Хура çăкăр :: III. Ют хӳте ăшăтас çук
Шерккее хаяр сунакан татах та пулĕ-ха, ытларах та пулĕ. Хапсăнас непсĕ хăшĕн-пĕрин чĕри çумĕнчех вĕчĕлтетет куран. Çавсем пеккисем мар-и-ха ирĕн-каçăн пĕр-пĕр курайман çыннăн çуртне вирт ярса çунтарма хатĕррисем?.. Сыхăрах пулмалла çав. Тăнăçсăр Урнашкасем, ав, тĕлĕкре те канăç памаççĕ. Таçта тарса пытанчĕ пулать-ха çав хура кушак. Шерккей тĕрлĕрен ещĕк купаласа хунă кĕтесе пырса каптăртаттарчĕ. «Пĕрĕс тенĕ сана!..» — çилле илсех каларĕ вăл, ури тĕлне килнĕ япаласене тапса шанкăртаттарчĕ. Хайхи кушак хăйне çаплах хăратнине сисрĕ пулас, хӳрипе васкамасăр пăтраткаласа, пăлтăртан юлхавлăн тухса кайрĕ. «Кансĕрлерĕç имĕш ăна кунта, кур-ха эс, кнеç тейĕн, кнеç тейĕн, ылханса тухса каять-ха тата. Ă-ă, пĕтме маннăскер! Пуçна пултăр!..» — шăлне çыртса илчĕ Шерккей.
Пушă катка та пур иккен кунта. Пӳртĕнче тата пит чипер арча курăнать, ал вĕççĕн тунăскер. Арчи пит илемлĕ вара. Кравачĕ, сĕтелĕ пур — çуртра мĕн кирли малтанласа Шерккее хăйнех çитмелле. Çавсене туянса, ахалех укçа тăккалама кирлĕ те мар иккен. Çакăнта мĕнпуррине Шерккей пĕтĕмпе хăй патне тиесе каять. Тасатсах кайнă-çке тенĕ сăмах пурпĕрех пĕрре пулать ĕнтĕ. Эппин, турпасĕ те ан юлтăр.
Çапла мĕнпуррине пĕтĕмпе пăхса пĕтернĕ хыççăн Шерккей картишне тухрĕ. Тимрук тăрринчи улăма сирсе ывăтнăччĕ, урлăш каштасене, ӳкерсе ватасран сыхланса, йĕркипе шутара-шутара антарчĕ. Мачча çинче кĕтӳ пушши пулнă иккен. Пушă аврине пăхăрпа кăшăлланă та, пăхăрĕ тутăхса симĕслене пуçланă. Пушă вĕçне шур хĕлĕхпе явса питĕрнĕ. Кам пушши пулнă-ши ку? Тимрук ăна мачча çинчен картиш варринелле ывăтрĕ. Вăрăм пушă, çĕлен пек явкаланса, çĕрте тăсăлса выртрĕ.
Мачча каштине пусса тăракан пĕренесене антарнă чух картишне кӳршĕ çынни, курпун старик Эпти, килсе кĕчĕ. Кунта мен ĕçленине вăл пĕр сăмах чĕнмесĕр пăхса тăчĕ-тăчĕ те шап-шурă çӳçлĕ пуçне кăмăлсăр сулкаларĕ, тата ик-виçĕ утăм малалла ярса пусрĕ, каллех чарăнса тăрса пуçне сулкаларĕ.
— Эс, мĕн, иййе хăрахĕ, канăçа çухатса кунта сĕтĕрĕнсе çӳретĕн? Пуçна юмăç пек сулкаласа тем пăхатăн-ха тата, — çакăн евĕрлĕ саламлă сăмахпа кĕтсе илчĕ ăна Ăлапа Велюшĕ.
— Апла. Иййе хăрахĕ иккен. Юмăç пек тет.
Ват çын куçне мăч-мăч хупкаларĕ, Шерккей патнерех иртрĕ, чĕтренерех тухакан сассипе сăмах хускатрĕ:
— Пăхса тăтăм-тăтăм та картишĕмрен, мĕн хăтланаççĕ-ха кăсем тетĕп, эсĕр ак мĕн тăватăр иккен, — шăхăрса тухнă пек илтĕнет шăлсăр старикĕн васкамасăр каланă сăмахĕ.
— Сывлăх сунатăп, Эпти папай, — терĕ ăна Шерккей, хальхинче питех хапăл пулмасăр. — Çунса кайрăмăр-çке кăçал, çунса кайрăмăр. Халь çакна та пулин куçарса лартас тетпĕр. Хӳтĕ кирлĕ-çке пирĕн çынна та.
