Хура çăкăр :: Х. Чĕре сасси
Шерккей хăй килне çитиччен никампа та сăмахламарĕ. Хапхи умăнче ăна Сайте кĕтсе илчĕ. Упăшкин кăмăлĕ çĕкленнине вăл çийĕнчех асăрхарĕ.
— Тата мĕн пулчĕ? — ыйтрĕ Сайте.
— Нимĕн те пулман-çке, — тавăрчĕ Шерккей; унтан вай шухăшĕ тĕлне пулнă сăмахсене йĕркеллĕ çыхăнтармасăрах кала-кала пачĕ, — Ак, мана атă пачĕç, пиншакпа кĕпе те пачĕç, шăлаварĕ те пурччĕ, Тухтара парса хăвартăм...
— Тупата, мĕн сӳпĕлтетен çак? Кам парса ячĕ? Мĕн парса хăвартăм тетĕн? Паттăра тухрăнам?
— Паттăра... Паттăра... Ну, ут ячĕç. Ман çӳренĕм чи малти вырăна тухрĕ. Пĕрремĕш парне пачĕç... Ак, куратăн пуль?
— Ай, курмасăр, курмасă-ăр!.. Чим-ха, мĕн кирлĕ мара калаçатăн? Ăçта ун пек, ытла... — тавçăрма хăтланчĕ пулин те шанмасăр сăмах хушрĕ Сайте.
— Хм... Хĕрарăм-çке! Сана çын чĕлхипе калаççĕ-ха çапла тесе, ĕненместĕн... Ме, кĕртсе хур çаксене... Чим, атти юрать-и хама, тăхăнса пăхам. — Шерккей урамрах, çăпатине салтса, аттине тăхăнса пăхрĕ. Ятне хăй валли çĕлетнĕ тейĕн, шăп кăна. Ăна каялла хыврĕ те пĕтĕм çыххине Сайтене тыттарчĕ.
Шерккей хăй пурпĕрех Сайтене мĕн пулни-иртнине пĕтĕмпе каласа парас çук. Сайте Тимрукран ыйтса пĕлĕ-ха, Селиме каласа парĕ ăна. Вăл хăйне тыттарнă япаласене, хушнă пекех, килне кĕртсе хучĕ. Шерккей лашине витенелле çавăтрĕ, курăк пачĕ, лаши çинĕ вăхăтра вăл ун çинчен куç илмесĕр савăнса пăхса тăчĕ.
...Кĕрекаç çеремĕнче çамрăксем пурте Тухтара хупăрласа илчĕç. Сăмах вĕçĕ çук вĕсен. Паянхи пек пысăк уявра Тухтар пĕрремĕш хут кăна ут ярса мала тухрĕ те, унта та, Нямаç хăй хыçне хăварса, чаплă ята кĕчĕ.
— Каласа пар-ха, епле мала тухрăн?..
— Тимрукĕ мĕншĕн хăй каймарĕ?..
Пĕри ыйтать, тепри ăна пӳлет. Тухтар, халиччен çынпа питех сăмахласа кайманскер, мĕн ыйтнине тавăрса калама та ĕлкĕреймест, кĕскен çеç ăнлантарать:
— Çапла çав...
— Хам кайрăм...
Шерккей лашине Тухтар час-часах çитерме çӳретнине ял çамрăкĕсем пурте тенĕ пекех пĕлсе тăраççĕ. Тимрукĕ вĕсен питех ун пек çĕре çӳреме юратмасть, Тухтар вара, лаша тесен, каçса каять, хăш чухне вăл хăй çиес çăкăрне те лашине парать, çитерме кайсан, шăварасса та, ыттисем пек, çырмари тăмлă-хăйăрлă шывпа шăвармасть, каçăн-ирĕн юри Турикас хĕрринчи васана, тапса тăран çăлкуçĕ патне чарăнать...
Çамрăксемпе калаçнă хушăрах Тухтар тĕрлĕ япала çинчен шухăшлать, хăй мĕнле ут ярса килнине аса илет.
Паян вăл мала тухасса ĕмĕтленменччĕ те. Кунта пĕр ял лашисем кăна марччĕ, аякран килнисем те йышлăччĕ. Нямаçсенех лаши шăп урхамах темелле...
