Хура çăкăр :: II. Ял мыскарисем
— Лавккуна кĕрсе тухма вăхăтна ӳкереймĕне?
— Мĕн кирлĕччĕ сана?
Шерккей енчен енне пăхкаларĕ, унтан хăлхинчен çеç пăшăлтатса:
— Пĕр-ик сапа, пĕр-ик сапа эрех илес марччĕ-ши тесеттĕм, — тесе хучĕ. Анчах шапăлти Нямаç ун сăмахне çийĕнчех пурне те евитлерĕ:
— Хе! Шерккей тей темерĕн, эрех сыпасшăн!
— Лаша шăварăнасшăн-им? — тăрăхланă майлă каласа хучĕ Питрав Ванюкĕ. — Ĕçесси килет-им?
Шерккейĕн унпа урлă пулас шучĕ çук-ха.
— Вăл-çке, Ванюк, эпир пурсăмăр та кăшт лашасем, пурсăмăр та кăшт лашасем.
Халăх кăмăллăн ахăлтатса илчĕ.
— Çакăн пек вăхăтра эрех сыпсан ăшăлла пулмĕ-ши...
Унтан Алапа Велюшĕн сасси илтĕнчĕ:
— Эрехне ăна кунта илсе килсенччĕ.
— Панк вырăнне лартнă пулăттăмăр-и? Выляса илекенни пĕр черккешер яра-яра ĕçтĕр...
— Ахаль, пĕрер черкке сыпас пулсан, пăсмĕччĕ-çке, атьсем?
— Чимĕр-ха, пуçланă çаврăма выляса тухар, вара пурсăмăр та уçăлса килĕпĕр, — терĕ те Нямаç, Шерккей енне çаврăнчĕ. — Пăхса тăр ĕнтĕ кăштах, кăсăк мар-и? Ав паçăр Черченке çулнă çаранне выляса ячĕ...
— Черченке вăл выляса ярĕ те, илĕ те, унпа туртăшса пăхма çăмăл мар.
— Мĕн ĕçлес вăхăтăра сая ярас пур çак шуйттан вăййипе, çак шуйттан вăййипе, — хирĕçле кăмăлне каласа хучĕ Шерккей.
Алапа Велюшĕ Шерккей енне пăхса илчĕ:
— Вăййи вăл шуйттансен мар та-ха, ăна улпутсем кăна выляççĕ.
— Эс, Алапа, картла выля-выля улпутах тухрăн пуль çав?
— Витĕр курăнать. Хи-хи-хи!..
— Алапа мар эп саншăн, Ванюк, пирвăй кăрнатир.
— Пирвай кăрнатир темшĕн сĕтел патне çывхарми пулчĕ-ха.
— Пикенсех пикенсен-и? — чун хавалĕ çĕклене пуçларĕ Велюшăн, — пăттаму тарăхнă енне выляса пăхасчĕ-çке пăртак...
Шерккей хăйне чĕннĕ çĕрелле иртрĕ. Алапа Велюшĕ паян пĕр тумлам та ĕçеймен пулмалла, калаçасса та пит чипер калаçать. Шерккее вăл «ыран ирччен» кăшт кăна укçа ирттерсе тăраймăн-и терĕ. Çав укçана вăл, хăйĕн хисепĕпе татаймасан, ĕçлесе те пулин тавăрма пулчĕ. Шерккей ăна пĕтĕмпе шанса пĕтермест иккен те, çынсем пар та пар тесе хĕтĕртнине пула, кутăнлашма та килĕшмерĕ, виçĕ кĕмĕл кăларса, Велюша тыттарчĕ. Ыран ирпе, чăн та, кăшт ĕçлекелеме пырăн-ха, эппин, терĕ. Алапа Велюшĕ ун сăмахĕпе каçса кайса кунăçрĕ.
