Кайăк тусĕ :: 32. Упа шăтăкĕ умĕнче
Çынсем юпа уйăхĕнче çăвакан юра питех шанмаççĕ. Чăнах та, вăл çĕрле е ирхине шӳсе çемçелнĕ çĕр питне тăрăшсах шурă пĕркенчĕкпе витет, анчах каçчен унăн тĕсĕ те юлмасть. Чӳк уйăхĕнчи юр вара ун пек мар, вăл часах ирĕлсе пĕтмест, хăш чух ик-виçĕ кун хушши, типĕр чух эрни-эрнипех ура айĕнче кăчăртатса выртать. Хутран-ситрен çапла та пулкалать: уйăх пуçламăшĕнчех çанталăк сивĕтет, çил çурçĕр енне çаврăнать те, кутсăр-пуçсăр çил-тăман ахăрма тытăнать. Пĕр кун иртет, икĕ кун — юр çаплах çăвать те çăвать. Юлашкинчен вăхăтлăха чарăннă пек пулать. Хĕвел те хăмăр пĕлĕт айĕнчен тухса пăхать. Анчах çурçĕр çилĕ тĕнчене шăнтмаллипех шăнтса ярать те, чĕркуççи таран хӳсе кайнă юр çуркуннечченех выртса юлать.
Пирĕн кĕнекери ĕçсем пулса иртнĕ çул шартлама сивĕ çĕре-шыва чӳк уйăхĕн вĕçĕнчех хĕл тыткăнне пачĕ. Пĕр эрне хушши кунĕн-çĕрĕн çил-тăман ахăрнă хыççăн хĕл лармаллипех ларчĕ. Тарăн юр ыраш калчисемпе йывăç-курăк тымарĕсене çемçе мамăк çивиттипе витнĕ пек шăлса кайрĕ. Ку вара хресченсене питĕ савăнтарчĕ: йĕрки çапла-çке, кĕрхи çумăрпа лайăх нӳрелсе юлнă уй-хир тарăн юрпа шанчăклăн витĕнсен килес çул тыр-пул ăнса пулатъ. Унран ырри мĕн пултăр ĕç çыннишĕн. Тарăн юр çынсене савăнтарать çав. Анчах пурне те мар. Сунарçăсем ак уншăн питех хĕпĕртемеççĕ, тепĕр чух чунтан пăшăрханаççĕ.
Юр ытла та тарăн чух сунар кайăкĕсем выçса аптраççĕ. Вăйсăртараххисем çăва тухаймасăрах вилеççĕ, çăткăн чĕр чунсен апачĕ пулса тăраççĕ, хĕл каçма хал çитсен те нумайăшĕ тепĕр çулне йăх ĕрчетеймесĕр юлать. Ун пек чух кайăк-кĕшĕк шучĕ сисĕнмеллех чакать. Ку ĕнтĕ сунарçăсен тупăшĕ сахалланнине пĕлтерет. Аслăлăх хушнă пек йĕркеленĕ сунар хуçалăхĕнче ирĕкри чĕр чунсене хĕл каçма этем пулăшать. Улкашри сунар хуçалăхĕнче ĕçлекенсем те раштав уйăхĕнчех вăрманти тискер кайăкпа тĕрлĕ ырă вĕçен кайăка кирлĕ таран апат-çимĕç парса тăрантарма тытăнчĕç. Вăрăм хăртнăра пуçтарнă топинамбурпа çĕр улми хир сыснисене тăрантарма, çулса типĕтнĕ вăрман ухлĕмĕ, клевер ути хир качакисемпе пăшисене тата мулкачсене пама, çапмасăр хăварнă сĕлĕ кĕлтисем карăксемпе ăсансене апатлантарма питĕ вырăнлă пулчĕç. Вăрман тăрăх симĕс милĕксем çакса тухни те курăк çиекен чĕр чунсене усă кӳчĕ.
Çак ĕçе сунар пĕтнĕ хыççăн Капитоновпа Тăрна Иванĕ туса пыма тытăнчĕç. Тевенешев çĕнĕ çул хыççăнах отпуск илчĕ те хĕрлĕ ялавсем илсе Йĕпреç внăрманне кашкăр тытма тухса кайрĕ. Тепĕр эрнерен вăл вырăнти сунарçăсемпе пĕрле пĕр кĕтӳ кашкăра тĕпĕ-йĕрĕпе пĕтерни çинчен çырса пĕлтерчĕ. Унта пурăнакан кашкăрсем час-часах Улкаш вăрманне пăши тмтма çӳрекенччĕ, халĕ ĕнтĕ вĕсем кунти ырă чĕр чунсене тапăнаймĕç.