— Ку мĕн тата санăн?
— Парне.
— Çак кăна-и?..
— Ыттисене парса ятăм...
Ку хура шăлавар чиперех килĕшет пуль-ха. Çынсем кулма пăхĕç, Тухтар, ав, вĕçкĕнлене те пуçларĕ тейĕç. Ĕнтĕ, тепĕр тесен тата, вăрласа тăхăнни мар-çке. Тухтар çавăнтах Палюк сăмахне асне илчĕ.
Акатуй иртрĕ, халăх килнелле салана пуçларĕ. Такам Тухтара та пĕрле утма сĕнчĕ, анчах Тухтарăн çак хушăра пĕр-пĕччен пуласси килчĕ. Унăн хирелле кайса çаврăнас ĕмĕчĕ пур. Çапла шухăшласа тăнă вăхăтра хăй хыçĕнче палланă сасă илтĕнчĕ:
— Эсĕ мĕн, Тухтар, пĕчченех тăратăн? Эпĕр сана кайнă пуль тесе.
Селиме иккен. Тата Селиме тусĕ, Елисса.
— Мала тухрĕ-çке Тухтар, вăл халь пирĕн еннелле пăхмасть те ĕнтĕ, — шӳтлесе каларĕ Елисса. — Çапла-и?
— Çапла пуль çав, кăштах та вĕçкĕнленме юрамасть-и вара? — кулкаласа илчĕ Тухтар та.
Виççĕшĕ пĕрле çаранпа васкамасăр утрĕç.
Ешĕл çаран куçа илĕртет. Ытармалла мар ырă шăршă, тĕр-лĕ чечексем, умранах вĕçсе иртекен тĕрлĕ тĕслĕ лĕпĕшсем чу-на савăнтараççĕ.
Елисса утнă май чечек пуçтарма тытăнчĕ. Ăна курах Селиме те çĕрелле пĕшкĕнчĕ, ал айне пулан илемлĕ чечексене тата пуçларĕ.
— Тухтар, эс чечек татмастăн-им? — илтĕнчĕ Елисса сасси.
— Чечек-и? — тĕлĕннĕ пек пулса пăхкаларĕ Тухтар. — Эпĕ чечек татса йăлăхнă та.
— Çапах пире пĕрре те пуç кăшăлĕ çыхса параймарăн-ха.
— Ай, пуç кăшăлĕ тетĕн! Вăл ăна çыхма та пĕлмест пуль? — кулса ячĕ Елисса.
— Асту сана, пĕлмест пуль, — Тухтар ирĕксĕртен тенĕ пек чечек татма пĕшкĕнчĕ. Чечекĕсем те ытла ачаш иккен, тытсассăнах татăлаççĕ.
— Сан аллупа чечек мар, турат хуçмалла...
Тухтар халиччен чечеке ним вырăнне те хуман — çӳренĕ, таптанă. Кун çутине вăл пуринчен ытла чечек çинче ирттернĕ темелле, хăй çапах чечексен ятне те пĕлмест.
Чечек тата-тата, Тухтарпа хĕрсем çаран хĕрринелле пăрăнчĕç.
Кĕрекаçран халăх саланнă. Вĕлкĕшмест ĕнтĕ халь шур элем те. Пĕр-пĕр çивĕч маттур шăчă тăрăх хăпарса антарнă ĕнтĕ ăна. Чӳмелкке Михали те хăйĕн тертлĕ ĕçне туса пĕтернĕ. Хăшпĕр лупашкасенче çеç тĕллĕн-паллăн çынсем ушкăнланса ларкалани курăнать, — хăналанаççĕ. Хушăран юрлани те илтĕне-илтĕне каять.
— Тухтар, — терĕ Селиме, — эс пире ху мала тухни çинчен каласа та кăтартмарăн-çке?
— Мĕн каламалли пур унта? Эпĕ хам чупман-çке, лаша чупрĕ.
— Каларăн та! Лаши унта Нямаç тетесен те чупрĕ, темшĕн мала тухаймарĕ.
