Ача чухнехи :: Улăхра
Çтаппан пичче çимĕк иртсенех таçта кайнă та утă умĕн тин килчĕ. Çапла, пĕр каçхине, эпĕ урамран выляса кĕнĕ чух, вăл пирĕн патăрта аттепе кĕлет умĕнче калаçса ларать. Эпĕ вырăн çине улăхса выртрăм, пуçа шăналăк ăшĕнчен кăларса итлетĕп. Çтаппан пичче темĕн çинчен каласа пĕтерчĕ, ăнланаймасăрах юлтăм, ун хыççăн атте калама тытăнчĕ.
— Утă çулма вăхăт çитрĕ акă. Ят пуçне мĕн чухлĕ утă туса илĕпĕр-ши? Чи аван çарансене пуянсене парса пĕтерчĕç. Лашана хĕл каçарасси пулаймасть пулĕ. Эх, мăнтарăн пурнăçĕ.
— Халех ан тарăх-ха, Мĕтри пичче, тен, утă çителĕклĕ пулĕ, — тӳлеккĕн каларĕ Çтаппан.
— Пулас çук! Эсĕ киличчен икĕ-виçĕ кун малтан халăх пухăнчĕ.
— Ну, вара?
— Шĕшлĕпе Иванюка Эресип текен çăра курăклă çарана пĕтĕмпех пачĕç. Хĕлле Çетнер çаранне пани çитмест. «Парас! Парас!» — теççĕ пуянсем майлисем. Пачĕç. Эрехшĕн çунаççĕ.
— Çаран парсан ĕçке ячĕç пулĕ?
— Çĕрĕпех ĕçрĕç. Халăх салансан, пуянсен йыттисем пирĕн пахча карти çумĕнчи çерем çине ларса ĕçнĕ. Пахчари сухана, хăяматсем, çур йăран тăпăлтарнă. Тул çутăлсан, Касак Ваççи икĕ четвĕрт эрех анкарти хыçĕпе килне илсе кайрĕ, тет. Ăна выртмаран килекен ачасем курнă.
Хапха халтăрт туса уçăлчĕ. Килкартине пичче кĕчĕ те кĕлет умнелле хăвăрт утса пычĕ.
— Мĕн кирлине турăмăр. Çĕнĕ Куснара хам кайрăм. Куснарпуçне шанчăклă çамрăксем иккĕн кайса килнĕ. Хамăр ялта вăл ырă хыпара Гаврила сарнă. Ун патĕнче çава туптакансем пасар пек, — каласа пачĕ пичче.
— Апла ĕç тухать, — терĕ Çтаппан пичче кăмăллăн. Часах вăл, пире ырă каç сунса, хапха патнелле утрĕ.
Ирхине эпĕ кĕлет алăкĕ чĕриклетнипе вăрантăм. Пăхатăп: кĕлетрен тĕрĕллĕ çинçе пир кĕпи тăхăнса аппа тухрĕ. Пуçĕнче шурă тутăр. Мăйĕнчи çутă шăрçисем ирхи хĕвел çинче йăлтăртатаççĕ. Аппа урине шурă чăлхапа пир тăла, çĕнĕ çăпата сырнă. Кĕлет умĕнчен çăмăллăн анчĕ те лаç патнелле утса кайрĕ. Мана вăл шурă лĕпĕш вĕçнĕ пекех туйăнчĕ. Пичче килкарти варринче лаша кӳлет.
Вăл та çимĕк кунĕ тăхăннă тĕрĕллĕ шурă кĕпипе; кăвак йĕмне пир тăла ăшне чиксе, урине çĕнĕ çăпата сырнă; пилĕкĕнче ярапаллă шараç пиçиххи.
Атте урапа çине виçĕ çава хунă. Пичче кĕреплесем, тимĕр сенĕк тата пуслăх илсе пычĕ.
Атте пиччене пăхкаласа тăчĕ те:
— Мĕн тăватăн эсĕ, Иван? Утине çулман, кĕреплесемпе аппаланатăн. Кайса хур калла, çавасене çеç хăвар, — терĕ.
