Шурă акăш çулĕ :: Пулат хан тăхăмĕ


— Ăнланатăп, Пулат хан. Анчах... Уксах Тимĕр пирĕн пата шăпах ĕнтĕ Чăваш тăрăхĕ енчен хăпарнă-иç. Халĕ унти лару-тăру мĕнлереххине эпир пачах та пĕлместпĕр, — иккĕленчĕ Али.

— Эпĕ Чăваш тăрăхĕ пирки пуплешместĕп. Эпĕ унчченрех Хасан ханпа кайнă чăвашсем çинчен каларăм, — ăнлантарчĕ Пулат.

Али тек нимĕн те ыйтмарĕ.

— Юсуфпа Керима май килсенех сан пата ярăп. Эсĕ вара малалла мĕн тумаллине хăвах пĕлĕн, — терĕ çеç.

Пулат пуç сĕлтсе элтепере тав турĕ те кайма тăчĕ, пĕр-икĕ утăмран татах чарăнса ыйтрĕ:

— Али бек, эсĕ мана сивлеместĕн-и?

— Эпĕ сана епле сивлеме пултарăп? Эсĕ тĕнчере пуринчен хăватлă Аллах хăй пире ярса панă хан. Пирĕн тивĕç — эсĕ мĕн каланине пĕр пăркаланмасăр пурнăçласси. Кашни-пĕр пуслăх хушнине кăшт та пулин иккĕленсе йышăнма тытăнсан çĕр çинче пĕтĕм йĕрке пĕтет. Мăхаммат пире çапла вĕрентет.

— Ну, тавах сана, Али бек. Тинех чун лăш кайрĕ. Сана шанатăп эпĕ, Али тусăм.

Пулат пусмапа хуллен анса кайрĕ, утне йывăррăн утланчĕ те хула варринелле юрттăрчĕ. Çапла, ватăлнă Пăлхар ханĕ, хăçантанпа ĕнтĕ вăл халăх пуçĕнче. Анчах ăс-тăнĕ унăн çав-çавах çивĕч-ха, пурнăçа вара вăл пуринчен лайăх пĕлет витĕр курса ăнланать.

Вăхăт нумаях та иртмерĕ, Пулат патне хулан тĕрлĕ енчен хыпарçăсем киле те пуçларĕç. Уксах Тимĕр çаплах-ха ирччен тăхтас темерĕ курăнать. Хальхинче вăл çарăçĕсене утпа мар, çуран янă. Вĕсем лашапа вăрăм пусмасем çеç мар тĕреклĕ кĕрешсене шĕвĕртсе тунă тăрăнсем те турттарса килеççĕ-мĕн. Эппин Уксах Тимĕр пăлхарсен вăйне пысăка хурать, хулана вара Вăтам Азири хăватлă кармансене тапăнас меслетпе çĕнсе кĕресшĕн. Çарĕ вара хăйĕн куçпа ытамлайми йышлă-мĕн.

Кĕçех акă унтан та кунтан сĕрлев илтĕне пуçларĕ. Çапăçу сĕрлевĕ. Пин-пин чуна çут тĕнчепе сыв пуллаштаракан хăрушла сĕрлев. Этемсен ĕрĕхĕвне кура çутçанталăк та асса кайма хатĕрленет пулас, анăç енче тăхлан пек хура пĕлĕт капланса хăпарать, çиçĕм çиçкелет. Хушăран аслати сасси те илтĕннĕн туйăнать.

Тахăш самантра Пулат патне вĕри чейпе тулли пиала йăтса Селиме кĕчĕ.

— Аслатиллĕ çумăр килет пулмалла, — терĕ вăл. — Эй, тĕнче! Тӳпере çутçанталăк вăйĕсем кĕрешеççĕ, çĕр çинче — этемсем. Ма апла-ха вăл? Мĕншĕн эпир, тĕрлĕ халăх, пĕр-пĕринпе тату пурăнаймастпăр? Çĕр çинче пурин валли те вырăн çителĕклĕ пек-çке. Эпир пурсăмăр та — пĕр Турă ачисем. Эппин мĕн-ма-ха пĕр-пĕринпе хирĕçетпĕр, çапăçатпăр, пĕр-пĕрне вĕлеретпĕр? Ма-ха теприсем ют çын пурлăхне, ют халăхăн тар кăларса пухнă пурлăхне хапсăнаççĕ?

