те çаплах. Эппин Шупашкарпа çывăхланас тесен пирвай унăн шайне çитмелле, унран иртсе кайсан тата аванрах.

Хальлĕхе вара кашни ялтан хĕл каçа пухнă паха тирсем тиенĕ лавсем Атăл хĕррине çул тытрĕç. Эпеçрен каякансем хушшинче Пинеслу та пур. Керим хушнипе Атăлпа Чулхулана çула тухакансен пурин те тĕрлĕ çапăçу хатĕрĕ илмелле. Пинеслуна элтепер ухă тата çĕмренпе тулли йĕнĕ илме каларĕ. Уххи çарăçсем валли тунăскер, сунар уххинчен самай вăйлăрах перет.

Атăл хĕрринче вĕсене парăслă пилĕк баркас кĕтсе тăнă ĕнтĕ. Пĕтĕм тавара вĕсем çине аран вырнаçтаркаларĕç. Вара каçа пăхмасăр çула тухрĕç. Çил майлăрахах пулнипе тӳрех парăс çĕклерĕç, унсăр пуçне баркасăн икĕ енĕпе пилĕкшер кĕсменçĕ авăсса пыраççĕ. Кĕсменçĕсем икĕ черетлĕх те пур, çакă баркассене пĕр чарăнмасăр ишме май парать.

Атăл анаталла хытах юхмасть, çапах юхăма хирĕç кайма парăспа та çăмăл мар. Çĕрĕн-кунĕн ишсе те Чулхулана виççĕмĕш кунне тин çитрĕç. Караван çыннине пуринчен ытла çул çинче нимĕнле пăтăрмах та пулманни савăнтарчĕ. Вырăссем ушкуйниксем текен шывçи хурахĕсем курăнмарĕç те темелле. Сăр Атăла юхса тухнă тĕлте кăна, çавна пула шыв чылай анлăрах сарăлса выртнă тăрахра, караван çывăхне темиçе вак кимĕ çывхаркаларĕ. Анчах вĕсенче ларакан арçынсем хурахсем пек туйăнмарĕç. Вĕсен хĕç-сăнă таврашĕ те çукчĕ. Чăн та, вĕсем пулăçсем те марччĕ. Эппин мĕн туса çӳреççĕ-ши? Тепĕр тесен, кун пирки мĕн шухăшламалли, мăн Атăлпа кам тата мĕн сăлтавпа кăна çӳремест-тĕр.

Ятарласа тенĕ пек, чăвашсен караванĕ Чулхула ярмăрккине шăп ирпе, суту-илӳ кĕç-вĕç пуçланас умĕн çитрĕ. Караван пуçĕ Керим, вырăсла аванах пĕлекенскер, ярмăркка хуçисемпе суту вырăнĕ, вырăн укçи тӳлесси пирки хăвăрт калаçса татăлчĕ. Вара чăвашсем çул çинче ывăннине пăхмасăр баркассенчи тирсене çыран çинчи пĕр хӳтлĕхе йăтса куçарчĕç. Çар хатĕрĕсене баркассен тĕлне кĕççепе лайăх кăна витсе пытарчĕç, киммисене хушнă вырăна — аяккарахри чăлла кайса чукун юпасенчен кăкарчĕç, вĕсене сыхлама хурал хăварчĕç.

Суту-илӳ пуçланнă май таврара майĕпен шавлăрах та шавлăрах пула пуç-ларĕ. Анчах Керим тир сутма ирĕк памарĕ-ха. Вăл пурне те çул çинчен канма хушса хăварчĕ те хăй Пинеслупа ярмăркка курма кайрĕ. Пĕчченех çӳресшĕнччĕ те, хĕр унран ниепле те хăпмарĕ, манăн тĕрлĕ халăх çыннисем хăйсене мĕнле тыткалакнине пĕлес килет терĕ. Керим вара пасар тăрăх тĕрлĕ тир хакĕсене пĕлес шутпа çӳрерĕ. Астăвать вăл, Пăлхарти караван-сарайра пĕр япаланах тĕрлĕ сутуçă тĕрлĕ хакпа сутатчĕ. Пĕрисем кашни япаларан тупăш ытларах илес сĕмпе хак ӳстереççĕ, теприсем тупăша япалисене ытларах сутса пухас шутпа йӳнĕрехех параççĕ. Çавăнпа пирвай ыттисем тирсене мĕн хакпа сутнине те, тирĕсем пасарта нумаййи-сахаллине те пĕлес пулать.

