Шурă акăш çулĕ :: Пулат хан тăхăмĕ


— Хă... — çăра сухалне пӳрне пуçĕсемпе тăрмакаласа каллех тем шухăшларĕ Тимĕр, вара çавăнтах çарăçĕсене кăшкăрчĕ: — А ну халех сӳнтерĕр вутта! Хăвăртрах! Хăвăртрах! Мĕн, эсир вут тивертме кăна ăста-им? Кайсын, халех Пулатпа кил-йышне урама илсе тух. Чупкала хăвăртрах, ытла лӳпперленсе кайрăн юлашки вăхăтра!

Кайсын тачка кӳлепине силлентерсе пусмапа чупнă пек туса хăпарчĕ, пирвай шала кĕме ĕлкĕреймен Юсуфпа Керима çурăмран тăке-тĕке аяла, çĕр çине анма хушрĕ, унтан тĕтĕм витĕр аран курăнакан алăкран кĕрсе çухалчĕ. Пăртакран вăл сĕрĕмпе кăшт минреме ĕлкĕрнĕ Пулатпа Селимене çавăтса анчĕ. Селиме Алсуна тӳрех асăрхарĕ, ун патне чупса пычĕ, тăвăнчăк сасăпа йынăшса ăна ыталаса илчĕ. Пулат та арăмĕ хыççăн васкарĕ, хĕрне хул пуççмнчен тытса ачашларĕ, савăнпа пĕрлех: «Эс ма килтĕн кунта? Мĕн туса хутăн халĕ?» — тесе шăппăн хăтăрса та илчĕ. Алсу никама та юплемерĕ, амăшĕпе ашшĕне, пиччĕшĕсене пĕрерĕн-пĕрерĕн ытала-ытала вĕсен пит çăмартисене ачашшăн шăлкаларĕ. «Чиперех-и эсир? Сывах-и?» — вĕçĕмсĕр ыйтрĕ хăй.

Темччен пыратчĕ çакă, анчах вĕсем патне Тимĕр уксахласа пычĕ, Алсуна тăванĕсенчен туртса уйăрчĕ.

— Эсĕ, Алсу, манпа калаç. Кунта чи асли — эпĕ, — аса илтерчĕ вăл.

— Эпĕ пĕлетĕп, эмир, — хуравларĕ Алсу. — Çавăнпа санран татах пĕтĕм чунран ыйтатăп: тархасшăн, ан тив манăн аттепе аннене, манăн пиччесене. Эсĕ вĕсене çĕнтертĕн, парăнтартăн. Пирĕн хуламăр халĕ сан аллунта. Тата мĕн çитмест сана? Тата мĕн кирлĕ?

— Алсу, хĕрĕм, нимĕн те ан ыйт унран!

— Алсу, пирĕншĕн тархаслама ан хăйнă пул! — харăссăн кăшкăрчĕç Пулатпа Керим.

Алсу ашшĕпе кĕçĕн пиччĕшне итлерĕ те шăпланчĕ, çапах Уксах Тимĕре куçран тилмĕрсе пăхма пăрахмарĕ. Эмир та мĕн каламаллине çийĕнчен ăнкарса илеймерĕ, пăртакран тин хăйне алла илчĕ те:

— Пикеçĕм, эсĕ ытла та çамрăк, хальлĕхе нумай япалана ăнланаймастăн-ха, — терĕ. — Пиçен текен ӳсентăрана курнă-и эсĕ? Ăна тăпăлтараççĕ, çулса пăрахаççĕ, вăл кайран каллех шăтса тухать, унчченхинчен те вăйлăрах ашкăрса каять. Çавăнпа пиçене тымарĕ-мĕнĕпе кăкламалла.

— Пиçен вăл — пиçен. Кунта сăмах манăн чи çывăх çыннăмсем çинчен пырать. Халĕ ĕнтĕ вĕсем саншăн никам та мар, сана унччен те тĕкĕнменскерсем малашне пушшех те нимĕнле сиен кӳмĕç, — терĕ Алсу шăппăн, шанчăкне çухатса.

— Çук çав, пикеçĕм, — килĕшмерĕ унпа Уксах Тимĕр. Вара ăнлантарма тытăнчĕ.

