Хура çăкăр :: VI. Тăван çуртран аякра


— Ильяс? — тĕлĕнсе ыйтрĕ Тимрук. — Пирĕн Ильяса асăнмарăна, инкеçĕм?

— Тата элле? Эсĕр ăна Хурăнварта тенĕччĕ пуль-ха, вăл хăй ăçта каясса каламасăрах кунта тухса килтĕм тет.

— Шăллăм хăçан килчĕ кунта?

— Эрне ытла ĕнтĕ, вунă кун та пур. Çитес ытларикун кӳрше Палля ачипе Хурăнвара вĕренме каять. Ĕнтĕ эксам та парса килчĕ.

Шăллĕне хăçантанпа курманнине асне илесшĕн пулчĕ Тимрук. Вунă кун та иртнĕ. Тимрук вăл кайнă чух килĕнче пулман çав. Ильяс ашшĕне те хăй ăçта каясса каласа хăварман. Ашшĕ вăл ăçтине паян кунчченех пĕлмест, епле апла хыпар-хăнар та пĕлтермелле мар? Аван мар пулса тухать. Ашшĕне çапла пĕр каламасăр кайнăшăн Ильяса вăл ятлакаласа та илĕ-ха.

Инкĕш лаçăра яшка çакса ячĕ. Тимрука вăл: «Турăх кăларса лартам-и, çиессӳ килет пуль?» — терĕ. Тимрук пĕр турам та хыпас килмест тесе тунчĕ. Яшка пиçнĕ хушăра инкĕш унран килти пурнăç пирки ыйта-ыйта пĕлчĕ, çурчĕ çунса кайнăран чун пек хута кĕрсе калаçрĕ. Куккăшĕ пĕр-пĕр кун суйласа пырса курасшăн иккен-ха, тен, мĕнле те пулин пулăшса та хăвармăп-и, тет те, вăхăтне ниçтан çитереймерĕ. Ыран ирпе татах, ак, Чĕмпĕре тухса каймалла пулать терĕ. Апла Тимрука та Чĕмпĕре каймашкăн çула май пулать иккен. Мĕншĕн Тимрук Чĕмпĕре каять-и? Ашшĕ ăна хула курма кайса кил терĕ. Урăх сăлтавĕ-мĕнĕ çук-ха унăн. Пирĕн çынна çамрăк чухнех вучах патĕнче ура таптаттарса çӳрени юрамĕ, май килнĕ вăхăтра аяккарах кайса хула курни те темĕне тăрать терĕ ăна ашшĕ.

— Вăл çавă ĕнтĕ, — сӳрĕкрех килĕшрĕ инкĕш, тем пирки шухăша кайса.

Тимрук ĕçсĕр ларма юратмасть, кунта мĕн те пулин тумалли çук-ши тесе, картишĕнче пăхкаласа çӳрерĕ. Картишне халĕрех кăна шăлса кайнăччĕ. Вуттине те татса вакланă, витисене тасатнă. Куккăшĕ унăн тирпейлĕ хуçа, килкартинче мĕн тумаллине йăлтах вăхăтра туса пырать.

Куккашĕсем таврăннă чух яшки шăп кăна пиçнĕччĕ. Куккăшĕ Тимрука арçынла ыталаса илчĕ, сывлăх сунчĕ: «Курманни пайтах пулатчĕ, каччă пулнă кайнă, пĕр-пĕр пасарта курас пулсан, палласа та илес çук», — терĕ вăл. Ильяс сăмахламарĕ. Те вăтаннипе, те хăй тетĕшĕпе çапла пĕр кĕтмен çĕртен курнăçнăшăн аптраса ӳкрĕ, — кăмăлсăр пек те курăнчĕ вăл. Тетĕшне çапах та ăна-кăна палăртасшăн пулмарĕ. Виççĕшĕ пĕрле кайса кĕлте пушатрĕç.

Арçынсем лаç патĕнче пит-куçĕсене çурĕç. Тарăн пусăран ăснă шыв самай уçăлтарчĕ. Унтан лаçри лутра сĕтел тавра ларса апатланчĕç. Çĕнĕ улмапа та çамрăк купăстапа пĕçернĕ шӳрпе халь çеç кĕвелнĕ турăхпа юрнăран-и, Тимрука пит техĕмлĕн туйăнчĕ, вăл кашăкне сĕтел çине хумасăр апатланчĕ. «Кун пек сĕтеклĕ шӳрпе çименни нумай пулать ĕнтĕ», — терĕ вăл пĕр тунмасăр. Çапла ырласа калаçнă сăмахĕ инкĕшне те питĕ килĕшрĕ.

