Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке :: Виççĕмĕш пайĕ


— Ăшăнтăр-и? — терĕ саванăçлăн.

— Ĕнтĕ аптрамастăп. Шывран тухсанах шаннăччĕ.

— Çанталăкĕ асар-писер. Шывĕ те сивĕ. Шăнса чирлеме чăсах.

Кĕçех, водолид çитрĕ. Ванюк çак тискер те тĕттĕм каç пăрахут çинчен анса юлма хăраманни тĕлĕнтерчĕ ăна.

— Капитан сан çинчен ыйтса пĕлчĕ, — терĕ водолив.

— Эсир мĕн терĕр?

— Вăл ман патăмра терĕм.

— Тавтапуç!

— Сан кĕçĕр кунтах çĕр кăçма лекет...

Кил хуçи арăмĕ чей вĕретрĕ, çăмарта ăшаларĕ. Водолив эрех таврашпе ашкăнсах каймасть пулин те, шыв çинчи япала, спирт яланах пур. Икĕ черкке тултарса, пĕрне Ванюк умне лартрĕ.

— Тыт-ха, ĕçер!

— Ман ĕçес килмест.

Çамрăк çын эрехе тиркени водолива килĕшрĕ. Пурпĕр çине тăчĕ:

— Эп сана ĕçесшĕн тесе сĕнместĕп. Паянхи çанталăкра шывра ишнипе чирлесрен хăрушă. Тыт!

Водолив хĕрĕ умĕнче сивĕ çакланас çук пек калаçрĕ пулин те, типĕ кĕпе-йĕм улăштарса тăхăннă хыççăн та ăшчикĕ чĕтреме чарăнмарĕ Ванюкăн. Çавăншăн водолив тыттарнă черккене тĕппипех пушатрĕ.

— Халь çырткала ĕнте, — сĕнчĕ водолив арăмĕ.

— Кунта пурте умра... — тем чухлех çиес пек хуравларĕ йĕкĕт. Хăй пĕр-ик кашăк сыпсах тăраннă пек пулчĕ.

Водолив тата тепрер черкке тултарчĕ. Ванюк урăх ĕçмерĕ.

— Ăçтисем эсĕ? — ыйтрĕ юлашкинчен водолив.

— Шупашкар уесĕнчи Атăлкасси вулăсĕнчен. — Водоливпа арăмĕ ăнланаймасăр пĕр-пĕрин çине пăхкаланине асăрхасан, хушса хучĕ: — Пирĕн ял Атăлкасси пристанĕнчен тăварах, Энĕшкасси ятлă. Иртсе çӳренĕ чух ывăç тупанĕ çинчи пек курăнать.

Пристанĕ тĕлне водоливсем лайăх пĕлеççĕ. Ванюк асăннă ял ятне кăна илтмен. Анчах мĕн çамрăкран Атăл тăрăх çӳрекен çын чухламанни аван мар пек шутласа:

— Астăватăп! — терĕ водолив. Çавăнтах пуçласа паллашакан яланхи ыйтăвне пачĕ: — Аçупа аннӳ пурăнаççĕ-и?

— Çук. Эпĕ çич-сакăр çултах тăлăха юлнă, кукамайпа хукаçи патĕнче ӳснĕ.

Водолив ку кам ачине хăйне май ăнланчĕ. Пăрахут-баржа çинче чухăнсем кăна ĕçленине тахçанах пĕлет вăл. Хăй те çавах-çке. Васильсурск таврашĕнче çуралнăскерне ашшĕ-амăшĕ чухăнни çамрăклах Атăл çине хăваласа килнĕ. Хăй тăрăшнипе вăл кĕçех водолива ларнă та, ĕнтĕ ытлăн-çитлĕн пурăнать. Ванюк ăраскалĕ ытла та телейсĕр çав. Вăл чухăн çын ачи çеç мар, ашшĕ-амăшĕсĕр ӳссе асап тӳсет.

— Мĕн чирпе çĕре кĕнĕ вĕсем? — пĕлесшĕн пулчĕ водолив.

Ванюк сасартăк Кĕчĕерти стрелок патĕнче çĕр каçнине, ватă тутар сăмахĕсене аса илчĕ: «Ачамккă, эсĕ аçу-аннӳ çинчен ахалех суятăн. Вĕсен ăраскалĕ пирки вăтанма мар, мăнаçланмалла, вĕсем ĕçхалăхĕшĕн кĕрешнĕ паттăрсем». Ванюк тĕрĕссине хыпарлама шутларĕ:

— Ман аттепе анне тĕрмере пĕтнĕ.

