Кĕмĕл кĕпер :: Ватă тилĕпе паттăр ăмăрт


Болгаро-чуваши в нескольких местах устроили

засады, выступили против них, встретились

с ними и, заманив их до тех пор, пока они

(татаро-монголы) эашли эа место засад, напали

на них с тыла, так что они остались в середине,

поял их меч со всех сторон, перебито их

множество, и уцелели из них только немногие.

Ибн-ал-Асир, 1160-1233 çулсенче пурăннă араб писателĕ.

 

Хăйĕн паттăр каркарçарĕпе монголсене пырса çапсассăн, Ылттăнпик малтанласа тĕлĕнчĕ те. Ара, çаксем пулаççĕ-и вара пĕтĕм тĕнчипе чапа тухнă монголсем?! Тăшмансен пĕтĕм çарĕ питĕ хăвăрт ним ăнланмалла мар арпашăнса кайрĕ, пĕрре пĕр еннелле, тепре тепĕр еннелле талпăнчĕ. Юлашкинчен, хăйсене çавăрса илнĕ пăлхарсен ункине питĕ теплĕн çакланнине ăнланнă хыççăн, сасартăк лĕнчĕр кайнă пек пулчĕ. Пăлхар йĕкĕчĕсем вĕсене ушкăнăн-ушкăнăн çăмăллăнах тĕп тума тытăнчĕç. Анчах ку вăл тăшман вăхăтлăха аптраса ӳкни çеç пулчĕ пулас.

Монголсен хушшинче вăйлă саспа харçав паракансем пулчĕç. Уйрăмах икĕ паттăра асăрхарĕ Ылттăнпик: пĕри — вăрăм пӳ-силле, хыткан вăйпитти ар, тепри — кĕреçе сухаллă, сарлака хул-çурăмлă çирĕп карт. Унăн хăрах куçĕ юхса тухнă, аякранах палăрать. "Джепепе Супетей! — шухăш вĕлтлетсе иртрĕ Ылттăнпик пуçĕнче. — Ватти — Супетей!.."

Çав хушăра çак ватă çарпуçĕ хушнипе монголсен пĕр ушкăнĕ сăнă пек шăтаркăç туса пăлхарсем çине кĕрсе кайрĕ. Тискер те шелсĕр тытăçу пуçланчĕ. Ылттăнпик çине виçĕ монгол сĕкĕнсе кĕчĕç. Ылттăнпик вĕсенчен пĕрне касса пăрахрĕ. Тепĕр иккĕшĕ ытла хытă çапăçмасăрах ун çумĕпе уçă çеçенхирелле иртсе кайрĕç. Нумай та вăхăт иртмерĕ — уçă çеçенхире монголсен çирĕм-вăтăр çынтан тăракан текĕрчĕ тарса тухрĕ те тĕк татнă пек аяккалла вĕçтерчĕ. Пуринчен те малта — леш хăрах куçли.

"Ара, Супетей тарса тухрĕ!" — тавçăрса илчĕ Ылттăнпик.

— Ман хыççăн! — кăшкăрса яче вăл эккелсем пурте илтмелле. — Ман хыççăн!.. Супетей тарать!..

Хăйĕн шап-шур хăйма пек утне çеçенхирелле таракан монголсен еннелле сиккипе янă хыççăн Ылттăнпик хыçалалла çаврăнса пăхрĕ. Вăтăр-хĕрĕх эккел, ыттисенчен татăлса, ун хыççăн пыраççĕ.

— Çавăрса илĕр! — кăшкăрчĕ Ылттăнпик хĕçĕпе сулса...

Çав вăхăтра ыттисенчен каярах юлнă монгол ун еннелле çаврăнчĕ те уххипе печĕ. Монгол çĕмренĕ Ылттăнпик хăлхи çумĕнченех шăхăрса вĕçсе иртрĕ.

