Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке :: Виççĕмĕш пайĕ
Любовь очень вредна,
Заливай-ка берега…
Мирлĕ самана пулсан, мăшăрланма ĕлкĕрнисем ача çуратса тултарĕччĕç те ӳстерме тапаçланĕччĕç. Хĕрсем качча тухса ача амăшĕ пулма ĕмĕтленĕччĕç. Вăрçă пĕтĕм пурнăçа ӳлĕнтерчĕ. Çак хĕрарăмсенчен мăшăрлă пурнăç пылакне туллин тутанса пăхмасăрах упăшкисенчен тăлăха юлнисем сахал мар. Хĕрсем те качча каяймасăрах ватăласран хăраççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ баржа çине тăватă йĕкĕт кĕнине пурте асăрхарĕç. Кашни хăйне пăхтарасшăн шӳтлеме пикенчĕ.
— Эй-й, пăрахут çинчисем! Пĕр-пĕр ват капитан е лоцман çук-и унта сирĕн?..
— Сире, чиперккесене, ватти мар-ха, маттур арçын кирлĕ. Пăрахут çинче унашкалли чăнах та пур пирĕн! — ахăлтатрĕç матроссем.
Унччен те пулмарĕ, пĕр çамрăк хĕрарăмĕ йăтса кĕнĕ миххине Ванюк умне лаш пăрахрĕ те:
— Ой, маттур йĕкĕт! — терĕ ыратнине тӳсеймен пек йынăшса те çепĕççĕн. — Ывăнса çитнипе алăран тухса ӳкрĕ. Вырăна çитерме пулăшсам!
Ванюк çухалса кайрĕ, ним хуравлама аптраса тăчĕ.
— Эх-хе-хе, ачам... — йĕлпĕрчĕ çамрăк хĕрарăм, — эп сана кăйкăр тесеччĕ. Эс пур, çурри тултарнă миххе те йăтаймастăн иккен!
Çав хушăра миххе икĕ пуçĕнчен ярса тытрĕ те Ванюк хĕрарăмĕ-мĕнĕпе йăтрĕ.
— Ой! — шарт сиксе çуйхашрĕ çамрăк хĕрарăм. Сехĕрленни иртсен, аллине сулкаласа юрласа ячĕ:
Прощай, милый, до свиданья,
Волга-матушка река.
Ах, не забудь мое страданье,
Заливай-ка берега...
— Чипер кай! Ӳксе ан юл! Кăйкăра ан вĕçерт! — кулкаласа ăсатрĕç хĕрарăмсем. «Тăхтă-ха, михĕпе пĕрле хăвна та трюмалла ярăнтарсан, мĕнле юрлăн?» — шухашласа пычĕ ăшĕнче Ванюк. Акă вăл çамрăк хĕрарама йăтса çитерчĕ те трюм ани лçине тытрĕ. Анчах миххе вĕçертме ĕлкĕреймерĕ — хĕрарăм Ванюка мăйран ыталаса илчĕ.
— Трюма пăрахса, ал-урана хуçас тетĕн-им?! — терĕ те Ванюка тутинченех чуптуса илчĕ.
Ванюк аптраса ӳкрĕ. Мăнкунра темиçе хĕрĕ чуптунă пулин те, кунашкал юн вĕриленсе чупиине астумасть. Михĕ хăех алăран вĕçерĕнсе трюмалла ыткăнчĕ. Çамрăк хĕрарăм мăйран çакăнса юлчĕ, майлă самантпа усă курса, тата хытăрах чăмăртарĕ. Çулăмлă сывлăшĕпе Ванюка савса пăшăлтатрĕ:
— Ой, савăнăçăм... Эс чăн та кăйкăр иккен.
Ванюкăн пит-куçĕпе тута хĕррисем çав-çавах тутлăн тĕлкĕшеççĕ. Чĕри çуйланарах та ырлăха кĕтнĕн тапать. Юлташĕсем шӳтленине пăхмасăрах вăл мĕн пулса иртнине ăнланма тăрăшрĕ: «Каçхине кунта килетĕп... Кĕт мана». Мĕне пĕлтерет-ши вăл? Вĕçне çитиех тавçарма такам çанăран туртни чăрмантарчĕ.
— Хĕрсем шыв тăкса ывăннине сисместĕр-им? Атьăр, пулăшăр! — йыхăрать тахăш самантра пырса тăнă хĕрача...