Анчах сивĕ хĕл пур тискер кайăка та пĕр тан аптăратаймасть. Кĕркунне самăрăлса çитнĕ пăрăнтăк, çĕр мулкачи, пурăш, енотла йытă, упа ăшă шăтăксене кĕрсе выртнă та ним хуйхăсăр хĕл ыйхине путнă.
Упа... Авалхи çынсем ăна вăрман хуçи тенĕ. Утмăл-çитмĕл çул каярах вăл чăваш вăрманĕсенче хăйне хăй чăн-чăн хуçа пекех тытнă çав. Ун умĕнче ытти чĕр чунсем кăна мар, чăваш çынни те чĕтресе тăнă. Чăнах та, пуртă е шĕвĕр сăнă çеç тытнă хресчен мĕнех тума пултарнă-ха упапа тĕл пулсан? Çавăнпа та ун чухне мелкемессем сĕм вăрмансенче кăна мар, уя тухса, тепĕр чух тата яла пырса кĕрсе те çынсене сехĕрлентерсе çӳренĕ, выльăх-чĕрлĕхе тытнă, утарсене сăтăр тунă.
Пурăна киле чăваш çынни те пăшал туяннă, упаран тарса çӳрес вырăнне хăй ăна шыраса çӳреме пуçланă. Вара тăватă ураллă вăрман хуçи этемрен хăраса пурăнма тапратнă, çын ури пырса кĕмен улах вырăнсене куçнă, хырăм выçсан та каç тĕттĕмĕн хӳттинче пытанса кăна çӳрекен пулнă. Хутран-ситрен çеç ăна вăрман хйррине акнă сĕлĕ ани çинче е утар çывăхĕнче пытанса çӳренине курма пулнă. Инçетренех персе ӳкерекен пăшала пулах упа шучĕ çулсеренех чакнăçемĕн чакса иынă. Халĕ пирĕн вăрмансенче питĕ сахалланса юлнă çав пурне те сехĕрлентерекен хаяр чĕр чунсем.
Улкаш таврашĕнче упа тытманни ик-виçĕ çул пулать ĕнтĕ. Çывăхри вăрманта пурăннине те вăл нимпе те систерменччĕ. Иртнĕ çура пĕрремĕш хут упа хăй кунта пурăнма куçнине систерчĕ: çурла уйăхĕнче вăл Упакаси колхозĕн утарне тапăнса виçĕ вĕлле аркатса хăварнăччĕ. Хуралçă вырăнне тепĕр каçнех Патмаров кайса ларнăччĕ, анчах хăйне вăйпитти сунарçă сыхласа ларнине пĕлнĕ пекех, упа утара урăх пымарĕ. Кĕркунне хăй Улкаш вăрманĕнчен тухса кайманнине упа тепре систерчĕ. Хĕл ыйхине путас умĕн çу ытларах пухас тесе пулас, вăл кĕтӳрен татăлса юлнă вăкăра вăрманта тĕл пулнă та туртса çурнă. Патмаров тепĕр куннех вăкăр вилли патĕнчи чăрăш тăрне хăпарса ларнăччĕ. Анчах упана эрнипе кĕтсе те кĕтсе илеймерĕ.
Ĕç ăнманни Петр Ефимовича питех аптратса ӳкермест. Халĕ те вăл пуçне усмарĕ: «Тăхта-ха, Упа мучи, — терĕ вăл ăшĕнче. — Эпир пĕр-пĕринпе тĕл пулатпăрах. Ун чух иксĕмĕртен хăшĕ чеереххипе телейлĕреххи курăнĕ».
Хир сыснисемпе пăшисене тытма панă лицензисем пĕтсен Патмаров шăтăка кĕрсе выртнă упана шырама пикенчĕ. «Шыракан тупатех теççĕ, — шухăшларĕ вăл. — Виктор Николаевич çуркунне пикенсе шырарĕ те кашкăр йĕнни тупрĕ. Эпĕ те упа шăтăкне тупатăпах».