Водолив арăмĕн чĕри кăртах турĕ. Турă çырлахтăр, вĕсен сĕтелĕ хушшинче тивĕçсĕр çамрăк ларать-им?

Пуринчен ытла водолив хĕрĕ пăшăрханчĕ. Йĕкĕте чăнласа килĕштернĕччĕ вăл. Кĕçĕр улах çĕрте курнăçма май килессе те шаннăччĕ.

Ирĕксĕртен пĕр хушă чĕмсĕрленсе ларчĕç. Вара водолив йăлтах улшăннă сасăпа тĕпчерĕ:

— Кама çаратса лекнĕ вĕсем унта?

Ванюк пĕр вĕриленсе, пĕр шăнса кайрĕ. Ура çине сиксе тăчĕ.

— Эпĕ сире ырă çынсем тесеччĕ. Сирĕншĕн пулсан, тĕрмене вăрă-хурахсем çеç лекеççĕ имĕш. Патша саманине хирĕç кĕрешекенсене пиншерĕн тĕрмере асаплантарнине нимĕн те пĕлместĕр! Ман аттепе анне çав паттăрсен ретĕнче çапăçнă! Çăкăр-тăваршăн тавтапуç! — терĕ те Ванюк сĕтел хушшинчен тухрĕ.

Водолив çемйи тепĕр май минрерĕ. Патша саманнне тĕп тăвасшăн кĕрешекенсене тӳре-шарасем тыта-тыта хупаççĕ тенине вĕсем те илтнĕ-çке. Ку йĕкĕт çав паттăрсенчен пĕрин ывăлĕ иккен. Мирлешмесĕр каютăран кăларса ярас мар тесе, çулне пӳлчĕç. Пуринчен малтан водолив арăмĕ сăмах хушрĕ:

— Ытлашши тилĕрмесен те пырĕ, çамрăк çын! Пурпĕр баржа çинче çĕр каçма лекет!

— Чăнах, Ванюк! — Водолнв та чĕлхине тупрĕ. — Эп сана кӳрентересшĕн марччĕ. Тĕрмене вăрă-хурахсем çеç çакланаççĕ теме пире мĕн пĕчĕкрен хăнăхтарнă. Тĕнчере революционерсем пурри пуçа килмерĕ. Çавăн пирки кирлĕ маррине персе ятăм-и тен. Çапах та шăртланма сăлтав çук.

Ĕнтĕ Ванюк пит-куçĕ çунма пуçларĕ. Ытлашши хăтланнине ăнланчĕ. Тĕрмере ларакансем пирки хăй те водолив пек шухăшламан-им.. Тата ăçта кайма пуçтарăнчĕ вăл? Тепĕр каютинче хĕрупраçсем çеç. Вĕсем патне мĕнле кĕрсе выртăн. Çитменнине, çири кĕпе-йĕм те хăйĕн мар-çке.

— Каçарăр, тархасшăн, — ӳкĕнчĕ Ванюк.

— Сĕтел хушшине лар-ха. Ним те çимерĕн эсĕ! — тинех евĕклĕн йыхăрчĕ водолив арăмĕ.

Ванюк парăнчĕ.

— Аçупа-аннӳ пурнăçĕ çинчен каласа памăн-ши? — терĕ тепрер черкке ĕçнĕ хыççăн водолив.

Ванюк кăмăлĕ çĕкленчĕ. Ашшĕ-амăшĕ çинчен никам умĕнче сăмах хускатман пулин те, халь мĕн пĕлни-илтнине каласа пачĕ.

— Сан аçупа аннӳ чăн та маттур çынсем пулнă. Шел, ирĕклĕхе кĕтсе илеймен вĕсем. Ним тума та çук. Араскалтан иртĕймĕн тесе ахаль каламан çав ваттисем. Ĕнтĕ Канма вăхăт. Вырăн сарса парăр ăна.

— Ман вырăн çине вырттăр! — тӳрех сĕнчĕ Валя.

— Ху ăçта вырнаçăн?

— Маншăн шухăшламалли çук, анне. Эпĕ хам килте.

