Хура çăкăр :: XIV. Инкек телей кӳрет-им?
Кăçал тырă пĕлтĕрхинчен лайăхрах пуласса ĕмĕтленетчĕ халăх. Çу хушшинче ыраш пиçсе çитиччен çанталăк питех хĕртмерĕ, çул тăрăх тусан та ытла тусмарĕ, çумăрсем вăхăтра çăва-çăва иртрĕç. Хресчен çыннин çакăн пек чухне те тырă тăвас шанчакĕ çук пулсан, вăл мĕнле пурăнтăр? Акă пĕрчĕ авăна пуçларĕ, ĕнтĕ пĕр-пĕр ялти çăмăл алăллă çын çурла тытса ыран-паян ыраш пуссине тухасса кĕтес вăхăт çывхарчĕ — шăпах çаван пек чух, пĕркунхине, кăнтăрла сулăнаспа, чăтма çук хĕвел пĕçертсе ячĕ, вăрман тĕлĕнчи тĕттĕм пĕлĕт сасартăк купчеме тытăнчĕ. Пĕлĕтсем каплансах пычĕç, кăвакарчĕç, хуралчĕç, тĕллĕн-паллăн шурă-шурă çилхесемпе туртăнчĕç, ялтăр çиçĕм туратăн-туратăн хуçланса сирпĕне пуçларĕ, аслати çиллессĕн кĕмсĕртетрĕ. Ял хăлăхĕ пăшăрханма тытăнчĕ.
— Пăр килет! Пăр килет!..
Çиçĕм ялкăшнине курсанах, Шерккей те урама чупса тухрĕ. Анкарти вĕрлĕкĕ çине ӳпĕнсе, вăл пĕр тапхăр вăрман еннелле пăхса тăчĕ, хăй тĕллĕн мăкăртатса илчĕ:
— Ырă пӳлĕх çак усал çумăра ман ана çинелле ан ятăрах, ан ятăрах...
Çумăр кашласа çывхарнине чухласан, Шерккей калле пӳртне чупса кĕчĕ, çăм шлепкине пусарах лартрĕ, пĕвĕ çине сăхман уртрĕ, каялла çаврăнса пăхмасăр, çарранах хирелле чупрĕ.
Армансен леш енне иртсен, шалкăм çумăр чашлаттара та пуçларĕ. Шерккей арман хӳттинче чарăнса тăма пултаратчĕ те — çапах тăвалла талпăнчĕ, йăран хушшинчи сукмакпа тӳррĕнех, чупнă çĕрте чупса, утнă çĕрте утса, вăл калама çук васкарĕ. Ĕнтĕ вăл пĕлĕт епле шавласа килнинченех пăр çăвасса сисрĕ; часах пăр ватма та тытăнчĕ. Чавка çăмарти пек шултра чăмăрккасем çĕрелле сике-сике ӳкеççĕ. Мĕскĕн Шерккей сăхманĕпе пĕркенчĕ, хăй ани хĕррине тухрĕ. Пăр кастарать кăна. Вăрăм та йывăр пучахлă хăмăла пăр çапать те хĕрхенӳсĕр хуçса антарать. Тымарĕнчен çăлăнса тухас пек хумханать ыраш. Шерккей хăйне пăр çапса ыраттарнине туйми пулчĕ, çийĕнчи сăхманне сӳсе умĕнчи ыраша витрĕ. Çапла вăл пĕтĕм анине сарса витĕччĕ, анчах иртĕхнĕ çутçанталăкăн тискерленнĕ хăватне мĕнпе чарма вăй çитерĕн?.. Шерккей çĕрелле ӳкрĕ те, пӳрнисемпе тăпрана тăрмаласа, хурлăхлăн ĕнĕрлесе выртрĕ; ырашĕ епле пĕтнине курса тăма чăтăмлăх çитереймерĕ вăл...
Шерккей каллех ура çине тăнă чухне пăр çума чарăннăччĕ. Кăнтăралла туртăннă пĕлĕт çаплах шавлать-ха, аслати катара кĕмсĕртетет, йĕп-йĕпе пулнă Шерккей пĕрре пĕлĕт çинелле, тепре хăйĕн сăхманĕ пек хуралнă ани çине пăхать те: «Пĕтрĕ-çке ырашăм, пăхса тăрсах пĕтерттертĕм...» — тесе, тарăхнă чунне сăмахпа та пулин пусарасшăн мăкăртатать. Шерккей, хăн чĕрине аран хытарса, ыраш ани тавра çаврăнчĕ, татăлнă пучахсене пĕр ывăç пуçтарчĕ, алли çине пĕрчĕ шĕкĕлчерĕ, алă вĕççĕн сăвăрса çисе пăхрĕ.
