Кĕмĕл кĕпер :: Ылттăнпик патша


Патша пуласси çăмăл мар. Патшан унăн чи малтан халăх тарçи пулмалла.

Купрат патша каласа хăварни.

 

Тутар-монголсем вăйлăлансах пыни, вĕсем çаплах пĕр çĕршывран тепĕр çĕршыва, тапăнса кĕрсе, ним юлми çĕмĕрсе-çунтарса яни, вĕсене хирĕç никам та тăма пултарайманни Ылттăнпике ялан шухăшлаттарчĕ те кулянтарчĕ те. Халь хаççăнрах кăна икĕ хутчен тапăнса кĕчĕç тутар-монголсем пăлхарсем çине. Икĕ хутĕнче те темиçе çул каялли пекех пăлхарсем вĕсене ним юлми çапа-çапа çĕмĕрчĕç. Анчах тискер тутар-монголсем çакăнпа кăна лăпланса лармассине патша лайăх пĕлет. Эппин, çине тăрсах пăлхарсен çарне татах та вăйлăлатмалла, чикĕсене татах та çирĕплетмелле, хуласене тата та çирĕпрех хӳмесемпе тăшман пырса кĕрейми тумалла.

Çак ĕçсене тăвас тесе, Ылттăнпик ирĕн-каçăн ĕçлеме тытăнчĕ. Вăл хушнипе пĕтĕм халăх çĕршыври мĕнпур хула хӳмисене çирĕплетрĕ, тутар-монголсем каçса çӳремелли çулсем çинче экеметленсе лармалли вырăнсем турĕ. Çав хушăрах пин-иин пăлхар çынни, эккел пулса, çар ĕçне вĕренчĕ.

Ылттăнпик уйрăмах Пӳлер хулине çирĕплетес тĕлĕшпе нумай ĕçлерĕ. Вăл хушнипе пĕтĕм хула халăхĕ Пӳлер таврашĕпе чавса тухнă канавсене тарăнлатрĕ. Хула хӳмипе канав хушшинчи пĕрмене шĕвĕр вĕçлĕ çĕнĕ шалчасем лартрĕ, хула хапхисене илсе, вĕсене пĕтĕмпех йĕри-тавра шăвăçпа сăрса çирĕплетрĕ.

Ылттăнпик хăй нимле ĕçрен те юлмарĕ. Кирлĕ чухне чулçă, кирлĕ чухне çĕр чавакан, тепĕр чухне тата тимрĕç ĕçне те туса пычĕ.

Паян, акă, Ылттăнпик иртен пуçласа каçчен тухăçьен хапхана çирĕплетес тĕлĕшпе ĕçлетчĕ. Питĕ хытă тăрăшса ĕçлесе йалт тара ӳкрĕ. Вара кăштах питне çуса илес тесе, канав патне пычĕ те кукленсе ларса ик аллине шыв ăсса илчĕ.

— Керулен шывĕ кун пек таса мар, — илтрĕ Ылттăнпик хăй хыçĕнче сасă.

Патша хыçалалла çаврăнса пăхрĕ те хăй умĕнче хăрах хăлхаллă, пуçне пуставран çĕлетнĕ çавра калпак тăханнă çын тăнине курчĕ. Тӳрех палласа илчĕ. Ку — Шерумпик, найман çынни, хăйĕн шанчăклă çынни. Ăна вăл пĕлтĕр таварсемпе тутар-монголсем патне янăччĕ. Эппин, Шерумпик кунта-тăк, ахальтен мар.

— Каçпа кермене пыр, — хушрĕ патша. Аллинчен кĕмĕл çĕрĕ кăларчĕ те килнĕ çынна тыттарчĕ. — Хуралçăсене çакна кăтарт...

 

Шерумпик çапла Пӳлере ахальтен таврăнманнине Ылттăнпик питĕ лайăх ăнланчĕ.

— Атя, каласа кăтарт, мĕн хыпарпа çӳретĕн? — тӳрех ыйтрĕ вал каçпа хăй патне илсе кĕртнĕ найман çыннине.

