Кайăк тусĕ :: 32. Упа шăтăкĕ умĕнче
Çак шухăшпа вăл сĕтел хушшине ларчĕ те пулас сунара кама-кама чĕнессине хут çине çырма пуçларĕ. Упаçăсен списокне чи малтан хăйĕн Çемен ятлă çирĕм икĕ çулхи ерчĕнне кĕртрĕ. Ку — типшĕм сăн-сăпатлă тăсланкă йĕкĕт. Вăтам шкултан вĕренсе тухнăранпа тăватă çул хушши института кĕме хăтланнă, анчах экзамен тытайманни хупланă. Завод таврашĕнче ĕçлес шухăш ун пуçне килсе кĕмен. Çавăнпа вăл пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ килтех ирхи куна каç туса пурăнать. Сунара та вăл чун туртнипе мар, ĕçсĕр аптранипе кăна çӳрекеленĕ, шăркалчăран пысăк кайăк тытса курман.
Иккĕмĕш вырăна Роман Романович Залкинд парикмахер ятне çырчĕ. «Упа тытасси унран пулас çук, пăшал пеме те пĕлмест, анчах сунара коньяксăр тухакан марччĕ. Вăл трофей илессинчен шикленсе тăмăпăр, ун шучĕпе тăраниччен ĕçессе асрах тытăпăр», — кула-кула çырчĕ Кипринский çав ăнман сунарçă ятне.
Списока кĕртнĕ ытти виçĕ çын çавăн йышшисемех пулчĕç. Вĕсем хушшинче Роман Романович чăнахах çăвăр автансен ушкăнне лекнĕ ватă автан пек курăнма пултарнă.
Пĕр шăмат кун каçа хирĕç çакă çичĕ çын Кӳлхĕрри Улкаша персе çитрĕ?
— Ну, ĕçĕрсем мĕнле? — ыйтрĕ вăл тĕлĕннипе куçпуçне чарса пăрахнă Капитоновран. — Мелкемесе вăхăтчен вăратса тартмарăр-и?
— Туймиех çывăрать-ха, — хуравларĕ аслă егерь. — Иван Константиновичпа Элемов юлташ çăмăл машинăпа килме тухрĕç-им? Тата Ковровпа Лосев ăçта?
— Акă камсене кĕтнĕ иккен эсĕ! Çук, упа тытма ĕçке ернĕ çынсем мар, сан умăнта тăракан чаплă сунарçăсем çеç килчĕç. Вĕсене хăвăртрах вырнаçтар та, кăштах ĕç çинчен калаçăпăр, — пуçне лаштах уснă аслă егерь çине мăнаçлăн пăхса каларĕ аслă охотовед.
Капитонов хуларан килнисене вут хутса ăшăтнă пысăк пӳлĕме илсе кĕрсе вырнаçтарчĕ те Тараев сĕтелĕ хушшине пырса ларнă Кипринский патне пычĕ.
— Сунара тухас ĕç капла пуçланасса кĕтменччĕ, — аяккалла пăхса каларĕ вăл.
— Çапла пулмасăр. Эсĕ мана курайманнине тахçанах пĕлетпĕр. Анчах тек пиртен мăшкăллаймăн. Кониотяжный отпуска кайрĕ, председатель ĕçĕсене эпĕ туса пыратăп. Çавăнпа ман сăмахсем саншăн законпа пĕрех! Пĕр уйăх эп каланине çеç итлесе пурăнас пулать, пур ĕçе те эпĕ хушнă пек туса пымалла. Ăнлантăн-и? — сиввĕн ыйтрĕ вăхăтлăх пуçлăха кĕнĕ çын.
— Ăнланмасăр. Çапах та сунар ăнăçлă иртессине шанмастăп.