Тăван вăрмана вăл мĕн ачаранпах лайăх пĕлнĕ. Вăрман таврашĕнче çуралса ӳснĕ ытти çынсем пекех, вăл темле чăтлăхран та кирлĕ çĕре тухма пĕлнĕ. Ĕлĕкрех компассăрах нихçан та çĕтсе çӳременскер, вăл магнитлă йĕп кăтартнине Тараев азимутпа çӳреме вĕрентнĕ хыççăн тин пăхакан пулчĕ.
Пĕрре, тăманлă кун, Петр Ефимович Тухатмăш вăрманĕ текен сĕм вăрмана пырса кĕчĕ. Пĕтĕм тӳпене тачка пĕлĕтсем хупăрласа илнĕ пирки çанталăк кăнтăрла тĕлĕнче те ĕнтрĕк вăхăтĕнчи пекех тĕксĕмччĕ. Çак таврана çынсем сайра хутра çеç пырса кĕркелеççĕ. Йӳçсе тăракан шурлăхран хăпаракан ӳпресем хура пĕлĕт пек карса илни тата çул-йĕр çукки Тухатмăш вăрманĕнчен пурне те пистереççĕ. Хĕлле апла мар. Шартлама сивĕ шыв-шурпа лачакасене шăнтать. Вара кунта килсе кĕме çăмăлланать.
Пĕр ирхине Патмаров компаспа кирлĕ азимут илчĕ те таса юр çине йĕлтĕр тăсса хăварса Тухатмăш вăрманне пырса кĕчĕ.
Мĕншĕн çапла ят панă-ха çак вăрмана авалхи чăвашсем? Тĕрĕссине никам та пĕлмест. Ламран лама пыракан халап тăрăх ĕлĕк-авал унта питĕ хăватлă та хаяр тухатмăш пурăннă пулать. Вăл çынсене те, чĕр чунсене те курайман, вĕсенчен хăшĕ те пулин çывхарса килсен тухатмăш ăна туйипе тĕксе чуллантарса хунă. Çавăнпа усал тухатмăш тытса тăракан вăрмана никам та хăй ирĕкĕпе пырса кĕмен, кĕрсен — чĕррĕн тухайман. Анчах тухатмăшăн юратнă кайăксем те пулнă. Вĕçен кайăксенчен тăманапа çăхан ун кăмăлне кайнă, тискер кайăксенчен вăл кашкăра юратнă. Чăнах та, Тухатмăш вăрманĕ патне çывхарнă çынсем каçсерен унта ӳхĕ ӳхĕрнипе кашкăр ӳленине çеç илтнĕ.
Патмаров, тем чул тинкерсе пăхсан та, çак сĕм вăрмана килсе кĕнĕренпе тискер кайăк йĕрне курмарĕ. «Халапра калани вырăнлă пулнине кăтартас тенĕ пекех, — кулса шухăшларĕ вăл. — Çапах та ирĕкри чĕр чунсем сăлтавсăрах писмен ĕнтĕ кунтан. Тухатмăш таврашне çынсем шухăшласа кăларнă, кайăксем ăна-кăна пĕлмеççĕ. Вĕсене урăххи хăратать пулĕ. Мĕнле сăлтав вĕсене çак вăрманта пурăнма чарса тăрать? Камран шикленеççĕ-ши? Упаран мар-ши? Ун шăтăкĕ патне çывăха та пыракан марччĕ ытти тискер кайăксем».
Виçĕ çухрăма яхăн кайсан сунарçă тăпах чарăнса тйчĕ. Пĕр ватă чăрăш патĕнче такам тăрăшсах тĕрмешнĕ: аялти турачĕсене хуçса пĕтернĕ, хуппине нумай вырăнтан сӳнĕ. Куна этем мар, тискер кайăк ĕçленине пĕлме йывăрах пулмарĕ: чĕрнепе чавнă йĕрсем чăрăш вулли çинче питĕ лайăх палăраççĕ.
«Упа ĕçĕ, — шутларĕ Патмаров. — Кунта вăл çĕр шăнсан тĕрмешнĕ. Чăрăш хуппине кĕрхи çумăрччен сӳнĕ пулсан çаралса юлнă вырăнсем кăвакармаллаччĕ. Мĕн тума кирлĕ пулнă-ха ăна çавăн чухлĕ чăрăш лăссипе хуппи? Шăтăк тĕпне сарма мар-и? Чĕрĕ тăпра çине выртасшăн пулман ĕнтĕ вăл, çемçе «тӳшек» хатĕрленĕ. Апла пулсан шăтăкĕ те кунтах пулма кирлĕ, чăрăш таврашĕ пур çĕрте те ӳсет, унăн лăссине вăл инçетрен çĕклесе килес çук».