Темле хăямат тивнĕ тейĕн çав: пăр касси шăпах ун анине пĕтерсе кайрĕ-çке, леререх ав, айлăмра. ыраш çаплах хумханать, унта, шет, тивмен те пуль. Тепĕр хирте мĕнле-ши?
Шерккейĕн тепĕр хирте çурпилĕк ырашĕ пурччĕ-ха, ăна та пăр аркатрĕ пулсан? Шерккейĕн пуçĕнчи шлепки хăй тĕллĕнех çĕкленнĕн туйăнчĕ. Халăх вырма тухасса кĕтсе тăма юрамасть. Айлăмра пĕр юланут курăнса кайрĕ. Шăши тĕслĕ çăрха лаша камăн иккенне Шерккей катаранах палласа илчĕ: Кантюк папайăн. Нямаçĕ хир пăхма тухнă пуль ĕнтĕ е Урнашка-ши? Вĕсен анисем енче ыраш питех хуралман, ав, пуянăн кутăн кĕрет, теççĕ, ахальтен çапла каламан пуль. Пылчăклă тăпрана пакăлчак таран çăрса, Шерккей çул çинелле тухрĕ.
Юланутлă çын Нямаç та мар, Урнашка та мар, Кантюкĕ хăех пулчĕ. Лашине хистемесĕр юрттарса пычĕ вăл.
— Эсĕ-и çак, Шерккей шăллăм? — куç чарса ыйтрĕ Кантюк. — Мĕн çумăр витĕр йĕпенсе çӳретĕн?
— Хирĕме пăхма тухрăм та, тухрăм та... ана кусçулĕ пулса тăчĕ-çке...
Кантюк лаши çинчен васкамасăр анчĕ те, лашине çавăтса, Шерккей çитессе кĕтсе тăчĕ.
— Йăлт хуралса пĕтнĕ ху, паллама çук, сăхманупа та пулин шăлăнсам!
Шерккей йĕпе сăхманĕпе питне-куçне шăлкаларĕ.
— Чĕрӳ канмасть иккен... Пăр çапса кайрĕ пуль ануна?
— Ан та кала ĕнтĕ, Кантюк папай, — йĕрсе ярас пек сас кăларчĕ Шерккей, — пĕтĕмпе чӳсе кайрĕ-çке, хам пăхса тăтăм, пĕтĕмпе чӳсе кайрĕ.
— Ай-яй-яй куну-каçу, пĕтĕмпех-и?
— Авă, — аллине тăсса сăрталла кăтартрĕ Шерккей, — хуп-хура туса хăварчĕ.
— Тем те курса тăрасси пулĕ çав, — хĕрхенсе каларĕ Кантюк. — Ара. Манăнне те ыраша кăшт çапнă та, пăхса тухрăм, питех сарăплама кирлĕ мар пек-ха, çурла кĕртмелĕх пур. Аслă пӳлĕхе хисепĕм те сăвапăм çиттĕр...
Ялалла васкамасăр утрĕç вĕсем. Утнă май часах вырма тухасси çинчен те, хуçалăхри тĕрлĕ тертсем пирки те сăмах сӳтрĕç. Шерккей, кăçал тепле пурăнмалла пулать ĕнтĕ тесен, Кантюк ăна чунтанах йăпатасшăн пулчĕ, çапах та чĕрине уçаймарĕ. Шухăшĕ пысăкчĕ-çке Шерккейĕн, кăçал, ав, тыррине тĕрĕс-тĕкел пуçтарса илнĕ пулсан, пӳрт лартаймăп-ши тесе ĕмĕтленетчĕ, хĕлле вăрман кăларăп та çуркунне пураса пĕтерĕп тетчĕ, — кĕтни харама кайрĕ, инкек çине синкек тупăнсах пырать. Иртнĕ вăхăтра вĕсене тухатланăччĕ, çавах юрамарĕ курăнать, калама та аптрамалла. Шерпике сирсе пăхрĕ те, усси çитмерĕ курăнать.
— Усси çитĕ-çке вăл, — Шерккей хутне кĕрсе, Кантюк ассăн сывласа илчĕ те шухăша кайрĕ.
Шерккей пек çынна çĕнĕ пӳрт лартасси, чăн та, пĕчĕк ĕç мар ĕнтĕ. Пӳрчĕ кăйттă-çке, хĕл кунĕнче ăшă тытаймасть тет. Шерккейĕн чипер те пултăклă килйышĕ лайăхрах çуртра пурăнма тивĕçлĕ те... Кантюк çавăн çинчен те Шерккее асăнтарчĕ.