— Эс, Тухтар, кайран курмарăн-ха, — терĕ Селиме. — Нямаç тетепе Михаля тете пĕр-пĕринпе ĕмĕрхи тăшмансем пек хирĕçсе кайрĕç, тупата. «Парне пирки сана мĕн каларăм та мĕн каларăм», — тет Нямаç тети. Михаля тетен тĕнкине кăларчĕ. Леш, мĕскĕн, и-и-и, нимĕн калаймасăр тăчĕ. Çапăçсах каяççĕ пуль тенĕччĕ. Мерченпе иксĕмĕр вĕсем патĕнчен аран хăтăлтăмăр.... Тухтар, парнӳне кăтарт-ха пире?
— Ак тата! Хăвăн аллупах патăн-çке вĕсене?
— Мĕн калама ун чухне, — терĕ Селиме. — Парнене мар, çын çине пăхма та вăтанса тăтăм, çĕр тĕпне анса каясса çитрĕм.
— Епле хушрĕç сана çав ĕçе? — пĕр кулмасăр ыйтрĕ Тухтар.
— Михаля тете шухăшласа кăларнă ĕнтĕ ăна.
Селимепе Елисса Тухтарăн парнине чарăнса тăрса пăхрĕç.
— Лайăх йышши тавартан пулас, кĕленче пек яка, — терĕ Селиме. — Ку хайхи пиншакпа тăхăнма та чухах пуль?
— Юрать пуль тетĕп.
— Чим-ха, сана эп паян хам ятăмран та пĕр-мĕскер парăп-ха.
— Мĕн тата?
— Э-э, çук, вăхăт çитиччен каламастăп, — пӳрнипе юнарĕ Селиме.
— Ут ярса килнĕ чух хăрамарăн та-и? — пĕлесшĕн пулчĕ Елисса.
— И-и, тусăм, вăл нимĕнрен те хăрамасть.
Селиме парнене, тирпейлĕн чĕркесе, хуçине тыттарчĕ.
— Мĕн хăрамалли пур унта, ларса кăна пыр, — терĕ Тухтар, Елисса енне пăхса.
— Ӳкесрен ара. Лашу ĕрĕхсе кайĕ те...
— Ĕрĕхмест, чĕлпĕртен тытса пыратăн-çке.
— Тухтар, эс калатăн та, — пӳлчĕ ăна Селиме. — Унта пĕр чĕлпĕр тытса пырасси кăна мар пуль çав. Лашисене ыттисем те тытса пычĕç те мала тухаймарĕç...
— Ак, ку тата мĕнле чечек? — сăмаха тепĕр май пăрчĕ Тухтар.
— Чикен курăкĕ теççĕ ăна.
— Пирĕн атте çак курăка, ăшне хытă кĕрсен, чей вырăнне вĕретсе ĕçет, — терĕ Елисса.
— Чарăнать тет-и вара ăш ыратни? — пĕлесшĕн пулчĕ Тухтар.
— Чарăнать тет çав, сиплĕ курăк тет. Малтан вăл ăна ăшĕ ыратнă тĕле тытса сăвать, кайран вĕретсе ĕçет.
— Мĕнле сăвать? — ыйтрĕ Тухтар.
— Такмакĕ пысăк: «Пĕр чикен сăвап, виç чикен сăвап», — тесе тăххăра çити ытă хисеплесе каять те унтан çапла майпах кутăнла хисеплесе килет, кайран: «Пĕр чикен сăвăп — пĕртте ан пултăр», — тесе пĕтерет. Çавăн пек унăн такмакĕ.
— Ай, тем те шухăшласа кăларĕç çав, — кулса ячĕ Селиме.
— Такмакĕ мĕнле-тĕр те, курăкĕ сиплĕ пулма пултарать пуль, эмелсене те курăкран тăваççĕ, тет, — хушрĕ Тухтар.
Хĕрсем пĕр çĕклем чечек татса пуçтарчĕç.
— Кăçалхи пек чечек нумаййине астумастăп та, — терĕ Селиме, усăнса аннă çӳç тунине çурăмĕ çинелле ывăтса. — Чимĕр-ха, атьăр, çакăнта ларса, пуç кăшăлĕ çыхар.