Эмир шучĕпе, халăхсем те пиçен пекех. Вĕсене пыра-пыра лăскатăн, çапса аркататăн. Анчах пултаруллă ертӳçĕсем юлсан вĕсем пурпĕр çĕнĕрен аталанма тытăнаççĕ, вĕсен çĕршывĕсем каллех вăй илеççĕ, хăватланса каяççĕ. Çавăнпа çĕршыва аркатни кăна ăна çĕнтернине пĕлтермест-ха. Ăна чăнласах çĕнтерес тесен унăн ертсе пыма пултаракан çыннисене тĕп тумалла иккен.

— Сан аçупа пиччӳсем шăпах çав шайри çынсем, — хушса хучĕ юлашкинчен Уксах Тимĕр. — Манăн вĕсен тĕлĕшпе нимĕнле курайманлăх та çук. Анчах вĕсене тĕп тумаллах. Унсăрăн эпĕ сак тарана çити çӳренинчен нимĕнле усă пулаймĕ.

— Апла мана та вĕсемпе пĕрле вутта пăрах, — шанăçа вуçех çухатса каларĕ Алсу.

Уксах Тимĕр темшĕн татăклă сăмахне пĕлтерме васкамарĕ. Вăл Алсу тавра хуллен утса çаврăнчĕ, ăна пур енчен те тимлĕн пăхса тухрĕ, пасарта япала суйларĕ тейĕн.

— Мĕн тери тĕлĕнмелле чиперлĕх, чăн-чăн юмахри илем! — терĕ вара тĕлĕннине пытармасăр. — Кайсын, эс мĕнле шутлан?

— Чăнах та юмахри пике, — килĕшрĕ лешĕ. — Эпĕ кунашкал илеме ниçта та, нихăçан та курман. Хм... Сан арăмусемсĕр пуçне, паллах, чаплăран та чапла эмир.

— Эс ман умра йăпăлтатса ан тăр, — ăна хăтăранçи турĕ Тимĕр. — Ман арăмсенчен нихăшĕ те ку илемпе танлашаймасть... — Унтан Алсу енне çаврăнчă: — Итле, пикеçĕм. Эсĕ тинтерех кăна кил-йышна хăтарассишĕн тем тума та хатер терĕн. Хăлха улталамарĕ-и мана? Эпĕ тĕрĕсех ăнлантăм-и сана?

Алсу эмира куçран пăхрĕ-пăхрĕ те каллех ун умне чĕркуçленсе ларчĕ, ăна атă кунчинчен тытса хăвăрт-хăвăрт кала пуçларĕ — такам халь-халь çăвар хупма хушасран хăрарĕ тейĕн:

— Тĕрĕсех илтрĕн, аслă эмир, тĕрĕсех ăнлантăн. Манăн кил-йыша тĕкĕнмесен эпĕ эсĕ мĕн хушнине пурне те тума хатĕр. Уруна çăвасси таранах...

— Алсу!

— Йăмăк, пирĕн ята ан яр! — харăс кăшкăрса ячĕç Юсуфпа Керим.

— ... Аслă эмир, эсĕ ман пиччесене ан итле. Вĕсем халĕ ăспа мар, кăмăла мана хурса калаçаççĕ, — хăйĕннех тăсрĕ Алсу.

Уксах Тимĕр ăна каллех, сан пек пике арçын умĕнче чĕркуçленсе ларни халăх умĕнче пулмалла мар тесе, хуллинчен тытса йăтса тăратрĕ.

— Пĕлетĕн-и, эпĕ çапах та эсĕ ыйтнине пĕтĕмпех пурнăçлама пултараймастăп, — терĕ вара.

— Эмир, эсĕ кунта кăна мар, пĕтĕм тĕнчере пуринчен те вăйли-çке. Сана пурте пĕлеççĕ, сана хирĕç никам пĕр сăмах калаймĕ, — ӳкĕтлеме пăрахмарĕ Алсу.

— Ку çаплах ĕнтĕ, — мăнаçлăн килĕшрĕ Тимĕр. — Анчах эпĕ те ĕмĕртен пыракан йăлана пăрахăçлама пултараймастăп. Унсăрăн ман халăхăм мана хисеплеме пăрахĕ. Çав йăла вара тыткăна лекнĕ ертӳçĕсене тĕп тумах хушать. Пиччӳсем тесен... Вĕсем Пăлхар ханĕн ачисем кăна та-ха... Чăн та, арçын ачасем... Çапах вĕсем ертӳçĕсем пулса çитеймен-ха...

— Эппин, эмир, пиччемсене те пулин ан тив!