Калаçса тăнă май вĕсем пӳлĕме Алсу кĕнине те сисмен.

— Анне, пире чăваш енне тухса каймах тивĕ-ши? — ыйтрĕ вăл. — Нивушлĕ пирĕн çарăçсем хулана хӳтĕлесе хăвараймĕç?

— Çитĕ сире! — хатăрса тăкрĕ Пулат хĕрарăмсене. — Тупнă пуплешмелли вăхăт. Çула тухма хатĕр-и эсир?

— Паçăрах хатĕр, — шантарчĕ Селиме. — Мĕн кирлине пĕтĕмпех тиенĕ.

— Юрать, аван. Кĕçех кунта Юсуфпа Керим çитмелле, вара тӳрех тухса кайăр. Кирлĕ пулсан эпĕ тата Али бека сирĕн валли çул уçса пама ыйтăп.

— Атте, епле-ха эпир сана пăрахса хăварăпăр? — пăшăрханчĕ Алсу.

— Ку вăл санăн ĕç мар! — хытах кăшкăрса пăрахрĕ Пулат. Çавăнтах тата сассине çемçетрĕ. — Пĕлетĕн-и, хĕрĕм, эпĕ — хан. Урăхла каласан, халăха ертсе пыракан çын. Манăн унпа мĕн вĕçне çитиччен пулмалла.

— Хĕрĕм, эс кун пирки аçупа ан та пуплеш, — лăплантарчĕ Селиме. — Мĕн йăллине вăл пиртен лайăхрах пĕлет. Вăл пирĕншĕн кăна мар, пур пăлхаршăн ашшĕ вырăнĕнче.

Çӳльхӳт тулашĕнче лаша таканĕсем чул çинче чаклатни, Юсуф ăйăрне тем каласа лăплантарни илтĕнчĕ. Пулат васкасах урама тухрĕ. Селимепе Алсу вара ун хыççăн тухма хăяймарĕç, анчах ашшĕпе ывăлĕн калаçăвне илтме тăрăшса уçă чӳрече умне пырса тăчĕç. Юсуф урхамахне юпаран кăкарнă хушăра Керим та персе çитрĕ.

— Атте, мĕн пулнă? — тӳрех ыйтрĕ вăл. — Али пире васкасах сан пата килме хушрĕ.

— Юсуф, Керим, килĕр-ха çывăхарах, — чĕнсе илчĕ вĕсене Пулат.

Ывăлĕсем хăпăл-хапăл пырса тăчĕç.

— Атте, мĕн калассине хăвăртрах кала, — чăтăмсăррăн васкатрĕ Керим. — Ху куран, пуплешсе тăмалли самант мар.

— Эппин, тӳрех калам, — килĕшрĕ Пулат. — Ачамсем, эсир халех аннӳпе йăмăкăра илĕр те Хасан чăвашĕсем патне вĕçтерĕр. Ултă лав çула хатĕр тăрать. Мавзолея хирĕçри вăрттăн хапхаран тухса кайăр. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, хальлĕхе унта тăшман çарăçĕсем çукпа пĕрех, ма тесессĕн карăн çав тĕлти хӳнĕ — чи вăйлă хӳтĕленнĕ вырăн. Тăшман, паллах, пирĕн пата унтан тапăнса кĕме шутламасть. Анчах хуларан никам та тухса ан çӳрейтĕр тесе хăйĕн çарăçĕсене хапха патне пырса тăратма пултарать. Сирĕн унччен кайма ĕлкĕрмелле.

— Эпĕ çапăçу хирне пăрахса каяймастăп, — ашшĕ каласа пĕтернĕ-пĕтермен татăклăн хирĕçлерĕ Юсуф.

— Атте, паян уйра манăн миçе юлташ выртса юлнине эсĕ пĕлетĕн-и? — хурав парас вырăнне ыйтрĕ Керим. — Туссене пăрахса кайсан манăн леш тĕнчере вĕсен умĕнче мĕн каласа тӳрре тухас?

Кунашкаллине кĕтмен Пулат кĕске вăхăтлăха аптраса тăчĕ. Анчах халĕ кашни самант хаклă, кĕçех хула карĕнчен нихăш тĕлте те тухса кайма май килмĕ, кусем вара кутăнлашса вăхăта ирттереççĕ.