Пинеслу вара халăха сăнаса çӳрерĕ. Аслă Пăлхар хулинчи Уксах Тимĕр тапăнас умĕнхи караван-сарайпа танлаштарсан кунти ярмăркка, паллах, пысăках та мар пек. Çапах кунта та ăçти кăна çынсем çук-тăр. Акă ирçесем, чăвашсем пекех, тискер кайăк тирĕсем сутма килнĕ. Кунтах çармăссем те пур, вĕсем пички-пичкипе пыл кăларса лартнă. Индипе Китайран, Багдадпа Истамбулран сутуçăсем вуçех çук пулмалла. Пĕтĕмĕшпе илсен ярмăрккара ытларах вырăссем хĕвешеççĕ. Хăшĕсем, темшĕн-çке, тайкаланса-сулланса утаççĕ, тăрсан-тăрсан çĕре тĕшĕрĕлсе анакансем те пур. Хăйсем тата çав хушăрах тем ăнланмалла мар кашкăрашаççĕ. «Тăванĕсем çак чирлĕ çынсене урама кăларса яма епле харамаççĕ-ши? — шухăшларĕ ăшĕнче Пинеслу. — Пăхаканĕсене те пулин пĕрле çӳретесчĕ».

Тавар тесен, чăнах та, ярмăрккара тĕрлĕ япала чылай. Пинеслуна уйрăмах йĕтĕн пусма, сахьян сăран килĕшрĕ. Вĕсенчен çул çӳремелли паха тумтир çĕлеме пулать. Атă-пушмак вара хатĕрри туянма та юрать. Ăна сăмала витернĕ чĕр çиппе çĕленĕ, тĕпне йĕс пăта çапса çирĕплетнĕ. Чăн та, ăна-кăна туяниччен тир сутса укçа тумалла-ха. Çакна аса илсе Пинеслу та тир хакĕсемпе те, ытти япаласеннипе те кăсăкланма тытăнчĕ. Анчах вырăсла пĕлменни касать. Пинеслу пĕр-икĕ çĕрте те сутуçăсемпе пуплешсе пăхма хăтланчĕ, лешсем вара «не понимаю» тесе çеç тăраççĕ. Керим каланă тăрăх, ку вăл «ăнланмастăп» тенине пĕлтерет иккен. Ак хайхи, çула пĕччен тухсан Пинеслун мĕн тумалла? Самарканта çитиччен, каллех Керим каланă тăрăх, нумай тĕрлĕ хапăх çĕрĕпе тухма тивет, вĕсен вара кашнин хăйĕн чĕлхи тет. Ма çапла-ха вăл, ма тĕнчери пур халăх та пĕр чĕлхепе калаçмасть? Тата çĕр çинче пуриншĕн те пĕр çĕршыв пулинччĕ. Ун чухне нимĕнле вăрçă-харçă та тухмалла мар пек. Епле аван пулĕччĕ пурăнма?

Керимпа Пинеслу чăвашсем патне таврăннă тĕле хĕвел чылай çӳле хăпарнăччĕ ăнтĕ. Çавăнпа пирвай кăнтăр апачĕ тăвас терĕç. Апатланнă май суту ĕçне еплерех йĕркелесси, хаксем пирки калаçса татăлчăç. Вырăсла чухлаканнисене суту сĕтелĕ умне тăратрĕç, ыттисем парса тăраканнисем пулчĕç. «Ĕçсĕр юлнисен» вара лайăх кăна канмалла. Вĕсенчен ытларахăшĕ — кĕсменçĕсем. Килелле çул анаталла та-ха, çапах авăсмалăх пур. Çинех Керим элтепер кунтан тем те пĕр туянса каясшăн. Эппин баркассем каллех тулли пулĕç.