— Вылятпăр! Эпĕ те вылятăп иккен-ха! — хавасланса, сĕтел патнелле хăлаçланса утрĕ Алапа Велюшĕ. — Ну пурăнатпăр та пурнăçа! Ванюк шăллăм, илтетне? Выляма пулать тетĕп-çке.
— Лар хăвăртрах, сана кĕтсе тунсăхларăмăр.
Велюш Ванюкпа Эппелюк хушшине кĕрсе ларчĕ, чавсипе тĕрткелешсе, хăй вырăнне ирĕклетрĕ, сăмсине нăш-нăш туртрĕ, мĕн курассине сиктерсе хăварасран хăраса, сĕтел çинелле ӳпĕнчĕ.
Хальхинче Нямаç выляса илчĕ.
— Шерккей тей, — терĕ вăл. — Эс мана текех кĕтсе ан тăр-ха эппин. Килте атте пур, çăра уççине парса ярам та сана, çула май аттене кĕртсе парăн. Эрехне вăл килтенех парса яма пултарать.
— Юрĕ, юрĕ, пит аван, — килĕшрĕ Шерккен. — Кунта тем пек пăхса тăрсан та, çăварăма пыл кĕрес çук çав, ман хăвăртрах киле çитмелле.
Шерккей, урăхран никама сăмах хушмасăр, çак чыхăнтармăш пӳртрен тухса кайрĕ.
Урамрах шăп иккен, шавлă пӳртрен тухнă хыççăн пуç лăш-тах канать. Пурнăç пур çĕрте те хăйне май вĕрет. Хĕреслĕ урам варринче хăма çураççĕ. Атьсем, ав, вылямалли тетте урапа çине сысна курăкĕ тиенĕ, турпасран тасатса пĕтермен пура патнелле турттараççĕ. Хур ушкăнĕ çырма еннелле каять. Пус тараси валашки патĕнче такамăн тына пăрăвĕ тарăхса макăрать — шыв ĕçесси килет. Аçтăрхан Селимĕн арăмĕ çырма тĕпĕнчи шыв хĕрринче кĕпе кивет, мăшăр кĕвентине вылянтарать хăй; Селимĕ лере, картла вылянине пăхса тăрать... Шерккей малалла утрĕ.
Кантюк шăпах урам варрипе пыратчĕ. Шерккей ăна тĕл пулнăшăн савăнсах кайрĕ. Кантюк, тăвăр çунатлă шлепкине хывса, Шерккее сывлăх сунчĕ. Сăнĕ-пичĕ хăйĕн ĕлĕкхинчен тем ытларах шуралнă: «Сывлăхăм йăвашлана пуçларĕ, хăлăм та хама тек итлесшĕнех мар», — тесе ӳпкелешет. Сăмах вакламашкăн та ĕлĕкхи екки çук-мĕн. Шерккей ăна Нямаçран илсе тухнă çăра уççине пачĕ. Иккĕшĕ лавккана чарăнчĕç. Шерккей çын çинче пулкалать пуль, халĕрех мĕнле хыпар-хăнар пур-ши, çав Чаткас Палюкне урăхран курман-и тесе ыйтса пĕлесшĕн пулчĕ Кантюк. Шерккей ăçтан пĕлтĕр ун пек хыпара. Çак хушăра вăл ниçталла та тухса çӳремен çав. Кантюк хăех ун пек кун пеккине пĕлкелет ав. Шемĕршел улпучĕ пĕтĕм пурлăхне сутасшăн имĕш. Темшĕн тата. Унăн çĕрĕ те пур, вăрманĕ те чипер. Кантюк ун пеккине пĕр пĕлмесĕр сĕметлемест-ха: çĕрĕ икçĕр анаран иртет тет, хура тăпра имĕш, Чăнлă шывĕ хĕррипе пĕтĕм лапа йышăнать тет. Мĕн каласси пур ĕнтĕ, шăпах кантăр акса ӳстермелли турă панă вырăн мар-и? Хуркайăк усрас пулсан та, и-и, тупăшне мăй таран курма пулмалла çав та...