Петр Ефимович тавралла сăнаса пăхрĕ. Сĕвек тайлăкра тăвăлпа ӳкнĕ пысăк йывăç выртать. Унăн çĕр айĕнчен тăпăлса тухнă тымарĕсем икĕ метр çӳллĕшех кармакланса тăраççĕ. Çав хура кăк хыçĕнче ларакан шĕшкĕ тĕмĕ тӳрех куçа куранса кайрĕ, мĕншĕн тесен ытти йывăçсем çап-çара, ку — пас тытнипе кĕмĕл пĕркенчĕкпе витĕннĕ пек шуралса ларать. Сунарçă хытă сыхланса пĕкĕ пек авăнчăк йĕр турĕ те тăлăлса тухнă кăкăн тепĕр енне тухрĕ. Халĕ çак шĕшкĕ тĕмĕ мĕншĕн пасарнине пĕлме йывăр пулмарĕ: çĕре ӳкнĕ йывăç кăкĕ хыçĕнче çаврака шăтăк пур-мĕн, çав шăтăкран пăсланса тăракан ăшă сывлăш пасартнă ăна. Тарăн юр хӳсе кайнипе шăтăкĕ пĕчĕкленсе юлнă. Анчах унта упа выртни пирки иккĕленмелли çук. Унăн кăкăрĕнчен тухакан ăшă сывлăш çеç сивĕ юра ирĕлтерсе çĕлĕк пысăкăш çаврака шăтăк тунă. Акă ăçта иккен упа йĕнни!
Тискер кайăка вăхăтсăр вăратас мар тесе Петр Ефимович ним сасă кăлармасăр хуллен каялла утрĕ. Тепĕр çур сехетрен тин вăл кăштах лăпланчĕ. «Скворцова чĕнес те ыранах килсе тытас. Ĕçе кăвак çутăллах тытăнсан каçчен упа виллине яла илсе пыма ĕлкĕрĕпĕр. Эх, пĕтĕм ял-йыша пухса уяв тума пулĕччĕ!» — хытă хавасланса шухăшларĕ сунарçă.
Тутлă ĕмĕт... Пĕрре пуçа пырса кĕрсен нимпе те тухасшăн мар вăл. Упа тытас шухăш та Патмаров пуçĕнчен туха пĕлмерĕ. Çывăрма выртсан та канăç памарĕ. Шăтăка выртнă упана тытасси чаплă сунарçăшăн темех мар ĕнтĕ. Ана Петр Ефимович аванах чухлать. Çак мелкемесе те вăл пĕччен тесен пĕччен тытма пултарать. Унашкал кайăк тытса куркаланă. Упа — мулкач мар, тилĕ те мар. Унăн ашĕ те нумай, тирĕ те хаклă. Арăмĕ тахçанах кĕрĕк туянасшăнччĕ. Какай та тем пекех кирлĕ: тына пăрăва колхоз фермине панă, сысна çури туянайманччĕ. Хĕлĕ вăрăм. Тип çăкăрпа çĕр улми çисе епле пурăнайăн. Ирĕксĕрех сунара пĕччен тухас шухăш пуçа килсе кĕчĕ. Тăрук вăл Тараева аса илчĕ.
«Эпĕ капла хăтланнине Виктор Николаевич пĕлсен мĕн калĕ? — пăра пек шăтарса кĕчĕ ун пуçне çак шухăш. — Хăйшĕн кăна тăрăшакансене вăл кăмăлламасть, упа тытма пĕччен тухнине нимпе те каçарас çук. Выçă куçлă пулас мар, ыранах Капитонова кайса калас. Сунара ытти егерьсене те чĕнтĕр пĕрех хут. Çак ĕçе пиллĕкĕн тусан та, кашнине икĕ-виçĕ пăт аш тивĕ. Вара Тараев та, ытти юлташсем те мана хурламĕç. Ырă утпа çул çӳреме, ырă ятпа ĕмĕр ирттерме аван теççĕ».