— Ют хӳтĕ ăшăтас çук, ачам, эс çуннăшăн Тухтар айăплă мар пуль-çке, çавна хăвах тĕшмĕртетĕн. Хăтланма кирлĕ марччĕ çакăн пек. Ырă пархатарна ан çухат, Шерккей шăллăм.
— Пархатарне ăна пӳлĕх кăна пĕлет-ха, Эпти папай. Çакăншăнах, çакăншăнах ятăм каяс çук-ха ман ял çинче.
— Хам шутăмпа, хам çакăнта хурала кĕрĕшрĕм пулать те, хытарса калатăп сана, кун пек ан хăтлан. Тустарасси темĕн мар вăл, пуçтарма тытăнсан ниçтан çитерме çук. Çĕнĕрен хăпартса хăвар та каялла çавăрах каяс çулна, ачам. Пурсăр та чипер кайăр.
Ăлапа Велюшĕ ун патнерех сиксе пычĕ.
— Эс, Эпти папай, ватăлнă, йӳте пуçланă, — терĕ вăл. — Санăн кун пек ĕçе хĕсĕнмесен те юрать. Ак сана çак кĕтӳ пушшине тыттарар та, утах ху çулăпа.
— Ай, Велюш, — терĕ ватти. — Ытла хытă калатăн. Кĕтӳ кĕтес пушă ĕмĕртен вăрăм мар, ăна çакмашкăн хăвна ан пӳртĕр.
— Эс, ами, апла-и-ха? — хĕремеслене пуçларĕ Алапа Велюшĕ. — Чĕкеç чĕлхипе каланине те итлесшĕн мар, кур-ха ăна. Халех тухса кай кунтан, вăрă! — кĕтмен çĕртен кăшкăрса пăрахрĕ Ăлапа Велюшĕ.
— Мĕн тен? Вăрă тетне? Кама вăрă тетĕн эс, Велюш?
— Сана калатăп. Санран пуçне кам пултăр.
Старикĕн шурă тути чĕтреве ӳкрĕ. Вăл мелсĕр чакса-чакса пычĕ те урапа ӳречинчен тытăнчĕ.
— Ак тамаша! Мĕн вăрларăм-ши вара эп хам ĕмĕрте?
— Кур-ха, пĕлмене хывать! Пĕлмеççех тетĕн пуль çав! Каларăн та. Мукаçей кĕлечĕн леш енче сирĕн анăр пур-и?
— Пур-çке ара, çурпилĕкĕм унта мукаçей кĕлечĕпе çума-çумăнах-ха...
— Çав çурпилĕкпе юнашар Хемитсен çурпилĕкĕ те пур. Пĕлтĕр эс, кĕлте турттарма кайсан, çав Хемитсен ани çинчен икĕ çĕмел ыраш кĕлти вăрласа килтĕн, хам куçпа хам куртăм.
— Йĕркеллĕ калаç, Велюш! — шартах сиксе илчĕ старик.
— Йĕркеллĕ тетĕн. Пит йĕркеллĕ калатăп-ха. Тата... çуркунне, кĕтӳ антарсан, выльăхна хăвах хапха уçса кĕртеттĕн, манса та кайрăнам?
— Кĕртмесĕр ара, çавăн пек кирлĕ пулнă пуль, вăл ĕçе кам тумаллине çуртра ăна-кăна шутласа тăман çав ĕнтĕ.
_ — Питех те кирлĕ пулнă çав! Ун чухне те эс ху выльăхупа пĕрле Апăльхасен качака такине... Астăватна, çăмламас кăна мăкла такаччĕ... Çавна хуса кĕртрĕн те вăрттăн пусса çирĕн. Какайĕ пит тутлă пулчĕ пуль?
Аптраса тĕлĕнсе çитнĕ Эпти сăмах çавăрса калаймасăр тăчĕ. Ай, тупата, мĕн каласа, мĕнле хăртмасть-ши çав Велюш. Çав самантра Эптийĕн аслă ывăлĕ Мулентей çитрĕ.
— Мĕн шапалтататăр кунта? — ыйтрĕ вăл.
— Ак кунта, ами, пире, чип-чипер ĕçлекенсене, аçăр чăрмантарса çӳрет. Эс те пулин ӳкĕте кĕртсе яр-ха ăна, Мулентей, ĕçлĕ çын патне çӳриччен тесе кала... — мĕн калассине те каласа хучĕ Велюш. Мулентей, çакăнти сăмах вĕçне хăй тĕллĕнех тухасса шанса, ашшĕне кунтан пăрăнма сĕнчĕ. Мăшкăл вĕçне юлнă старик тыттарнă пушша пăрахмасăрах хăйсем патнелле уттарчĕ. Мулентей ыйтса пĕлме тытăнчĕ.