Йĕкĕтсемпе пĕрле шнв уçлама хаваслах çав. Вăхăт нумай та иртмерĕ — йышпа шыва часах тăкса пĕтерчĕç. Юлашкинчен уçăлмалла хулана тухса кĕме калаçса татăлчĕç. Кам мĕн пурпа юсанса таврăнчĕç. Ан тив, вĕсен çийĕнче хаклă йышши тум мар та, çĕнĕлле çитсă та илемлĕ, хăйсем те çурхи чечек пек çиçеççĕ. Водолив хĕрĕн кăна кĕпи-тутăрĕ пурçăн. Уринче çӳллĕ кĕлеллĕ пушмак.
Пысăк афиша тĕлне çитрĕç та çамрăксем тăпах чарăнчĕç. Патша майрипе Распутин епле пурăнни çинчен кино кăтартаççĕ иккен. Çĕпĕрти лаша вăрри, патша шанăçне кĕрсе, тем тепĕр хăтланнă тенине пурте илтнĕ ентĕ. Пурин те кĕрсе курас килет, анчах никамран ыйтмасăр килни пăшăрхантарать.
— Атьсемĕр, кĕрсе курар мар-и? — терĕ çакна сиснĕн водолив хĕрĕ. — Эпир таврăниччен баржа путмĕ-ха, çунса та каймĕ. Атте умĕнче хам явап тытăп!
Хĕрсемпе каччăсем хаваспах килĕшрĕç.
Касса патне çывхараспа хĕрсем айккинелле пăрăнчĕç. Хăйсем валли йĕкĕтсем билет илессе кĕтрĕç. Анчах укçа перекетлеме хăнăхнă йĕкĕтсем хĕрсемшĕн тăкакланма кирлине асра та тйтмарĕç. Хăйсем валли билет туянчĕç те:
— Эсир ма илместĕр? Е кĕрсе курасшăн мар-и? — терĕç.
Хĕрсем пĕр кӳреннипе те пĕр тĕлĕннипе ним тума аптраса тăчĕç.
— Ха, эпир сире шаннăччĕ. Эсир ăна-кăна чухлакансем мар иккен, — терĕ те водолив хĕрĕ ыттисене те кивçенле билет илсе пачĕ.
Хăйсем аван мар тунине ăнланчĕç пулин те, йĕкĕтсем йăнăша тӳрлетме ăс çитереймерĕç. Ванюк илсе те парĕччĕ, кĕсъе тĕпĕ яка пулчĕ. Залра унăн водолив хĕрĕпе юнашар ларма тӳр килчĕ. Анчах билет пирки аван мар пулнăран-и е ансăртран тĕл пулнипе, калаçу тĕвĕленеймерĕ.
Мĕн-мĕн курмарĕç-ши вĕсем кунта: Акă Распутин Мускаври чи чаплă ресторанта. Сăмала пек хура та вăрăм çӳçне кăшăлласа кастарнă. Сухалĕ чике тăршшех. Куçĕ чăрсăррăн та аскăннăн вылять. Çийĕнче шӳрă пурçăн кĕпе. Пилĕкĕнче пиçиххи. Вĕçĕсене «А. Ф.» саспаллисем тĕрленĕ. Ку ĕнтĕ патша майри Александра Федоровна парнеленине пĕлтерет. Распутин хаклă йышши эрех ĕçет. Ун умĕнче пысăк чиновниксем йăпăлтатса тăраççĕ. Акă вăл Питĕрте. Патша майри урлă министрсене улăштарать. Патша патĕнчен таврăнакан министрсем çула май Распутина кĕрсе евитлеççĕ. Патша майри ăна мĕн пулассине чухлакан сăваплă ватă тесе ĕненет. Çак шухăша татах çирĕплетесшĕн, Распутин тĕрлĕ хăватсем туса кăтартать. Пĕррехинче наследник пӳлĕмĕнче инкек пулма пултарасса астутарать те, ачана урăх пӳлĕме куçараççĕ. Вăхăт нумай та иртмест, Распутин тара тытнă çын тăрăшнипе маччари йывăр люстра персе анать. Раççейре лаша вăрри пуçпулма хăтланнине ăслă çынсем текех тусесшĕн мар. Ăна пĕтерме пĕр княçĕ патне хăнана чĕнеççĕ. Йаркăмăш ярса пĕçернĕ çимĕç çитереççĕ. Анчах тахçантанпах хăйне наркăмăш çиме хăнăхтарнă Распутина вăл та сиен кӳмест. Лешĕ чиперех тухса кайма хатĕрленсен, ăна персе пăрахаççĕ. Патша майри Распутина сăваплă çынсен ретне кĕртес шутпа чиркĕве пытарттарать. Картина вăл чарăнайми макăрнипе вĕçленет.