— Ну, эсир кирек мĕн хăтланăр, ман канас килет! — терĕ те водолив хăй пӳлĕмне утрĕ.

Ашшĕ сăмахне хĕрĕ ирĕк панăн йышăнчĕ. Хăюлланарах йыхăрчĕ:

— Атьăр, вырăн ăçтине кăтартам.

— Эс астукала-ха унта... Хĕрӳ йĕкĕтшĕн ытла. та тăрăшать. Çамрăксене шанма хĕн, — аякĕнчен кăлт тĕкрĕ водолив арăмне.

Ашшĕпе килĕшес вырăнне амăшĕ хĕрĕн хутне кĕчĕ.

— Уншăн ан хăра-ха, çисех ямĕ. Ачи унашкал марри тӳрех курăнать. Хĕрӳ ватăлса ларсан вăт мĕн тăвăпăр? Пĕрре те мухтаса мар, Ванюкран лайăх каччă шырасан та тупаймăпăр. Валя çав качча хăй майлă çавăраймасан çын пулаймĕ. Эсĕ те çавна тăна хурасчĕ.

Ванюка арăмĕ хак панипе килĕшрĕ водолив. Хĕрĕн те каччă тупас вăхăчĕ çитнĕ. Çапах кунашкал ĕçре ăс парасси арçын йăлинче çук.

 

II

Тепĕр чухне çанталăкпа та питех тĕлĕнмелле çав. Нумай та пулмасть асар-писер тăвăл ахăратчĕ. Чарăнайми çумăр çăватчĕ. Халь тăпах тӳлекленнĕ.

Пăрахут çинче икĕ хут чан çапни илтĕнчĕ.

— Шыв тарăнăшне сулахай енчен виçме хушрĕç! — терĕ Ванюк.

Çапла!.. — çирĕплетрĕ водолив хĕрĕ. Шăналăк патне çитсен, чарăнчĕ.

— Сирĕн вырăн çакăнта! Кĕрсе выртăр!

Ванюк килĕшрĕ. Вырăнĕ ытла çемçе, килти тӳшек пекех. Чим-ха, хĕр мĕншĕн пăрахса каймасть тата? Ванюкăн кăшт ĕçнипе çĕкленнĕ кăмăлĕ хĕре вырăн хĕррине лартса вылякалама хистерĕ. Тăна-пуçа çухатманни чарчĕ — юнашарти пӳлĕмре ашшĕ-амăшĕ. Йĕкĕт вара куçне илмесĕр хĕр малалла мĕн хăтланасса сăнарĕ.

Валя йăлтах пуçне çухатнăн, каччă йыхăрасса кĕтрĕ. Ним турткаланмасăр ун ытамне кĕрсе ӳкĕччĕ. Çав самантрах вăл Ванюк çамрăк хĕрарăмпа таçта çухалнине аса илчĕ те тăна кĕчĕ.

— Ырă каç пултăр! — тесе, шăналăка хупса хăварчĕ.

— Чипер кай!

Хер пăрăнса утсан та, чĕри унтах юлнăн туйанчĕ Вальăна. Туслашма шутланă качча çаврăнса та пăхманнине тӳсме питех йывăр çав. Ăçта кайса мĕн тумалла-ши ĕнтĕ? Вахтăна ирхине тин тухмалла. Унта тус-йышĕсемпе калаçса кăмăлне пусарĕччĕ. Юлашкинчен амăш патнех кĕме шутларĕ. Алăка хупма ĕлкĕреймерĕ — амăшĕ вырăн çинчен тăчĕ.

— Эс ма çывăрмастăн? — ашшĕ вăранасран хуллен чĕнчĕ хĕр.

— Саншăн канăçсăрланатăп... — пăшăлтатрĕ амăшĕ.

— Аплах мĕн сиксе тухрĕ-ши?

— Кăна эп каламасăрах тавçармалла. Кĕçех çирĕм виççĕ тултаратăн. Хăвăн каччă тĕлĕ те çук-ха.

— Ман мĕн тăвас-ха ĕнтĕ?

— Хам та çавна ыйтасшăнччĕ. Мĕнле унта? Йĕкĕтпе калаçрăн-и?

— Вăл чĕнмерĕ те... — хурланарах пĕлтерчĕ хĕр.

