Тутимĕр :: Пĕрремĕш акт


Тутимĕре текех ан асăн.

Иртни иртнех, юрри те ирттĕр!

Ухмахланса савни çинчен

Юрланă чух иртсе пыратчĕ

Пĕр мăшăр утлă урапа.

Янратчĕ сарă шăнкăравĕ

Сăрланă пĕкĕре.

 

Эрпике

Илтмен,

Илтес килмест те сассине.

 

Курак

Тутимĕр кăйкăр куçлăччĕ,

Чĕри хастарччĕ, теветкелччĕ.

Вăл иртнĕ чух ялти хĕрсем,

Пуяннисем те, хыçĕнчен

Пăхса юлатчĕç тĕлĕнсе.

Ăна кĕтсе ларни, ачам,

Хĕвел çăматă кунчинчен

Тухать-и тенĕ пек, айван,

Ытла айван та усăсăр.

Ун ячĕпе усал сăмахăм

Пулман та, пулмĕ те, ачам.

Çухалчĕ вăл. Вилес пулсан,

Тăпри çăп-çăмăл, канлĕ пултăр!

Хыр хăйĕн лăссине тăксан,

Хĕлле çулçа ларсан анчах,

Тутимĕр килĕ таврăнса

Кунта, çуралнă çĕршывне.

Ăна чăнах та ырă турă

Ăспа хитре пӳ-си пама

Пĕрре те ӳркенмен, анчах

Телей валеçнĕ самантра

Шăпасăр юлнă вăл — Тутимĕр...

Чĕлхем чараксăр, çĕрçăтман!

Кунта вăй-шайăн калаçса

Ахаль ирттертĕм вăхăта.

Ме, уçă тыт-ха, Эрпике,

Чипер çеç, йăпăрт-япăрт çеç

Уçса кĕр кĕлете, тумлан.

 

Эрпике

Чăнласах

Евче кĕтсе калатăн мар-и?

 

Курак

Суйма айван ача-и эпĕ?

Кермеслĕ евчисем лараççĕ,

Пĕлетни эсĕ, кӳршĕре.

 

Эрпике

Тăхта, анне! Пĕр çул иртсен

Çураçăн.

 

Курак

Ан ваклаш. Каланă!

 

Эрпике

Юрать, эппин.

 

Курак

Ытти хĕрсем

Çураçнă умĕн татăлса

Йĕреççĕ. Эсĕ, кутăн хĕр,

Пĕрех куççуль шăрçи тăкма та

Шеллетĕн-н?

 

Эрпике

Куççулĕ пулĕ,

Кайран та макăрăп, анне!

 

Эрпике тухать.

 

Курак

Хĕр ӳкĕте кĕрессине

Шанманччĕ, хăраса чĕремĕм

Сикетчĕ. Сарă пурçăн тутăр

Çыхма ан мантăрччĕ, унпа

Питех илемлĕ курăнать.

Пӳтртре çӳп-çап. Кĕтессенче,

Ха, эрешмен картийĕсем

Шăналăксем пек карăнса

Тăраççĕ. Маннă тасатма,

Хама пăхма та йĕрĕнчĕк.

 

(Урай шăлма тытăнать.)

 

Çири кĕпе те çĕтĕк-çатăк.

Кăштах тăрсанччĕ евчĕсем,

Тумланăттăм çапах пăртакçă.

Хапхи сасси. Килеççĕ-мĕн.

Тусан тустартăм. Çĕнĕ сарă

Çыхса пулмарĕ, хăямат.

Çӳлти аттемĕр, пӳлĕх турă,

Мана юмарт чĕлхеллĕ ту,

Калаçнă чух ан такăнтăр,

Хĕре пуян качча пама

Вăй парччĕ!

 

Евчĕсем —старикпе карчăк — пырса кĕреççĕ.

 

Карчăк

Такăр çул пире

Çитерчĕ сирĕн килĕре.

 

Курак

Ирех, сире кĕтсе, хаваслă

Çилсем уçатчĕç хапхана.

Пире хисеп сунса кĕнишĕн

Мерттес!

 

Старик

Эпир кунта, тăхлачă,

Пушмак пăру пурри çинчен

Хыпар илтсе-пĕлсе килетпĕр.

 

Карчăк

Ӳссе пӳ илнĕ пирĕн вăкăр

Пĕрмай пушмакшăн макăрать.

 

Курак

Пушмак тени вăл пирĕн пур-ха.

Кирлех пулсан, калаçăпăр.

Сире тĕпелелле иртме

Урай яка, çӳп-çап пулсан та.

 

Старик

Чĕре тулли сăмахăршăн

Хисеп те тавтапуç, тăхлачă.

 

Курак

Пушмак пăру сутас пирки

Чĕлхемĕрсем калаçиччен

Курасчĕ çамрăк вăкăра,

Сăмахăм килĕшет-и?

 

Карчăк

Эччĕ.

 

Старик

Эпир хитре пушмак пăру

Туянасса сиссесĕнех,

Вăл савăнчĕ, вара пиртен

Тăрса юлмарĕ яхăнне те.