— Çитмен нушам мар-и! — тарăхрĕ Шерккей. — Çиччĕрен пĕри çук, пĕри çук. Пирĕн пек çыннăн укçа çине шанмалли çук, ырашĕ, ав, ана çинчех хуп-хура пулчĕ.
— Инкекӳ пысăк ĕнтĕ, Шерккей шăллăм. Ай, куратăп та инкекне — куç витет, чĕрем чăтаймасть. Ара çав. Итле, ырă сунса калас сăмахăм пур, канашăм пултăр: эс, Шерккей шăллăм, хăраса ан тăр-ха, пӳртне кăçалах тума тытăн. Куç хăрать вăл, алă тăвать. Хисепĕм те сăвапăм çиттĕр, кала мĕн кирлине, сана хам пулăшас тетĕп.
— И-и, Кантюк папай, мĕн каласси пур, мĕн каласси пур...
— Пулăшас тетĕп çав, куçа кĕрсех пулăшас тетĕп. Чысăмпала!
Шерккей, утнă çĕртен чарăнса, Кантюка шанмасăр пăхса илчĕ, унран юлас мар тесе, урисемпе васкавлăрах яра-яра пусрĕ. Утать Шерккей çерем пуснă çул аяккипе çарран! Тăсмака пӳрнисем хушшипе çăра пылчăк пăчăртатса тухать те, мелсер уначăланса, утнă май хăйпе пĕрлех малалла сирпĕнет. Ун нуши те хăйпе пĕрле, терчĕ те. Шухăш çукран шухăш хускалать ун пуçĕнче. Ĕнтĕ миçемĕш çул туртрĕ-ши вăл çитмен пурнăç туртине, мĕн чухлĕ хал ситретрĕ-ши. Акă çав нуша çулĕ сăрт тăррине хăпарса çитрĕ, халь анаталла анмалла. Шерккей сухалне малалла карăнтарать, пуçĕ каçăрăлать. Унпа юнашар Кантюк пырать — çĕрме пуян! Вăтанать Шерккей. Вăтанать те, ăнсăртран тенĕ пек, час-часах ун енне пăхкаласа илет.
— Ĕрехмет ырă сăмахна, Кантюк папай, — именчĕкне çĕнтерсе сăмах хушрĕ Шерккей. — Ĕнтĕ мĕнле калас, мĕнле калас иккен те, тĕнче çыннишĕн эс айăплă мар-çке. Утне çитмен туртине тенĕ пек, пурăнкалăпăр-и хамăр тĕллĕн... Ялта мĕн чухлĕ ман пек мĕскĕнсем, ăçтан пурне те пулăшса çитерĕн?..
— Хĕ! Пурне те терĕн... Ай, каларăн та! Вăл-çке, Шерккей шăллăм, хăшне вăхăтра пулăшни те кирлĕ. Тепĕрне, калам сана, кхĕ-кхĕ-кхĕ, чăпăркка пит майлă пулăшать, кхĕ-кхĕ-кхĕ, тĕрĕс мар-и? Сана, сăмахран, çак инкекрен çăлса, умна каçма саратăп та, каç эппин эс лайăхрах енне, ыттине пăхса ан тăр, ара, тимлесе калатăп. Рехметӳ ăшăтать ман ватăлас чунăма.
— Тавтапуç, Кантюк папай, тав тăвас сăмахăм çитес çук...
— Мĕн тав тăвасси! Ак паянах сан патна пĕр виçĕ лав ыраш леçтерĕп, пĕр аллă тенкĕсем укçа парса тăрăп. Çынпа питех шавламасăр çуртна туса ларт-ха.
Чăн та, епле ырă кăмăллă çын иккен Кантюк папай! Элентей ун пирки кăлăхах кутăнла шухăшлаттарасшăн. Шерккей пĕр саманта шăллĕн сăмахĕсене асне илчĕ. «Çулна ан такăрлат Кантюк папайсем патне», — тенĕччĕ вăл. Элентей тата тем-тем каланăччĕ, çавсене асне илес чух Шерккее Кантюк пӳлчĕ:
— Кивçене кĕрсен, татасси кансĕр тесе шухăшлатăн пуль-ха эс, Шерккей шăллăм? Пĕлетĕп. Ара, эс ан хăра уншăн, çынпа çын пурăнать. Акă санăн аллу-уру çаврăнса çитĕ те пурнăçу лайăхланĕ. Çавăн чух парса татăн-ха. Парăм тесе асăнтармăп та сана.