— Вăл сиртен, егерьсенчен, килет. Ĕç ăнсан сире спаççипă калăпăр, ăнмасан — вырăнтан кăларса сирнĕтĕпĕр. Ахальтен шалу памаççĕ ĕнтĕ сунар хуçалăхĕнче ĕçлекенсене. Ăна пĕлме кирлĕ. Ытти егерьсене ирхине ирех кунта килме хуш та киле кайса канма пултаратăн. Улюн инкене каçхи апат хатĕрлеме кала. Услам çу ытларах лартса патăр, çул çинче шăнса кӳтнĕ хыççăн юлташсем çуттине сыпас тейĕç. Çуллă апат çитермесен ӳсĕрĕлсе кайма пултараççĕ.
Пуçлăх хушнисене тусанах Капитонов киле тухса кайрĕ. Йывăр шухăшсем унăн пуçне çĕрелле усрĕç. Упа тытма килекенсем пурте Элемовпа Ковров пек чаплă сунарçăсем пулас çуккине чухланă ĕнтĕ вăл, анчах Кипринскипе Залкинд йышши анра-сухрасем пулассине аса та илменччĕ. «Мĕн тăвас-ши? — пуç ватрĕ вăл. — Ыррине кĕтме çук. Егерьсем персе антармасан упа тарса хăтăлатех. Э-эх! Патмаровпа килĕшмеллеччĕ. Упа шăтăкĕ тупни çинчен Тараев отпускран таврăнмасăр никама та калама кирлĕ пулман. Виктор Николаевич йĕрке тытма ăста, çак каппайчăка та чип-чиперех çăварлăхламаллаччĕ. Манăн вара хăюлăх та, хевте те çитмерĕ. Э-эх, намăс куратăпах ĕнтĕ...»
Сунарçăсем кăмака çумне лăпчăнса ăшăннă вăхăтра Улюн инке сĕтел çине тĕрлĕ çимĕç лартса тултарчĕ. Кунта тăварланă кăмпа, купăста, услам çу, тăпăрчă, кймакана пăрахса пĕçернĕ вĕри улма. Юлашкинчен чашкăрса вĕрекен сăмавар та тухса ларчĕ. Çавна курсан сунарçăсен пырĕ ярăнма пуçларĕ. Вара вĕсем рюкзакĕсенчен эрех кĕленчисем кăларчĕç те тăрăхла сĕтел тавра вырнаçса ларчĕç. Залкинд виçĕ çăлтăрлă коньяк çине тутине çулакаласа пăхса илчĕ. Унтан виçĕ черкке тултарса пĕрне Кипринские, теприне унăн ерчĕнне пачĕ, юлашкине хăй тытрĕ.
— Малтанхи черккене хамăра сунара чĕнсе хисеп тунă аслă пуçлăха савса ĕçер! — терĕ вăл черккене Роман Романович енне тăсса.
— Ура! — кăшкăрса ячĕç çамрăк сунарçăсем. Тулли черккесем пĕр-пĕрин çумне тĕкĕнсе шакăртатрĕç те куç хупса иличчен пушанчĕç.
— У-ух, хăватлă-çке! — пуçне вĕттĕн силлесе каларĕ Кипринский. — Тавтапуç сана, Лев Борисович! Сире те хисеп тунăшăн пысăк тав!
Сĕтел хушшинче ларакансем килте чух арăмсенчен ыйтмасăр ĕçкĕ ĕçме кайманччĕ. Халĕ чаракан çуккипе усă курса чун киленичченех ĕçес терĕç пулас, черкке хыççăн черкке пушатма тытăнчĕç. Нумайăшĕ эрнере пĕр кун та пулин арăм тыткăнĕнчен хăтăлас кăмăлпа çеç сунара çӳренĕ. Роман Романовича та, Залкиндпа унăн тусĕсене те çут тĕнче илемĕ нихçан та илĕртмен, тытнă кайăк та вĕсемшĕн укçа тӳлемесĕр туяннă аш е юлташĕсем умĕнче мухтанмалли трофей кăна пулнă.
Ӳсĕр çын сăмах çаптарма е юрă юрлама хавас. Паян та çаплах пулчĕ. Хула çыннисем Залкиндран юрă пуçлама ыйтрĕç.
