Хура çăкăр :: IV. Çăлăнăç
Тухтар чупса ансассăнах, кашкăрсем аяккалла тапса сикрĕç. Каччă, çавапа хăмсарса, вĕсем хыççăн чупса та пăхрĕ, кашкăрсем Тарăнвар хĕрринчи ыраш пуссине вăшт кĕрсе кайрĕç те куçран çухалчĕç. Тухтар каялла çаврăнчĕ. Вăл килнĕ çĕре Селиме тăна кĕре пуçланăччĕ.
— Селиме, эсĕ-çке! — терĕ Тухтар, хĕре ура çине тăма пулăшса. — Мĕн туса çӳретĕн кунта?
Селимен тути чĕтрет, питçăмарти хăрах енчен кăрт-кăрт туртăнкаласа илет, тутăрĕ айĕнчен арпашса тухнă тĕттĕмрех сарă çӳçĕ пайăркаланса тăрать, куçĕ унăн, ывăнса çитнĕ чухнехи пек, çурма уçă, хăй вăл, темĕн çухатнă пек, темĕн ӳкерсе хăварнă пек, чăл-чал пăхать, тем шырать, тем сăнать.
— Ан хăра, Селиме, тек хăрамалли çук. Кашкăрсем Тарăнвар урлах каçса кайрĕç...
— Кашкăрсем-и?.. — майĕпен çеç пăшăлтатнăн илтĕнчĕ хĕр сасси. — Ăçта вĕсем?
— Ан хăра тетĕп-çке сана, эп вĕсене таçта çити хăваласа ятăм. Çитеймерĕм-çке, пĕрне те пулин касса пăрахам тесеттĕм те.
Селиме алли малалла туртăнчĕ.
— Тухтар... Эсĕ-çке ку, Тухтар? — илтĕнчĕ унăн чĕтренсе тухан сасси.
— Мĕн тата? Паллаймарăн-и?
— Палларăм, палларăм... — савăннипе Тухтар хулпуççийĕнчен сĕртĕнчĕ вăл хăрах аллипе. — Кашкăрсемччĕ-и вĕсем, çапла-и? — сасси уçăрах илтĕне пуçларĕ хайхискерĕн.
Селимене майĕпен сăн кĕче.
— Тупата, ăçтан кăна сана çӳлти пӳлĕх тупса ячĕ-ши ман пата? Чĕрем çурăлса тухать пуль терĕм. — Селиме явлăкне тӳрлетсе çыхрĕ, саппун аркине пилĕкĕнчен вĕçертсе ячĕ, тарланă çамкине хура аллипех шăлса илчĕ.
— Çамкуна хуратрăн, Селиме.
— Хуратрăм-и?.. — малтан аллине, унтан Тухтара витерсе пăхрĕ Селиме. — Чим-ха, ăçтан тупрăн кун пек пиншака? Камăнне тăхăнса килтĕн?
— Лайăх-им? — çăмăллăн кулкаласа ыйтрĕ Тухтар.
— Хисепсĕр лайăх! Кур-ха, чăна-ах, кай, кун пеккине Чĕмпĕр улпучĕн ачисем кăна тăхăнса çӳреççĕ пуль? Кĕленче пек чăкăртатса кăна тăрать саççим... Камăнне тăхăнса килтĕн эс капла?
— Хамăнах, Селиме, чăн калатăп...
— Ан тупăштар-ха, Тухтар, кун пек чипер япалана Пăва пасарĕнче те сутмаççĕ пуль?
— Кайран каласа парăп, — тӳрĕ сăмахран пăрăнасшăн пулчĕ Тухтар.
— Чăнах, епле эс, ман телее, шăпах кунта килтĕн-ха? — тепĕр хут ыйтрĕ вăл Тухтартан. — Эп кунта иккенне пĕлтĕне?
— Пĕлсе мар, Селиме... Эс кунта килессе шухăша та илмен, — пĕр тунмасăр каларĕ каччă. — Йысна курăк çулма хушса ячĕ. Пĕр тухнă-тухнă, Кăршанах çитсе килес тенĕччĕ... Аслă çултан пăрăнса кĕтĕм çеç, кăшкăрнă сасса илтех кайрăм...
— Кам? Эп кăшкăртăм-и?..
— Эс пулмасăр, урăх кам пултăр тата?