— Тавтапуç ырă сăмахна... Пуççапса пуçăм çитес çук...
Шерккейĕн халиччен тĕксĕмленнĕ сăнĕ тинех çуталчĕ. Кулкаланă май ун сарă мăйăхĕ енчен енне сарăлчĕ. Çыв чунтан çапла ырă сунса пулăшам тет те, епле ăна тав тумăн, епле савăнмăн? Тăснă çăкăртан пăрăнмаççĕ. Парăмне, шет, вăраха та ямĕ-ха Шерккей, вăхăтĕнче çиттине çитерсе пултăр. Ак, хĕле кĕрсен, вăл платник ĕçне те çӳрĕ, Тимрукпа Тухтара Пăвана хăма сутма ярĕ, йӳнеçтерĕ укçа, енчĕкĕ пушах тăмĕ-ха.
...Тупата, мĕн кăна çиттĕр иккен ĕмĕтĕн анлă çунатне! Хĕпĕртет Шерккей, савăнать. Ĕнтĕ вăл хăйне тинех çĕнĕ пӳртре пурăнассăн туять. Пӳрчĕ лайăх, кĕрсен ытарса тухма çук, кӳлсе тухас тесен, лаши — таврара пĕрре, çăкăртан та татăк пулмĕ. Пуян Кантюк хăй çапла калать пулсан, начар та мар иккен кунсем!
Вĕсем яла çитрĕç. Кунта тин çулсем уйрăлаççĕ: Кантюк тӳрех каять, Шерккейĕн тата кăшт иртмелле те хăйсен тăкăрлăкĕпе пăрăнмалла.
— Кантюк папай, — сасси чĕтренсерех тухать Шерккейĕн, — чăнласах çапла калаçатпăр пулсан, ӳксех пуççапмалла пулать пуль çав сана...
— Мĕн сăмахласси пур, — аллине сулчĕ Кантюк, — хам пулăшас темерĕм-и? Ара. Ĕнтĕ сан çакна кăна манмалла мар: алă алла çăвать, алă пите çăвать, çавна кăна манас марччĕ санăн... Атя кĕрсе тухмастăн-и, пăртак, çăкăр ямшăкĕ тумалăх кĕрчеме кăпăкланса тунсăхларĕ пуль хамăра?
— Тепрехинче, — терĕ Шерккей вăтаннă кăмăлпа. Вăтанмаллахчĕ ĕнтĕ унăн: çакăн пек ырă канаш илтрĕ те. Унăн халь кĕпе-йĕмĕ те йĕп-йĕпе. Çук, кĕрес тесен, тепрехинче кĕрĕ.
— Тем мар, тем мар, — терĕ Кантюк, — кĕрсе тух тетĕп-çке!
Шерккей пурпĕрех хальхинче ун патне кĕме килĕшмерĕ. Ăçтан çитерĕн ун пек хăюлăх.
Килнелле утнă май Шерккее мĕн хăй патне çитиех Кантюк юнашар пынăн туйăнчĕ. Вăл çул тăрăх, Кантюка тав туса, мăкăртатса пычĕ.
Пăшăрханса кĕтетчĕç Шерккее килтисем, вăл пур — пит савăнăçлă кăмăлпа пырса кĕчĕ.
— Пăр çапман-и ыраша? — ыйтрĕ Сайте.
— Çапасса çапнă-ха, карчăк, — тӳррĕн каласран пăрăнчĕ Шерккей. — Тупса пар типĕрех кĕпе-йĕм, курмаснам, тĕкне татса янă чăхă пек пултăм? Çын тем калĕ, ют куç тĕлне пулма вăтанатăп.
— Ыраша пăр çапнă тетĕн, ху çапах та темле савăнатăн, — пăшăрханса, куçран пăхрĕ Сайте.
— Сăлтавăм пысăк, карчăк, сăлтавăм пысăк. Кайран каласа парăп-ха. Эх-х!..
Тĕттĕм пулсан, Шерккей çурчĕ умне виçĕ тулли лав çитсе чарăнчĕ. Малти лав çине Урнашка ларнă. Çитсе чарăнсан, вăл кил хуçине чĕнтерсе кăларчĕ те: «Çаксене халех пушатса таврăнччăр тесе каласа ячĕç», — терĕ. Хуçи пĕр ещĕк пăта та парса янă иккен.
Шерккей, хапхине уçса, лавсене хăй патне кĕртсе ячĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...