Тепĕр кунне, çынсем ирхи апата ларнă вăхăтра, Патмаров Капитонов патне пырса кĕчĕ. Шăпах çак вăхăтра Лена сĕтел çине шуратса пĕçернĕ чăмăр улма пырса лартнăччĕ.
— Килех, кил! Тӳрех кĕрекене иртсе лар. Апат çиер. Лена, мĕн хатĕрлерĕн-ха эсĕ унта? — терĕ кил хуçи.
— Пирĕн апата Петр Ефимч те çиет, те çимест? Тип улмапа хура çăкăрсăр пуçне нимех те çук-ха, — вăтанса каларĕ Лена.
— Çĕр улминчен пахи мĕн пултăр! Çул çинче шăннă хыççăн вĕри улма — тутлă ĕмĕт, — аллисене хĕпĕртенĕ ача пек пĕр-пĕрин çумне сăтăрса каларĕ Патмаров. — Апла эсир те аш-какай çиме пăрахнă? Питĕ аван! Суиарçăсем пурте курăк апачĕ çеç çие пуçласан, Максим Максимчă, пĕлетĕн-и, кайăк-кĕшĕк епле хăвăрт ĕрченĕ пулĕччĕ! Хам эпĕ какай çиме тахçанах пăрахнă, хвершăл хушмасть...
— Çапла пулмасăр! — кулса ячĕ Лена. — Килте какай пулмасан яланах тухтăр чарни çине перетĕр. Арçынсем пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç те сасăпах кулса ячĕç.
— Апла эсир те типĕ тытса аптранă иккен? — кулма чарăнса ыйтрĕ Патмаров. — Эпĕ те çаплах шухăшланăччĕ. Çавăнпа виçĕ пăта яхăн какай илсе килтĕм.
— Ăçта вăл? Çуна çине хăвармарăн пулĕ те? Кӳршĕсен йытти туртса ан антартăр. Пӳртекӳне кĕртсе хурас мар-и? — хыпаланса ӳкрĕ кил хуçи арăмĕ.
— Эпĕ ăна хампа пĕрле пӳртех илсе кĕтĕм.
— Ан калаç! Ăçта вара?
— Акă çакăнта! — чĕлхине пӳрнепе тĕллесе кăтартрĕ хăна.
— Эпĕ чăнах тесе, — кăмăлсăр пулчĕ Лена. — Э-эх, Петр Ефимович, ача вăййи выляма намăс мар-и сире?
Кил хуçи сăнĕ те тĕксĕмленнине асăрхаса Патмаров урăх ытарлă калаçса тăмарĕ, тӳрех хăй мĕн ĕçпе килнине пĕлтерчĕ.
Упа шăтăкĕ тупăнни Капитонова та хытă савăнтарчĕ. Сунар хуçалăхĕн пуçлăхĕ вырăнне юлнăранпа палăрмалла пысăк ĕç тупăнманни ăна тахçанах пăшăрхантарнăччĕ. Юлашки вăхăтра пайтах шухăшланă ун пирки. Кулленхи вак-тĕвек ĕçпе çеç айкашса пурăнма ытла кичем-çке! Çын куçне курăнакан чаплă ĕç тăвас килет. Ĕмĕр иртсех пырать, вăл халĕ те хăй мĕн тума пултарнине пĕтĕмпех кăтартайман. Пуçлăхсем те, пĕрле ĕçлекен юлташсем те ăна иккĕмĕш вырăнта тăракан çын вырăнне çеç хураççĕ. Упа тытас сунара лайăх йĕркелеме пĕлсен ун çине пурте урăхла пăхакан пулĕччĕç. Пайтах кĕтнĕччĕ çавăн пек чаплă ĕçе вăл. Тинех тупăнчĕ.
Аслă егерĕн куçĕ çуталса илнине курчĕ Патмаров.
— Эсĕ мĕн тăвас тетĕн? — алăри кашăкне сĕтел çине шăкăрт ӳкерсе ыйтрĕ объездчик.
— Малтан хăвăн шухăшна кала, — терĕ Капитонов.
— Егерьсене пурне те пухас та кайса тытас ăна...