— Ачасем, эсир мана хирĕçлеме епле хăятăр? Эпĕ сирĕн аçăр кăна мар, эпĕ — хан! Тата аннӳпе йăмăкăра эсир ним вырăнне те хумастăр-им?

Анчах ывăлĕсене ку сăмахсем те витереймерĕç.

— Хан ывăлĕсем пулнăран ĕнтĕ пирĕн кил-йышшăн кăна мар, пĕтĕм тăван халăхшăн яваплă пулмалла, — терĕ Юсуф.

Хаярлăхпа витерейменнине кура Пулат ӳкĕтлеме тытăнчĕ:

— Ывăлăмсем, тархасшăн, ăнланăр. Эсир чăвашсем патне кайни вăл хамăр тăхăма упраса хăварнине пĕлтерет. Пăлхар ханĕн тăхăмне. Вăрçă вĕçленĕ, халăх каллех ура çине тăма ăнтăлĕ. Кам ертсе пырĕ ăна ун чухне? Пуçлăхсăр халăх вăл сурăх кĕтĕвĕ çеç. Çук, апла мар. Выльăх кĕтĕвĕнче те кĕтӳ пуçĕ пур.

— Йывăр вăхăтра хăйне пăрахса кайнă çынсене халăх кайран пуçлăх вырăнне йышăнĕ-ши? — иккĕленчĕ Керим.

Çак самантра тĕп карман енчи çапăçу шавĕ хытăрах илтĕне пуçларĕ, çывăхалла куçнăн туйăнчĕ. Ахăртнех, тăшман унта хулана кĕме пултарнă.

— Атте, эпир тек пуплешсе тăраймастпăр, ху куран, — терĕ те Юсуф урхамахне юпаран вĕçертсе утланчĕ.

Ун хыççăнах Керим та йĕнер çине вăшт кăна сиксе ларчĕ. Вара пиччĕшĕпе шăллĕ тĕп карман енне çил пек вĕçтерчĕç. Пулат вĕсене куçпа ăсатса та тăмарĕ, чӳрече умĕнче тăракан хĕрарăмсене асăрхарĕ те вĕсене алă сулса чĕнсе илчĕ. Селимепе Алсу хыпалансах ун умне анса тăчĕç.

— Акă мĕн, хĕрарăмсем, — терĕ вĕсене Пулат, — Сирĕн чăвашсем патне хăвăрăнах кайма тивет. Юсуфпа Керима эпĕ ӳкĕте кĕртеймерĕм.

— Мĕнле-ха капла? Пиччесем кунтах юлĕç-и? — каллех пăшăрханчĕ Алсу.

— Вĕсем — çарăçсем, хăйсен халăх умĕнчи тивĕçне сире хӳтĕлессинчен мала хучĕç, — халĕ ĕнтĕ лăпкăнрах ăнлантарчĕ Пулат. — Тĕрĕс тăваççĕ-и вĕсем, тĕрес мар-и — кăна пĕр Аллах çеç пĕлет. Анчах эсир ан пăшăрханăр. Эпĕ сирĕн лавçăсене хăш çулпа каймаллине лайăх ăнлантарса парăп. Алсу, хĕрĕм, йăпăрт кăна чуп-ха лавçăсем патне, вĕсене кунта чĕнсе кил.

Алсу çӳльхӳт хыçнелле вĕçтерчĕ. Ашшĕне итлеме хăнăхни те, çывхарса килекен çапăçу шавĕ те ăна васкама хистерĕ.

— Пулат хуçа, эсĕ хăв ĕнтĕ çакĕнтах юлатăн-и? — хăюсăррăн ыйтрĕ Селиме.

— Кăна ыйтмасан та юратчĕ, — кăмăлсăрланса хуравларĕ Пулат.

Селиме куляннине тата пăшăрханнине палăртас теменнипе пуçне усрĕ, куçне упăшкинчен тартрĕ. Çакна асăрханă Пулатăн чунĕ çемçелчĕ, вара вăл мăшăрне лăплантарма тăрăшрĕ:

— Эс, Селиме, маншăн пĕртте ан пăшăрхан. Пурте йĕркеллĕ пулĕ. Сире элĕ сых енне кăна ăсататăп. Ывăлăмсене май килсенех сирĕн хыççăн чуптарăп. Кайран вара сире илме эпĕ хам пырăп.