Апатланнă хыççăн куккăшĕ Тимрукпа калаçса тăраймарĕ, хăй ĕçне туса пĕтермешкĕн такам патне васкаса тухса кайрĕ. Атьсене сад пахчи курса çӳреме сĕнчĕ, ӳркенмесен, тăкăннă панулми пуçтарăр, терĕ. Тимрука вăл ыран ирпе ирех Чĕмпĕре тухса кайăпăр тесе шантарчĕ.

Сачĕ вĕсен пысăк мар, тирпейлĕ, пит илемлĕ. Сарăлса çеç çитнĕ улмуççисем тупăшлă турачĕсене аран çĕклесе речĕ-речĕпе лараççĕ. Çĕрĕ йĕтем пек такăр — курăк туни курăнмасть. Тĕллĕн-паллăн панулми тăкăнкаланă. Пĕри çĕре ӳкнĕ те пĕтĕмпе тĕпренсе саланнă, çумăр хыççăнхи шур хăйăр чăмăркки пек курăнать.

— Эс пĕлетне, — терĕ Ильяс, — çак улмуççине анне хăй аллипе лартса ӳстернĕ.

— Кукка каларĕ-и?

— Кукка каларĕ. Пирĕн анне кунта ултă улмуççи лартнă. Эп вĕсене пурне те пĕлетĕп. Чи юратни вара çав кăна, — Ильяс маларах асăннă йывăç еннелле пуç сĕлтсе илчĕ.

Тимрук çав йывăç айĕнчен пĕр панулми илсе çирĕ. Панулмийĕ калама çук тутлă, кĕрпеклĕ, çăварта хăй тĕллĕн тене пек ирĕлет. Хĕп-хĕрлĕ панулмисем çӳлтен халь-халь татăлса ӳкес пек усăнса аннă. Авăннă турачĕсен айне тĕревсем ларта-ларта тухнă. Пахча варринче çу вăхăтĕнче пурăнмалли пĕчĕк пӳрт пур. «Эпир çавăнта çывăратпăр, — терĕ Ильяс.

Вĕсем пӳрт умĕнчи кĕске сак çине пырса ларчĕç. Сулхăн та канăçлă кĕтес. Хирти ĕçрен ĕшенсе таврăннă хыççăн çанçурăм çакăнта лĕнчĕрех канмалла. Пӳрт хĕррипе кĕрен чечек хупăрласа илнĕ. Сарлака улма йывăç турачĕсем пӳрт çамкине тĕреннĕ, шултра панулмийĕсем пуса сĕртĕнес пек çакăнса тăраççĕ.

Ука хĕлĕх пек карăннă эрешмен карти кĕр çитнине аса илтерет. Пĕр сарă лĕпĕш, çуначĕсене васкавлăн вылятса, чечек çине пырса ларчĕ. Тимрук ăна ярса тытрĕ. Лĕпĕш хăрах çуначĕпе çапкаланса хăтăласшăн тăрăшрĕ.

— Яр ăна, яр, — хĕрхенсе каларĕ Ильяс.

— Чим-ха, — терĕ Тимрук, — ак пăхса тăр, мĕн туса ярăпăр ăна.

Тимрук çав лĕпĕшĕн ик çунатне те кĕскетсе татрĕ, унтан ирĕке ячĕ. Лĕпĕш вĕçме-вĕçме хăтланчĕ, вĕçсе хăпараймарĕ, çĕрелле персе анчĕ, васкаса утма тытăнчĕ.

— Мĕншĕн ун çунатне татрăн? Вĕçеймест вĕт ĕнтĕ урăх, — салхуллăн каласа хучĕ Ильяс.

— Кăштах утса та куртăр.

— Вилет ĕнтĕ вăл.

— Тенчере унсăрах нумай лĕпĕш вилет, пурне те хĕрхенме тытăнсан, хĕрхенӳ çитес çук. Ку, авă, епле тăрăшса утать-ха, — лекĕртетрĕ Тимрук. Унтан вăл лĕпĕш енне пăхмарĕ те.

Ильяс ларнă çĕртен сасартăк тăчĕ, пĕр панулми илсе килчĕ.