— Вăл çапла та... Анчах пирĕн хулари сунарçăсене те манса хăвармалла мар. Эпир иксĕмĕр кашкăр та тытса курнă, упа та тытман мар. Сунарçăсен обществинче тăракан членсем вара упа-кашкăр таврашне зоопаркра çеç куркаланă пулĕ. Эсĕ пĕлтернĕ хыпара часрах сунарçăсен советне çитерес. Совет председателĕпе унăн юлташĕсене сунара чĕнес. Вăрман пурлăхĕпе ыттисем те усă курччăр. Килĕшетĕн-и? Чĕнĕпĕр-и вара?
«Сывă пул, Упа мучи! — хĕрхӳн кулса шухăшларĕ Патмаров. — Çăмламас тир те, тутлă аш та пире мар, трофейшан çунакан хула сунарçисене лекĕç».
— Виктор Николаевич таврăнасса кĕтсе пăхас мар-ши? — ыйтрĕ вăл сасăпа. Унăн юлташне йăнăш тăвассинчен хăтарас килчĕ. Анчах Капитонов куна урăхла ăнланчĕ.
«Патмаров та мана çак ĕçе ăнăçлă тума пултарас çук тет пулмалла. Çук, тек мĕскĕнленсе пурăнас мар, хам мĕне юрăхлине кăтартас. Унсăрăн мана пачах хисеплеми пулĕç», — мĕлтлетрĕ шухăш унăн пуçĕнче.
— Вăл килессе кĕтме те пулать ĕнтĕ. Анчах упана кам та пулин ăнсăртран пырса вăратассинчен хăрамалла. Пĕрре шăтăкран тухса тарсан ăна тытасси çинчен ан та асăн. Ун пек чух упа хĕлĕпе вăрман тăрăх сĕнксе çӳрекен. Хăвах пĕлетĕн, выçса хăрăннă, шăнса кӳтнĕ тискер кайăк вут-шанкă турттаракан çынсене те тапăнакан. Çапла пулса тухсан Тараев хăй те пире ятласа тăкĕ. Анчах сунарçăсен советне пĕлтернĕшĕн пире Виктор Николаевич та, ыттисем те ятлас çук.
— Юрĕ эппин, пĕлтер, — килĕшрĕ Петр Ефимович.
Çав кунах Капитонов почтăна кĕрсе телеграмма çаптарчĕ.
Кам пĕлет, ку хыпара малтан Коннотяжный пĕлнĕ пулсан, тен, ĕç пĕтĕмпех урăхла пулса тухнă пулĕччĕ-и. Анчах та вăл виçĕ кун маларах çеç отпуска кайнă пирки Максим Максимович янă телеграмма председатель вырăнне вăхăтлăх юлнă Кипринский аллине лекрĕ.
Роман Романович мĕнле çын иккенне эпир маларах пĕлтернĕччĕ. Ытти мухтанчăксем пекех, вăл та чаплă йç тунипе каппайланма юратнă. Сунарçăшăн ĕнтĕ пысăк тискер кайăк тытнинчен пахи ним те çук. Аслă охотовед та тахçантанпах чаплă сунарçă пуласшăн çуннă. Анчах ку таранччен тилĕрен пысăкрах чĕр чун тытса кураймарĕ вăл. «Телей те çук, çынсем те чăрмантараççĕ, — тем чул та ӳпкелешнĕ вăл. — Пуçлăх мана кураймасть, çавăнпа пысăк сунара тухас-тăвас пулсан яланах хăй выранне хăварать. Кабинетра ларса чаплă трофей ăçтан тупан? Тинех маншăн та уяв çитрĕ! Халĕ, хам пуçлăх вырăнне юлнă чухне, упа тытма кайма мана никам та чараймĕ. Анчах сунара тухма пĕччен май çук ĕнтĕ, ушкăнпа каяс пулать. Апла пулсан, трофей урăх çын аллине те çакланма пултарать. Мĕн тăвас-ха упа тирĕ хам хваттере капăрлаттăр тесен?»
Çак ыйту çине хурав тупаймасăр нумай асапланчĕ Кипринский. Хăравçă çынсем хушшинче хăюллă пулма çăмăллине тахçанах сиснĕ вăл. Ăста çук çĕрте ăста пулма ансатне те пĕлнĕ. Апла пулсан ăнман сунарçăсем хушшинче чапа тухма та çăмăлрах мар-ши? Упа Тытма кайнă чух хăйпе пĕрле хăравçăсене, пăшал пеме лайăх пĕлменнисене илсе каяс мар-ши? Çапла тусан кăна трофей ун аллине çакланма пултарать.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...