Ача чухнехи :: Пичче инкекӗ


Пĕрре, эпĕ кукаçисем патĕнчен килнĕ чух, пирĕн патăртан лав тухса кайрĕ. Йăптăх тăкман хура лаша анаталла хытă чупса анчĕ. Урапа çинче — шурă сăхманлă çын, ăна эпĕ паллаймасăрах юлтăм.

Анне тăпсаран хăпса кайнă хапхана майлаштарса хупасшăн хăтланать. Эпĕ ăна пулăшма пытăм.

— Кам килнĕ пирĕн пата?

— Çармăс тус, Чăмаппи.

— Амма килнĕ?

— Пиччӳне леçме.

Пичче килнĕ тесенех эпĕ, хĕпĕртенипе, часрах алкумне чупса улăхрăм. Анне мана пурте кĕртмерĕ: «Пиччӳ çывăрма выртнă, ăна ан кансĕрлесе çӳре», — терĕ. Эпĕ вара, алкумĕнчен анса, кĕлет умне пырса лартăм. Анне мана, ĕçсĕр ларма ан вĕрен тесе, пиччен çăм чăлхине саплама хушрĕ. Кĕлетрен çăм çиппи, йĕп илсе тухрĕ, мĕнле сапламаллине кăтартрĕ: «Вĕттĕн чиксе турт, кĕли яка пултăр», — тесе асăрхаттарчĕ…

Çак кунсенчех пичче чĕрĕ пуçпа таврăнасса эпир шутламан та. Нумай пулмасть Шĕшлĕ валли пиччепе пĕрле вăрман касма кайнă çынсем яла килчĕç, вĕсем пире усал хыпар çитерчĕç: пичче шыва кайнă. Эпир, çакна илтсен, виçĕ-тăватă кун хушши вут çинчи пек çунтăмăр. Пĕр каçхине пирĕн пата Аманик çынни кĕрсе тухрĕ, вăл ырă хыпар пĕлтерчĕ: пичче затон больницинче выртать иккен. Ку çын, хăй те шыва кайса чирленĕскер, пирĕн пиччепе больницăра пĕрле пулнă.

Пиччен инкекĕ акă мĕнле килсе тухнă.

Кукшак шывĕ тăрăх Атăла сулă антарнă чух пичче ăнсăртран шыва ӳкнĕ. Юлташĕсем ăна çийĕнчех пулăшу парайман, пуçхĕрлĕ юхакан çурхи шыв ăна виçĕ çухрăма яхăн илсе кайнă. Ишме ăстаскер, вăл путман, вăй çитнĕ таран çăлăнасшăн тăрăшнă. Акă ăна аякран Куславкка вырăсĕсем хăйсен сулли çинчен асăрханă. Вĕсем, кимĕпе ишсе пырса, асаплă çынна часах шывран туртса кăларнă. Кăвакарса кайнăскере, эрех ĕçтерсе типĕ кĕпе-йĕм тăхăнтартнă, кĕрĕк витсе вырттарнă. Звенига затонĕ патне çитеспе пичче аташма пуçланă. Вара ăна вырăссем затон больницине хурса хăварнă.

Анне, çак хыпара пĕлсен, тепĕркун ирех затона утрĕ. Пичче аннене курсан питĕ хĕпĕртенĕ: «Ĕнтĕ часах сывалатăн акă», — терĕ, тет. Унăн, тухтăр каланă тăрăх, ӳпки шăнса пăсăлнă, часах киле ярасси те паллă мар.

Анне больницăра пичче патĕнче ларнă чух шăпах унта Чăмаппи тус пырса кĕнĕ. Вăл пичче валли пĕр теçетке çăмарта, пулă кукли, чăкăт, чĕреспе сĕт илсе пынă. Чăмаппи тус пирĕн пичче больницăра выртни çинчен Аманик чăвашĕнчен пĕлнĕ иккен. Пичче сывалсан, ăна киле ăсатма Чăмаппи: «Хам пыратăп», — тесе каларĕ, тет. Паян акă вăл, чăнах та, пиччене леçме пирĕн пата килсе кайнă.

Чăмаппи тус-пиччене эпĕ пĕчĕкренпех астăватăп. Çуллен вăл, Атăл ларсан, пирĕн пата кăмпа тата милĕк тиесе килет, эпир ăна купăста-хăяр парса яратпăр. Пĕрре, эпĕ астăвасса, аттепе анне вĕсем патне туя та кайса килчĕç: ун чух Чăмаппи тус ывăл авлантарнă пулнă.

— Митри тос, эсĕ мана туван пек, — тетчĕ яланах Чăмаппи.

— Тăванах эпир, — тетчĕ атте те, — Атăл урлă пурăнатпăр пулин те, питĕ çывăх.

Эпĕ çапла, ырă çынсем çинчен шухăшласа ларса, пичче чăлхине сапласа пĕтертĕм.

Анне тем тума пӳртелле кĕчĕ. Ун хыççăн — эпĕ те.

Пичче алăк патĕнчи урлă сак çинче çывăрать. Пичĕ сарăхнă, куçĕ путăк, йăм-хура мăйăхĕ тĕссĕрленнĕ. Кăкри çине хунă алли ытла та ырхан пек.

Сĕтел çинче — витререн татса тунă хура чейник. Ывăс çинче — кукăль татăкĕсем (Чăмаппи тус кучченеçĕ пулмалла). Пирĕн сасса илтсен пичче вăранчĕ, тăрса ларчĕ, кăкăрне тытса ӳсĕрме тапратрĕ.

— Экзамен мĕнле патăн? — ыйтрĕ вал, сывлăшне çавăрсан.

Эпĕ шкула похвальнăй листпа пĕтернине пĕлсен, пичче хĕпĕртерĕ, кăмăллăн пăхкаласа илчĕ.

— Пит аван. Ĕнтĕ Чĕмпĕре лайăххăн хатĕрленес пулать, кĕме çăмăл пултăр, — терĕ вăл.

Пичче татах тем калаçасшăн, анчах ăна ӳслĕкĕ аптратса çитерчĕ. Вăл ӳсĕрсен-ӳсĕрсен выртрĕ. Эпĕ, ăна кансĕрлес мар тесе, хуллен тулалла тухрăм.

Каçхине кукаçипе кукамай килчĕç. Пичче алкум вĕçне тухса ларнă. Карчăкпа старик калама çук хĕпĕртерĕç.

— Ах, ачам, мĕнле ырă çынсем тĕлне пулнă эсĕ, вилес çĕртен çăлса хăварнă-çке, — терĕ кукамай, куçне шăлкаласа.

— Паттăр çынсем пур çав. Кормилицын мана туртса кăларнă чух хăй те кĕçех шыва каятчĕ, — терĕ пичче.

Кукаçи çемçелнĕ кăмăлпа:

— Çынна инкекре пулăшакан çын ĕмĕр пархатар куртăр. Çĕр сум пуличчен çĕр тус пултăр тесе ваттисем ахаль каламан, — терĕ.

— Сывалсан, Куславккана çитсе пурне те тав тăвасчĕ-ха… Кормилицын пӳрт пурама тытăнсан, ăна кайса пулăшасчĕ, — терĕ пичче.

— Пулăшас пулать, — килĕшрĕ кукаçи.

— Ырă ĕçе ырă туса татмалла çав, — терĕ кукамай та.

Вĕсем çапла ниепле калаçса тăранаймасăр, чылайччен пирĕн патăрта ларчĕç.