— Тете, эс çак панулмине тутанса пăх-ха. Çакна эп пит юрататăп.

— Çиме юрать пулсан...

— Кунта-и? Вĕсем мана ирĕксĕрех тенĕ пек çитереççĕ.

Ильяс кăмăлне кура Тимрук панулми çиме тытăнчĕ, шăллĕ енне çаврăнса тăчĕ.

— Киле хăçан таврăнатăн?

— Киле? — Ильяс куç чарса пăхрĕ тетĕшĕ çине. Унтан сывлăшне тарăннăн çавăрчĕ. — Килĕм-çуртăм çакăнта пулать ĕнтĕ манăн малашне...

— Эс мĕн терĕн, шăллăм? — тавçăраймарĕ Тимрук.

— Эх, тете! Кил пирки мĕн калаçмалли пур? — аллипе сулчĕ Ильяс. Сасси тытăннă пекрех хăйĕн.

— Ларма хĕр мар эс кунта, хăнара — çавна ан ман. Кун чухлĕ килсе пурăнтăн, çитет, куккасене йăлăхтаратăн...

 

Ильяс, ларнă çĕртен тăрса, панулми пуçтарма тытăнчĕ. Питех кăмăлламасть вăл хăй пĕлнĕ япаланах вĕрентес пек каланине. Тимрук ăна «ĕлкĕрĕпĕр-ха» тесе чарасшăнччĕ — чарса тăраймарĕ, вăл кĕтмен çĕртен çапла шухăша кайса сак çинчех ларса юлчĕ.

Мĕн пулнă шăллĕне? Халь вăл темĕн ĕлĕкхи пек хавхаланса калаçмасть, тетĕшне курманни ик эрне çитет пулсан та, курас килсе тунсăхлани палăрмасть. Ĕлĕкрех Ильяс ăна итлетчĕ, хушăран чĕри патĕнчи шухăшĕсене кала-кала паратчĕ, тетĕш сăмахĕнчен тухмастчĕ. Халь, ак, чĕнмесĕр-тумасăр пăрахрĕ те кайрĕ. Калас сăмахне те каламарĕ, темĕн пытарнă пек турĕ, хăйне çаплах ютшăнтарса тыткалать. Мĕн урăхлатнă ăна? Сăне-пичĕ те улшăннă пек: çӳçне шакла кастарнăран-и, çине çĕнĕ пусма кĕпе тăхăннăран-и, кирек мĕн каласан та, иртнĕ кунсенчи пек курăнмасть Ильяс. Тимрук ăна ниçтан уйăрса илеймест. Шăллĕн алли-ури те халь тасарах, чĕрнисене кĕскетсе каснă, пăхасса çивĕч пăхать, тăван тетĕшне темшĕн шанман пек. Çапах та Ильяс унăн шăллĕ-çке-ха?

Тимрук шăллĕне тăкăннă панулми пуçтарма пулăшмашкăн тытăнчĕ.

— Апла эс халь киле каясшăн мар-и-ха? — терĕ вăл.

— Вăхăт çук, тете. Çитес ытларикун вĕренме каймалла.

— Ну, апла тесен, Хурăнвартан киле пыма та çывăхрах. Шăматкун кăнтăрла сулăнсан тухсан каç пуличчен килте пулатăн.

Ильяс чĕнмерĕ.

— Хурăнварта мĕнле пурăнас тетĕн?

— Ăçтан пĕлем ăна?.. Кукка хваттер тавраш тупăпăр терĕ-ха. Вăхăтлăха ăçта та пулин чарăнăпăр, унтан куç курĕ, — пысăк çын пек каласа хучĕ Ильяс.

— Хваттерĕ пулĕ-ха вăл, тӳлесен.

— Пĕлместĕп çав.

— Хут-кăранташ та туянмалла... Итле, шăллăм, эп сана хут-кăранташ туянмалăх укçа парса хăварам-и? Ман çирĕм икĕ пус пур.

Ильяс ун еннелле чăр пăхрĕ.

— Укçа?

— Кăшт кăна, урăх манăн çук.

— Пĕр пус та кирлĕ мар, аттерен пĕр пус та илместĕп тесе, аллăма çыртса тупа турăм, акă кур, — Ильяс çавăнтах ал тунинче халь те питĕрĕнсе пĕтмен йĕр кăтартрĕ.