— Апла иккен, апла иккен, — шухăша кайнă пек каласа хучĕ Шерккей. — Унталла эпĕ энчетрен кăна пулса курнă та, астăватăп-ха, улăхри çаранĕ тесен — сарнă ешĕл палас çав, халь те астăватăп-ха ăна. Шывĕ çаран тулли юхса выртать саççим, пуллисем сике-сике тухса вылятчĕç. Çав çĕрне пурлăхĕ-мĕнĕпе сутать пулать иккен Шемĕршел улпучĕ.
— Кайса пăхмалла марччĕ-ши тесеттĕм те...
— Телейлĕ çул сунатăп, — шăл витĕр каласа хучĕ Шерккей. Унтан, мĕн туянмаллине туянса, килнелле васкавлăн тухса утрĕ.
Чаткас çынни вăл çавăн пек кăна-ха. Вăл Шерккей пуçне çавăрттараймасть, Акă Кантюк Шемĕршел улпучĕ пирки асăнчĕ. Унăн пурлăхĕпе çĕрне туянасшăн иккен, мур илесшĕ. Е унран малтан кайса калаçсан... Ун пек шухăш тытмашкăн халех юрамасть çав-ха ăна, çук юрамасть. Пыра-киле тесен, урăхлă сăмах.
Шерккей килне таврăннă çĕре килкартин иккĕмĕш тăрăхне тытса пĕтернĕ, карти, чăн та, пит чипер пулать. Вĕр-çĕнĕ хăма саваласа якатнă хыççăн хĕвел çинче сар кĕленче пек йăлкăшса курăнать, куçа хавас кӳрет. Е çавна Чĕмпĕр купсисем пек сăрлаттарса ярсан, — çук, илемшĕн мар-ха, йĕпе-сапа ан çĕрттĕр тесе, — тата лайăхрах пулмалла. Шемĕршел улпучĕнни пек... Эккее, çав Шемĕршел улпучĕ! Шерккее вăл кĕçĕр çĕрĕпех канăç кăтартмасть ĕнтĕ, кам пĕлет, тен, çав чипер улпут канăçсăр тĕлĕкре те килсе курăнĕ... Карта шанчăклă çав. Кӳршĕ-аршăсен мар, ялта та, тен, таврара та çук пуль çакăн пек питĕ килкарти. Çавăн пек пулмалла та. Элентей хапха тума тытăннă.
— Каç пуличчен ĕçе пĕтересчĕ, тете. Ак тăпса. Хамăнне илсе килтертĕм. Юрать пуль?
— Кивĕрех иккен, кивĕрех иккен те...
— Хă!.. Кивĕрех? Тимĕр вăл! Капкай ăна хам умра Урал тăпринчен шăратса турĕ.
— Эппин пырать те пуль, вăхăтлăха пырать те пуль.
— Кантюк вăкăрĕ татаймасть, — çаплах тăпсине мухтарĕ Элентей.
Тимрук улма пĕçерет. Шерккей Ильяса ченсе илчĕ,
— Чуп-ха, ыльăм, Несихва инкӳ патне, пĕр çаврăм çăкăр парса ятăр, — терĕ вăл. Хăй çавăнтах ĕçе пикенчĕ.
Кун шăрăхĕ питех пусми пулчĕ. Хӳме юписене пĕтĕмпе лартса тухрĕç, хапха майлаштарчĕç. Çав вăхăтра такам пĕри Шерккее ятран чĕнчĕ. Шерккей пуçне çĕклерĕ, ун-кун пăхкаласа илчĕ. Велюш иккен. Алапа Велюшĕ. Хул хушшине темĕн япала хĕстернĕ, кăчăк туртса, Шерккее чĕнет. Шерккей ун патнелле çывхарчĕ.
— Çитрĕмех иккен кунта, — хăшăлтатрĕ Велюш, туйипе хăрах енне тĕренчĕ. — Тупата, калатăп, хăтăласса сунманччĕ. Арăмĕ курасран чунăм юлмарĕ вĕт, ами.