— Тьфу! — терĕ амăшĕ. — Ытла та çӳрме çав эсĕ. Чĕнмерĕ пулсан, именнĕ ĕнтĕ вăл. Хăвăн ыталамаллаччĕ.

— Унашкал сипетсĕр-çке.

— Сипетсĕр!.. Луччĕ кала-ха, килĕшет-и вăл сана?

— Ай, анне... Çав тери... Санран ним те пытармастăп. Ăна курнăранпа пĕтем чĕре хускалчĕ.

— Хам та çапла пуль тетĕп. Унтан лайăх каччă тупаймăн... Ирхине пырса пăхатăл. Иксĕр юнашар выртар кăна. Ыттине хам вĕçлĕп. Ниçталла та пăркаланаймĕ.

...Валя, кĕрсе выртнă чухнехн пекех, йăлшăнса шăналăк ăшĕнчен тухрĕ. Матроссем пурăнакан каютăналла çул тытрĕ...

 

III

Водолив арăмĕ, хĕрне ăсатса ярсанах, вырăнĕ çине кĕрсе выртрĕ. Тĕлĕк тĕлленчĕ. Те хăй, те хĕрĕ качча тухать пек. Малтан ун упăшки тулли витре сăра илсе тухрĕ. Унччен те пулмарĕ, Ванюк çур витре тултарса тухрĕ те, хăнасем водолива сӳсмен, арăмне йĕнерчĕк тăхăнтартрĕç. Пӳрт тулли халăх ахăрать.

Водолив арăмĕ вĕри мунчаран тухнăн тар.а ӳксе вăранчĕ. Ку тĕлĕкре пулнине ĕненсен, турра тав турĕ. Чĕри кăна лăпланаймарĕ. Сасартăк хĕрне ăçта ăсатнине аса илчĕ. Енчен мăшкăлласа кăна хăварсан? Хальхи йĕкĕтсен хӳри кĕскине мĕнле маннă вăл! Вара чăн та сӳсмен тăхăнтартĕç. Çук, хĕрне пăсса хăварма ирĕк памĕ вăл. Иккĕш выртнă çĕре пĕтĕм командăна илсе пырса кăтартĕ. Ванюк пĕрле çĕр каçнă хĕре пăрахма хăю çитереймĕ. Водолив арăмĕ сехет çине пăхрĕ те вахтăна тухмалли вăхăт çывхарнине тавçăрчĕ. Унччен хĕрĕпе Ванюк ăраскалне тĕвĕлемелле.

Тул çути лайăх палăрать. Анчах палуба çинче хӳре тытакансенчен урăх никам та çук. Водолив арăмĕ, чĕрне вĕççĕн пырса, шăналăк аркине хуллен çĕклерĕ те чут çеç кайса ӳкмерĕ. Аçа çаптăр! Йĕкĕт пĕчченех çывăрать. Хĕрĕ ăçта? Ванюка вăратса тĕпчеме те хатĕрччĕ. Тăхтарĕ. Хĕрĕ кунта килмен те-и тен? Ахаллĕн иккĕшĕ ыталанса выртĕччĕç. Йĕкĕт тени тунката мар-çке. Водолив арăмĕ ниçта кайса кĕрейми тăвăлчĕ. Ванюк вăранма пултарасса та уямасăр, шăналăк аркине лаш ячĕ. Палуба çинче пĕр хушă шухашласа тăнă хыççăн матроссем пурăнакан каютăна талкăшса кĕчĕ. Валя, пĕр хĕрпе юнашар ним туйми çывăрать. Улах çĕрте пулсан, çак самантрах çивĕтĕнчен çулса тытĕччĕ, юлташĕсем куласран тытăнса юлчĕ. Пурпĕр пĕтĕм сассипе кăшкăрчĕ:

— Йӳтенипе çитĕ! Е вахтăна тухмаллине мантăр-и?! Тинтерех çеç çывăрса кайнă хĕрсем тăра-тăра ларчĕç.

Нимĕн те ăнланайман пирки пĕр-пĕрин çине пăхкаларĕç.

— Анне, ытла ятламасан та юрĕ. Пăрахут кăшкăртнине пурте илтетпĕр-çке. Çывăрса юлмăпăр, — амăшне лăплантарасшăн пулчĕ Валя.

Водолив арăмĕ вут çине краççын сапнăн тĕрлетсе кайрĕ:

— Ав епле? Эсĕ те кунтах иккен? Сана килтен хăваласа ячĕç-им? Марш хăв вырăнна!