Кун çурăра хайхи тирсене сутса та пĕтерчĕç. Кунта ытларах вырăссем кăна та-ха, анчах вĕсем таçтан та килнĕскерсем иккен. Нумайăшĕ çав тери пуян, майрисене чи хаклă тирсенчен кĕрĕк çĕлесе пама хатĕр. Теприсем тата кунта туяннă тире кӳршĕри çĕршывсене кайса тепре сутаççĕ-мĕн. Кур-ха вĕсене, çапла майпа та услам тума пулать-çке. Тĕлĕнмелле, этем тени тупăш илессишĕн мĕн кăна ăсласа кăлармасть пулĕ?

Тата тепĕр кун кирлĕ тавар туянассипе иртрĕ. Япалисене вара Керим мĕнлине кăна пухмарĕ пулĕ. Йĕппе çипрен пуçласа тем тĕрлĕ пусма, çава-çурла, кантăк таранах. Уйрăмах Керим пĕрер пичке çутă тата хĕрлĕ тĕслĕ шыв туянни тĕлĕнтерчĕ.

— Мĕн тума кирлĕ кун пек шыв? — ыйтрĕ Пинеслу.

— Пасарта ӳсĕрсене куртăн-çке, — ăнлантарчĕ Керим. — Çак шыва ĕçнипе ӳсĕрĕлнĕ вĕсем. Çутă эрех теççĕ ăна. Ак ку вара — хĕрлĕ эрех.

Хĕрлĕ эрех тесен Пинеслу ăнланать-ха. Çутă эрех вара мĕн япали? Тата мĕне пĕлтерекен сăмах вăл «ӳсĕр» тени?

— Пинеслу, пĕлетĕн-и, çын çак çутă эрехе ĕçсен минресе каять, тăнсăр пулать, унăн алли-ури çемçелет те вăл сулланма тытăнать, нумайрах ĕçсен утайми те пулать, выльăх пек ăçта килчĕ унта выртса çывăрать, — ăнлантарчĕ Керим. — Теприсем вара хĕрсе каяççĕ те çапăçма пăхаççĕ, хăйсем мĕн тунине те ăнланма пăрахаççĕ.

— Элтепер, апла эсĕ ма укçа парсах туянтăн çав усал шĕвеке? Ма илсе каятăн ăна хамăр пата? — тĕлĕнчĕ Пинеслу.

Вĕсен тавлашăвне ыттисем те тимлесе тăнларĕç. Нумайăшĕ чунра хĕрпе пĕтĕмпех килĕшрĕç. Çавăнпа Керим халĕ ĕнтĕ пурне те ăнлантарчĕ.

— Туссем, — терĕ вăл, — эпир тĕрлĕ халăхпа кӳршĕллĕ пурăнатпăр. Халĕ вĕсенчен чи вăйлисем — вырăссем. Вĕсемпе пирĕн пĕрре çеç мар калаçусем ирттерме тивĕ. Вĕсен йăлипе вара туслă калаçусем хыççăн çутă эрех ĕçсе савăнмалла. Тата, ĕненĕр, ăна ытлашши ĕçмесен вăл чăнах та чуна çăмăллатать, кăмăла çĕклет теççĕ. Ну, хамăр тепĕр чух уявсенче хĕрлĕ эрех ĕçнĕ пекех. Е чăвашсем çим пылпа сăра ĕçнĕ хыççăнхи пек. Кашни япалан чикки пур, унран иртмесен пурте йĕркеллĕ пулĕ — çавă çеç.

Те килĕшрĕç унпа чăвашсем, те килĕшмерĕç, анчах эрех пичкисене кимĕ сăмси айнех пытарса лартрĕç.