— Роман Романович, ирĕк пар эппин? — пуçлăха хисепленине кăтартасшăн йăпăлтатрĕ чее парикмахер.
— Мĕнле юрă юрлăпăр? — ыйтрĕ Кипринский.
— «Упаçă юррине», — терĕ Залкинд. — Упа тытма тухсан эпир яланах çав юрра юрлаканччĕ.
Вулакан пĕлмест пулĕ-ха. Залкинд виçĕ çул каярах комиссионнăй магазинта упа тирĕнчен тунă ковер туянса хăй хваттерне сарса хунăранпа юлташĕсем умĕнче çав упана тытни çинчен вĕçĕмсĕр сăмах çаптарать. Майĕпен вăл чăнахах упа тытма çӳренине ĕненекен пулчĕç. Халĕ те сĕтел хушшинче ларакан сунарçăсем ун çине хисеплесе пăхаççĕ. Роман Романович çеç вăл хăй ĕмĕрĕнче упа мар, мулкач та тытса курманнине пĕлет, анчах ун çинчен шарламасть.
— Пуçла эппин, эпир сана пулăшăпăр, — терĕ вăл. Залкинд ӳсĕркелесе пырне уçрĕ те çинçе сасăпа юрласа ячĕ:
Çамрăк шĕшкĕ тăрринче,
Симĕс турат вĕçĕнче
Упасем лараççĕ,
Урисемпе суллаççĕ...
Юлашки икĕ йĕркине малтан парикмахер пĕччен, унтан ыттисемпе пĕрле юрларĕ. Пĕр çаврăмĕ пĕтсен сунарçăсем черккисене пушатрĕç те Залкинд çине пăхрĕç. Лешĕ иккĕмĕш çаврăмне пуçларĕ:
Икĕ упа — пĕртăван,
Ларччăр ĕнтĕ, мĕн тăван?
Аялалла пăхаççĕ,
Урисемпе суллаççĕ.
Хор татах юлашки икĕ йĕркине юрласа ячĕ.
Каç пулать те ир пулать,
Хĕвел анать, хĕвел тухать...
Вĕсем çаплах лараççĕ,
Урисемпе суллаççĕ...
Юрă пĕтсен калаçу ыранхи сунар çине куçрĕ.
— Роман Романович, — терĕ çамрăксенчен пĕри, — тупăша мĕнле пайлăпăр?
— Йĕрки пĕрре: ашне пурне те пĕр тан пайласа паратпăр, тирне — упа тытакана, — хуравларĕ пуçлăх.
— Вăл çаплах ĕнтĕ, анчах юлашки вăхăтра çав йĕркене кăштах урăхлатнă, тĕрĕсрех каласан, юсанă. Хăвăрах пйлетĕр, икĕ кĕпçеллĕ пăшал тытнă çыншăн упана персе вĕлересси шăна тытассинчен те çăмăл. Шăтăк умне тăр кăна, упа санăн пулать. Анчах эпир çиччĕн. Кашнийĕн шăтăк анине хирĕç тăрас килĕ. Кама тăратăпăр уита? — ыйтрĕ Залкинд.
— Чăнах та, кама тăратас çав пархатарлă вырăна? — ыйтрĕ сăмах пуçлаканĕ.
— Пархатарлă вырăн мар, ăна пĕрремĕш номер теççĕ, — тӳрлетрĕ Кипринский.
— Эсир çав телейлĕ номер çине кама тăратасшăн? — ыйтрĕ Çемен.
— Чăн пĕрремĕш номер — чи телейлĕ номер ĕнтĕ. Телей ахаль тупăнмасть, уншăн укçа тӳлемелле. Упа тытма тухсан эпир пĕрремĕш номере тăнă сунарçăран кашни çуршар литр эрех илеттĕмĕр. Пирĕн командăра çичĕ çын. Телей тупас текеннин виçĕ литр çурă «çуттине» лартмалла. Килĕшетĕр-и? — ыйтрĕ парикмахер. Пурте пуçĕсене сулса килĕшнине палăртрĕç. — Аплашăтăк ани умне кам тăма ĕмĕтленнине çеç пĕлмелле.