Амăшĕ мĕн пирки тилĕрнине тавçăрчĕ пулин те, айванла хуравларĕ Валя:

— Анне, ан култар-ха апла. Ман вырăн çинче каччă пуррине ху та пĕлетĕн-çке?

Водолив арăмĕ ытларах та каласа пăрахĕччĕ. Пăрахут чĕнсе кăшкăртни пӳлчĕ.

— Ултă сехет, атьсемĕр!

— Вахтăна тухма вăхăт! — пĕр-пĕрне астутарчĕç матроссем. Водолив арăмĕ пурри-çуккине пăхмасăрах тумланма тытăнчĕç.

— Мĕншĕн кунта килсе выртрăн?! Е эп ăс панине ăнланмарăн-и?! — киле çитсен тепĕр хут хăтăрма тытăнчĕ водолив арăмĕ хĕрне.

Хĕр тарăхса кайрĕ.

— Тиркерĕ пулсан, мĕн тумаллаччĕ ман? — тесе хучĕ.

— Тиркерĕ?..

— Ийя! Пурпĕр тăрса каймалла марччĕ-и?! Ванюк, сав-ха мана, ахаллĕн анне çисе ярать темеллеччĕ-и? — макăрса ярасран аран тӳссе, çурăмĕпе çаврăнса тăчĕ хĕр.

Водолив арăмĕн мăнкăмăллăхне мăка çĕçĕпех кайрĕç. Ун хĕрне тиркекен каччă пулас çук пек суннăччĕ вăл. Кăлăхах-им? Ĕненес килменрен тепĕр ыйту пачĕ:

— Эс ун патне кĕтĕн-и?

— Кĕтĕм...

— Ма тухрăн? Ма ыталаса илмерĕн? Çамрăках та мар-çке ĕнтĕ!

Хĕр пăлханни амăшĕн кăмăлне те çемçетрĕ. Тепĕр хут кĕрсе выртаймăн — тул çутăлнă — Йĕкĕте пурпĕр вĕçертме юрамасть.

— Эх, эсĕ те çав! Аннӳ ирĕк панипе усă курса, çав йĕкĕте çавăраймарăн. Çапах ӳксе çурăлмăпăр. Майлаштарăпăр...

 

IV

Ванюк пăрахут кăшкăртнипе вăранчĕ. Шăналăк ăшĕнчине асăрхасан, кукамăшсем патĕнчи вырăнĕ çинче пек туйрĕ. Ваттисен сассине илтес пек тимлерĕ. Анчах нимле сас-чӳ те пулмарĕ. Çакă ăна тăна кĕме пулăшрĕ. Вăл водолив хĕрĕн вырăнĕ çинче иккен. Айра çемçе тӳшек, чăлт-шурă çитти, хăпарса тăракан мамăк çитарсем. Кукамăшсем те чухăн пурăнмаççĕ те, Ванюкăн килти вырăнĕ водолив хĕрĕнни патне те пымасть.

Ванюк шăнăлăк ăшĕнчен тухса, тутлăн карăнкаларĕ. Çанталăк ытармалла мар тӳлек те ăшă. Каç урнă пек алхаснине никам та ĕненмĕ.

Палуба çине тухрăн, Ванюка хӳре тытакан хĕрсем асăрхарĕç те шӳтле-шӳтле ахăлтатрĕç.

— Эй-й! Хĕр вырăнĕ çемçе-и?

Кунти хĕрсем тӳртен патлаттарнине пĕлет пулин те, Ванюк кичемленчĕ. Тивĕççĕн тавăраймасан — пушшех йĕплесе кулĕç.

— Çĕмçе пулмасăр. Сиртен пĕри пырса выртасса кĕтрĕм те, кăлăхах пулчĕ. Кĕçĕр хамах çитĕп, йышăнатăр-и? — терĕ вара.

— Ан та ĕмĕтлен! Юнашар выртакан хĕре хăваласа янă каччă кирлĕ мар пире!

— Эх, шереметсем... сӳрĕккĕн тавăрчĕ Ванюк, — çыврайман е ытлашши çывăрнипе аташатăр курăнать. Манпа юнашар никам та выртман!

— Пăхăр-ха, тусăмсем! Айван ача ним те пĕлмест!