— Чим-ха, атте. Тен, пурте кирлĕ пулĕç. Ан тив, — кулкаларĕ пичче.
— Юрĕ, эппин, илсе пăх.
Лаçран кăвак тĕтĕм тухать. Анне, килкартине тухса, апат пиçни çинчен пĕлтерчĕ.
— Атте, эпĕ те пырам-и сирĕнпе пĕрле? — ыйтрăм эпĕ.
— Ларах аннӳпе пĕрле килте. Хăяра чăхсенчен астукала, — терĕ вăл мана.
— Манăн та улăха пырас килет. Эпĕ унта калемпĕр пуçтаратăп та Иванюка сутатăп. Тен, пилĕк пуслăх та пулĕ.
— Пĕр пус та памасть сана Иванюк.
— Пытăр-çке, лартса кай, ашшĕ, — ман хута кĕчĕ анне.
— Юрĕ, эппин, пытăр, — килĕшрĕ атте.
Ыттисем ирхи апат çинĕ чух эпĕ васкасах ура сыртăм. Кĕлете кĕрсе шурă кĕпе тăхăнтăм, тем пекех савăнса, часрах урапа çине улăхрăм, пысăк пештĕрпе лакун хушшине хĕсĕнсе лартăм.
Пирĕн урампала Çĕнĕ Куснар тата Çӳлти Куснар çыннисем, ураписене халтăртаттарса, лашисене чуптараççĕ, — пурте улăха утă çулма анаççĕ.
Часах атте, пичче, аппа лаçран апатланса тухрĕç. Анне, эпĕ апат çиме кĕменнине кура, ман валли татăк çăкăрпа халĕ çеç татнă симĕс хăяр илсе тухрĕ.
Эпир улăха çитнĕ çĕре виçĕ Куснар халăхĕ нумай пухăннă, лашисене тăварса Виртен кӳлли хĕррине янă. Урапасене ĕретпе тăратнă, — ял урамĕ пек туйăнать. Хĕрсемпе каччăсем пĕр тĕле пухăннă. Юрлани, кулни илтĕнет. Тепĕр çĕрте ташша янă. Яштака пӳллĕ хĕр сĕлмеккĕн çаврăнкалать, хусахĕ, пиçиххи яраписене айккинелле ывтăнтарса, ухлатса сикет. Нумайăшĕ, çамрăксем те, ваттисем те, Çтаппан пичче ларакан урапа патне пухăннă, вăл каланине итлесе тăраççĕ. Тем çинчен калать Çтаппан пичче, манăн ăна халь итлес кăмăл çук. Эпĕ кӳлĕ хĕррине антăм. Шыв тип-тикĕс те тăп-тăрă. Çыран хĕрринелле вăрăм хăмăш ӳсет, шаларах, сарăлса выртакан лапка çулçăсем хушшинче, шултра шурă чечексем курăнаççĕ. Вĕсем ытарма çук илемлĕ. Эпĕ вĕсене татасшăн. Ура салтса, чĕркуççи таран шыва кĕрсе, кармашкаласа, пĕр чечекне татрăм-татрăмах, вара хамăр урапа патне пытăм. Çтаппан пичче сасси çаплах илтĕнет. Халăх хăш чух сĕр! сĕрлет, çавăнтах хытă ахăрать. Пирĕн урапапа юнашар пĕр хĕрарăм ача ĕмĕртсе ларать. Ун патне пĕр хĕр пычĕ.
— Мĕн тет Çтаппан? — тесе ыйтрĕ ача тытнă хĕрарăм.
— Иванюкпа Шĕшлĕ халăх çаранĕсене куштансене эрех ĕçтерсе çулнă, халăха укçа пĕр пус та тӳлемен, тата виçĕ Куснар халăхĕнчен çарансем илтĕмĕр тесе хут çырни те çук, тет. Ĕнер Шĕшлĕпе Иванюк Эресип çаранне, Паланкассинчен аллă-утмăл çын тара тытса, çултарса пăрахнă. Çтаппан çав утта паян халăха валеçсе парас, тет.
