Хура çăкăр :: XXVIII. Таптанми йĕр
— Тем, астусах каймастăп та, куркалатăп, куркалатăп пулмалла, — сасси хăйне ют пек илтĕнчĕ Шерккейĕн, пырĕ тĕпĕнче темĕн тытăнса тăчĕ. Хăй çумĕнче хĕрарăм пурри, унăн хăйне кура вĕри сывлăшĕ Шерккейĕн халиччен пытанса тăран туйăмне хускатрĕ. Çакăнтан хăранипех вăл кунтă кĕресшĕн марччĕ çав. Пӳртре сивĕ мар пулин те, Шерккей темле çӳçеннĕ пек пулчĕ. «Епле апла?.. Епле апла?..» — хăй ăшĕнче çине-çине ыйтрĕ вăл, анчах путлĕн нимĕн те тавăрса калаймарĕ. Çапах та хăйне чипер тытма тăрăшрĕ-ха, килнине никам куракан пулманниех ăна кăшт та пулин лăплантарчĕ; е кам та пулин асăрхарĕ пулсан?.. Тĕтĕмсĕр вут тухмасть, теççĕ ав, ял çинче темле сăмах-юмах илтес пур, сыхлана пĕлмесен, ырă ят кайма пултарать. Çак йĕркесĕр юмăç патне çулăхиччен, пĕр-пĕр çĕрте вăл халран кайса ӳкиччен хăма çурнă пулĕччĕ, çавă та уншăн çăмăлтарах пек туйăнчĕ. Капла вара...
Юмăçăн вĕçĕмсĕр тĕлĕкĕсене Шерккей урăх итлесшĕн пулмарĕ. Сăмаха мĕнле те пулин тепĕр май çавăрма хăтланса, вăл Шерпикене тĕрлĕ майпа чăрмантарма шут тытрĕ.
— Вăхăтна, вăхăтна мĕнле ирттеретĕн çак? — терĕ вăл, сăмахĕ ытла хавшак та вырăнсăр иккенне вăтанчăклăн туйса.
— Вăхăтăма мĕнле ирттернине пĕлесшĕн иккен-ха эсĕ, — терĕ Шерпике. — Мĕн вăл, ман пек хĕрарăмăн? Иртет ĕнтĕ майĕпен, хăй тĕллĕн. Кунĕ вăрăм халь, кутăруçăн аякка кайса çӳресе пулмарĕ, пӳрт умне тухса ларсах кун çутине сӳнтеретĕп. Манăн çавăн пек-çке, выльăх пăхас тертĕм çук, пĕртен-пĕр тĕпеклĕ чăхă пурччĕ те, ăна та пулин кӳршĕ автанĕ ерте-ерте кайса çуртран пистерчĕ. Пусса çирĕм вара. Пит мăнтăрччĕ, çăвĕ çур кĕрепенкке патне пуçтарăнчĕ, савăнтăм-çке хам та, тукмакĕ, сана калам, алă шăши пысăкăшчĕ. Ах, епле пысăк чăхсем пулаççĕ. Халь ĕнтĕ çуртăмра шăшипе арланран урăх нимĕн те усрамастăп.
— Арлан?
— Арлан пуль çав, ара. Тĕпсакайне таçтан вĕреннĕ те пĕтĕмпе шăтарса пĕтернĕ. Пĕлтĕр унта эпĕ хăш чух чăкăтпа хăйма тыткалаттăм та, çавсене пула вĕреннĕ пуль-и... Ара. Çаплах кун кунлатăп çав, хĕвелпе пĕрле кĕрсе çывăратăп. Вăрансан та вырăсла апат çити çемçе тӳшекĕм çинче выртатăп, саççим. Тушекĕм аван манăн. Мамăк тӳшек. Асаннеренех юлнă-ха вăл пирĕн, сарлака та вăрăм, иккĕн выртсан та шăпах. Ак кăтартам-ха сана... э, халь курăнмасть иккен, тепрехинче кăтартăп-ха... Кăнтăрла çитиччен те хускалмастăп, — сасси ытла янăранă пекрех туйăнчĕ пуль хăйне, Шерпике малалла шăппăн калама тытăнчĕ: — Шерккей, ак, кур-ха, эп кăштах чĕкелтĕм пулас, сана кăна калам та, мăнтăрлантăм пек, ме, хыпашласа пăх-ха хул шăшине, — кӳршине вăл аллинчен тытрĕ те хул шăшине хыпашлаттарчĕ, хăй тата çумнерех хĕсĕнсе ларчĕ. Шерккей аллине вĕçертмерĕ вăл, хăйĕн пилĕкĕ тавра явтарчĕ, месерле питех те каçăрăлса карăнса илчĕ. Шерккейĕн тар тапса тухрĕ.