Чĕнсе кĕртес-и?

 

Курак

Чĕн-чĕнех.

Старик

(алăк уçса)

Эпир илес пушмак пăрун

Телейлĕ амăшĕ сана

Питех курасшăн, Якунькка.

 

Якунькка кĕрет. Вăл сутуçă пек тумланнă: хура йĕленпе, атăпа.

 

Якунькка

Хисеп те хапăл!

 

Курак

Тĕпеле

Хăюллăн ирт те лар!

 

Якунькка

Тавах!

(Старик çумне пырса ларать.)

 

Карчăк

Тахçантанпах шутланă ĕмĕт

Тулассине пĕлтернĕ пек,

Ман ватă пырăм ярăнатчĕ

Ĕçесшĕн ĕнерех.

 

Курак

Мана

Çĕрле куç хупнă-хупманах

Пĕрмайăн телĕк курăнатчĕ:

Килкартине ялан сасартăк

Килсе кĕретчĕ тур лаша.

 

Старик

Ку ырă тăлĕкӳ, тăхлачă,

Чи хӳхĕм каччă килессе.

Чăнах та, эсĕ кĕтнĕ пек,

Çиçсе тăрать вăл умăнта.

 

Карчăк

Эсир апла йӳтенĕ-и?

Ман пырăм ярăннă чухне

Тăр-кайтăрлах юмах ярса

Ларатăр иксĕр.

 

Старик

Терĕсех.

Чĕлхе-çăвар тип-типĕ чух

Сăмах та, çусăр пăтă пек,

Пыра ларать те...

 

Карчăк

Типĕ кашăк

Çурать, тахлачă, çăвара.

 

Курак

Юр-вар лартма та маннă эпĕ.

 

Старикпе Якунькка тухса каяççĕ.

 

Карчăк

Пире пăхмашкăн юр-вару

Çуккишĕн тарăхса ан хуçăл,

Пулас пуянлăха анчах кĕт.

Сан кайĕ ĕнтĕ пурнăçу

Шак-сиккипе.

 

: Курак

Урапаран

Ӳксе юлсан, мăй хуçăлĕ.

 

Карчăк

Пуян кĕрӳ сана ӳкермĕ,

Пырса тыттарĕ аллуна

Хăйма чĕресĕ, кĕсйӳне

Чиксе тултарĕ ылтăн-кĕмĕл.

 

Старикпе Якунькка пичке кустарса кĕреççĕ.

 

: Старик

Ак çакă çичĕ çул хушши

Йӳçсе çăралнă пыл-сăраллă

Юман пичкемĕре уçсан,

Пăкки патша туппи пекех

Шаплатĕ, хăрăмлă мачча

Тӳсейĕ-ши, тăхлачă?

 

Курак

Тӳсĕ.

 

Старик

Пăкки шаплатиччен, тăхлачă,

Курасчĕ пушмак пăрăва.

 

Курак

Çап-çамрăк вăкăр пур чухне

Пушмакĕ юлмĕ-ха, хăта.

 

(Алăк уçса)

 

Аву! Илтетни, Эрпике?

Чим-ха, вăл пĕр-пĕр çăмăлпа

Уттарчĕ пуль кӳрше.

 

Карчăк

Аюк,

Итлесшĕн мар хăй амăшне.

 

Старик

Çураçиччен анчах хĕр хĕрлĕ,

Кайран, эпир кĕрекере

Тĕппи курка тӳнтернĕ хыççăн,

Юртан та шурă пулĕ.

 

Карчăк

Эччĕ,

Хуллен вĕреннĕ итлеме.

 

Курак

Хĕр чух куштанччĕ хамăр та,

Пуç тӳрĕ кантăр евĕр каçăр

Тăратчĕ те, качча кайсан,

Сӳслентĕмĕр.

 

Старик

Эппин, тăхлачă,

Сутатăн пушмак пăруна?

 

Курак

Сутатăп тивĕç хакĕпе.

 

Старик

(Якуньккана)

 

Мĕнле сан, çамрăк вăкăрăм,

Пушмак пăру илес килет-и?

Тиркевлĕ шухăшу сикмест-и?

Татса кала!

 

Якунькка

Ватти мĕн калĕ,

Вăл турă çырнă пек шăпа.

Унтан иртме сукмакăм çук,

Ăна пĕр хирĕçле сăмах та

Калаймĕ ман чĕлхе-çăварăм.

 

Карчăк

Кĕрмеслĕ шухă вăкăра

Пушмак пăрушăн мĕкĕрсе

Çӳренĕ чух симпыл-сăра

Пăкка кăлартăр, мĕкĕртĕр!

 

Старик

Пушмак пăру тухса тарсан та,

Пире çинçе сукмакĕ паллă.

Ăна тытса килме пирте

Паян йăвенĕ. Ха-ха-ха!

Юман пичкен çăка пăкки,

Эппин, персе тухса шăплаттăр

Тăхлачă пӳрчĕн маччине!

 

Старикпе Якунькка пичке патне пырса тăраççĕ.

■ Страницăсем: 1 2 3