— Мĕн тăватăр эсĕр кунта? — терĕ вăл, сарă мăйăхне шăлкаласа.
— Утă çулатпăр, — каласа хучĕ Велюш.
— Утă çулмастăр та-ха эсĕр, ăна хамах куратăп.
— Куртăн пулсан, мĕн тĕпчесе тăрассу пур? Курнă — кайнă, çав кăна. Туй мар вĕт кунта.
Шерккей маларах иртрĕ.
— Аптрасах çитрĕм-çке, Мулентей, — терĕ вăл, сассине ытла янăратмасăр, — çак çурта куçарса лартас пĕрех хут терĕм, куçарса лартас терĕм.
— Ку çурт Тухтарăн-çке? Мĕншĕн пăсрăр?
— А кам тунă тетĕн вара ăна? — куçа кĕрес пек каласа хучĕ Велюш. — Пĕлессĕнех килет пулсан, ку пӳрте Шерккей ак çак аллисемпе тунă, — Шерккее аллинченех сĕртĕнчĕ Алапа Велюшĕ. — Эппин, урăххисен кунта çăвар тутине ямашкăн та не стуйăт. Сана та калатăп, пире ан кансĕрлесе тăр!
— Ăлапа, эс шăпрах пул-ха. Санпа калаçмастăп. Иштерместĕп ку çурта.
— Камăн шăпрах пулмалла? Ман шăпланмалла-и? Манăн-и? Кур-ха, мĕнле, ĕçлекен çыннăн шăпах пулмалла, вăл пур — Чĕмпĕр майри пек, кăллин-кăллин кăна пускаласа çӳретĕр. Иштерместĕп тесе сӳпĕлтетет-ха... Пăрăннă пул кунтан!
— Эс кама çапла калатăн? — хĕрсе кая пуçларĕ Мулентей те, — кама çапла калатăн?
— Сана ара. Пĕлместĕп тетне эс камне? Эс кам иккенне эпĕр пи-ит лайăх пĕлетпĕр...
— Кам вара эпĕ? — чăннипех тĕпчесе пĕлес пек ыйтрĕ Мулентей.
— Хă! Эп кам тесе тăрать-ха, ами, — шухăшласа илем пек турĕ Алапа Велюшĕ, унтан ăçтан кăна сăмахне туртса кăларчĕ-тĕр: — Хурах эс, акă кам! — тесе лаплаттарса та хучă.
— Мĕн терĕн эс, Велюш? Мĕн терĕн?.. — ун патнелле çывхарчĕ Мулентей. Çак самантра ăна, чăн та, хурах теме пулатчĕ пуль: сарлака та вăйлă аллисем Велюшăн хытанка мăйне ним мар çавăрса тытассăн курăнса кайрĕç. Велюш çийĕнчех тимĕр юплĕ сенĕке ярса тытрĕ.
— Ну, ну, çулăхас тетнем?
— Эс мĕнле каларăн çак мана? Мĕн каласа хăртрăн çĕлен каяшĕ?
— Хурах терĕм, урăх мĕн калассăм пур тата? — тесе хучĕ Велюш. — Хайпăлара пуçану пурăнать вĕт сан?
— Пурăнать пуçанам, пурăнать. Сăмах кунта ун çинчен пымасть-ха. Эс ман пуçанана ан тĕкĕн...
— Э-э, ан тĕкĕн иккен! Сурхури вăхăтĕнче пĕрле ĕçкĕре пултăр, астăватна? Ăна эс çĕр варринче Утламăша лартса килтĕн. Тен, ман çавна та пĕлмелле мар пуль?
— Астăватăп-ха ĕнтĕ, астумасăр ара. Ун чухне сана эпĕ пĕр курка кĕрчеме ĕçтернĕ пек те астăватăп...
— Ак, ак, шăпах çавна калатăп та! Шерккей, ами, эс те илтнĕ пуль, хăех мана кĕрчеме ĕçтертĕм терĕ.
— Ĕçтернине астăватăп та, ĕçтертĕм тетĕп çав ĕнтĕ.
— Ĕçтертĕн çав. Ăлапа Велюшĕ ан шавлатăр терĕн пуль. А хăвăр çав каçхине, пуçанăрпа иксĕр... Илтемес ятлăччĕ-и-ха пуçану?
— Элтимер ятлă та-ха вăл, мĕне кирлĕ пулчĕ сана, çавна ниçтан пĕлеймĕстĕп.
— Пĕлĕн, час пĕлĕн ак. Çав Элтимерпе иксĕр Турикас çырминче Нятяка çыран хĕррине чикĕлентерсе ярса вĕлертĕр...
