Хура çăкăр :: XV. Ухмаха ури канăç памасть
Тепĕр кун ирхине Утламăша пĕр хура тăрантас килсе чарăнчĕ. Вулăсран терĕç ăна пĕлекен çынсем. Тимĕр кăвак ут тӳрех Элюккасен умне çитсе тăчĕ. Тăрантас çинчен йăлтăр-ялтăр тӳмеллĕ хура тумтир тăхăннă çынсем иккĕн тан сиксе анчĕç. Пĕри хĕç çакнă, тепри хĕçсĕр. Ларкăчĕ çинче — хамăр паллама ĕлкĕрнĕ хайхи Шыçмак Ваçилейĕ. Вăл, ларнă çĕртен ансанах, Элюкка патне кĕрсе кайрĕ.
Старостă килтехчĕ. Страшникпе вăрман теçетникĕ килнĕ тесен, вăл çиес апатне татса, урамалла йăпăрт тухса тăчĕ, пуçлăхсене сывлăх сунса саламларĕ, усăнса аннă çӳçне шăлкаласа якатрĕ.
— Кĕрсе тухăр, тархасшăн, — йăлăннă пек каласа хучĕ вăл хăй умне чарăннă çынсене. — Эсир килнĕ ятпа чей лартăпăр, çăмарта пĕçерĕпĕр, — терĕ Элюкка, чыслă хăнасене тарават йышăнма пĕлекенскер.
— Чейне ăна варарах та ĕçме ĕлкĕрĕпĕр, — терĕ страшник, хĕç тыткăчине тусанран тасаткалам пек шăлкаласа. — Халь пирĕн... мĕн ятлăччĕ-ха çав? — вăл хăйсемпе пĕрле килнĕ мăнтăркка çын еннелле çаврăнса пăхрĕ.
— Шăрттан, вашă пăлхарати, — кăркка пек кăрăклатса илчĕ Ваçилей.
— Вот, вот, Шăрттан терĕн çав... Çав Шăрттан патне ертсе кай-ха пире, старăстă.
— Шăрттанĕ мар пуль, Шăрттан Имечĕ патне пуль, çав кăна пур пирĕн ялта.
— Эс... мĕскер?
— Так точнă, вашă пăлхарати, Шăрттан Имечĕ.
— Арпаштарма юрамасть ун пек, — кăмăлсăр пăхкаларĕ страшник, хура вăрăм мăйăхне якаткаласа.
— Çурчĕ унăн хĕреслĕ урамăн кукăр вĕçĕнче-ха, вашă пăлхарати, — терĕ Элюкка. — Çырмаран иккĕмĕш пӳрт. Умĕнче çĕнĕ пура ларать.
— Пĕрле каятпăр, старăстă!
— Пĕрлех каятпăр, пĕрлех, — пăшăрханарах каларĕ Элюкка, — тульккĕ, вашă пăлхарати, эс те, вашă пăлхарати, — вăрман теçетникне хисеп пайĕсĕр хăварасшăн пулмарĕ старăстă, — эпĕ наччасра килтисене пĕлтерсе тухам-ха, хамăр çаврăнса киличчен, автан пусса, мĕн те пулин хатĕрлеме ĕлкĕрччĕр.
— Пашастă.
— Пит аван.
Элюкка каялла та хăвăрт кĕрсе кайрĕ.
Страшникĕн çуран утасси килчĕ. Ваçилее вăл тăрантасне картишне кĕртсе хăварма хушрĕ. Шыçмак Ваçилейĕ хăйне хушнă ĕçе тахçан хăнăхнă пек йăраланкаласа хапха уçрĕ, лашине кĕртсе тăварчĕ, унтан тухрĕ.
Урамра, çурт аяккисенче, ача-пăча курăнкалать. Вĕсем хӳме хуттипе шакла пуçĕсене кăлт кăларса хĕçлĕ çын еннелле хăра-хăра пăхаççĕ, пăхса илсенех, çурт хыçнелле пытанаççĕ, унтан ыттисем пăха-пăха илеççĕ.