— Нимĕн те астумастăп, чăнах, Тухтар. Çакна кăна пăртак астунă пек: тем пек хыттăн кăшкăрасшăн, сассăм пӳлĕнчĕ ларчĕ.
Селиме тин лăпланса çитрĕ. Халь унăн питçăмарти те туртăнмасть, куç хăрпахĕ те чĕтренми пулчĕ. Тухтар вăл мĕншĕн кунта килнине ыйтса пĕлчĕ.
— Çинçе çитиччен çумлама юрамасть тенине илтмен-им эс? — Селимене куçран пăхрĕ Тухтар.
— Эп çумламастăп, ятне кăна тăватăп... Çинçере шывпа сапĕç тетнем? Эс каласа памасан, эп кунта çум çумланине никам та пĕлмест. Урăх çумламастăп та ĕнтĕ.
— Апла пулсан, атя пĕрле кайса курăк çулар.
— Курăк çулма та юрамасть пуль? — ыйтрĕ Селиме.
— Ут валли çулма юрать, пире нумай кирлĕ мар.
— Атя эппин, манăн пурпĕрех анса çăвăнмалла, — каллех хура аллине пăхкаларĕ Селиме.
Вир ани хĕррипе вĕсем юнашарти лупашканалла анчĕç. Тухтар Селимерен пысăкрах, хура пиншакĕ ун çинче тăп-тăп ларать. Селиме, ӳссе пӳ илекенскер, кăшт çинçерех, пилĕкне саппун кантрипе туртса çыхма юратать.
— Пар çавăна, хам çĕклесе пырам, — терĕ Селиме.
— Тем мар-çке, хам та çĕклетĕп.
— Тухтар, — терĕ Селиме хытах мар сасăпа. — Элле мана хама çапла турă çырнă-ши: чи-чи йывăр вăхăтра эсĕ мана килсе çăлатăн, иккĕмĕш хут вилĕмрен çăлса хăвартăн-çке мана.
— Кур-ха ăна, шутласа та кăларчĕ! Хăçан çăлнă пуль эп сана?
— Эй тата, астумасть пулатъ ĕнтĕ! Пусса анса кайсаттам пĕчĕк чух, эс туртса кăлармарăн-и мана?
— Э-э, уншăнах тата... Тахçан пулса иртне-çке вăл. Эп ăна манса та кайна, мĕн каламалли пур?
— Эп астăватăп, Тухтар, эс те ан ман, — кăмăллăн кулкаланă май, икĕ рет тикĕс шурă шăлне кăтартрĕ Селиме. — Енчен виççĕмĕш хут хăтăлмалла пулсан та, санах шанмалла пулать пуль? — ассăн сывларĕ хĕр.
— Апла ан пултăрччĕ, Селиме, — терĕ Тухтар, — хăраттарас килмест манăн сана. Иртен кунра паянхи пек килсе ан тухтăрах.
— Хĕрхенетнем мана?
— Хĕрхенмесĕр!
— Тавтапуç Тухтар... Темшĕн хам та пĕлместĕп, шанатăп сана. Тупата, икĕ чĕрем пулнă пулсан, пĕрне, сăмахсăрах, сана кăларса панă пулăттăм.
— Уйăхшăн те?
— Уйăхшăн та, хĕвелшĕн те, — хальхинче пĕр кулмасăр каласа хучĕ Селиме — Пĕр-пĕр асăнмалăх япала хатĕрлесчĕ-ха сан валли, чăнах...
Лупашка тĕпĕнче, пĕр аяккинче, куççуль пек тăрă шыв вĕресе тапса тăрать, вĕтĕ чулпа та качă-мăчипе хывăннă йĕр тăрăх анаталла шăнкăртатса юхать. Селиме, çăл хĕррине çитсе, шыв ĕçме ӳпĕнчĕ çеç, çавăнтах шарт сиксе аяккалла пăрăнчĕ, куçĕ вăрр çаврашкаланса кайрĕ.
— Мĕн пулчĕ тата? — пăшăрханса ыйтрĕ Тухтар.
— Темле... виçĕ куçлăскер, — çын-и вăл, кашкăр-и, — курăннă пек пулчĕ, хам та пĕлместĕп...
Тухтар ахăлтатса кулса ячĕ, çавине пĕр хĕррине вырттарса, хăй те çăл хĕррине кукленчĕ.