— Апла пулсан пит аванччĕ, — килĕшрĕ ачаллă хĕрарăм. — Ĕнер пирĕн яла, эсĕ курман-и, Иван ятлă Аслă Куснар ачи пынăччĕ. Вăл та пуянсем çулнă утта халăха валеçмелле, терĕ, кĕреплесем, сенĕксем, пуслăхсем илсе пыма каларĕ.
— Пирĕн атте, çавăнпа илнĕ-çке, утă тиеме чараксемпех килнĕ, — терĕ хĕр.
— Пĕркун тата Çтаппанпа тимĕрçĕ пырса кайнăччĕ, ана-çарана пуянсене парас марри çинчен нумай калаçнă, терĕç.
Хĕрарăм, çапла калаçкаласа, ачине тирпейлесе пĕчĕк урапа çине вырттарчĕ.
Хĕвел тăп-тăрă сенкер тӳпене хăпарса хĕртме тытăннă. Такам хулăн сассипе: «Ĕçлеме пуçлас!» — тесе кăшкăрчĕ. Çынсем ларнă е выртнă çĕртен тăчĕç, çависене çӳлелле тытрĕç, вĕсене хĕвел çинче пăлтăртаттарса, çаран хĕррипе утрĕç. Шап-шурă халăх. Çава сасси сывлăмлă улăх тăрăх ян-ян! кайрĕ.
Аппа хĕрсен ушкăнĕнче. Пиччепе атте юнашар çулаççĕ. Эпĕ вĕсен хыçне калемпĕр пуçтарма тăтăм. Çавапа сулса ямассерен сарă, кăвак е шурă чечек, тĕрлĕ курăк касăлса ӳкет.
Акă, икшер-виçшер карта çулса тухрĕç. Хĕвел хĕртнĕçем хĕртет. Атте тарлă питне шурă кĕпе аркипе шăлкаласа илет.
— Акă, çар килет! Шĕшлĕпе Иванюк çарĕ! Пăхăр-ха! — кăшкăрчĕ пĕри, Паланкассинчен улăха анакан çынсем çинелле кăтартса.
Чăнах та, кĕрепле тата тимĕр сенĕксем тытнă арçынсемпе хĕрарăмсем Эресип çаранĕ патне анаççĕ. Унта çитрĕç те ларчĕç.
Ял енчен çулпала, тусан мăкăрлантарса, лав килет. Хура ăйăр ухăнса чупать. Тăрантас çинче Шĕшлĕпе Иванюк ларса пыраççĕ. Вĕсем, улăха çитсен, тӳрех Эресип çаранĕ патне кайрĕç, унта пухăннă çынсем патне пычĕç, кăшкăрашрĕç, лешсем утă тавăрма тытăнчĕç. Иванюкпа Шĕшлĕ тăрантас сулхăнне выртрĕç.
Кăнтăрла çитсе килет. Пăчă. Çил çук. Утă çулакансем тар юхтарса ĕçлеççĕ.
Акă çынсем, ушкăнăн-ушкăнăн çависене тăратса, урапасем патнелле пыра пуçларĕç. Тахăшĕ юрласа ячĕ, çывăхри ушкăнра юрă вăйланчĕ, тепĕр самантран улăх тăрăх нумай саслăн янăраса кайрĕ.
Апатланнă хыççăн нумайăшĕ шыва кĕме пуçларĕç, хăшĕсем канма выртрĕç. Çтаппан пичче пирĕн урапа айне пуçне чиксе выртрĕ, унпа юнашар — атте. Пиччепе аппа апат çисенех ташлаканссм патне кайрĕç.
Кăшт выртсан, Çтаппан пичче, ура çине тăрса, Эресип çаранĕ еннелле пăхрĕ.
— Мĕн ĕçлеççĕ Паланкассисем? — ыйтрĕ атте.
— Утта тавăрса пĕтернĕ, кăнтăрла иртсен купа хураççĕ пулмалла, вара…
Кĕтмен çĕртен Касак Ваççи пырса ларчĕ. Мăкăрланакан чĕлĕмне çăварĕнчен кăларса, çапла калама тытăнчĕ:
— Кирлĕ мар, Çтаппан, халăха пăлхатма. Халăхран çаран илсе, хуçасем тăкакланнă-çке. Никамăн та укçа пулă хуппи мар, — терĕ.