— Йĕркеллĕ пул, шăллăм, мĕн калаçатăн! Атте мĕн калĕ çак сăмаха илтсен?

— Атте-и?.. Мĕн калатăр вăл пире? Тепĕр тесен, питех кирлĕ пуль ăна эпĕр иксĕмĕр...

— Шăллăм, чим-ха, мĕн пулчĕ сана? — хулпуççийĕнчен тытса чарчĕ Тимрук ăна. Ильяс хăй тетĕшне тинкерсе пăхасшăн пулмарĕ, куçĕ йĕпеннĕччĕ унăн.

— Эс... йĕместĕн пуль?

Ильяс куçĕнчен куççуль шăпăртатса анчĕ. Тимрук ăна хулĕнчен тытрĕ. Итлемен ачана итлеттерес тенĕ пек, ăна çурт умĕнчи сак патнелле çавăтса кайрĕ.

— Каласа памалла пулать санăн мана, — терĕ Тимрук. — Кала, мĕн пулчĕ сана? Эс мĕншĕн кунта тарса килтĕн?

Ильяс ырă та, хаяр та чĕнмерĕ.

— Эппин, эпĕ ниçта та каймастăп, сана киле илсе каятăп.

Ильяс пĕр самантра пуçне çĕклерĕ, тĕлĕнсе пăхрĕ вăл тетĕшне. Типшĕрсе çуркаланнă тутине чĕлхи вĕçĕпе çуларĕ, тулса çитнĕ çиллине шăнараймасăр:

— Çук манăн кил! Çук манăн çурт! — тесе хучĕ хыттăн. — Кил те çук, атте те çук ман урăх!.. Урăхран унта нихçан та пырса кĕмĕстĕп...

Ильяс, çавăнтах сиксе тăрса, пахча тăрăх çырманалла тарчĕ. Хăваласа та çитес çук ăна.

Тимрук мĕнпе тарăхтарчĕ-ши çак самантра хăйĕн пĕртен пĕр шăллĕне? Мĕншĕн-ха Ильяс, манăн кил те çук, атте те çук тесе, çапла чĕререн тарăхса, кӳренсе каларĕ? Тимрук çакна ниепле тавçăрса илеймерĕ.

Хĕвел анать. Вăрăм мĕлке текех палăрми пулчĕ. Каç çывхарать: çанçурăма сулхăн çӳçентерет.

Ильяс куккăшĕсем патне хăй тĕллĕнех килнĕ иккен-ха. Кам та пулин илĕртмен пуль-çке ăна?.. Куккăшĕ пирки сăмах пулма пултараймасть, вăл Утламăша пырса курманни пайтах ĕнтĕ. Килĕнче пĕр-пĕр инкек тесен, Тимрук çавăн çинчен пĕлмесĕр тăма пултараймĕччĕ. Тен, ашшĕ сăмахех терĕс пуль. Ильяс иртĕхнĕ-ха, тăван çуртран писнĕ терĕ вăл. Пĕчĕкскер мĕншĕн тăван çуртран пистĕр? Пысăкрах пулсан, калăпăр, Тимрук çулне çитсен те-ха, ун пек шухăшпа пурăнни ытла чăрсăр пулĕччĕ. Çук, Тимрук ниепле те пуçланнă шухăшĕн вĕçĕ-хĕррине хăй тĕллĕн тухаймарĕ. Ĕнтĕ килне таврăнсан, ашшĕпе куçа-куçăн калаçса пăхсан çеç. Ашшĕ халь те пулин Ильяс кунта килнине пĕлмест. Куккăшĕпе калаçса пăхмалла мар-ши?

Мĕн тĕттĕм пуличчен те Ильяс киле таврăнмарĕ. Тимрук пахчари пӳрте пĕчченех кĕрсе выртрĕ. Вăл çывăрса кайсан çеç Ильяс шăппăн кĕрсе выртрĕ.

Тимрук ирпе ирех çывăрса тăчĕ. Шăллĕ ун çумĕнче пит канлĕ çывăратчĕ. Тетĕшĕ ăна вăратма хĕрхенчĕ. «Чипер юл, шăллăм, сывлăхлă пул», — тесе, хăйне çеç илтĕнес пек пăшăлтатрĕ те куккăшĕ патне васкарĕ.

Ирхи апат çисен, куккăшĕпе иккĕшĕ Чĕмпĕре тухса кайрĕç.

■ Страницăсем: 1 2