Тепĕр ир чăвашсен караванĕ хĕвелтухăç кăшт хĕрелсенех çула тухрĕ. Баркассем пĕрин хыççăн тепри пыраççĕ. Малти кимĕ çине те, кайри çине те Керим чи вăйлă тĕкĕрĕçсене вырнаçтарчĕ. Варринчи кимĕсенче ытларах хĕçпе лайăх çапăçакансем. Пинеслу ăна та, кăна та пултарать, анчах Керим ăна тĕкĕрĕç шучĕпе кайри кимме ларма хушрĕ.

Атăл юхăмĕ вăйлах мар пулин те анаталла çул пĕрех кăшт çăмăлрах. Сăр юхса тухакан юппа караван тепĕр кун ирпе ирех çитрĕ. Ак тамаша! Унччен те пулмарĕ кунта таçтан темиçе кимĕ ишсе тухрĕç те караван çулне пӳлсе хучĕç. Çавăнтах вĕсенчен пĕрисем малти баркаса, теприсем — кайрине тапăнчĕç. Ыттисем вара варринчи баркассем çинчи чăвашсене юлташĕсене пулăшма пыма чăрмантарчĕç. Паллă ĕнтĕ, каярах вĕсен хăйсен те çапăçма черет çитмелле.

— Тĕкĕрĕçсем, хурахсене çывăха ан ярăр! — пурте илтмелле кăшкăрчĕ Керим.

Пинеслупа тепĕр тĕкĕрĕç кăна ахаль те чухлаççĕ-ха. Вĕсем тăнăçлăрах пултăр тесе кимĕ тĕпне чĕркуçленсе ларчĕç те ухă авăрласа Пинеслу хурахсен сулахай киммине, юлташĕ — сылтăммине тытса пыракансене тĕллерĕç. Ушкуйниксем персе çитермелĕх хушша çывхарчĕç кăна — Пинеслу çĕмренне кăларса та ячĕ. Кимме тытса пыракан тĕреклĕ арçын çавăнтах кăкăрне çатăрласа тытрĕ, çĕмрене ӳтрен туртса кăларма хăтланчĕ. Анчах кăлараймăн! Çапăçмалли çĕмрен вĕçне Эпеç вăлта пек качăласа тăвать, çавăнпа вăл пыл хурчĕн сăнни пекех, кĕрессе кĕрет, анчах каялла тухмасть. Туртса кăларасах тесен пĕтĕм сенкерлесене, ӳте ватса кăлармалла. Эппин, çĕмрен лекнĕ çын тек пĕрех çапăçаймĕ... Пинеслу, паллах, халĕ уни-куни шухăшласа тăмарĕ, уххине хăвăртрах тепре авăрларĕ те тăрса пыракан арçынна тĕллерĕ. Лешĕ кимĕри хурахсен асли пулас, алă сулкаласа ыттисене пĕрех май тем хушать. Сасартăк ăна та Пинеслу çĕмренĕ хырăмран пырса тăрăнчĕ те хурах çавăнтах пăнкăлт тĕшĕрĕлсе анчĕ, кимми пысăках мартан шывах пуç хĕрлĕ чăма пачĕ. Кимĕри çынсен халĕ ĕнтĕ чăвашсене тапăнас шухăш мар, вĕсем хăйсен аслине çăлас тесе тăрмашма пикенчĕç. Çак хушăра Пинеслу юлташĕ те тепĕр кимĕ çинчи аслине çĕмренпе кăкăртан вирлех лектерчĕ. Унпа пĕр самантрах ушкуйниксен ытла çывăх çывхарнă киммине кĕсменçĕсем кĕсменĕсемпе тĕксе айккинелле пăрса ячĕç. Çак самантпа усă курса Пинеслупа юлташĕ тата тепрер çынна амантма ĕлкĕрчĕç. Малти баркас çинчи тĕкĕрĕçсем те тапăнакансене тĕл лектерчĕç пулас, ушкуйниксем нимĕн тума пĕлмесĕр киммисене пĕр вырăнта çавăркаласа тăчĕç. Çакна кура варринчи баркассен çулне пӳлекенсем те аптрарĕç, унтан юлташĕсене пулăшма васкарĕç. Ара, халĕ ĕнтĕ шывçи хурахĕсен чăвашсен караванне тапăнасси çинчен мар, аманнă юлташĕсене мĕнле те пулин çăласси çинчен шухăшлама тиврĕ. Вĕсене хăвăртрах çырана кăлармалла-çке, эмелçĕ патне илсе çитермелле. Караван кĕсменçисем вара тата вăйлăрах авăсма тытăнчĕç, хăрушă вырăнтан май килнĕ таран аяккарах тарса ĕлкĕрме тăрăшрĕç.