Матроссене картина минретсе пăрахрĕ. Самана май ирĕклĕн шухăшлама хăнăхнă пулин те, патшана çĕр çинчи турă тесе вĕрентни тасалсах çитеймен-ха вĕсен те.
— Вăт сана лаша вăрри... — терĕ тем хушă чĕнмесĕр пынă Федя. — Вăт сана патша майри. Эпир ăна сăваплă хĕрарăм тесе чиркӳре кĕлтунă.
Ыттисен те чĕлхисем уçăлчĕç:
— Тур çырлахтăрах, тем курса ларăн!
Вамюкăн та сăмаха хутшăнас килет, анчах тимлесе пăхма водолив хĕрĕ чăрмантарнипе ăнлансах юлайманран йăнăшасран хăрать. Лешĕ, чаршав уçăличчен ним чĕнмесĕр ларнăскер, картина кăтартма пуçласанах йĕкĕт çумне тайăнчĕ те ăна вĕри ӳчĕпе çунтарчĕ. Халĕ те Ванюк шарламасăр пыни водолив хĕрне кӳрентерчĕ пулас.
— Эсир мĕншĕн кичем вара? — терĕ тем хушăран.
— Кичем мар-çке. Эп ачи çавăн йышши, — ытахальтен тенĕ пек каларĕ йĕкĕт.
— Апла мар пулĕ, — ĕненесшĕн пулмарĕ водолив хĕрĕ. — Манпа калаçас килмест пулĕ?
— Мĕншĕн калаçасшăн пулам мар? Ятăра пĕлменни кăна чăрмантарать.
— Мана Валя теççĕ. Сирĕн ят та илемлĕ. Анчах мĕншĕн юлташусем Юман Паттăр теççĕ?
— Хушамат вăл ман.
— Ăçтисем эсир?
— Атăлкасси пристанĕ тенине илтнĕ-и?
— Илтнĕ çеç мар, ун тĕлĕнчен темиçе хут та иртсе кайнă. Тĕрĕссипе, эпĕ мĕн пĕчĕкрен аттепе пĕрле Атăл тăрăх çӳретĕп. Царицынпа Ярославль хушшинче ман пĕлмен хула, пĕлмен ял çук.
Çапла калаçкаласа, сисмерĕç те баржа патне çитрĕç. Кунта хĕрарăмсемпе хĕрупраçсем пухăннă та ташша яраççĕ. Ункă варринче паçăр Ванюка тапăннă çамрăк хĕрарăм сăвă каласа ташлать.
Как вставала я ранешенько,
Умывалась я белешенька.
Калинка-малинка моя,
В саду ягодка малинка моя…
Ванюк çамрăк хĕрарăма пуçласа курнăн пăхрĕ те çакна асăрхарĕ: унăн ури çеç мар, пĕтĕм ӳт-пĕвĕ вылянать иккен. Тутăр айĕнчен тухнă çӳç пайăрки илемлĕн варкăшать. Куçĕнчен хĕлхем ыткăнать.
.... Ванюк пысăк чан çапнине илтсе ыйхăран вăранчĕ. Ыттисенчен кая юлнă пек сунса, нар çинчен сиксе анчĕ.
— Эй-й?! Тухăр хăвăртрах! — илтĕнчĕ çав хушăра капитан сасси.
Ванюкпа пĕрле ыттисем те пуçтарăнса палуба çине хăпарчĕç. Баржăна тиесе тултарнă та çыран хĕрринчен хунă кĕпере çĕмĕреççĕ иккен.
— Тăвансем, хĕрарăмсене пулăшăр-ха. Вĕсене шансан, паян çула тухаймăпăр!