Çтаппан пичче нимĕн те чĕнмест, вăл курăк пĕрчине шăлпа çыртнă та тек ăна пӳрнисемпе сăтăркалать.
Ваççа татах пуçларĕ:
— Кам вĕсен утине туртса илме пултарĕ? Халăх пуянсене хирĕç тăрас çук. Арманпа лавкка хуçисĕр пурăнаймастпăр. Пуринчен ытла пирĕн, чухăнсен, пуян çынсăр сывлăш тухмасть.
Çтаппан пичче лăш кулчĕ.
— Кай кунтан, çитĕ калаçса. Ĕç сансăр пуçнех пулать. Ваççа Çтаппан пичче çине сивĕ куçпа пăхса илчĕ, сӳннĕ чĕлĕмне хыпрĕ те тăрса кайрĕ.
Эресип çаранĕ çинче тара кĕрешсе ĕçлекенсем кăнтăрлахи апат та çимерĕç. Утта тавăрса пĕтерчĕç, кăнтăрла иртсен, купа тума тытăнчĕç. Шĕшлĕпе Иванюк пит васкатаççĕ пулмалла. Çынсем хăвăрт ĕçленипе купасене кун каç еннелле сулăниччен туса пĕтерчĕç те киле кайрĕç. Шĕшлĕ, ăйăрне кӳлсе, килнелле мăкăрлантарчĕ, Иванюк пĕр купа айне выртса юлчĕ. Нумай та тăмарĕ Шĕшлĕ, ула кĕсрине урапа кӳлсе, тарçипе ларса килчĕ. Вĕсем хыççăн нумай пушă лавсем çитрĕç. Çыннисем лашисене купасем патнелле çавăтса пычĕç, урапасем çинчен чараксене, пуслăхсене илсе пăрахрĕç.
Утă çулакансем хушшинче такамсем кăшкăрса калаçса илчĕç. Арçынсем çависене тăратнă, çаран хĕррипе пит йышлăн кĕпĕрленсе утаççĕ. Малта Çтаппан пичче пырать.
— Атьăр, пурте атьăр, хăвăртрах! — кăшкăрчĕ тахăшĕ.
— Тиеççĕ, чупар! — терĕ тепри.
— Парас мар Шĕшлĕпе Çăрттана! Эй! Эй! Хăвăртрах! Çынсем пит нумаййăн урапасем патĕнчен Эресип çаранĕ çинелле чупрĕç. Çтаппан пичче çавине икĕ алăпа çӳле тытса чупать. Ун хыççăн халăх кĕрлесе пырать. Эпĕ те хыçалтан чупрăм.
— Тийĕр хăвăртрах, шуйттансем! — çăварне карчĕ Шĕшлĕ. Утă тиекенсем, ĕçлеме пăрахса, лашисене çавăтса кӳлĕ хĕрринелле кайрĕç.
— Хăв тие, вăрă-хурах! — тесе хăварчĕ пĕри.
Иванюк аллине чарак тытнă, кӳлĕ хĕрринелле йăраланать, хăй халăх еннелле çаврăна-çаврăна пăхать.
— Вĕлерес шампасене!
— Шыва çыхса пăрахас!
— Тытăр! Тытăр!
Нумай саслăн кĕрлет халăх.
Шĕшлĕ урапи çинчен хăвăрт пăшал илчĕ те Çтаппан пиччене тĕллерĕ. Лешĕ, ун патне сиксе пычĕ те, çавине сулса, хăйне тĕллене пăшала ванкт! ывăтса ячĕ.
— Пăшалпа пеме-и?! Йытă! — терĕ Çтаппан пичче.
— Перĕр ăна хăй пăшалĕпе!
— Тытса çапăр çĕре!
— Сенĕкпе! Сенĕкпе!
Кĕрлет, кăшкăрать халăх.
Шĕшлĕ пăшалсăр юлсанах, икĕ аллипе пуçне тытса, кутăн чакрĕ, чышкисене чăмăртаса, урипе тапса, хытă кăшкăрчĕ:
— Стражниксене кӳртеретĕп! Çур яла хуптаратăп! Сахар! Сахар! Кай Карача!