— Эпĕ... эпĕ сан пата пĕр çăмăлпа, пĕр çăмăлпа килсеттĕм, — терĕ вăл чĕтренсе тухакан сассипе сăмахсене аран пĕр-пĕринпе килĕштерсе, анчах унăн хăйне çирĕп тытас хăвачĕ чакнăçемĕн чакса пычĕ, чăтăмĕ пĕтнине хăй те сиссе юлаймаре, Шерпикене ирĕксĕрех хăй патнелле туртса илчĕ.
— Пĕлетĕп. Пĕлместĕп тетне сан çăмăлна?.. Чим-ха, чим, и-хи, — ихĕлтетрĕ Шерпике. — Кил кунтарах, кил-ха эс, ман тӳшеке кур, епле çемçе... Няххаçăм, ман няхха...
...Автан иккĕмĕш хут авăтрĕ. Шерпике хăйĕн каçхи хăнине шăппăн ăсатасшăнччĕ, алăкне тем пек хуллен уçма тăрăшрĕ, çавна пула алăкĕ, тарăхса кăшкăрнă пек, вăрахчен чĕриклетрĕ.
— Ыран тата кил, çăмарта пĕçерсе хурăп, — терĕ вăл Шерккее.
Шерккей ырă та, хаяр та чĕнмерĕ. Вăл каялла та çаврăнса пăхмарĕ. Урамра çын çук-и тесе, каçхи лаша вăрри пек, пĕр вăхăт хушши сăнаса тăчĕ. Çын тавраш курăнмарĕ. Вăл каллех хир еннелле тухрĕ. Хăй хыççăн такам пĕри халь-халь хуса çитсе: «Эс кунта мĕн туса çӳретĕн-ха çĕр варринче?» — тесе кăшкăрса ыйтассăн туйăнчĕ ăна. Шерккей васкаса утма тытăнчĕ унтан чупа та пуçларĕ. Урăхран çак пĕчек çурт енне, çав Анаткас вĕçне çаврăнса пăхмашкăн та хăрарĕ вăл. Акă — пахча хыçĕ. Мăкаçей кĕлечĕ. Илтиер арманĕ. Кĕлте лавĕ тӳннĕ вырăн. Çĕнĕ кас. Кунта чупма юрамасть. Лачкам шыва ӳкнĕ хăй, çамкине çаннипе шăлса илчĕ. Тăкăрлăкран вĕрлĕк урлă каçса кĕресси тем мар. Çара сывлăм ун урине йĕпетет, Шерккейĕн йĕр хывăнса юласран чунĕ çук. Никам та курмасть-ши?.. Йĕркеллĕ çын ăçта çӳретĕр çак вăхăтра?.. Хăй килне кĕчĕ. Ачисем тутлăн çывăраççĕ. Çывăрччăрах, çавă аван та. Шерккей кутник сакки çине тĕренчĕ. Вырăн сарса хунă иккен ун валли. Тимрук-ши, Ильясĕ-ши? Тӳшекĕ унăн хăйĕн тата çемçерех иккен... Пурнăç те ĕнтĕ. Юрать-ха, ăна никам та курмарĕ, Шерккей тинех канса сывлăш çавăрчĕ. Енчен ыран ачисем: «Атте, эс каçхине ăçта пултан?» — тесе ыйтсан, хурал пӳртĕнче çĕмрĕлсе лартăмăр, вăхăт нумай иртрĕ-çке тесе тӳрре тухĕ ĕнтĕ.
Кантăкран ирхи кăвак çутă çапрĕ. Йывăр шухăшсене аса илес мар тесе, Шерккей чаппанĕпе пуç çийĕнченех витĕнсе выртрĕ...
Ирхине, хĕвел тухса сарăлсан, Тимрук акă ашшĕ патне пычĕ те хулпуççинчен хуллен çеç силлесе вăратрĕ.
— Атте, илтетне, атте! — терĕ вăл майĕпен çеç.