Анчах тарса хăтăлма май килмерĕ. Ку тăрăхра ушкуйниксем йышлă пулас çав. Вăхăт нумай та иртмерĕ, баркассен çулне пӳлме таçтан тепĕр ушкăн кимĕ тухрĕ. Ку хутĕнче хурахсем ытла та нумаййăн çывхарчĕç, вĕсене çĕнтересси Керима та иккĕленӳллĕн туйăнчĕ. Çак самантра кĕтмен çĕртен тӳпере пысăк шурă акăш курăнса кайрĕ. Вăл баркассемпе кимĕсен капланăвĕ çийĕн сăнаса тенĕ пек виçĕ çаврăм турĕ те сасартăк ушкуйниксем çинелле чул пек персе анчĕ, шыв сийне çитесси темиçе хăлаç юлсан çеç çунаттисене сарса ячĕ те каялла вĕçсе хăпарчĕ. Çавна пула кимĕсем пыракан вырăнта хăрушла çавра çил тухрĕ.

Вăл кĕске вăхăт çеç ахăрашрĕ те-ха, ушкуйниксен киммисене çав хушăра та пурне те тенĕ пекех чăмпăлт кăна ӳпĕнтере-ӳпĕнтере пăрахрĕ. Вĕсенче ларса пынă хурахсем хăшĕсем çыран патнелле ише пуçларĕç, теприсем çăлма-пулăшма ыйтса кăшкăрашрĕç. Чăвашсем ăна-кăна пит юплесе тăмарĕç, май килнĕ чухне инкеклĕ вырăнтан хăвăртрах хăпма тăрăшрĕç.

Сывлăш çавăрса ярсан Керим тӳпене пĕтĕм тавралла пăхса çаврăнчĕ. Анчах шурă акăш ниçта та курăнмарĕ. Вăл кунта пулман та тейĕн.

Шупашкар патне çывхарнăçемĕн умра сулă хыççăн сулă курăнма тытăнчĕ. Ахăртне, вĕсем Сăр тăрăхĕнчи вăрмансенчен тухаççĕ. Шупашкар çыранĕнче вара вуншар арçын çав сулăсене кăларса пĕренесене шаршанласа купалать. Çапла, ӳсет хула, сарăлать, вăйланать. Юсуф улусне унпа тупăшма йывăр пулать. Анчах ма-ха тупăшмалла вĕсен, чăваш хулипе чăваш улусĕн? Ма пĕр чăмăра чăмăртанса пурăнмалла мар? Хулана шыв енчен тимлесе пăхса иртнĕ май Керим çакăн çинчен вĕçĕмсĕр шухăшларĕ.

Анчах акă ĕнтĕ тăван пулса тăнă вырăн та курăнса кайрĕ. Чăвашсем караван таврăнасса пĕлнĕ пулас, ăна кĕтсе илме çырана вуншар çын тухса тăнă. Çапла ĕнтĕ, шывпа çӳрекенсем çинчен çĕр çинче темле майпа-çке пĕлсех тăраççĕ. Кĕтме тухнисем хыçĕнче инçех те мар лавсем курăнаççĕ. Хăшĕсене кӳлсе те тăратнă ĕнтĕ, теприсене кӳлме тытăннă. Çавна май баркассем çитсе чарăннă-чарăнманах вĕсене халăхпа пушатма та тытăнчĕç.