Старăстă пӳртрен тухсан, вĕсем тăваттăшĕ те аслă урампа саркаланса анчĕç, хĕреслĕ урама тухрĕç, кукăралла пăрăнчĕç, çĕнĕ пура лартнă çурт патне çывхарчĕç.
— Ха, епле вара? — тĕлĕннĕ пек пăхса илчĕ страшник пура енне. — Ĕнер кăна вăрман вăрласа килнĕ, кунта акă... çĕнĕ пура пураса лартма ĕлкĕрнĕ-и?
— Кĕрсен пĕлетпĕр ак, вашă пăлхарати, — лăплантарчĕ Ваçилей.
Ĕнер турттарса килнĕ пĕренесене ăçтарах пушатнă иккенне курасшăн пулса, Ваçилей енчен енне пăхкаларĕ. Ну тавăрать те вăл хăйĕнчен кулакан Шăрттана! Чăтса кăна тăтăр. Анчах халлĕхе кивĕ хапха умĕнче тахçан касса хатĕрленĕ кашталăхран урăх нимĕн те курăнмарĕ-ха. Пытараймасть Шăрттан, пурпĕр пытараймасть.
Килнĕ çынсем кĕçĕн алăкран шаккаса-туса тăмарĕç, урипе тапрĕç те алăка кисретсе уçса ячĕç. Имет çав вăхăтра пăлтăрта алă арманĕпе пăри авăртатчĕ. Хăй патне сĕкĕнсе кĕнĕ çынсене курсан, пуçăннă ĕçне пăрахрĕ те ларнă çĕртен çĕкленчĕ, мăйăхне шăлкаласа, килнĕ çынсене сывлăх сунчĕ. Асăрхаттармасăр килсе кĕнĕшĕн йывăра илмерĕ вăл вĕсене.
Пăлтăрта çак чыслă çынсем килессе кĕтнĕ пек тап-таса. Урайне хăйăр шывĕпе çуса кайнă, арăш-пирĕше тирпейлĕ пуçтарнă, куçа пĕр ытлашши япала та курăнмасть. Имет хăнасене çӳхе палас сарнă вăрăм сак çине ларма сĕнчĕ, лешсем ура çинчех тăчĕç. Шыçмак Ваçилейĕ Имете куçран пăхасшăн мар, вăл алăк хĕрринче пуçне сĕнкнĕ, страшник вара, çак тавра паттăрне хапсăннă пек, пуçне сулкала-сулкала пăхрĕ, хăй ăшĕнче вăл: «Ку çын, чăн та, паттăр иккен», — терĕ пулмалла. Пăртак тăрсан, вăл питех тĕлĕнми пулчĕ, хăй влаç иккенне туйса, Имете куçран витерсе пăхрĕ.
— Эс ĕнер çта пултăн çак? — ыйтрĕ вăл. Тулли питçăмарти хăрах енчен туртăннă пек пулчĕ. Сăмси çунаттисем сарăлчĕç.
— Мана калатăн пуль, вашă пăлхарати, — маларах иртсе тăчĕ Имет.
— Сана калатăп.
— Ăçта пулмалла халь пирĕн çыннăн? Пахчара улма кăларатпăр. Çĕрулми кăçал пи-ит ăнса пулчĕ, така пуçĕ пек шултра, пит аван, кĕрпекленсе кăна пиçет. Виçĕ кун татти-сыпписĕр тенĕ пек кăлартăмăр-ха, кăларса пĕтереймерĕмĕр, çемьем ак халь те пахчара ĕçлет...
— Ĕнер çта пултăн терĕм сана? — сасси хытăрах илтĕнчĕ страшникĕн. Влаç çынни хăйне чăн хуçа пек тыткалама тăрăшрĕ.
— Ĕнер те кунĕпе пахчара аппалантăм çав. Кунĕпе ĕçлерĕм. Улма йăта-йăта, хул-çурăм юлмарĕ. Каçхине хамăр пата леш Шартиван кукки тапак туртма килсе ларнăччĕ...
— Вăрманта пулнă эсĕ! — татса хучĕ страшник. — Тĕрĕс, вăрманта пулнă. Тунма пăхатăн!
