Кĕмĕл кĕпер :: Ашшĕн хуйхи
Шур хăлат пек ывлăм пурччĕ,
Тискер тăшман пĕтерчĕ.
Авалхи юрăран.
Ылттăнпик эккелĕсем кермене тапăнакансене ним юлми касса тухрĕç. Темиçен кăна тарса хăтăлчĕç.
Анчах вĕсен хура юнĕ мĕн патăр-ха Ылттăнпик патшана? Аслă ывăлне, кăнар-тиккине йăтса илсе, чĕчĕ ачи пек хăй çумне пăчăрта-пăчăрта пĕтĕм тĕнче илтмелле ахлата-ахлата илчĕ вăл. Анчах ним тума та çук. Леш тĕнчене кайнисем хăйсене чунтан-чĕререн юратакан ашшĕ-амăшĕ патне ниепле таврăнаймаççĕ.
— Ывăлăм-ывăлăм! — кăшкăрчĕ те кăшкăрчĕ Ылттăнпик. — Кăнар-тикки! Манăн шанчăкам! Манăн пуласлăхăм!..
Часах тарса кайнă хурахсене хăваланă эккелсем таврăнчĕç.
— Пурне те каса-каса тухрăмăр, — терĕç вĕсем, мĕскерле те пулсан хăйсен патшин хуйхине çăмăллатас тесе.
— Сутăнчăкне! Сутăнчăкне тупрăр-и?! — кăшкăрса ячĕ Ылттăнпик. — Парăç-Пăрăнтай пирки калатăп эпĕ!
— Парăç-Пăрăнтай ниçта та çук, — çакăншăн хăйсем айăплă пек хуравларĕç эккелсем. — Вилнисем хушшинче те, тытса илнисем хушшинче те...
— Тупатăп! Пурпĕрех тупатăп! — хаяррăн каларĕ патша. — Сутăнчăка пуçхĕрлĕ çакмасăр чунăма кантармастăп эпĕ!..
Юратнă ывăлне çухатнă ашшĕн хуйхи мĕн тери пысăк пулни çинчен çырса кăтартма нимĕнле сăмах та çитес çук. Тем туса, пĕтĕм тĕнчене тепĕр майлă çавăрса лартса ывăлне чĕртĕччĕ те çав май пулсан Ылттăнпик, анчах ун пек тума çук.
Кăнар-тиккине пытарма масар çине пĕтĕм хула халăхĕ тухрĕ.
Акă ĕнтĕ хула çумĕнчи Чӳклету тăрринче патша масарĕ çинче кăнар-тикки валли ĕмĕрлĕх вырăн, вилшăтăкĕ чавнă. Ун çумĕнче, юман хăмасенчен тунă шурă тупăк ăшĕнче кăнар-тикки, пĕтĕм пăлхар халăхĕ юратакан Тутимĕр выртать.
Мăчаварсем, пĕр-пĕринпе ыталаша-ыталаша, кирлĕ таран кĕлĕ сăмахĕ каларĕç:
Тутимĕрĕм, Тутимĕр,
Эпир савнă Тутимĕр,
Яланлăх вырăну канлĕ пултăр.
Ырă яту пирте юлтăр.
Йывăр тăпру çăмăл пултăр,
Чуну ĕреххет куртăр.
Çапла каларĕ те пĕр мăчаварĕ, сарлака кĕреçе сухаллă ватă, Тутимĕр кăкăрĕ çине типейкке курăкĕ хучĕ. Ку вăл — чуна çăмаллăх паракан курăк, вăл вилнĕ çыннăн чунне аслă тӳпене часрах хăпарса çитме пулăшать.
Ун хыççăн вара тупăк çумне тепĕр мăчавăр, типшĕм те ыйту палли пек кукăрăлма тытăннă карт пырса тепĕр тĕрлĕ кĕлĕ калама тытанчĕ.
Шурăмпуç килет шуралса,
Шурă пир карсан та чарас çук;
Хĕвелтухăç килет хĕрелсе,
Хĕрлĕ хăмач карсан та чарас çук;
Телейрен иртекен çутă тĕнче,
Пирĕнтен те юлĕ-çке çак тĕнче...
Тутимĕрĕм, Тутимĕр,
Эпир савнă Тутимĕр,
Уйăх çинче хĕр сăнĕ,
Санăн сăну çук-çке.
Чĕкеç килĕ-чĕвĕлтетĕ,
Санăн чĕлхӳ çук-çке.
Ир тăрсан та,
Каç выртсан та
Санăн вырăну пушă.
Эпир сана асăнăпăр,
Эсĕ пире ан асăн.
Карт вара çак сăмахсене каланă хыççăн Тутимĕр питне шурă пирпе хупларĕ те алмăчавар енне çаврăнчĕ.
— Çак сăмахсемпе çитет пулĕ, — терĕ. — Пирĕн ылттăн кайăк çывăрма выртрĕ.
— Тупăка антарма вăхăт, — терĕ алмăчавар. — Атьăр, пурте кăнар-тиккипе сывпуллашар.
Ку сăмахсене илтсессĕн, пĕтĕм хула халăхĕ хуркайăк пек карталанса тăчĕ те, кăнар-тиккин шурă тупăкĕ тавра хĕвеле май çаврăнма тытăнчĕ. Çапла çынсем çичĕ хутчен çаврăнчĕç.
Çак хушăра мăчаварсем кăнар-тиккин вилтăприне çичĕ турат урттăш пăрахрĕç те:
— Халь ĕнтĕ тупăка антарма та юрать, — терĕ алмăчавар. — Кăнар-тикки пирĕн Çӳлти Турă патне каять.
Ылттăнпик çак хушăра, тутисене тăп тытса, савнă арăмĕпе юнашар ним хускалми тăчĕ. Ун пĕр енче — Ылттăнчечпе Пачман, тенĕр енче — Саврăш-паттăрпа Любава. Патшан чĕри пăчăртана-пăчăртан ыратрĕ. Анчах вăл пĕтĕм халăх умĕнче хăйне çирĕп тытмаллине, ăна, патшана, нимле хуйхă та çĕнтерме пултармассине кăтартмалла иккенне вăл паян та питĕ лайăх ăнланчĕ. Вăл Аслă Пăлхарстанăн патши. Нимле тăшман та çак аслă та чаплă патшалăх ертӳçин хуйхине курса ан савăнтăр.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...
I saw that your chuvash...
I recently used this site to lay one's h...
I recently cast-off this area to identif...
hello, Here’s something great: &...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...