Хĕрсем матроссене ăшшăн кĕтсе илчĕç. Ĕнер пуринчен хавас тыткалакан водолив хĕрĕ кăна кичем. Ванюк куçĕ умне курăнасшăн мар, хӳтлĕхе пытанма тăрăшать. Кӳренме сăлтавĕ те пурах çав. Ĕнер каç вăл ташласан-ташласан Ванюк тăрса юлнă çĕре пынă та, лешĕ çуккă та. Каччă çамрăк хĕрарăмпа трюмалла анса кайнине аякран кăна курса юлнă.
Матроссем тăрăшнипе кĕпере часах катерчĕç. Унчченех тиесе лартнă икĕ баржăна кăкарчĕç. Çула тухас умĕн пăрахут кĕлĕ тума кăшкăртрĕ...
Малтанхи каç Ванюкăн çур çĕрте вахтăна тăма лекрĕ. Тӳпене хура пĕлĕтсем карса илнĕ. Атăл шывĕ тĕксĕммĕн курăнать. Пăрахут хуллен чашлатса та пăшлатса ишнĕ майăн Ванюк умне темиçе кун каярах пулса иртнисем тухса пычĕç. Кольăпа Анахвис, Клавье аса килчĕç... Атăлкассипе Энĕшкассй тĕлĕнчен кун çутипе иртесшĕнччĕ — пăрахут ĕлкĕреймерĕ. Тĕттĕмленсен тин çитрĕ. Энĕш Атăла юхса тухакан тĕлтен иртсен, пăрахут тинĕс пек аслă уçлăха кĕчĕ. Атăл хăпарнипе Ĕнел çĕр общинин вĕçĕ-хĕррисĕр улăх-çаранĕ шыва лекнĕ.
Тата тепĕр эрне ишрĕç вĕсем. Ĕнтĕ Чулхулана çитесси те инçе мар. Кунта, шыв çинче, Раççейри лару-тăру çинчен ним илтмен çĕрте, паян та ĕнерхи пекех тăнăç. Пăрахут çинчисем час-часах сăмсана пухăнса шӳтлеççĕ. Керенский нимĕç çине наступлени тума хĕрарăмсене пухать, вĕсенчен вилĕм батальонĕ тăвать тенинчен кулаççĕ. Ванюк та, кунти пурнăçа хăнăхса пынă май, ялти юлташĕсемпе темле сатур ĕç тума та хатĕр пулнине манăçа хăварма пуçларĕ. Çапла вĕсем ним пăшăрханмасăрах Чулхулана, унтан Ярославле çитĕччĕç. Пĕр каçхине пăтăрмах сиксе тухрĕ.
Хĕвел ларнă-ларманах тӳпене пĕлĕтсем хупăрласа илчĕç. Ураран ӳкерес пек вăйлă çил-тăвăл кашласа килчĕ, пĕтĕм Атăла пăтратса шурă хум кăларчĕ. Палуба çине шыва ăса-ăса сапрĕ. Çĕрле тӳпе кашти хуçăлчĕ. Çумăр чашлаттарма тытăнчĕ. Тĕттĕмре çывăхри япаласене те уйăрса илме çук. Ку вăхăтра ялан канлĕ çывăракан капитан та штурвал умĕнчен хăпмасть.
Сасартăк пăрахут тем çине тăрăнса чĕтренчĕ. Малалла шума чарăнчĕ. Ванюк хăвăрт сăмсана чупса пычĕ те пăрахут пуçне сулă капланнине асăрхарĕ. Леререх тата нумай анаççĕ, пăрахута йĕри-тавра хупăрласа илнĕ пулмалла.
Штурвал тытса пыракансем те пăрахут кисреннине туйрĕç. Штурвальнăй палуба çине чупса анчĕ.
— Мĕн унта?
— Пăрахута сулă капланнă! — хыпăнса хуравларĕ Ванюк. Вара трюм анине пычĕ те пĕтĕм уçă сассипе кăшкăрчĕ.
— Охо-хо-хо-хо! Авра-ал!
Матроссем палуба çине васкаса хăпарчĕç. Штурвальнăй капитана хыпарласанах, кочегарсене те ура çине тăратрĕç. Пăрахута инкекрен хăтарас ĕç никам сисмесĕрех Ванюк ирĕкне куçрĕ. Вăл пуçарнипе сулла айккинелле сирчĕç. Унччен те пулмарĕ, сулахай енче çуйхаиши илтĕнчĕ. Пĕр челена борт хĕрринче решеткăллă палуба айне лекнĕ те, виççĕн-тăваттăн хирсе те кăлараймаççĕ. Падуба çинчен тĕккеленипех вĕçертес çуккине сиссе, Ванюк самантрах челена çине сикрĕ. Тĕрекленсе тăма ĕлкĕрейменнипе ӳксе хум айне пулчĕ.