— Лартăмăр, — терĕ Елисса, çĕрелле пĕшкĕнсе.
Вăл чечекĕсене хăй умне пăрахрĕ те чиперрĕн майлашăнса ларчĕ. Селиме унпа юнашар вырнаçрĕ. — Эх, курăкĕ епле çемçе, ытармалла мар.
— Хĕрсем, элле ывăнтăр-и? — çаплах чечек татнă май ыйтрĕ Тухтар.
— Ывăнтăмăр, Тухтар, ывăнтăмăр... Кил-ха кунта эс те, хамăр хушăмăра лартăпăр.
Тухтар вăтана-вăтана вĕсем патне пычĕ. Чĕркемне хăй хыçнелле пăрахрĕ, алă вĕççĕн тĕренсе, курăк çине выртрĕ, унтан çĕкленсе ларчĕ.
— Эс кăваккуç кăна татнă-çке? — ыйтрĕ Селиме, пӳрнинчи кăвак куçлă çĕррине тӳрлеткелем пек туса.
— Хăшне татмаллаччĕ тата?
— Ай, тусăм, эс пĕлместне вара, вăл кăвак куçа кăна савать-çке?
— Пирĕн пеккисене ним вырăнне те хумасть-и?
— Чăнах, Тухтар, çаплах-и?
— Селиме пĕлсех калать пуль ентĕ, — кулкаларĕ Тухтар.
— Тупата, ăçта кайса кĕмелле ĕнтĕ ман пек чакăр куçлисен? Тусăмăн та кăвак куç мар, хура куç...
Пуç кăшăлĕ çыхма тытăнчĕç. Елисса тавраналла пăхкаласа илчĕ. Çывăхра çынсем курăнмаççĕ. Вăл майĕпен кăна юрă пуçласа ячĕ:
Çеçенхир варринче шур юр çунă,
Çырла çеçки чечекĕ епле-ши?
Ай-хай, çамрăк пĕвĕм, хура куçăм,
Кам куçĕнчен пăхмашкăн ӳсрĕн-ши?
Утçăм лайăх тесе, çула ан тух,
Сар ылтăн пек пӳçна çухатăн;
Чĕре савман çынна, тусăм, ан тух,
Ĕмĕрлĕхе хăвна çухатăн...
Селиме те юрра хутшăнчĕ:
Шурă юрсем çăвать, пушмак путать,
Шурă пурçăн пиçиххи кам çыхать;
Каласамчĕ, тусам, чăн тӳррипе —
Санăн чуну кама та пит савать,
Манăн чунăм сана-çке пит савать.
Хура вăрман хыçне шур юр çунă,
Хура сăсар тухса йĕр хывнă,
Хура сăсар йĕрсене ман йĕрлес çук,
Аттей-анне хушнинчен иртес çук...
Тухтар итлесе тăрать, вăл юрламасть. Итлет те кăшăл çыхать.
— Тухтар, — чĕнчĕ ăна Елисса, — кала-ха пире, кам çав санăн савнă тусу?
— Манăн-и? — вăрăм чечек тунине чĕрнипе касса татрĕ Тухтар. — Савнă тус манăн... ак çаки чечек пуль... хир савма пултарĕ... Урăх кам мана савтăр?
— Эпĕ мар-и вара? — кулса илчĕ Селиме. — Хам ята асăнасса кĕтнĕччĕ-ха эп.
Тухтар ăна куçран пăхрĕ те йăл кулчĕ, хăй çавăнтах панулми пек хĕреле пуçларĕ.
— Ан кала, ан та кала, Тухтар, хамах пĕлетĕп! — терĕ Елисса. — Тусăм чăнласах калать, Тухтар, вăл сана пит юратать.
— Чипер калаç, тусăм! — Селимен те пит-куçĕ вĕрилене пуçларĕ...
Хĕрсем кăшăл çыхса пĕтерчĕç. Тĕрлĕ тĕслĕ чечексене йĕркеллĕн майлаштарса тухнă пуç кăшăлĕсем пит илемлĕ. Вĕсене яла çитиччен пуçа сырма та юрать. Яла кĕреспе пĕр-пĕр çатан тĕкми çине лартса хăвараççĕ.