— Эпĕ, — терĕ Кипринский.
— Эпĕ те унта тăрасшăн, — сăмах хушрĕ Çемен.
— Эпĕ те сиртен юласшăн мар, — кăкăрне сылтăм аллипе çапса каларĕ парикмахер. — Урăх çук-и? Çук! Апла пулсан виçсĕмĕр шăпа ярăпăр та, Улюн инке халех эрех илме кайтăр.
Шăпа Çемене тухрĕ. Пурте ăна алă парса саламларĕç. Çамрăк Кипринский укçа кăларса Улюн инкене тыттарчĕ.
— Упа тарса хăтăлсан укçу ахалех пĕтет-çке? — йĕкĕлтесе илчĕ сунарçăсенчен пĕри.
— Эпĕ тата мĕн тума тухнă тетĕр? — пуçне каçăртса ыйтрĕ Залкинд. — Çемен тĕл тивертеймесен упана хам персе ӳкерĕп. Манăн алă та чĕтремест, куçăмсем те йăнăшмаççĕ.
— Çук, тусăм! Çемен ман ывăл, ун хыççăн малтан хам перетĕп. Эпĕ те тивертеймесен вара, эсĕ пеме пултаратăн. Анчах асту: çаврака стендра вун пилĕк турилккерен вун виççĕшне персе çĕмĕресси маншăн тахçанах ним те мар. Хăвах пĕлетĕн, упа турилккерен çĕр хут пысăкрах, тата вăл вĕçмест, ыйхăпа суптăрканипе шăтăкран йăраланса çеç тухать. Паллах, трофей Кипринскисен аллинчен вĕçерĕнес çук, — чăркăшланса каларĕ Роман Романович.
Çапла выçă куçлă çынсем тытман упа тирне пайлама пикенчĕç. Тавлашу хĕрнĕçемĕн хĕрсе пычĕ. Икĕ енчен те ирсĕр сăмахсем илтĕнме тапратрĕç. Итлекенсем те икĕ пая уйрăлчĕç, пĕрисем парикмахер майлă, теприсем Çемен енне тăчĕç. Кашнин хаклă трофей хуçи пулас килет. Улюн инке эрех илсе килмен пулсан темле пĕтетчĕ çак харкашу, пĕлме çук. Ватă хĕрарăм сĕтел çине çичĕ кĕленче пырса лартсан тин сунарçăсем виçĕ хутчен «Ура!» кăшкăрчĕç те, татах ĕçкĕ-çикĕ шавлама тытăнчĕ...
Шуçăм кăвакара пуçласанах егерьсем сунар станцине пухăнчĕç. Ӳсĕр ыйхи иртменнипе аптранă сунарçăсене Капитоновпа Патмаров аран-аран ура çине тăратрĕç. Пурин те пуçĕсем тăвăл вăхăтĕнчи вăрман пек кашлаççĕ, хăйсем татти-сыпписĕр анаслаççĕ, ыхлатса карăнаççĕ, егерьсене путсĕр сăмахсемпе ятлаççĕ. Пичĕсене сив шывпа çусан тин кунта мĕн тума килнине аса илчĕç те пăшалĕсене хатĕрлеме тытăнчĕç.
Ирхи апат вăхăтĕнче хăшĕ-пĕри мухмăр чĕртме тесе татах эрех кĕленчисем туртса кăларчĕ, анчах Максим Максимович ĕçме памарĕ. «Сунарçăсем мар, пичке пăккисем, — тарăхса шухăшларĕ вăл. — Упа тытма тухас вырăнне ресторана каймаллаччĕ вĕсен. Çапла тунă пулсан хăйсем те ырă курĕччĕç, пирĕншĕн те хуйхă тупăнас çукчĕ».