— И-и, вашă пăлхарати, пăртак та пулин маншăн тулăка кĕрĕр-ха, тархасшăн. Вăрманта пулнă пулсан, пултăмах тесе калăттăм та, эс хăвах ăслă çын, лашасăр мĕн тăвайнă пулăттăм унта?
— Лашу çук-и вара санăн?
— Чĕрнине те пулин тытса усрăттăм — çитмен пурнăç мар-и... Çуран тесен... кайсан та кайман пек. Ăслă-пуçлă çын çавна тĕрĕсех чухлать. Пулман мар эп вăрманĕнче. Ĕççине тухиччек çапла теплерен Юхмана кайма тӳрĕ килчĕ те, вăрман урлă çуранах каçаттăмччĕ çав. Ун чухнехине каласа кăтартма пулать. Ахаль, хамăр хиртен ытла ура ярса пуснă пулин... Эс, вăшă пăлхарати, ăслă çын, сан çинчен пĕтĕм тавришпе ырă ят çӳрет, ман сăмах тĕрĕс иккенне хăвах тавçăрса илме пултаратăн.
— Хмм, лашасăр тетĕн... — йăвашлана пуçларĕ страшник. Страшник тутине хавассăн чăмлам пек турĕ. Вăл пĕрре вăрман теçетникĕ çине пăхса илчĕ, тепре Ваçилее тинкерчĕ.
— Ай, Имет, — сăмаха хутшăнчĕ Ваçилей те, — ĕнер сана хам куçпа хам куртăм-çке ĕнтĕ, ушкăнпа вăрман тиесе таврăнаттăрччĕ. Чарăнса пĕрле калаçса та тăтăмăр-ха. Халь, ав, сăмахна епле тепĕр май çаптаратăн...
— Хă! Мĕн çинчен калаçрăмăр вара санпа?
— Астусах пĕтерейместĕп те... Ылтăн çинчен, çурт лартасси çинчен, лаша çинчен те...
— Эс, чăнах та, мĕн кирлине йăлтах манса кайрăн пуль, — кулкаласа илчĕ Имет. — Вашă пăлхарати, — терĕ вара вăл Ваçилее те. — Ыр сăмахна илтетĕп-ха санăнне. Ăслă çын ав, — Имет страшник еннелле сĕлтсе илчĕ, — пуçпа шухăшлать, эс пур... темле сăмах персе ярăн чĕлхӳ пӳклине пула, тупата. Чара пĕлмен чĕлхерен юха тăран хыç ирттерет тесе ахальтен каламаççĕ пуль çав. Кала, лашасăр мĕн унта, кĕрт йытти пек, юртса çӳрес пур? Эс пĕрене пирки калаçатăн. Вăрманне мĕнпе турттарса килнĕ пулăттăм? Мĕн хамăн пуррине те ырă çынсем пулăшнипе çеç пураса лартрăм. Кутăруçăн ниçталла та ялтан тухман çав. Сана эп тĕлĕкĕнте курăнтăм пулсан кăна.
— Тĕлĕкĕнте тет, ами...
— Тĕлĕкĕнте темесĕр, ара! Куртăм тетĕн, калаçрăм тетĕн, ху тата мĕн пирки калаçнине те астумастăн. Асăнса вырт-ха, паян та мана тĕлĕкĕнте кураймăна.
— Кампаччĕ вара вăл? Хăй кăна мар, нумаййăн терĕн-çке эс, — Ваçилейрен ыйтрĕ страшник.
— Ыттисене паллаймарăм çав, йышлăнччĕ вĕсем, шет вунпиллĕкĕн те пурччĕ пуль.
— Чимĕр-ха, — Ваçилей сăмахне пӳлчĕ вăрман теçетникĕ, унтан Имет енне пăхрĕ, — çĕнĕ пурана хăçан лартрăн эс?
— Эккее, вашă пăлхарати, малтанах çавăн пирки ыйтмаллаччĕ пуль сирĕн. Пурине ăна... — çамкине картлантарчĕ Имет, — çу кунĕнчех пурарăм. Тĕкĕ патĕнче вăрман касса кăлартăм-çке. Ун пирки хамăр апьешчĕк, Ваçиль Сергейчă теттĕмĕр-и-ха çавна, вăл пи-ит лайăх пĕлет. Укçа тӳпинчен ӳстерсе, ăна эп пĕр катка пыл та парса хăварсаттăм.