— Пăх-ха, Тухтар, аван кăшăл пулчĕ-и?
— Пит чечен кăшăлсем çыхрăр.
Елисса тăхăнса пăхать, пĕчĕкрех иккен-ха, тата кăшт хушмалла.
— Эпĕ малтанах виçсе пăхрăм, — хĕрле çыхнă тутăрĕ çине лартса пăхрĕ Селиме. — Ак пулчĕ те... Кӳр, Тухтар, сана кăшăл вĕç питĕрме пулăшам.
Çак ача-пăча ĕçĕ Тухтара йăлăхтарсах çитернĕччĕ, хĕрсене пула кăна вăл, ытахальтен тенĕ пек, пуç кăшăлĕ çыхса аппаланчĕ. Селиме ун ĕçне малалла тăвăп тенĕрен Тухтар савăнса кайрĕ.
— Сан кăшăлу пĕр йышши чечекрен кăна иккен. Кай, тупата, тусăм, кур-ха, капла тата илемлĕрех-çке, — терĕ Селиме, пуç кăшăлне Тухтар аллинчен илсе. — И-и, пĕтĕмпех кăвак чечексем.
— Ну, Тухтар, — кулкаласа, сăмах хушрĕ Елисса та, — пӳлĕх умĕнче калатăп, çакăн пек кăшăл мана та çыхса памасан, тусăма памастăп сана, илтетне?
— Манăн урăх чечек те юлмарĕ.
— Çапла пуль ĕнтĕ...
Васкамасăр çывхарать çуллахи каç. Ял хĕрринчи çырма-çатра тăрăх шур мамăк пек çăра тĕтре хăпарать. Вăрман çийĕ, кăвакарса, пĕлĕтпе пĕрлешет те катаран питех палăрми пулать. Каçхи уçă сывлăш çанçурăма эпеклет, кăштах çӳçентернĕ пек туйăнать.
— Ах, кая юлатпăр-çке капла, вăййа тухма ĕлкĕреймĕпĕр, — пăшăрхана пуçларĕ Елисса.
— Кунтан тӳрех тухатпăр эпĕр. Хамăрпа пĕрле Тухтара та илсе каятпăр... Пыратна, Тухтар?
— Мĕнле-ха капла... Алăра япала пур-çке манăн...
— Ăна хамăр пата кĕртсе хурăпăр.
Селиме сăмахĕпе килĕшмеллех пулчĕ Тухтарăн. Хăй тем вăтанатчĕ пулин те, паян хĕрсемпе пĕрле вăййа кайма кăмăл турĕ.
Вăйăра темрен вăтанмалли çук иккен; пурте ялти çамрăксем, палланă çынсем. Пĕр-пĕринпе тытăнса, çамраксем сăвă каларĕç, Тухтар та хăйне ял çамрăкĕсемпе пĕр танлă шутла пуçларĕ.
Автан авăтас умĕн çеç вăйă саланчĕ. Хĕрсем касси-кассипе алла-аллăн тытăнчĕç. Каччисем вĕсем хыççăн пыраççĕ, пурте пĕрле, сăвă каласа, килĕсене таврăнаççĕ.
Тухтар çеç сăвă каламарĕ: çапах та кĕçĕр унăн чĕри çĕкленчĕ, чун хавалĕ хавасланчĕ, хĕпĕртерĕ: халиччен кăлăхах çӳремен иккен вăл çамрăксен вăййине.
Селимесен тĕлне çитеспе вĕсем виççĕшĕ пĕрле тăрса юлчĕç. Ытти çамрăксем тăвалла иртрĕç. Часах Елисса та, Тухтарпа Селимене ырă сунса, килне васкарĕ. Хурама айĕнче Тухтарпа Селиме иккĕшĕ кăна тăрса юлчĕç,
— Эп сана çыххăна кăларса парам-ха — асилтерчĕ Селиме, Тухтара куçран пăхса.
Тухтар хăйне мĕн каласса кĕтсе тăмасăрах, вăл çил хапхинчен кĕрсе кайрĕ те, пĕр чĕркем вырăнне икĕ чĕркем илсе тухса, Тухтара тыттарчĕ.