Тимĕр каллех тем шухăшларĕ, ятне туса тенĕ пек пулăшуçинчен ыйтрĕ:

— Кайсын, эс мĕн шутлан? Ку ачасене ирĕке кăларсан пирĕн çарăçсем пăлханма тытăнмĕç-и?

— Нимĕн калама алтратăп, — хул пуçсине сиктерсе илчĕ Кайсын.

— Ăнлантăм сана. Енчен эпĕ ку ĕçе арçын кăмăлне тивĕçтерекен тепĕр ĕçпе çыхăнтарсан? Ман çарăçсем арçынсем пуль, нивушлĕ мана ăнланмĕç?

— Мĕнле ĕç-ши вăл? — кăсăкланчĕ Кайсын.

— Халех курăн... Алсу, эпĕ сан пиччӳсене ирĕке яма пултаратăп.

— Чăнах-и?

Саманчĕ ашшĕпе амăшĕн пурнăçне çапах çăлайми йывăр пулин те Алсу сассинче кăшт савăнни те палăрчĕ.

— Анчах...

Çак сăмахпа Уксах Тимĕр хĕр чунĕнче кăшт палăрнă шанчăка самантрах сӳнтерсе хучĕ. Кăварлă вучаха тулли витре шыв тăкрĕ тейĕн.

— Анчах мĕн, аслăран та аслă эмир? — сисчĕвленсе ыйтрĕ Алсу.

— Санăн мана качча тухмалла пулать.

Алсу тĕлĕннипе самантлăха шак хытса тăчĕ, унтан хуллен-хуллен пиччĕшĕсем патнелле чакма тытăнчĕ, каллех чарăнса тăчĕ.

— Ку маншăн пач кĕтмен япала. Манăн шухăшламалла, — терĕ вара.

— Ну, пăртак шухăшла эппин.

Сасартăк юнашарах çĕрпе пĕлĕте çыхăнтарса çиçĕм çиçрĕ, аслати шартлатрĕ. Вăйлă çил пĕр кас шавласа иртрĕ. Вара тавралăх каллех шăп пулса тăчĕ. Пăртакран инçех те мар: «Аслăран та аслă эмир патне Самаркантран хыпарçă çитнĕ!» — тени илтĕннĕ. Анчах Самаркант хыпарне тем пек кĕтнĕ пулин те Уксах Тимĕр хыпарçа хăй йышăнмарĕ, ун патне: «Хăв куран, хальлĕхе маншăн кунти ĕç кирлĕрех», — тесе Кайсына ячĕ. Пулăшуçи кайсан Тимĕр каллех Алсу патне пычĕ:

— Ну, мĕн шухăш тытрăн, пикеçĕм?

Алсу хăйĕн сăмахне калас тесе çăвар уçрĕ çеç, Керимпа Юсуф харăссăн кăшкăрса ячĕç:

— Асту, йăмăкăм!

— Алсу, эс хăв кам хĕрĕ пулнине ан ман!

Тимĕр пĕр тăвансем патнелле уксахларĕ, нухайкка тытнă аллине çĕклерĕ, анчах çапмарĕ. Те шухăшне улăштарчĕ, те ăна Кайсын: «Усал хыпар! Усал хыпар!» — тесе кăшкăрса килни чăрмантарчĕ. Кĕçех пулăшуçă эмир патне çитрĕ те ăна хăлхаран шăппăн пĕлтерчĕ: «Хыпарçă каланă тăрăх, Самаркантра пăлхав çĕкленнĕ. Унти ятлă çынсем сана хăйсен пуçлăхĕ вырăнне хума пăрахнă имĕш».

— Вăт ирсĕр сыснасем! — Юсуфпа Керимран хăпса кăшкăрса ячĕ Уксах Тимĕр. — Вăт путсĕрсем! Ну вĕсене-и... Çитсен кашнин пуçне хам касса тухатăп. Ак çак икĕ пӳрнесĕр алăпа! — çĕклесе кăтартрĕ сулахай аллине. — Анчах пирĕн хăвăртрах каялла тухма тивет. Эпĕ вара çара пăртак кантарасшăнччĕ. Халĕ эс кай та элтеперсене пух, пурне те хамăр ку хулара виçĕ кунран ытла чарăнса тăрайманнине пĕлтер. Тата кала: çав виçĕ кун иртсен çĕр çинче Аслă Пăлхар хулин ячĕ те юлмалла мар.