— Нимĕн те çук-çке, килсе пăх-ха! Сана чечек мĕлки çапла курăнчĕ пуль? Ак эп ăна татса пăрахам-ха...
Селиме хăюсăр пырса пĕшкĕнчĕ.
— Çак çăлтан эпĕ темиçе хут та шыв ĕçнĕ. Шывĕ сивĕ те лайăх, ĕç-ха эс те, — сĕнчĕ Тухтар. Хăй çавăнтах пĕшкĕнчĕ те, шыв эрешменĕсене аяккалла хăваласа, аллипе ăса-ăса ĕçрĕ. Селиме ĕçмерĕ, вăл шыв чĕлтĕртетсе тăнă çĕрте çăвăнма тытăнчĕ.
Çывăхра, пĕр тĕм çинче, темле чăпар хӳреллĕ сарăрах кайăк ларатчĕ. Тухтар куршанак пуçĕ татса илчĕ те çав кайăка печĕ. Куршанак пуçĕ кайăка тивеймерĕ. Кайăк кăштах аяккине вĕçсе кайрĕ, пĕр вăрăм туналлă курăк турачĕ çине ларса, пĕчĕк сăмсипе хăйĕн çунатне тӳрлеткелеме тытăнчĕ. Нимĕн те пулман пек лăпкăн ларчĕ вăл. Тухтар ăна вăрахчен пăхса тăчĕ, унтан çавине çĕклерĕ. Çăвăнса пĕтернĕ Селиме саппун вĕçĕпе питне шăласшăнччĕ — шăлмарĕ, саппунне хуратас мар терĕ курăнать.
— Кайрăмăр курăк çулма, — терĕ вăл, Тухтар патнелле утса.
— Кайрăмăр.
Вĕсем пăртак çӳлерех улăхрĕç.
Çăра та сĕтеклĕ курăка çулма лайăх. Малтан Тухтар пĕр йăрăм çулса анчĕ. Сарлака касса илет вăл, хăй те каçăрăларах тăрать, урине аяккалла анлăн ярса пусать. Вăй хурса пуснипе унăн сылтăм ал туни шăнăрланса хăпарать, çави чăвăшлатса янăрать. Вăл мĕнле ăста çулнине Селиме пĕр хушă ытараймасăр пăхса тăчĕ. Иккĕмĕш касă çулнă чух хĕр çавана хăй тытрĕ. Утă çулма тухсан, Селимепе ăмăртса ĕçлеме килĕшекенни хĕр-тантăшсем хушшинче сайра тупăнать. Селиме лайăх çулни çинчен иртнĕ çулхинех калаçатчĕç. Халь те вăл, Тухтар умĕнче вăтанмалла ан пултăр тесе, пикенсе тăрăшрĕ.
— Акă çитрĕ те пире, — терĕ вăл, çулса тухсан. — Кунта пĕр урапа ытлашши пулать.
— Тата çулсан та юратчĕ пуль те, Çинçе хыççăн килĕпĕр ĕнтĕ, — терĕ Тухтар. — Килĕпĕр-и пĕрле? Кашкăрсенчен тек хăрамăн-и?
— Санпа чухне эп нимрен те хăрас çук.
— Чăнах-и? — патнерех пырса йĕкĕт Селимене куçран пăхрĕ. — Ытла пысăка хуратăн пуль эс мана?
— Эс пĕчĕк çын мар...
Çапла шăкăлтатса вĕсем çулнă курăка пуçтарчĕç, унтан, ана чиккинчи сукмака тухса, ялалла утрĕç.
Кирек мĕн пирки калаçсан та, вĕсем хăйсен хушшинчи чăн шухăшсене уçса параймарĕç-ха. Çакна Селиме те, Тухтар та ăнланчĕ.
Хĕрупраçăн ăшри туйăмĕ çамрăклах вăй илсе аталаннă пулсан, вăл каччă уççăн калайман шухăша та хăйне кура тĕрĕс тĕшмĕртет. Тухтар пирки каламăпăр, ăна ытти каччăсемпе пĕр тан виçме çук, мĕн ачаран çын умĕнче курăнма вăтаннăскер, вăл сăмах пуçарса калаçмасть. Ытти çамрăксем шапăлтатма та çуйăхма юратаççĕ, Тухтар шăпрах пулма хисеплет. Ыттисен, тепĕр чух, мухтанас йăла та пулать, вĕçкенленме пăхаççĕ, Тухтар çавăн пек ушкăнран пăрăнать. «Ав, Тухтар кĕтӳçĕ килет», — тесе, пӳрнепе тĕллесе кăтартасран хăрать вăл, именет. Пĕр-пĕр ял куштанĕн хăраххи ăна çын умĕнчех: «Эс кĕтӳçĕ, кĕлмĕçĕ», — тесе хăртма пăхсан, унăн чунĕ савăнĕ-и? Капла вăл илтмест, курмасть, — пĕр сăмах.