— Пурте йĕркеллĕ пулĕ тен те çав... Пулĕ-ши? Темшĕн чĕре ырă мара сиссе хĕсет, — иккĕленчĕ Селиме.

— Ула куракла кранклатса ан тăр кунта! — самантрах тарăхса кайрĕ Пулат. — Пирĕн пурнăç пĕтĕмпех Аллах аллинче. Унăн пире пăрахма сăлтав çук, эпир ун умĕнче нимĕнле çылăха кĕмен.

Сасартăк мавзолей енчен те çапăçу шавĕ хытах илтĕне пуçларĕ. Вăл çывхарса-çывхарсах пычĕ. Унпа пĕрлех, тăхлан пĕлĕт çӳле хăпарса çитеймен пулин те, анăçра çиçĕм çиçрĕ, аслати шартлатрĕ.

— Ах! — терĕ Селиме. — Пулат, тăшмансем мавзолей енчен килеççĕ.

— Куратăп, — нимĕн тăвайман енне ал лаппине чăмăрларĕ Пулат. — Хӳтлĕх вăйлă тесе çын сахал хăварнăччĕ унта. Тăшман хĕснине çав йышпа тӳсеймерĕç пулас. Шел, эпĕ сире ăсатса яма ĕлкĕреймерĕм. Каçарăр мана, Селиме.

— Куншăн пĕртте ан пăшăрхан, — лăплантарчĕ Селиме упăшкине. — Эпĕ пурăнасшăн пит çунатăп тетĕн-им? Манăн санпа пĕрле çеç пулас килет. Санпа юнашар чухне маншăн вилĕм те вилĕм мар. Ачамсене кăна шутсăр шел.

Вăл упăшкине тата тем каласшăнччĕ, анчах çак самантра çывăхра, ним пĕлĕтсĕр çĕртех, татах çиçĕм çиçрĕ, аслати шартлатрĕ. Унччен те пулмарĕ, юнашарах арçынсем хаяррăн кăшкăрашни-ятлаçни, хĕçе хĕç тата хĕç хулккана лекнĕрен тухакан хурçă-тимĕр чанклатăвĕ кĕрлесе кайрĕ. Тăшман çарăçĕсем пăлхар çарăçĕсене вăйлăн хĕсеççĕ-мĕн.

— Селиме, хăвăртрах çӳльхӳте тарса пытан! — хушрĕ Пулат.

— Эсĕ хăв тата? — ыйтрĕ Селиме.

— Эпĕ — хан.

Пулат урăх нимĕн те шарламарĕ, анчах вăл мĕн каласшăн пулнине Селиме çур сăмахранах ăнланчĕ.

— Эпĕ вара — хан мăшăрĕ, — терĕ вăл çирĕппĕн.

Çапла Пулатпа Селиме урса кайса çапăçакан çарăçсем хушшинче пĕр хускалмасăр тăчĕç. Çавăнпа-ши е вĕсем кам пулнине пĕлнĕрен-чухланăран тăшман çарăçĕсем вĕсене тĕкĕнмерĕç.

Акă ĕнтĕ çапăçу шавĕ суд çӳльхӳтĕнчен иртрĕ, аяккалла кайнăçемĕн шăпланса-шăпланса пычĕ, кĕçех илтĕнми те пулчĕ. Эппин, Аслă Пăлхар хули парăнчĕ...

Çӳльхӳт умĕнчи тӳртума тăшман юланутçисен ушкăнĕ пырса кĕчĕ. Вĕсенчен пĕри ыттисенчен ĕлккен тумтирĕпе те, хăйне тыткаланипе те самай уйрăлса тăрать. Вăл шăрăха пăхмасăр сăсар мулаххайĕ, хура сăран тум тăхăннă. Унăн хулканне те, хĕç йĕннине те ахахпа эрешленĕ курăнать, хĕвел пĕлĕт айне пытаннă пулин та вĕсем йăлтăр-ялтăр çиçкелесе илеççĕ.

— Тинех парăнтартăмăр сана, Аслă Пăлхар, — рехетлĕн каларĕ сăсар мулаххайли йĕри-тавра пăхкаласа. — Хули вара аптрамасть. Кайсын, сан шутупа мĕнле пек?

Унпа юнашар пыракан юланутçă — вăл мулаххайлă арçыннăн пулăшуçи Кайсын пулчĕ — хуçи енне пуç тайрĕ те:

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8 9