Страшник тутине çулакаласа илчĕ.
— Халь ак, — терĕ Имет малалла, — пурана мăкласа кăна хăпартмаллаччĕ те, пултăрăмăн лаши пушанаймасть-ха. Пушансанах, Шăмăршăран урай-мачча хăми тиесе килмелле пулать, — сывлăш çавăрчĕ Имет.
— Ай улталать, куç умĕнче улталать! — тарăхса кăшкăрса ячĕ Ваçилей, — ĕнер тиесе килтĕр-çке ĕнтĕ пĕрене?
— Култармăш эс, вашă пăлхарати, — кулкаларĕ Имет. — Итле, сана калам, çуртра пĕр çĕнĕ пĕрене тупсан, халех пурана парса яратăп. Эс мана, вашă пăлхарати, такампа арпаштартăн пулмалла. Эс Утламăш çынни мар, сана эп халиччен ниçта та курман.
— Кур-ха, вашă пăлхарати, — страшник еннелле çаврăнчĕ Шыçмак Ваçилейĕ, — арпаштаратăп тет-çке. Микул патша умĕнче тупăшма хатĕр, вăлах тиесе килчĕ, шантарса калатăп.
— Ха! Патшапа тупăшасшăн, намăссăр! Эс ку ĕçре мухтавлă патшамăр ятне ан хуш, — терĕ Имет, — çисе яман ăна эпĕ. Аплах шухăшлатăр пулсан, картишĕм уçă, ăçта кирлĕ — шыраса пăхăр, тĕпсакайне уçса хума та хатĕр. Ак сирĕн пăлхаратийĕр ăспа шухăшлать...
— Мушик тĕрĕс калать, çисе яма пултарайман вăл вăрмана, — каçăрларах тăчĕ страшник. — Килĕшет мана ку мушик, чăн калатăп. Кунта тупăшса тăриччен тухса шыраса пăхар.
Хайхискерсем пурĕш те пăлтăртан тухрĕç. Вăрмантан вăрласа килнĕ йывăçа шыра-шыра йăлт супрĕç. Вĕсем аслăк айне кĕрсе пăхрĕç, кивелнĕ хӳме çумĕсене тĕрĕслерĕç, çывăхри çырма-çатрана çитмесĕр хăвармарĕç, ăçта та пулин урамра купаласа хуман-и тесе те пăхса çӳрерĕç — пĕрене йĕп мар ĕнтĕ, пур пулсан, куçа курăнмаллах.
Хăш чухне ăслă шухăш пама пултаракан Шыçмак Ваçилейĕ пуçĕнчи сăран карттусне хăяккăнрах лартрĕ, вăрман теçетникĕ патнерех ӳпĕнсе, çапла пăшăлтатрĕ:
— Аптрасах ӳкмелле. Пĕренисене хурăнташĕсем патне пушатса хăварман-ши тетĕп-çке? Хĕрлĕ Пылчăка теме пулать, сăмахран... А тульккĕ Шăмăршăри пултăрĕ патне мар, çавна хам пĕлетĕп...
— Сăмаху тĕрĕсе килме пултарать, — уçăлам пек пулчĕ йăлтах салхуланса çитнĕ теçетник.
— Да, — терĕ вара страшник те, тем пек калас тенĕ сăмахне сасартăк асне илнĕ пек пулса. — Хурăнташусем-тăванусем ăçтарах пурăнаççĕ санăн? Эсĕ, чăн та, вĕсем патне пушатса хăварма пултарнă!
— Мана эсир вăрмана кайнах тетĕр пулсан, çапла ĕнтĕ, хурăнташсем патне те пушатса хăварма пултараттăмччĕ пуль. Вăхăтăр пулсан, сире унта çитсе пăхма та сунатăп, — хăпартланса каларĕ Имет. — Çывăх хурăнташсем манăн Чăвашкас Улхашĕнчех пурăнаççĕ. Шăллăм хамăр ялтах ав. Эптюш ятлă, урам урлăри иккĕмĕш пӳрт. Старăстă пĕлет вăл ăçта пурăннине. Урăх ман тăвансем те, хурăнташсем те çук.