— Мĕн? — куçне чармакласа уçрĕ Шерккей, унтан, хăрах чавси вĕççĕн çĕкленсе, Тимрука пăхса илчĕ: — Çутăлчĕ-им? Çутăлчĕ-им?
— Çутăлни-мĕнĕ, паçăрах хĕвел тухрĕ. Вăл тем мар-ха, атте, тăр тетĕп...
Шерккей тăрса ларчĕ. Ик аллине ĕнси тĕлĕнче тытса, тутлăн карăнса илчĕ, унтан тарăн анасларĕ, вырăнне пуçтармасăрах хутлатса хучĕ.
— Урамра, ав, темĕн туса тухнă...
— Камсем? Мĕн туса тухнă?
— Камне кам пĕлет унта... Тухса пăх-ха.
— Мĕншĕн, мĕншĕн ман тухса пăхмалла вара унта?
— Тухса пăх тетĕп-çке.
Тимрук çине тăрсах çапла калани Шерккее килĕшмерĕ. Вăл çарран, тăрмакланса тăракан çӳçне аллипе шăлкаласа, кĕпе-йĕм вĕççĕнех урамалла тухрĕ те тĕлĕнсе кайрĕ: шăпах унăн крыльци патĕнчен пуçласа анаталла каякан аслă урам варрипе шит сарлакăш пулĕ, вĕр-çĕнĕ хăма кĕрпи сапса тухнă. Кĕрпине хăйĕн пури патĕнченех çĕкленĕ пулмалла. Ку йĕр мĕнле йĕр иккенне Шерккей çийĕнчех ăнланчĕ, вăл ăçта çити кайнине те тĕрĕс чухласа илчĕ: пĕр йĕкĕлти çăвар çавăн пек хăтланнă ĕнтĕ, çав йĕр мĕн Шерпике çурчĕ патне çитиех пырать... Шерккейĕн çӳçпуçĕ вирелле тăрса кайрĕ, çанçурăмнĕ сивĕ çапрĕ, кăшкăрса йĕрсе ярĕччĕ те, ввăлĕ умĕнче калама çук намăс. Ывăлĕ умĕнче кăна-и? Паянах пĕтĕм ял çакăн çинчен сӳпĕлтетме тытăнать. Мĕн ыррине кĕтмелли пур, урампа кашни кун иртсе пымассерен — миçе çула пырĕ-ши çавă? — ялти кашни çын ăна, пӳрнепе тĕллесе: «Авă, пăхăр-ха, пăхăр-ха Шерккей епле вĕçтерсе пырать, вăл аскăн Шерпике патне çӳреме çул такăрлатнă!» — тесе калаççех ĕнтĕ. Çак хыпар Шинкĕл патне çитсен-и? Велюш патне çитсен-и? Темĕскер шухăшласа, темĕскер хушĕç те çичçĕр минне анса каймалла юптарĕç. Тĕнче кулăшĕ çав, эх, пурнăç те ĕнтĕ çакна!.. Çын мар, хăйĕнчен йытă та ахăлтатса кулассăн туйăнчĕ Шерккее. «Няххаçăм ман няхха...» — асне илчĕ вăл каçхи сăмаха. Няхха пулмасăр, шăпах няхха ĕнтĕ хăй те. Ыррине кĕтес пирки пĕр шухăш та çук, ак Шерпике хăех ял тăрăх килĕрен киле çӳресе: «Ман пата Шерккей çӳрет», — тесе кашни çын умĕнче мухтанĕ-ха: çав вăтанма пĕлмен юмăçран тем те кĕтме пулать, Ах, чавса çывăх та, çыртма çук... Тимрукĕ те ун умĕнче.
— Мĕн пăхса тăратăн тата?.. Шăл хăвăртрах! Хамăр умран та пулин, умран та пулин шăлса тасат! — хушрĕ вăл Тимрука чĕтресе тухакан сассипе.
— Мĕнпе шăлса тасатас? — ыйтрĕ Тимрук.
Аслă урамăн тăршшĕпе сарса тухнă хăма кĕрпи йĕрне шăпăрпа шăлса мар, кĕллĕ шывпа çусан та, тасатса пĕтерме çук. Çавна Шерккей хăй те лайăх ăнланать. Çак мăшкăл йĕр ĕмĕрне тасалмасса туйрĕ те вăл, аллипе çиллессĕн сулса, пӳртне хăвăрт кĕрсе кайрĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...