Патмаров та çавăн евĕрлех шутланă. Сĕтел хушшинчен тухсанах вăл Кипринские çапла каларĕ:
— Роман Романович, хăнасене кӳрентересси те... каламасăр чăтма пултараймастăп. Шанас килмест манăн вĕсене. Хамăн ирĕк пулсан çак çынсемпе упа тытма мар, улаха кайма та килĕшес çукчĕ.
— Мĕн каласшăн эсĕ çак сăмахсемпе? — вĕчĕрхенсе ыйтрĕ пуçлăх.
— Егерьсем персе ӳкермесен упа ним хуйхăсăр тарса хăтăлма пултарать. Сунар ăнăçлă вĕçлентĕр тесен упа шăтăкĕ умне тăракан сунарçăсемпе юнашар егерьсене тăратса тухмалла тесшĕнччĕ эпĕ.
— Çапла пулмасăр! — тарăхса кайрĕ аслă охотовед. — Сунар хуçалăхĕнче ĕçлекенсем хăйсем çеç пуйма тăрăшнине тахçанах пĕлетпĕр эпир. Упа тирне те хăвăрах сӳсе илес тетĕр ĕнтĕ. Анчах çакна тутанса пăхас теместĕр-и? — чышкă кăтартса шăл витĕр хушса хучĕ вăл. — Сунарçăсен командине урăх çын ертсе пынă пулсан эсир ашне те, тирне те пайлаттăр пулĕ. Эпĕ вара ун йышши çын мар. Сире тăна кĕртмелĕх ирĕк те пур манăн, хевте те çителĕклĕ. Егерьсен тискер кайăка тупса сунарçăсен умне хăваласа кăлармалла, ăна тытасси вара сирĕн ĕç мар, хуларан килнĕ сунарçăсен ĕçĕ. Паян та çаплах тăвăпăр: эсир пирĕн ума упа кăларса тăратăр, ăна тытаканĕсем эпир пулăпăр. Сирĕн аллăрсем кĕçтеççĕ ĕнтĕ, тутлă аш çиесшĕн пыр та ярăнать пулĕ. Тупăша хуларан килнĕ сунарçăсенчен туртса илес е вĕсемпе пĕрле пайлас ĕмĕте манăр. Пире улталас шухăш пуçăрсене ан пырса кĕтĕр тесе эпĕ егерьсене паянхи сунара пăшалсăр тухмалла турăм. Çапла, тусăмăрсем, пăшалăрсене хывăр та стена çумне çакса хăварăр!
— Тĕрĕс мар ку! — хĕрсе кайрĕ Капитонов. — Ун пек йĕрке çук! Упа тытасси — ача вăййи вылясси мар, пăшалсăр тухсан тем курса тăмалла пулĕ!
— Э-э! Сехре хăпрĕ-и? — витлесе ыйтрĕ Роман Романович. — Выçă куçлă хăравçăсем! Чунăрсене лăплантарас тетĕр пулсан хăвăрпа пĕрле пуртăпа сунар çĕççи илсе пыма пултаратăр...
— Эпир хăравçăсем мар! — чăтса тăраймасăр пӳлчĕ Патмаров. — Çавна кăтартас тесе çеç пăшалсăр тухма килешетĕп. Ман алăра çĕçĕ кăна пулĕ!
Çак сăмахсемпе Петр Ефимович тискеррĕн йăлтăртатса тăракан пысăк çĕççине çӳлелле çĕклерĕ те хăвăрт сулса ярса Роман Романович урипе юнашар урай хăми çине тăрăнтарчĕ. Лешĕ сехĕрленсе ик-виçĕ утăм каялла чакрĕ.
— Тĕрĕс, Ефимович! — ун аллине тытса чăмăртарĕ тулли кăмăлпа пăхса тăракан Скворцов. Унтан вăл та çĕççине йĕннинчен туртса кăларса Патмаров çĕççипе юнашар тăрăнтарчĕ.
— Эпĕ те сирĕнпе, — терĕ Капитонов. Вара урайне тепĕр çĕçĕ тăрăнчĕ.