Кайсын пуç тайрĕ те утне утланса çар пуçлăхĕсем вырнаçнă çурта вĕçтерчĕ. Уксах Тимĕр вара пăртак каллĕ-маллĕ уткаласа çӳрерĕ, кăшт лăплансан каплех Алсу патне пычĕ:

— Ну, пикеçĕм, ман арăм пулма килĕшетĕн-и?

— Çук, эпĕ сана качча тухма пултараймастăп, — терĕ Алсу куç хĕррипе пиччĕшĕсем енне пăхса илсе.

— Тĕрĕс калан, йăмăкăм! — терĕç лешсем харăссăн.

— Эсĕ, Алсу, çил хăван иккен, — сивлерĕ Тимĕр. — Тин кăна кил-йышна хăтарас тесе тем тума та хатĕр теттĕн, халĕ ав каялла чакатăн.

— Эпĕ сана чура вырăнĕнче пулса кăна пăхма пултаратăп. Качча тухасси вара вăл пач урăхла япала.

— Темскер ăнланаймарăм-ха, — тĕлĕнчĕ Уксах Тимĕр. — Эмир арăмĕ пулни унăн чури пулнинчен лайăхрах мар-им вара?

Алсу ăна куçран хăюллăн пăхса хуравларĕ:

— Çапла, эмир, лайăхрах мар. Арăм пулни вăл сана чунпа та пăхăнмаллине пĕлтерет. Эпĕ вара сана чунпа нихăçан та пăхăнаймăп!

— Мĕншĕн?! — пушшех тĕлĕнчĕ Тимĕр. — Пĕлессӳ килсен, эпĕ çав тери япăх çын мар. Ĕçĕ манăн çавнашкал — ыттисене пăхăнтарасси. Кил-йышра вара эпĕ пач расна этем.

— Манăн çакна пĕртте ĕненес килмест, — пуçне пăркаларĕ Алсу.

— Ну... Апла эпĕ санăн пиччӳсене çăлса хăвараймастăп, каçар.

— Эмир! — тăвăнса йынăшрĕ Алсу.

— Каланă! — татса хучĕ Тимĕр, вара каллĕ-маллĕ уткала пуçларĕ. Пăртакран каллех Алсу патне пычĕ. — Итле, эпĕ сана тӳрех аслă арăм тăвăп! Сан пата кун сиктерсе пырса тăрăп. Эсĕ килте чи аслă хуçа пулăн. Ну, мĕнле? Е аçупа аннӳне кăна мар, пиччӳсене те, хăвна та халех вутта пăрахăп. Эй, çарăçсем, вутта тепĕр хут чĕртсе ярăр!

Хальхинче эмир ытла та хаяр калаçнăран-ши Алсу çак сăмахсене илтсен чăнласах хăраса кайрĕ. Капла çак самант унăн пĕтĕм кил-йышĕшĕн юлашки пулма пултарать-çке. Вара чăнах та çут тĕнчере Пулат хан тăхăмĕн шăрши-марши те юлмĕ.

— Эмир, тăхта! — кăшкăрчĕ Алсу.

— Ну! Пĕр енчен, эсĕ манăн аслă арăм пулма пултаратăн, — лару-тăрăва татах хĕртрĕ Тимĕр. — Тепĕр енчен, пурте çунса пĕтетĕр, кĕлĕ кайран çилпе вĕçсе саланĕ. Хăшĕ килĕшет? Суйла!

Ах, тĕрĕсех калать-çке те Уксах Тимĕр, анчах тĕрĕслĕхĕ унăн ытла та вышкайсăр хăрушăскер. Аптранă Алсу пирвай пиччĕшĕсене, унтан амăшне, юлашкинчен вара ашшĕне куçран пăха-пăха вĕсем мĕн шухăшланине ăнланма тăрăшрĕ. Пиччĕшĕсем те, амăшĕ те пуç уснă, ашшĕ кăна Алсуна хирĕç çирĕппĕн пăхрĕ. Акă ашшĕ куçне мăчлаттарчĕ. Мĕн каласшăн пулчĕ вăл? Ма сăмахпа нимĕн те шарламасть? Пулат вара куçне хĕрĕнчен вĕçертмерĕ, каллех тепре мăчлаттарса илчĕ. Те кĕç-вĕç юхса тухас куççуль тумламне пытарчĕ, те татах тем каласшăн пулчĕ. Çапах Алсуна ашшĕ ăна ăнланнăн туйăнчĕ. Анланать çеç те мар, ырлать те пек.

■ Страницăсем: 1... 3 4 5 6 7 8 9