— Ах, эс апла-и-ха! — кăшкăрни илтĕнсе кайрĕ Ылттăнпик хыçĕнчех. Сассинченех палласа илчĕ Ылттăнпик. Ку вăл — чăваш паттăрĕ Саврăш.

Çавăнтах Ылттăнпик çумĕнченех вăшлатса çĕмрен иртсе кайрĕ те леш монгола пырса çапрĕ. Монгол учĕ çинчен мечĕк пек ыткăнса кайрĕ.

Уçă çеçенхирелле таракан монголсен тĕп ушкăнĕ çакна çеç кĕтнĕ пек сасартăк икĕ пая пайланса кайрĕ. Пĕр ушкăнĕ тӳп-тӳрĕ каять, тепри сулахаялла пăрăнчĕ. Ылттăнпик куçласа ĕлкĕрчĕ, Супетей çак сулахаялла пăрăннă ушкăнра.

— Саврăш! — кăшкăрчĕ, хыçалалла çаврăнса, Ылттăнпик. — Эсĕ кусене хуса çит! — тӳрĕ каяканнисен енне кăтартрĕ вăл. — Эпĕ Супетее укрăклатăп!..

* * *

Ниме пăхмасăрах хăй хыççăн йĕрлекен пăлхар паттăрĕ кам иккенне пĕлес тенĕн, Супетей темиçе хутчен те хыçалалла çаврăнса пăхрĕ. Вăл лайăх ăнланса илчĕ: ку çын унран юлмасть. Эппин, ăна хăйне пĕтермелле!.. Анчах пăлхар паттăрĕпе пĕрле çирĕме яхăн нукер. Супетейпе пĕрле вара вунна яхăн торкаут çеç. Çапах та тепĕр шанчăк юлчĕ Супетейĕн. Вăл хăй тапăрĕ çумĕпе иртмелле. Унта тапăра сыхлакансем юлнах. Вĕсем ăна пулăшма тухсассăн, хăй хыççăн çапла чăрсăррăн хăвалакан пăлхарсене ним юлми пĕтерет Супетей.

Çапла шухăшласа, утне васкатрĕ те васкатрĕ Супетей. Акă ĕнтĕ монголсем çĕр каçнă тапăр. Хăйĕн шурă чатăрне Супетей аякранах палласа илчĕ. Хĕвел тухаспа кăна унта вăл вырăс пикине ыталаса та ачашласа киленнĕччĕ, çапăçу хыççăнах ăна тепре хăй патне илсе килме хушнăччĕ. Çук, ĕмĕрлĕхех çухатрĕ ăна Супетей. Ара, тапăра пĕр монгол та юлман пулас. Ăна пулăшма тухакан пулмарĕ.

Супетей вара тапăра кĕмесĕрех утне уçă çеçенхирелле пăрчĕ. Халь тин пĕртен-пĕр çăлăнăç — тарса хăтăласси.

 

Пысăк мар типвар урлă каçса çӳлелле хăпарнă чухне Супетей хăй хыçĕнче мĕн пулнине куçларĕ те сивĕ тарпа витĕнчĕ. Ун хыçĕнче пĕр торкаут та юлман. Пĕртен-пĕр леш чăрсăр пăлхар хăйĕн шап-шурă учĕпе ун хыçĕнче.

— О-о, Аслă Тӳпе Турă! Çăлсам мана! — кĕлтуса илчĕ те Супетей утне васкатма тытăнчĕ. — Часрах! Часрах!..

Супетей учĕ часах, типвар леш енне каçса, уçă хирпе çил пек ыткăнчĕ. Анчах хыçран хăвалакан шап-шурă ут-урхамах та унран юлмарĕ.

— Часрах! Часрах! — васкатрĕ Супетей хăйĕн хăла утне. Анчах Супетей учĕ ывăнни палăрнăçемĕн палăрма тытăнчĕ. "Эх, çӳллĕ сăрт çинелле тапăнса пырса тĕрĕс мар турăм эпĕ, — шухăш вĕлтлетсе иртрĕ монгол çарпуçĕн пуçĕнче. — Йĕкĕтсене те, утсене те вăхăтсăр ывăнтартăмăр..."