Кипринский кăвакарса кайрĕ, анчах чĕнмерĕ. Егерьсем пăшалĕсене çурăм хыçĕнчен хывса стена çумне çакрĕç. Унтан лаша кӳлме тесе пӳртрен тухрĕç.
— Тен, егерьсемпе çав териех шăртланмалла марччĕ пулĕ. Тем сиксе тухас пур, кам пĕлет? Вĕсем пире пулăшма та, чăрмантарма та пултараççĕ. Хытă тарăхтарсан пулăшас темĕç, — шухăшлăн каларĕ Залкинд. - Пире пулăшнăшăн вĕсене шалу параççĕ. Вăхăтсăр хуйха ан ӳк! Кăмăла хытарма пĕлни кирлĕ, уçăлса çӳреме мар, тискер кайăк тытма каятпăр!..
Çак сăмахсемпе Роман Романович пӳртрен тухрĕ. Ытти сунарçăсем те ун хыççăн утрĕç.
Егерьсемпе харкашни хуларан килнĕ çынсене сисĕнмеллех пусăрăнтарчĕ. Ку таранччен вĕсем аслă охотоведа турра шаннă пекех шаннăччĕ. Халĕ вăл ытлашши чăркăшланнине курсан ирĕксĕрех шухăша кайрĕç. Вăрманта пурăнакан çынсем сунар ĕçне хулара кабинетра ларакан çынран аванрах пĕлессине ăнланаççĕ-çке. Çитменнине, упа тытма тухнă. Ку — пули-пулми ĕç мар, Упа мучи шӳт тăвас çук, тăшмансене çăмăллăнах парăнас темĕ, шăртланса кайĕ те çапăçма тапратĕ. Пĕрле килнисем ун пирки упа тытса курнă çын тесе шутлаççĕ, сунарта кĕтмен инкек сиксе тухсан вăл пулăшасса кĕтеççĕ. Анчах Залкинд хăй хакне хăй аван пĕлет: ĕç ăнса пымасан никама та пулăшаяс çук вăл. «Егерьсем те сунар йĕркеленипе усă курасшăн ĕнтĕ, — вĕçсе иртрĕ унăн пуçĕнче. — Курччăр. Вĕсем те çынсемех. Тупăша пайланă чух вĕсене те пĕр пай пама пулатчĕ. Халĕ хамăр та, сунар хуçалăхĕнче ĕçлекенсем те пушă алăпа каялла таврăнма пултаратпăр».
Çурçĕртен вĕрекен вăйлă çил ăшă пӳртрен тухнă çынсене пĕр хĕрхенмесĕр йĕплеме тытăнчĕ. Хăйăр пек юр йăсăрланса вĕçет. Пӳрт мăрйисенчен мăкăрланса тухакан тĕтĕм çӳлелле хăпармасть, çĕре çапать. Ку ĕнтĕ çанталăк пăсăласса систерет. Инкек çине синкек тенĕ пек, урампа иртсе пынă чух тепĕр тамаша пулса иртрĕ. Темле хура кушак сунарçăсен çулне татма шухăшланă пулас, малти лав умĕн урам урлă чупса каçма тапратнă. Хура кушак çул татни ырра мар тенине ĕненекен Залкинд пăшалне çĕклерĕ те икĕ хут кĕрслеттерчĕ. Пăшал перекенĕ урăх çын пулнă пулсан кушакăн пуçĕ пĕтетчĕ ĕнтĕ. Халĕ вăл сехри хăпнипех хăтăлса юлчĕ.
Пăшал сасси илтсен егерьсем лашисене тăратрĕç. Кĕске вăхăтрах унта ял çыннисем пухăнма пуçларĕç.
— Кам печĕ? — сиввĕн ыйтрĕ кайри лав çинче ларса пыракан Капитонов. — Çул çинче пăшал авăрлама юраманнине мантăр-им?
— Хура кушак пиртен мăшкăлласшăн пулчĕ. Çавна персе антарас тенĕччĕ те... хапха айне кĕрсе тарма ĕлкĕрчĕ, — тӳрре тухма пăхрĕ Залкинд.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...