— Монголсен тапăрĕнче пысăк вăрçа хатĕрленеççĕ, — терĕ Шерумпик, тӳрех хăй çапла Пӳлер хулине килнин тĕп сăлтавне каласа. — Вĕсем хăйсене парăнман Кайьенчи çĕршывсене çĕнсе илесшен. Çапах та чи малтан Атăлçи Пăлхарстана парăнтармалла, теççĕ. Сан патшалăху, аслă патша, пысăк хăрушлăх умĕнче. Эпĕ сана çакăн çинчен каласа кăтартас терĕм. Вăхăт нумай юлман. Мĕскер тума май пур, çавна ту.

— Çапах та пире валли мĕн чухлĕ вăхăт юлнă?

— Калама йывăр. Эпĕ пысăк вăрçă пирки калатăп. Анчах вĕсем кăçал кĕркунне пăлхарсем çине тепре килсе тапăнаççĕ. Эсĕ вара пĕл: ку вăл пысăк вăрçă мар. Ку вăл пăлхарсен вăрçă йăли-йĕркине тĕнчени тата тапăнса кĕмелли вырăн шырани пулать.

— Кăçал кĕркунне, тетĕн? — килнĕ çынна куçĕнченех тинкĕрсе пăхрĕ Ылттăнпик.

— Кăçал кĕркунне, — çирĕппĕн хуравларĕ Шерумпик.

 

Тепĕр кунне ирех Ылттăнпик хăй патне хулари пĕтĕм çара пăхса тăракан мăрсана, Саврăш-паттăра чĕнсе илчĕ.

— Кăçал кĕркунне монголсем пирĕн çине тепре тапăнса килесшĕн, — терĕ вăл кĕнĕ çарпуçне хăйпе юнашар лартса. Анчах ку вăл пысăк вăрçă пуçлани пулмасть-ха. Пысăк вăрçă вĕсем каярахпа кăларасшăн. Пирĕн вара кăçалхи вăрçа та, пысăк вăрçа та хатĕрленес пулать.

— Тамăрсем хатĕрлес пулать. Вырăссемпе килĕшӳ тумалла, — терĕ Саврăш-паттăр. — Кăçалхи варçăра монголсене эпир хамăрах çĕмĕрсе тăкăпăр. Пысăк вăрçа хатĕрленеççĕ пулсан, вĕсем хăйсене валли юлташсем те, тамăрсем те шыраççĕ ĕнтĕ. Пĕтĕм пăхăнтарнă халăхсене пĕрле пухаççĕ. Пирĕн те уп нек пысăк вăрçăра пĕччен пулмалла мар.

— Ку тĕрĕс, — килĕшрĕ Ылттăнпик. — Вырăссем патне каяс пулать. Ресана, Улатимĕре. Вĕсемпе килĕшӳ тумалла, монголсене хирĕç пĕрле кĕрешме.

— Анчах кăçалах кайма юрамасть, — хăй шухăшне тӳрех калас терĕ Саврăш-паттăр. — Кĕркунне тепре тапăнса кĕреççĕ пулсан, пĕтĕм çара, аслă патша, санăн хăвăн ертсе пымалла. Ку вăл пĕтĕм халăха пĕрлештерет.

— Эппин, вырăссем патне манăн çав вăрçă хыççăн каймалла, — те ыйту пачĕ, те хăй шухăшне çирĕплетсе каларĕ патша.

— Монголсене тепре çапса çĕмĕрнĕ хыççăн кайсан лайăхрах пулать, — хăй шухăшне каларĕ Саврăш-паттăр. — Вырăссем пĕлччĕр: эпир хамăр вăйсăррипе мар, пысăк вăрçăра пĕрле пулмалла тенипе çеç тамăр шыратпăр.

— Тĕрĕс калатăн, — килĕшрĕ кунпа Ылттăнпик.

 

* * *

Чăнах та, монголсен тăватă таманĕ Керулен шывĕ патĕнчен хăпса тухса пăлхарсен çĕрĕ çинелле килет тени Пӳлер хулине çуллахи ăшă кунсем вĕçленсе пынă вăхăтра çитрĕ.

Ылттăнпик вара ним тăхтаса тăмасăрах хăйĕн çарĕпе монголсене хирĕç тухса кайрĕ.

Ку вăл çĕнтерӳ çулĕ пуласса Ылттăнпик чунтан-чĕререн шанчĕ.