— Çапла-и, старăстă?
— Кĕнеке çинчи пек, — ĕнентерчĕ Элюкка.
— Улхашне çитсе пушатайман-ха ĕнтĕ, унта кайса пăхмашкăн кирлĕ те мар, — терĕ вăрман теçетникĕ, — чалăшрисем патне: мĕншĕн, çитсе пăхма пулать...
Вĕсем чалăшра пурăнакан Эптюш патне те çитсе пăхрĕç. Ялан сывă çӳрекен Эптюш чире хыврĕ, вăл хăйĕн килĕнчен те тухмарĕ. Шыракансем унта татса хунă вут-шанкă та тупаймарĕç. Çапла вĕсен пуш алăпах таврăнмалла пулчĕ.
— Ну, элле, тата ăçта та пулин шыраса пăхăпăр-и, — страшник хутне кĕнĕ пек пулса ыйтрĕ Имет.
— Ĕнерхи çиле паян хăвалама кирлех те мар.
— Ай, ăслă та каларăн эç, вашă пăлхарати, — хĕпертерĕ Имет. — Ну, халь ĕнтĕ çакна калам. Эсир тенĕ ятлă çынсене хамăр пата чĕнме аванах та мар та, Имет юрама тăрăшатъ тейĕç, пысăк начальниксемпе куçа-куçăн пурăнать тейĕç, йăпăлтатать тейĕç, тем те калĕç. Çын сăмахне итлессĕм çук та-ха, çапах сĕнес ĕмĕтĕм пур, ыр кăмăлпа çӳрекен ăслă та чипер çынна пĕрер тулли черкке сĕннĕ пулăттăм. Ытах хăвăр васкамастăр пулсан, мăшăрăм пăри пăтти пĕçерме ĕлкĕрнĕ пулĕччĕ. Савса чĕнетĕп, вашă пăлхаратисем, кĕрсе тухса хавас кӳрсемĕр Утламăшри Имет çуртне.
— Пăттине ăна пире Шыçмак туллиех пĕçерсе пачĕ-ха, çăтса та антарас çук, — страшник йĕрĕнсе пăхса илчĕ хăй хыçĕнчен йăраланакан мăнтăрккана. — Эрехне тесен, мĕншĕн, черккешер суйлама та пулать. Да! — страшник каллех темĕн асне илнĕ пек пулчĕ те какартлă карттусне çĕклетерех лартрĕ. — Сана... вăйлă теççĕ, паттăр та паттăр теççĕ, чăнах-и?
— Мĕн каласси пур, вашă пăлхарати! Мушик мушикех ĕнтĕ, хамăрпа пĕрле кăна-çке пирĕн вăйсем... Асăма илтернĕрен тесен, ырă кăмăлăра пула, сире мĕн те пулин çĕклесе кăтартсан çеç.
— Пашастă, — савăннипе страшник шĕвĕр янахне каçăртрĕ, мăйăхне шăлкаласа илчĕ. Вĕсем шăпах Имет пури патне çитсе пыратчĕç.
— Ак çак амавусăн чаплă карттусĕ мана пит килĕшрĕ-ха, — Имет çавăнтах аяккинче пыракан Шыçмак Ваçилейĕн сăран карттусне çăлса илчĕ. — Кăтартам-и эппин сире пĕр пĕчĕк мыскара?
— Пашастă кăтарт, — хĕпĕртерĕ страшник.
Имет мĕнле мехел çитерессе Шыçмак Ваçилейĕ хăй те еккине ярса пăхма тытăнчĕ.
— Çак карттуса тейĕпĕр... — Имет пура вырнаçтарса лартнă юпа хĕррине карттуса хуратас мар тенĕ пек тирпейлĕн вырттарса хучĕ, хăй пĕшкĕнчĕ, шăнăрлă та паттăр аллисемпе чи аялти пĕренерен тытса, пĕтĕм пурине хускатрĕ, çав сăран карттуса, урипе тапса, пĕренепе юпа хушшине хĕстерчĕ, унтан нимĕн те пулман пек çĕкленсе тăчĕ.