— Ăçтан? Кам арăмĕ? — тĕлĕнсе ыйтре Шерккей.
— Илюкăн, ара, Мерхук пирки калатăп. Ак, куратăн пуль, тӳшекне выляса илтĕм.
— Ан калаç! — куç чарса пăхрĕ Шерккей.
— Тупата. Пĕтĕмпе выляса ячĕ. Ултă тенкĕ! Татнă вутти пулнă хăйĕн, ăна Нямаçа выляса ячĕ. Унтан тӳшекне хучĕ. Тӳшекне эп выляса илтĕм. Кур-ха, çеп-çемçе мамăк тӳшек. Юрать-ха, Мерхукĕ çукчĕ. Килĕнче пулнă пулсан, никаккуй та парса ямастчĕ пуль. Илюкне те хăнчăр кăтартнă пулĕччĕ. Нямаç хам умра вуттине тиесе кайрĕ. — Велюш çавăнтах кĕсйине хыпашла пуçларĕ: — Шерккей шăллăм, эп тӳрĕ çын. Кивçен илнĕ парăма çийĕнчех татас терĕм, ман ятăмра кирĕкĕм ан юлтăр, — вак кĕмĕл шутлама тытăнчĕ Велюш.
— Эс, эс мана кăштах пулăшкалама килĕп терĕн те, те килейĕн ĕнтĕ ман пата?
— Хăçан?
— Ыран ирпе ирех тесен те юрĕ.
— Мĕншĕн ирпе? Паян каçпа та юрать.
— Каçхине мухмăр пусать пуль тетĕп-çке?
— Мухмăрĕ вăл, сана калам, чĕртсен, никаккуй та пусмасть, ами. Ирпе-тĕк — ирпе. Хĕвелтен тахçан малтан килсе тăрăп сан умна. Ак çакна çапах та парса хăварас тетĕп, — вак укçине Шерккее тыттарчĕ вăл.
— Юрĕ эппин, Велюш, ирпе ирех кĕтсе тăрăп сана.
— Пит аван. Эп, Шерккей шăлкăм, тӳрĕ çын. Каланă сăмахăм умăнта пултăр. Килетĕп.
— Ну, мĕнле иртрĕ унта вăйă? — пĕлесшĕн пулчĕ Шерккей.
— Иртрĕ тетне? Ăçтан ирттĕр-ха унта? Халь хĕрсе кăна кайрĕç. Илюкпа Эппелюк вăйăран тухса ӳкрĕç. Мĕскĕн Эппелюк тына пушмак туянма ĕмĕтленнĕ иккен те, халь ак, пĕртен пĕр юпах тихине çавăтса тухрĕç. Выляса ячĕ-çке. Курак вĕсен юпахне картишĕнчен çавăтса тухать те, Эппелюк матки калать: «Ан çавăтса тухăр-ха питех тет, муш, тавăрĕ», — тет. Хе-хе-хе! Муш, тавăрĕ тет çав, ами.
— Курак выляса илчĕ тетĕй апла?
— И-и, шăллăм, вăл, ами, пуринчен нумай выляса илчĕ. Мĕн ĕмĕтленни пĕтĕмпех ăнса пычĕ-çке унăн. Курак вăл, ачам. пи-ит ăсталанса çитнĕ. Кусăр верх, партан руках тесе çеç кăшкăрать — хунă пул картна, сĕтел çинче мĕн пуррине пĕтĕмпе сĕпĕрсе илет. Кусăр верх, партан руках выляса пăх-ха, ачам, çумăнти мăшăрна пĕр сăмахсăрах ăсатса ярăн. Партанла вылясси çавăн пек вăл, ачам. Аннă чухне кĕсъе тулли укçапа урам тăрăх маюр пек саркаланса пыратăн, ăнман чухне вара шывран тухма хăракан ăтăр пек...
— Эппелюк мĕнле халь? Вăл çаплах выляса илеймерĕ тетне?