Шĕшлĕ тарçийĕ Сахар таçта кĕрсе кайнă.
— Тасал кунтан! Кай! — терĕ Çтаппан пичче. — Халăх умĕнче ан кăшкăрса тăр! Тем пулĕ!
Шĕшлĕ сасартăк кашкăр пек уласа ячĕ. Халăх кĕр! кулчĕ.
— Çын пурлăхне хапсăнатăр! Турă куртăр сире! — кăшкăрчĕ Шĕшлĕ.
Çтаппан пиччепе пĕр хусах Шĕшле хуллăн-пĕççĕн тытрĕç те урапа çине пăрахрĕç. Лаши хăранипе ĕрĕхсе кайрĕ. Шĕшлĕ халтăртатакан урапа çинче ниепле те тăраймасть, тапаланать. Лаши, кăтăрса кайнипе, çил пек килнелле вĕçтерчĕ.
Утă тиеме тара тытса килнĕ Çатрăк çыннисем хурăн çулĕ çине тухнă, сăрталла хăпараççĕ.
Шăй-шай иртсе кайрĕ. Халăх меллĕн урапасем патнелле утрĕ. Эресип çаранĕ çине пыман арçынсем пĕр çĕре пухăнса тăнă, çирĕм-вăтăр çын пулĕ. Касак Ваççи хĕрсе кайса тем калать. Вăрăм пӳллĕ староста пуçне тайса итлесе тăрать.
Эресип çаранĕ çинчен килекен çын, вĕсем патĕнчен иртсе кайнă чух, чарăнса:
— Çавăрса илтĕмĕр утта, — тесе савăнăçлăн каларĕ, унтан ал айĕнчи лакăма чалăштарса, шыв ĕçме тытăнчĕ.
— Çавăрса илтĕр те-ха, хăвăр пуçăрсене каялла çавăрса лартмасан юрĕччĕ, — терĕ ăна хирĕç пĕри.
Çтаппан пичче тарлă çамкине тутăрпа сăтăркаласа:
— Тийĕр, халех! — терĕ хытă сасăпа. — Çетнер çаранĕ çине ыран çитетпĕр. Унта та ĕнтĕ Шĕшлĕпе Иванюк пырса кĕрес çук. Крышка!
Çынсем лашисене кӳле пуçларĕç. Атте те лашана кӳлĕ хĕрринчен çавăтса килчĕ, хăй кулкалать. Аппа, темрен тĕлĕннĕ пек, хура йăлтăркка куçĕпе пăхкаласа тăрать.
— Ха-ха, эсĕ каланă пекех пулчĕ-çке, Иван, тимĕр сенĕке те, пуслăхĕ те, кĕрепли те кирлĕ пулчĕ, — терĕ атте кăмăллăн.
— Çтаппанпа Гаврила пултарасçĕ, — терĕ пичче хĕпĕртесе.
Часах Эресип çаранĕ çинчи утта валеçрĕç те урапасем çине тиеме тытăнчĕç. Халăхран уйрăлса тăнă çынсем утĕ валеçнĕ çĕре пымарĕç. Аттепе пичче пĕр урапа тиерĕç. Эпĕ киле тутлă шăршăллă симĕс утă çине ларса таврăнтăм.
Утă пĕтернĕ кун, каçхине, эпĕ Çтаппан пиччесем патне кĕсле каланине итлеме кайрăм. Çтаппан пичче çук. Килте пĕчченех Улля аппа йĕрсе ларать.
— Мĕн пулнă, Улля аппа? — ыйтрăм эпĕ.
Вал тата та хытăрах ĕсĕклеме пуçларĕ.
— Çтаппана пасарта çӳренĕ чухнех тытса хупнă. Ах, ачам, ăçта кĕрсе каям-ши? Мĕнле тӳсес? Шĕшлĕпе Иванюк хуптарчĕç пуль.
Эпĕ, çак хыпара пĕлсен, пысăк хуйхăпа киле таврăнтăм.
Шухăшсем
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...
If you're reading this, it means your co...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...