— Эс ăна пăрахут çинчисене суйса кăтарт, вĕсем ĕненĕç! — ахăрчĕç хĕрсем.

Матроссене чĕлхепе çĕнтерес çуккине ăнланчĕ те Ванюк айккинелле пăрăнчĕ.

Водолив çемйи йĕкĕте хаклă хăна пек, кĕтсе илчĕ. Кĕçех Валя ун кĕпи-тумне йăтса килчĕ.

Хĕр Самарта кино курма кайнă чухнехилле юсавне тата ытла та çепĕç пулма тăрăшнине асăрхасан, Ванюк именчĕ. Тӳртен пăхма хăймасăр, çуса якатнă тумшăн тав турĕ.

Сĕтел çинче сăмавар чашкăрать. Тĕрлĕ апат-çимĕç пăсланăть. Водолив черккесене шыв хушса спирт тултарчĕ те:

— Ну, Ванюк... — терĕ, — эсĕ каç шăнни ахаль иртмесрен хăранăччĕ. Сан сывлăхушăн пĕрер черкке ĕçер-ха!

— Апла çеç мар, хăййе тивĕç хĕр тупма та ырă сунăпăр! — шӳтленçи турĕ арăмĕ.

Йĕкĕтĕн эрехе сыпса та пăхас килместчĕ. Кил хуçисем сăйлама тăрăшни чĕрине тыткăнларĕ.

— Сирĕн сывлăхшăн та... Вальăна та маттур каччă тĕлне пулма телей килтĕр! — терĕ те Ванюк черккине ӳпĕнтерчĕ.

Хĕрĕн хăлхисем кăвакарчăн ури пек хĕрелсе кайрĕç. Ашшĕпе амăш умĕнче ним калама аптранăран ăшĕнче кĕлтурĕ: «Эй, турă... Çак йĕкĕт кăмăлне ман майлă çавăрсам. Ăна мăшăр тума пулăшсам.».

Ванюк кăмăллăн калаçни водолив арăмне те килентерчĕ. Шутланă ĕçĕ ăнăçлă вĕçленессе шантарчĕ. Çырткаланă хушăра водолив малтанах хатĕрленĕ сăмахне пуçарчĕ:

— Ванюк, пăрăхут çине ан кай. Кунтах юл. Эп сана халех подручнăя лартăп. Нумай иртсен те, тепĕр икĕ çултан водолив пулăн. Сана пĕр çемье çынни пек усрăпăр.

— Чăнах, Ванюк... — чĕкеç чĕлхипе илĕртме тытăнче водолив арăмĕ. — Эпир сана пĕрре курсах юратрăмăр. Аçупа аннӳ вырăнне пулма та хатĕр. Авланас тесен, хĕр те пур... Пӳ-сийĕнчен, сăн-сăпатĕнчен аптраманнине хăвах куратăн. Мулĕ арча тулли. Васильсурск çывăхĕнче пирĕн чаплă кил-çурт, пахча. Валя пĕртен-пĕр ача пирĕн. Сана хамăр пата ывăллăха кĕртĕпĕр. Иксĕртен телейлĕ мăшăр пулмĕ!

Водолив арăмĕ шухăшне вĕçлерĕ те чĕмсĕрленчĕ. Пурте Ванюк мĕн каласса кĕтрĕç.

Йĕкĕт пĕтĕмпех ăнланчĕ. Ав мĕншĕн тараватлăн хăтланаççĕ иккен. Ăна хăйсен хĕрĕпе мăшăрлантарасшăн. Ванюка пĕрре авланма хăтланса намăса кĕни те çителĕклĕ. Çитменнине, вăл водолив хĕрне килĕштерсех те каймасть. Мĕнле май тупса сирмелле?

— Вальăнаг тиркеме сăлтав çук. Çакна çеç астутарасшăн: эп ăна тивĕç каччă мар, — терĕ вара пĕр хушă чĕнмесĕр ларнă хыççăн.

Йĕкĕт шучĕпе, водоливпа арăмĕ хĕрне çураçас шухăша пăрахмалла ĕнтĕ. Уççăнах мар та, вĕсен хĕрĕпе мăшăрланас кăмăл çуккине систерчĕ-çке. Водоливпа ăрăмĕ çакна каччă сăпайлăхĕ пек ăнланчĕç.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8 9 ... 15