— Каккуй унта! Килĕнче ларать-ха хĕртсурт пек ниçталла хăпмасăр. Хăйне хăй хĕнесе тăкманни кăна. Пуçне чикнĕ, мĕскĕн. Эпир пур — юпахне çавăтса тухатпăр, вăл чӳрече аяккинчен пăхса ларать, пĕр сăмах чĕнин. Арăмĕ кутăнлашать: «Ан çавăтса тухăр-ха питех, муш, тавăрĕ», — тет... Ну, эп лакăштатам-ха хам паталла. Хыçăмран Мерхук йĕрлесе килесрен чунăм çук, тата мĕн калассине ыран калăп.
Велюш енчен енне çаврăнса пăхрĕ, унтан килнелле хăлаçланма тытăнчĕ. «Апла, Эппелюк инкек курать иккен-ха, — шухăшне илчĕ Шерккей. — Чăн та, мĕн вылясси пулнă унта? Лешсенне тесен, кăваписене карт çине хурса каснă. Канăçсăр чун мар-и, тупата, сĕкĕннĕ çав ĕнтĕ... Çемйи йышлă хăйĕн, çичĕ кашăк. Тына пушмак туянасшăн пулнă, тет, мĕскĕн, халь, ав юпахне çавăтса кайрĕç, тет... Çичĕ кашăк...» Пурте шултра халăх, хĕрĕсем хир ĕçне пит пултарма кирлĕ. Калаçса пăхмалла мар-ши вĕсемпе Шерккейĕн, пĕр виçĕ ана ырашне виçĕ кун хушшинче вырса пĕтернĕ пулĕччĕç. Кун пек инкек курнă чух тара кĕрĕшсе тытмашкăн меллĕрех, хакĕшĕн пит чакалашса тăмаççĕ. Çапларах çав. Паян-ыран калаçса пăхмалла пулать.
Тимрук пилеш сулхăнне çитĕ сарнă, апатланма вырăн хатĕрлет. Ильяс çăкăр илсе килчĕ. Карта тытса пĕтернĕ çынсем тарласа пăшăхнă пит-куçĕсене сивĕ шывпа уçрĕç.
Вăхăтсăр çарала пуçланă пилеш айне çынсем кăшăлланса ларса тухрĕç. Шерккей алăран алла курка çӳретме тытăнчĕ. Çутă сĕткен кăшт сыпсассăнах ăшра вут-хĕм тивертсе ярать. Уçă çĕрте чăмăрла улма та ытла аван анать. Тăварлансах çитмен хăяр та техĕмлĕ. Çынсем Несихва парса янă хăяр юрмине те хăймаллă сăра вырăнне хурса мухтаса ĕçеççĕ.
Çурт çук та — карта пур. Çӳллĕ, питĕ, çĕнĕ карта. Элентей тĕлĕнет тетĕшĕ çакăн пек чаплă карта тытнăран. Лайăх хăма кăна мĕн чухлĕ кайрĕ. Капла ĕнтĕ ялта пуринчен те пытанарах пурăнма пăхнă пек пулса тухать. Ĕнтĕ мĕне кирлĕччĕ-ши ăна çавăн пек тума? Ялйыш мĕн шухăшлĕ? Тинех тетĕш кăмăлне хăвармашкăн та кирлĕ мар, каласан йывăра илме пултарĕ, кăçалах пӳрт те лартма ĕмĕтленет иккен-ха вăл. Тырри пухăнмалла пек, вăй çитерме шутлать çав ĕнтĕ. Мĕнле пулассине куç курĕ-ха унта. Ырăпа ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕ çиттĕрех тесе, ăнăç сунать ăна шăллĕ, аллине черкке тытса. Ыттисем те Шерккей хутне кĕрсе калаçаççĕ. Чĕррине вĕлерсе, вилнине чĕртмелле çав, пурнăç йĕрки çавăн пек — унсăр мĕнле вăл.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...