Селиме мухтанчăксемпе вĕçкĕнсене кăмăлламасть, ун пеккисем çынна çеç мар, хăйсене те хисеплеме пĕлмен пек туйăнать ăна. Тухтара вăл мĕн ачаран пĕлсе тăрать: пĕр вăхăтра та пĕр ĕçре тенĕ пек ӳссе çитĕннĕ вĕсем. Çапах та Тухтар мĕнле чипер каччă пуласси ăна çак çулсенче кăна палăра пуçларĕ. Тухтар яш-кĕрĕмпе пĕрле халиччен пĕр каç та вăййа тухса курман. Пĕрле пулсан та, выртмана çеç çӳренĕ, хушăран тата кĕрĕшсе ыраш вырма кайнă чух, утă çулнă чух пĕрле ĕçленĕ.
— Тухтар, эс мĕншĕн вăййа тухмастăн? — куçран тӳреммĕн пăхса ыйтрĕ Селиме.
— Вăййа?.. — ним тавăрса калама аптрарĕ Тухтар. Уншăн чăнласах çакă пĕр кĕтмен ыйту пулчĕ. Селиме умĕнче вăл хĕрлĕ улма пек хĕрелсе кайрĕ. Пĕр кас хĕрĕсем ун пӳрчĕ умĕнчен, сăвă каласа, каçсерен иртеççĕ Вăтакас урамнелле. Тухтар, хăйĕн пĕчĕк пӳртĕнче чӳрече аяккине тăрса, çамрăксене курăнас марччĕ тесе, катаран карăнса пăхать. Юратать вăл сăвă каланине итлеме, çамрăклăхăн тапса тăран вăй-хăвачĕ те хавалĕ мухтавлăн янăранăн туйăнать ăна. Хăй çапах та вăййа тухмасть. Пĕррехинче ăна пĕр кас ачи Миххук: «Каçхине вăййа пĕрле кайăпăр-ха», — тенĕччĕ. Тухтар, теплерен килĕшсе, ăна: «Кайăпăр», — терĕ. Чипер тумланнă Миххук çавăн чухне Тухтара юри пырса чĕнчĕ. Анчах Тухтар хăй сăмахĕ çине тăраймарĕ. Çавна аса илсе, вăл хальхинче Селимене хăй шухăшне тӳррĕнех пĕлтерчĕ:
— Вăтанатăп эп вăййа çӳреме.
— Ак тата! — тавçăраймарĕ Селиме. — Мĕн вăтанмалли пур? Çамрăксем пурте тухаççĕ-çке?
— Тухаççĕ пуль те...
— Ытла ютшăнатăн эс, Тухтар, ытла ютшăнатăн. Тек пĕччен те пĕччен пурăнатăн. Паян каçхине вăййа тух-ха, юнашар тытăнăпăр... Тухатна?
— Шухăшласа пăхăп, — терĕ Тухтар.
Вĕсем ял çаранне çитрĕç. Селиме Тухтара каллех çав пиншак пирки асăнтарчĕ. Тухтар ун çинчен никама та каласа парасшăн марччĕ. «Эс мана курман-илтмен пул», — терĕ-çке ăна Палюк. Селиме тесен, ăна шанма пулать. Хĕр çакăн пирки никама пĕлтермессе сăмах парсан. Тухтар паян ирхине Чаткасри Сантăр Палюкĕпе мĕнле тĕл пулни çинчен, унтан пиншакне вăл мĕнле парса хăварни çинчен йĕркипе каласа пачĕ. «Чăн та, лайăх çын иккен вăл», — терĕ Селиме. Унтан, пăртак тăрарахпа: «Аттене пиншаку пирки пĕр сăмах та ан асăнтар, каласан та — вăлтса калама çеç пулать», — тесе хушса хучĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...