Супетей шухăшлани тĕрĕсех пулчĕ пуль çав. Унăн учĕ епле хăваласан та чуппине пĕрре те вăйлăлатаймарĕ. Хыçран хăвалаканни ăна çитсех пычĕ. Акă ĕнтĕ вăл Супетее касма хĕçне те çĕклерĕ.

 

* * *

Ылттăнпик путсĕр монгол çарпуçне хуса çитнĕçемĕн çитсе пычĕ. Супетейре пĕтĕм шанчăк сӳннĕ пулас. Вăл вĕçĕмсĕр утне хăвалать те хăвалать, хирĕç тăрас, çапăçас шухăш пĕтĕмпех пĕтнĕ унăн.

Акă ĕнтĕ Ылттăнпик путсĕр монгол çарпуçне касма тесе хĕçне те çĕклерĕ. Çав вăхăтра учĕн малти ури шап та лăп сăвар шăтăкне лекрĕ пулас, вăл, такăннă пек пулса, чикеленсе кайрĕ. Ылттăнпик малалла ывтăнса çĕре ӳкрĕ, хĕçĕ ывтăнса кайрĕ.

Супетей çакна тӳрех асăрхарĕ. Утне тытса чарчĕ те вăл каялла çаврăнчĕ. Ылттăнпик ури çине сиксе тăчĕ те, пĕрре-иккĕ ярса пусса, ывтăнса кайнă хĕçне ярса илчĕ. Халĕ унăн ут çинче ларакан тăшманпа çуран çын пулса çапăçмалла. Анчах Супетей ăна тапăнма хăяймарĕ.

— Кам эсĕ? — аякранах кăшкăрчĕ вăл.

— Ылттăнпик эпĕ! — хуравларĕ пăлхар çарпуçĕ.

— Ылттăнпик!.. Илтнĕ, паллă çарпуçĕ... Челпир патша шăллĕ... Мана палларăн-им эсĕ?..

— Сана, хăрах куçлă ватă тилле, пĕтĕм тĕнче пĕлет! — кăшкăрчĕ Ылттăнпик. — Анчах ырăпа мар, усалпа çеç!..

Супетей кулса илем пекки турĕ.

— Пĕтĕм тĕнчене парăнтарнă эпĕ, çавăнпа...

— Эпир сана шăлçемми пулмарăмăр.

— Ку вăл вăхăтлăха çеç. Тепре килетĕп!..

— Акă! — хĕçĕпе юнарĕ Ылттăнпик. — Атя, хăрамастăн пулсассăн, çапăç!

— Сана астуса юлтăм эпĕ, Ылттăнпик!.. Халлĕхе эсĕ паттăр ăмăрт пултăн... Анчах та асту!..

Супетей утне хускатрĕ те, çеçенхирпе çил пек вĕçтерсе, часах куçран çухалчĕ.

Çав вăхăтра пĕлĕт çинчен вĕçсе аннă пек çак вырăна Ылттăнпик леккерĕ Итурай вĕçтерсе çитрĕ.

— Мĕн пулнă? — учĕ çинчен сиксе анчĕ вăл, чи малтан кукленсе ларнă Шурута курса.

— Акă, сусăрланчĕ, — куляннăн каларĕ Ылттăнпик. — Ун пирки эпĕ Супетее тартрăм. Атя, Шурута пулăш-ха. Эпĕ сан утупа Супетей хыççăн каям. Тен, шыраса тупса укрăкласа килĕп.

Вăл, хăйĕн сусăрланнă учĕ патне леккерне хăварса, унăн учĕ çине утланчĕ те Супетей кайса çухалнă еннелле вĕçтерчĕ.

Анчах вĕçĕ-хĕррисĕр çеçенхир варринче куçран çухалнă çын вăл утă капанĕ ăшĕнче путса кĕнĕ йĕп пекех çав...