— Ку мĕскер тата?
— Ку вăл... Каларăм-çке, пĕр-мĕскер парăп тесе?.. Хам ятăмран парне паратăп... асăнмалăх... — вăтанса та майĕпен, хăйне çеç илтĕнмелле каларĕ Селиме. — Иртнĕ уйăхрах çакна тума пуçланăччĕ сан валли, ĕнер туса пĕтертĕм.
Тухтар вăтанса çавăркаларĕ çыххине.
— Тавтапуç, Селиме... Унта мĕн иккенне пăхма юрать пуль?
— Халь мар, Тухтар, килне çитсен курăн... Хăвна килĕшмесен, каялла хамах тавăрса пар.
— Мĕншĕн аплах тата?
— Сана хăвна килĕшекен япала парасшăн эпĕ. Тен, эсĕ те мана мĕнле те пулин парне парăн.
— Йышăнатăн пулсан...
— Сăмах та çук.
— Пит чипер япала парăп сана та, — Тухтар каллех салтса пăхасшăн пулчĕ.
— Кайран темерĕм-и? — чарчĕ ăна Селиме, итлемен ачана хăтăрнă пек. — Урамра аван мар, çын курса хамăра вăтантарĕ, килне илсе кайсан та курма ĕлкĕрĕн.
Хирĕçлисен пахчинчи лапсăркка йăмра тĕлне пулнă уйăх хушăран шупкан курăнать те пытанать, курăнать те пытанать. Вăхăчĕпе вăл, çулçă хӳттине кĕрсе, турат çине выртса каннă пек курăна-курăна каять. Каçхи ялта шăп, тинех сас-чӳ илтĕнмест. Урам варринчи йывăçсем çинче çеç хура кураксем, хăйсен йăвисене вырнаçсарах ларнă май, хутран-ситрен кранклаткаласа илеççĕ те чарăнаççĕ. Хушăран тата таçта нăрă нăрăлтатса вĕçсе каять.
Тухтарпа Селиме вăхăтлăха иккĕшĕ те калаçма чарăнчĕç. Çавăн пек вăл: курман чухне темтепĕр калас килет пек, куратăн та — сăмах та тупăнмасть. Ăçта çав асра шăраннă канăçсăр шухăшсем çинчен каласа памалли сăмахсем? Тухтар пĕлмест-çке çав сăмахсене. Унăн чĕри çумĕнче кăна, темле, халиччен хăй пĕлмен хаклă туйăм вĕчĕлтетсе тăнă пек-ха, çав туйăм халь-халь вăй илсе амаланассăн, сиксе тухассăн сисĕнет, тапса тăрать, çапах та сиксе тухаймасть. Хĕре вăл çак самантра тем каланă пулĕччĕ: «Пăхсамччĕ, тусăм, мана куçран, эпĕ çавăншăн та сан умăнта пуçăма хума хатĕр», — тейĕччĕ — Тухтарăн хăюлăхĕ çитмест. Унăн хулăн-хулăн кăтрисем шурă çамкине сарлакăшпе витсе анаççĕ. Çав кăтрасем илертмеççĕ-çке Селимене, çук, темле урăх хăват, шалти чун варĕ çывхартать ăна Тухтар патне. Селиме хăй те, Тухтар пекех, калас тенĕ сăмахне çавăрса калама хăю çитереймест. Паян ут ярса таврăннă чухне те, иртнĕ кунхине кашкăр хăратсан, вăл ăна тăнран кайнă çĕртен вăратса, ура çине тăратнă чухне те, тата тахçан-тахçанах-ха вăл — алла пĕрремĕш хут çурла тытса ыраш вырма вĕреннĕ чух та, Тухтар Селимешĕн хак хума çук лайăх çын пек туйăнчĕ. Ачалла пулман иккен çав туйăм: вăл, кунсерен те каçсерен вăй илсе, арасланнăçемĕн арасланса пынă та паян акă чăтăм картĕнче текех шăнăçаймасть. Калинччĕ Тухтар пĕр сăмах та пулин. «Селиме, эс мана саватăн-и?» — тесе ыйтинччĕ. Çук, ыйтмасть...
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...