— Ç-çăпан тухтăр чĕлхӳне! — хăрушшăн кăшкăрса пăрахрĕ Мулентей. — Мĕн сӳпĕлтетен эс нихçан пулмана? Ăçтан шухăшласа кăларан çавăн пек ĕренкесĕр сăмах?
— Ĕренкесĕр тетне? Ак хĕрелен, ак хăвах хĕрелен! — ейкеленсе илчĕ Велюш.
Шерккей çак хыпара илтсе куçне-пуçне чалăртса пăрахрĕ. Сурхури вăхăтĕнче Нятяк ялта чăнах та çухалнăччĕ. Çуркунне юр ирĕлсе пĕтсен кăна, ун виллине Турикасри чăнкă çыран хĕрринче ял ачи-пăчи тупса тухнăччĕ. Утламăшра халиччен пурте Нятяк хăй çавăнта ăнсăртран ӳксе вилнĕ тетчĕç, вăл ав мĕнле пулса тухнă пулать иккен...
Çилли килнĕ Мулентей пĕр хĕрелсе те пĕр шӳралса кайрĕ. Аллине хытă чăмăртаса вăл Велюш патнелле пычĕ. Лешĕ сенĕкне çĕклесе тата хытăрах кăшкăрашма тытăнчĕ:
— Çулăхса кăна пăх! — терĕ вăл. — Халех ак хурах кăшкăратăп та, эс Нятяка вĕлерни çинчен пĕтĕм Утламăша евитлĕ пулĕ. Кала, евитлĕ пултăр-и? Евитлĕ пултăр-и?.. Ну, Мулентей, хăвăнтан килет!
— Эс тем хăямат та туртса кăларăн, — терĕ вара Мулентей, хайхи Велюш чăнласах хурахлатса кăшкăрашма пултарасран шикленсе. Мĕн тесен те, ялта Мулентей пирки Велюш евĕр шухăшлакан çук, ун ячĕ хисепреччĕ-ха. Велюш çапла тĕк тăнă çĕртен ун ятне çĕртме пултарать, çавна пула вăл каллех хăй сăмахне тепĕр хут каларĕ: — Тем те шухăшласа кăларĕ сан ирсĕр пуçу.
— Шухăшласа тетĕн! Вăт çут хĕвел, эппин, хам куçпа хам куртăм. Нятяк арăмĕ тилпĕрен вăрринчен пăтă пĕçерсе типĕтĕ, наркăмăш юхтарĕ. Упăшкине эс тĕртсе ярса вĕлернĕ текен хыпара илтсен, сана-и? Тепĕр кунхинех сан пыршăна кумса хурать.
— Ухмах эс! — тесе лачлаттарса сурчĕ те Мулентей, урăхран сăмах йышне ӳстермесĕр, хăй патнелле йывăр кăмăлпа сулăнчĕ.
— Эп мĕн мар çав, — терĕ Велюш, — элекçĕ мар эп. Хам мĕн пĕлнине те урăххине каласа кăтартмастăп... — унтан вара Шерккее куçран пăхрĕ. Шерккей ним тăва пĕлмесĕр анăраса тăрать. — Ну, пĕр пӳлĕннĕ ĕçе малалла ярар пуль, Шерккей шăллăм.
— Эс... мĕнле апла?
— Ан çӳреччĕр пире кансĕрлесе. Ав, пăрăнчĕç ĕнтĕ.
— Нятяк пирки, чăн та, çапла пулман пуль-çке?
— А пулин-пулмин, тинех ман ĕç çук унта. Халь вĕсем пире ашшĕпе иккĕш кăна мар, пĕтĕм çемйипех никаккуй та çыхланаймаççĕ. Пуçĕсене хӳмерен ирттерсе кăтартма хăраççĕ. Çав кирлĕ вĕсене.
Тĕлĕннĕ Шерккей пуçне сулкаларĕ.
— Ай, тупата, ăçтан кăна сăмахна çапла килтерсе пытăн?
— Эс мана пултараймастăн тесе тăраттăн пуль-ха?
— Пултаратăн, ним калама та çук. Ну, Велюш, рехмет сана, рехмет çакан пек чухне ман хута кĕрсе калаçнăшăн.
— Рехметӳпех эрех тупас çук та-ха. Халь санран черкке кăна мар, пулăштухĕпех тухать, тепрехинче те хутна кĕресси пултăр.
— Тавтапуç, тавтапуç. Çурт куçарса пĕтерер-ха, эрех илме хăвна манит тыттарса ярăп...
Вĕсем лав тиеме тытăнчĕç.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...