Тăван вырăна таврăннăшăн ыттисемпе пĕрле Пинеслу та хытă савăнчĕ. Атăл çинчи ирхи çапăçу та вуçех пулман пек туйăнчĕ ăна çак самантра. Тата вăл хăй туяннă япаласем, вĕсем ăна кĕçех инçе çула тухма май парасси çинчен шухăшларĕ. Шухăшласса шăхăшларĕ те çав, темшĕн ăна çакă пĕртте хĕпĕртеттермерĕ.

 

3

Чăваш улусĕ майĕпен-ерипен вăй илсе пычĕ, тĕрекленчĕ. Халĕ ĕнтĕ Юсуф ханăн кашни ялтах тенĕ пек турхансем пур. Вĕсем ахаль хресченсем йышши мар, çĕр çинче чакаланмаççĕ, сунарпа аппаланмаççĕ. Вĕсен тивĕçĕ — шанса панă ялта йĕрке тытса пырасси, курултайра палăртнă хырçа вăхăтра пухасси. Çавăнпа турхансем утпа çӳреççĕ, вĕсен çумра яланах хĕçпе ухă пур. Паллах, турхан ятне илме Юсуф хана пăхăнакан чи шанчăклă, хăюллă та вăйлă арçынсем кăна пултараççĕ.

Аслă Пăлхарти йĕркесене тĕпе хурса Юсуф Чăваш улусĕ валли те хăш-пăр саккунсем палăртрĕ. Вĕсене пур ялта та пĕлтерсе тухрĕç. Çав саккунсенчен пĕри вунулттăран пуçласа хĕрĕх пиллĕке çити арçынсен хан хушнипе çапăçăва кайма яланах хатĕр тăрасси. Анчах нумаййăнах пухăнĕç-ши вĕсем? Улусĕ пысăкрах пулсанччĕ. Шел, Шупашкар пуçĕсем кун пирки калаçасшăн та мар. Те вĕсем чăнласах хулана никам та тапăнмасса ĕненеççĕ, те вĕсен темĕнле вăрттăн шухăш пур — чее çынсене пĕлсе пĕтереймĕн. Аптранă енне Юсуф Эпеç ялĕнчен хăйне евĕр тĕркеç тума та шутласа пăхрĕ. Çук, апла та май килмест. Ялĕ ку хулаш тумалли вырăнта мар çав, ун тавра чăнкă çыран та, тарăн юханшыв та çук. Тата мĕн ĕнтĕ вăл, тĕркеç, карманпа танлаштарсан? Вĕçне шĕвĕртсе çума-çумăн тăратса тухнă вăрăм юпасем тăшман тапăнсан кар хӳнĕ чухлĕ пĕрех хӳтĕлеймĕç. Тăшман тени вара вăл хăçан та пулин килсе тухатех. Патшалăхсен пурнăç саккунĕ çавнашкал, Ав, Атăл леш енчен çармăссене Хусан тутарĕсем — темшĕн-çке унта пурăнакансене пурне те тутарсем теме пуçларĕç — киле-киле тустарни çинчен хыпарсем çитсех тăраççĕ. Хан ирĕкĕпе алхасса çӳреççĕ-ши вĕсем е хăйсене уйрăм хурахсем — кăна Юсуф пĕлмест. Анчах Хусан кунсерен вăй илсе пынине туять. Каплах пырсан унти хан станĕ çĕршыв шайне çитме те пултарĕ. Пĕр шутласан ăна та çĕнĕ Пăлхар патшалăхĕн ячĕ тивĕçме пултарать. Ан тив, унта тутарсемпе тутарланнă кăпчаксем чылай пухăннă тейĕпĕр. Мĕнех вара? Пăлхарсем пĕрех нумай йăхран тăракан халăх. Йышлах мар тутарсемпе кăпчаксем хăйĕн хушшине пăтрашăнса кĕнĕшĕн вăл аптрас çук.

■ Страницăсем: 1 2 3 4