— Ха-а! — тĕлĕнчĕ страшник. — Курманччĕ-çке кун пеккине? Вăй тесен те вăй. Мушик, тет?
— Аялти пĕрене çемçе пуçелĕк çинче канса вырттăр терĕм, — кулчĕ Имет, аллисене пĕр-пĕринпе шăлкаласа.
Лешĕн карттус кăшăлĕ лĕнчĕрех хутланса çĕмĕрĕлчĕ. Тулалла май йăлтăркка кăсăрукĕпе сарлака умĕ çеç курăнса тăрать, кăсăрукĕ те пулин, елпешкеленсе, шапа тути пек сарăлнă.
— Çаплах вăй çитерчĕ-çке, чăнах? — чарăнаймасăр тĕлĕнчĕ страшник.
— Имет пултарать вăл, — сăмах хушрĕ Элюкка та. — Таврара пĕртен-пĕр паттăр тесе ахальтен сăмах çӳремест-çке ун пирки.
— А ну, Шыçмак! — Ваçилей енне çаврăнчĕ страшник. — Туртса кăлар-ха ĕнтĕ карттусна, вăй çитерĕне?
Ваçилей нимĕн те мар пек пура патне пырса тăчĕ. Юратнă карттусне çавăнтан туртса кăларасси тертлĕ ĕç пулассăн туйăн-марĕ ăна. Карттусне кăшăлĕнчен асăрханса çеç хăрах алă вĕççĕн туртса пăхрĕ — туртса кăлараймарĕ, пурпĕрех намăса юлас çук пек, икĕ аллипе те туртма тытăнчĕ; сăран япала каплах çурăлас çуккине пĕлет-ха вăл — карттусĕ пурпĕрех тухмарĕ. Çывăхра пĕр меллĕ рычак пурччĕ. Ваçилей ăна, çĕклесе, пура айне чикрĕ, пĕтĕм вăйĕпе мекĕрленсе хирĕлтерме тытăнчĕ — пури ним чухлĕ те хускалмарĕ. Йĕрессе çитнĕ Ваçилей хăйне пулăшма вăрман теçетникне чĕнчĕ, вĕсене иккĕшне пулăшма вăйпитти страшник те пычĕ. Элюкка та тытăнчĕ. Тăваттăн, пĕтĕм вăйне хурса, рычакпа хирчĕç. Рычакĕ çурмаран шатăрт хуçăлса кайрĕ, пурине çаплах хускатаймарĕç.
— Кайран, кайран, — аллипе сулчĕ Имет, — кайран хамах кăларса парăп.
— Тĕрĕс, — терĕ ăшша пиçнĕ страшник те, — халлĕхе вырттăр-ха çавăнтах.
Вĕсем пурте пăлтăралла кĕчĕç.
— Çисе тăрас çук, вашă пăлхарати, çимелли пирĕн килте пулать, автан пĕçерме каласа хăвартăм, — систерсе хучĕ Элюкка.
— Кунта эпир вăрахчен тăмăпăр.
— Пӳртре пăчă пулать пуль, пăлтăртах аван, уçă.
Имет пӳртрен сĕтел-пукан илсе тухрĕ. Чей куркипе эрех тултарчĕ.
— Вашă пăлхарати, — терĕ вара, страшнике куçран пăхса. — Пирĕн Утламăша эс чиперех килнĕ, каялла та чипер таврăнмалла пултăр. Тав сана, вашă пăлхарати!
— Тав ĕç... Килтĕмĕр çав, лаша кутне шĕветсе. Çак тăмсик хĕтĕртнипе мар-и? Вăрманне, шухăшлатăп та, касман та пуль-ха унта?
— Ак ĕнтĕ... — аптраса ӳкрĕ Ваçилей.
— Вăрманне каснă унта, каснă. Хам юри кайса куртăм, тилянккипех шăлса тухнă, — терĕ вăрман теçетникĕ, сывлăшне тарăннăн çавăрса. — Сана эпĕ çавăнтах пырса систертĕм...
— Епле курман вара ун пек пулсан?
— Килте çукче хам, снаш. Ево пăлхарати апьешчĕк хăспатин мана халь вырăнтан кăларса ярать ĕнтĕ...
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...