Тутимĕр :: Пĕрремĕш акт


 

Эрпике кĕрет.

 

Эрпике

Чĕп амăшĕ ăçта, анне?

 

Курак

Е хурчăка-и, е хĕрен-и

Çаклатрĕ чĕппине, анчах

Унтах пуль амăшĕ.

 

Эрпике

Çынсем

Каларĕç, ăмăрткайăк

Йăтса çĕкленĕ пĕлĕте.

 

Курак

Ах, турă! Амăшне тапсан,

Ватти каларăшле, мана,

Кил хуçине, тивет инкекĕ.

 

Эрпике

Хураллăп, — терĕн, — хӳтерсе

Кӳртертĕн шыв.

 

Курак

Ан асăн ĕнтĕ,

Ахаль те чĕрене хускатрăн,

Чуна силлерĕн, Эрпике.

Ыйткалакан пек çĕтĕк-çурăк

Çӳретĕн, урама тухсан,

Умна тевет çаксан, — аванччĕ.

 

Эрпике

Чечен тумтир, тевет-нухрат

Çакса тухма, Сĕрен уявĕ

Çитмен. Çынсем те ман пекех

Çӳреççĕ.

 

Курак

Эсĕ çын тесе,

Чемей старик пек пилĕк урлă

Çĕрĕк пăяв çыхасшăн мар-и?

 

Эрпике

Çыхсан та, çылăх мар, анне.

Нумай пулмасть-ха, пурçăн тутăр

Çыхса, çăрле вăййа тухсан,

Шăлна çыртса сĕтел çапаттăн.

Тăр-кăнтăрла, ĕççийĕнче

Тевет çакма хушатăн халĕ.

Каллех сан çураçас пирки

Чĕлхӳ кĕçтет-и?

 

Курак

Чăн сăмахăн

Суйи-ултавĕ çук, ачам.

Хăвах туятăн асĕ, хĕрĕм,

Таçтан та ырлăх килнине.

 

Эрпике

Ăçтан?

 

Курак

Кермеслĕ ялĕнчен.

Çĕрме пуян хуçа ачи,

Мухтавлă çын. Ун умĕнче

Хаяр вайпут та пуç таять,

Ăна чее тиек те тус.

Вăл пулчĕ хамăрăн ялта,

Кăçал хĕлле кăрлай таварĕ

Сутатчĕ, пыршă, та пухатчĕ.

 

Эрпике

Тата йытпа кушак пухатчĕ,

Вĕсен тирне сĕветчĕ вăл.

 

Курак

Чипер калаç! Хăвах, ачам,

Çитес телейĕн тутине

Туянтăн çичĕ çухрăмран.

 

Эрпике

Чăнах ,та, пыршăсен шăрши

Инçе пулсан та, питĕ паллă,

Çурса тăрать вăл сăмсана.

Çураç анчах, кайран ан ӳкĕн.

Çӳçӳ пуса пекех шуралĕ.

 

Курак

Малтан хăрушă çил-тăман

Кĕрлет вăл çамрăк-кĕрĕмĕн,

Кайран килет уяр çалталăк.

Яштак пӳ-силлĕ хурама

Чи малтанах пуртта курсан:

— Алла лекместĕп, хуçăлатăп, —

Тесе пĕччен шавлать, тет, имĕш.

Вутпа пĕçерттерсе аваççĕ,

Вара каппайчăк хурама

Лаша пĕкки пулать, çӳрет

Шăнкăравсем ян-янратса.

Çак тĕрĕс сăмаха, ачам,

Илтмен-и эсĕ?

 

Эрпике

Илтнĕ эпĕ

Пĕрре çеç мар. Анчах, анне,

Этем-и эпĕ, хурама-и?

 

Курак

Çап-çамрăк хурама пекех

Хитре пӳпе тăратăн эсĕ.

Сан юррусем те çулçă пек

Янраççĕ манăн хăлхара.

 

Эрпике

Сана, анне, пурте янравлă.

Ман çамрăк ĕмĕре касма

Тытас килет-и халĕ санăн

Янравлă пуртă?

 

Курак

Пуртă тытмăп.

Сана пуян качча пама

Анчах çунатăп, хĕрĕмçĕм.

 

Эрпике

Çук, эсĕ çивчĕ пуртă пулăн.

Манран пуян пĕкки тусан,

Хăвна епле пайта илесшĕн?

 

Курак

Пăхса ӳстернĕшĕн — укçа.

 

Эрпике

Пушмак пăру пекех сутма

Ӳстертĕн-и?

 

Курак

Авалтанпах

Çапла йăла пырать, ачамçăм,

Тӳссе ирттер, ачам, ан макăр

 

Эрпике

Çук, эпĕ макăрмăп, анне,

Аннен ачаш чĕри санра

Тапать-ха, тейĕп, шанăп эпĕ,

Кĕрхи чечек пек хăвăрт шанмăп.

 

Курак

Мана шансан, чĕреçĕм манăн

Çемçелĕччĕ.

 

Эрпике

Чуну хытсан,

Мана, пĕртен-пĕр ачуна,

Пуян качча пама çураçăн

Усал укçашăн çеç. Вара

Хама хам аллăмпа вĕлерĕп.

Асту, анне! Ылханлă чунăм

Нихçан та вилмĕ çĕр çинче.

Пĕрре вăл, тăмана пулса,

Пӳртӳ çинче çĕрле хăрушă

Ухлетĕ.

 

Курак

Ан хăрат, ачам.

 

Эрпике

Тепре вăл, хуп-хура кушак

Пулса, тăрмалĕ алăкна.

Тĕлĕкӳнте те манăн чунăм

Хаяррăн килĕ сан патна,

Мана сутса вĕлернĕшĕн

Пырса тыттарăп аллуна

Пĕр тирĕк юнлă ылтăн-кĕмĕл.

Асту, айне!

 

Курак

Епле çиллеслĕн

Сăмах калатăн аннӳне.

Сана хам аркăм çийĕнче

Ачашласа ӳстертĕм эпĕ,

Мăян çисен те, какăрти

Сĕте ĕмтертĕм.

 

Эрпике

Мĕншĕн-ха,

Çуралсанах, тытса çапмарăн

Юпа çумне? Пуç мимисем

Саланĕччĕç, паян сана

Кăтартмăттăм усалăма.

 

Курак

Ĕне пекех ĕнерсĕр эсĕ.

Пурне те манăн, çимĕкре

Шап-шур пĕркенчĕк пĕркенсен.

Ухмах-и эсĕ, вунçичче

Çитсен те, амăш хӳттинче

Ларать-ха хĕр? Пиçсе çитсен,

Ялан татаççĕ çырлана.

Кайран тути те ун йӳçенчĕк.

 

Эрпике

Тĕкленнĕ кайăк та, анне,

Тăмасть çуралнă йăвинче,

Анчах каять чĕри тĕлленĕ,

Чĕри юратнă еннелле.

 

Курак

Ăнкар, ачам! Сана телейлĕ

Тăвасшăн эпĕ, пурлăхра

Хаваслă утнине курасшăн.

Типтерлĕ ырă евчĕсем

Вунçиччĕри хитре хĕрсемшĕн

Анчах çакаççĕ шăнкăрав.

Ватта юлсан, хăпса килеççĕ

Шăрт пек сухаллă урçасем.

Чăвашсене Ахрумка пуп

Ĕнер тĕне кӳртни пирки

Пĕлме кӳрше каям-ха эпĕ.

 

Курак тухать.

 

Эрпике

Тĕне кĕртни çинчен-и? Евчĕ

Хыпарĕ илĕртет ăна.

Вăрçсан та, тулашсан та, пурпĕр

Анне каланинче пурах

Пĕр тĕрĕслĕх: пике-упраçăн

Шăпи хавассăр та тивлетсĕр.

Йăмра çинче ӳсет-и çулçă, —

Кĕрхи кунта çилсем вĕреççĕ,

Татса каяççĕ инçене

Çаплах иртет хĕр ĕмĕрĕ.

Çав вĕлтĕр-вĕлтĕр çулçă пек

Ӳссе çитетен те, сана

Татса каяççĕ çич юта.

Унта хура хĕн-хур тӳсме

Шан-шур пĕркенчĕк айĕнче

Йĕретĕн те пулатăн арăм.

Çапла вăл мĕскĕн хĕр шăпи.

Унтан иртеймĕн те тараймăн

Паян çураçĕç. Çимĕк çитĕ.

Туй пулĕ. Иртĕ савăнăç.

Ăçта-ши, сывă-ши Тутимĕр?

Никамшăн паллă мар çĕрте

Пĕр тĕмеске тăпри пĕчченçĕ

Çĕклемеймен-ши инçетре?

Е вăл тарса çӳрет-ши халĕ

Сĕм-сăм хура вăрмансенче?

Мана аса илсе асаплăн

Сывлать-ши вăл?

Мана ялан

Хăй ăсĕнче вăл тытасса

Шанатăп эпĕ, шаннипе

Çĕрле те виççĕ вăранатăп.

Вăл кайнă хыççăн икĕ çул

Иртсе çухалчĕ, икĕ хут

Пĕрмай хаваслă çутçанталăк

Пăрланчĕ те юрпа пĕркенчĕ.

Ман чунăм икĕ çул хушши

Тутимĕре кĕте-кĕте

Вĕриленсе анчах тăрать,

Нихçан та пăрланмасть.

Каллех

Ту-чакăл таррисем ешерчĕç,

Юркан пек курăк çийĕнче

Сикеççĕ путексем. Тутимĕр

Хăй мар, хыпар-хăнарĕ те

Кунта пĕрре те çитеймерĕ.

Тăрна сасси! Епле янрать вăл!

 

(Чӳречерен пăхать.)

 

Пĕлтĕр çапла, япшар хĕвеллĕ

Яп-янкăр уçă ирхине

Эрленнĕ вăхăтра пĕр ушкăн

Тăрна курсассăн, эпĕ юрă

Хам ăсăмла кăларнăччĕ.

 

(Юрлать.)

 

Ан васкăр, тăрнасем, çунат сулма!

Çĕрте мăнтăрăн эпĕ, Эрпике.

Кăварлă юрату ман куçăма

Çунтарчĕ, хуçрĕ тӳрĕ пилĕке.

 

Шуратăл хĕррине çитме, халь ир.

Унта тĕтреллĕ сывлăш уçăлман,

Хурчăкасем кĕтеççĕ вĕçĕмсĕр.

Ан кайăр! Пĕр хыпарăм пурччĕ ман

 

Кăштах тăрсан, çăнталăк тап-таса

Уяртĕ. Итлĕр-ха мана унччен.

Çунатăрсем çине, çыру çырса

Тутимĕре пĕлтемĕр ман çинчен.

 

Тутимĕре систерĕр салама,

Умне хăяккăн ӳкчĕр тĕкĕрсем.

Тархасшăн, чарăнăр çунат сулма

Эсир, кикак сассиллĕ тăрнасем!

 

Савни килсан, çутатăп куçăма,

Тӳрлетĕп эп хăва пек пилĕке.

Тутимĕре систерĕр салама,

Вара лăпланăп апĕ, Эрпике.

 

Курак кĕрет.

 

Курак

■ Страницăсем: 1 2 3