— Пĕтрĕ! Урапа айне лекрĕ! — пăлханчĕç матроссем.
Тем самантран Ванюк хум айĕнчен тухрĕ. Пакур сăннине пăрахут корпусне тăрăнтарчĕ. Пĕтĕм вăй-хăватне пухса тĕкрĕ. Челенана юхма чарчĕ. Ăна, решеткеллĕ палуба айĕнчен кăларса, урапаран чиперех ирттерчĕ. Çавна май хăй те сисмерĕ — пăрахутран хăпрĕ. Ванюк паттăрлăхĕнчен тĕлĕннĕ команда сасартăках тăна кĕчĕ. Инкек-синкеке сирнĕ йĕкĕт хăй — хăрушлăхра.
— Ванюк путать-çке! — аптраса ӳкрĕç вĕсем.
Штурвальнăй çинçе вĕрен илсе килчĕ те пĕр вĕçне шывалла ывăтрĕ, анчах вĕрен Ванюк патне çитеймерĕ. Çапла йĕкĕт, команда умĕнчех инçе те инçе юлса, тĕттĕмлĕхре çухалчĕ.
Ванюк та хăй пысăк инкеке лекнине ăнланчĕ. Кунашкал çанталăкра путăн та. Малтан вăл челена çинчен анса ишесшĕнччĕ. Пăрахута хуса çитеймесрен шикленчĕ. Челена çинче тăрса пынипе темех пулмĕ. Ахальтен-им вăл пĕр пĕрене çине тăрсах Атăл урлă каçма пултарать. Ав, челенасем, сулăсем татах юхаççĕ. Ванюк пакур аври çитекенннеене хăй патнелле турта-турта илчĕ. Пĕри салансан теприн çине куçрĕ.
Çапла хăйне хăй йăпатса тăнăçлансан, пăрахут çинчисене кăшкăрчĕ:
— Охо-хо-хо-хо!.. Маншăн ним чухлĕ те ан пăшăрханăр! Челенасене баржăсенчен те ирттерсе ярăп! Сире Ярославльте пурпĕр хуса çитетĕп!
Асар-писер çиле пула пăрахут çинчисем хуравланине Ванюк илтмерĕ. Сасартăк тепĕр çуйлă шухăш пырса кĕчĕ: «Енчен баржăсем патнелле çывхармасан?» Ку шухăша та хăвăрт сирчĕ вăл. Атăл тем пек ахăрсан та çырансăр мар. Ăçта та пулин çапса хăваратех. Кĕçех йĕкĕт шăнса чĕтреме пуçларĕ. Нимле йывăрлăха та парăнасшăн мар, бурлаксен юррине шăрантарчĕ:
Пирĕн инке пыл пекех,
Пирĕн инке çу пекех…
Ванюк челенасене тинкерчĕ. Унпа пĕрлех юхаççĕ иккен. Кăшт уйрăлма хăтланнисене каллех пакурĕпе хăй çывăхне туртса илчĕ. Ав, баржа ĕмĕлки курăнать. Айне пулмасан та, хыçалти икĕ баржа хушшине лексен, пĕтрĕ пуç. Челенасем малти баржа çумне çыпçăнмарĕç. Ванюк сассиие илтсе, баржа çинчисем борт хĕррине чупса пычĕç, тем калаçрĕç, аллисемпе кăтарткаларĕç. Ахăртнех, шыва путакан çын тесе шутларĕç пулĕ? Тата тимлесе итлеме вăхăт çук — кайри баржăсем çывхараççĕ. Курмара кимĕ пур. Унтан çакланма темех мар. Челена тӳрех баржăн малти кĕтесĕ çинелле ыткăнать. Çак тери йывăр çăк пырса перĕнсен, шăтарасси паллах.
— Охо-хо-хо-хо!..
— Кам унта? — хирĕç чĕнчĕç баржа çинчисем.
— Курмастăр-им?! — кăшкăрчĕ Ванюк. — Челенасем тӳрех баржа çине пыраççĕ. Сирме тăрăшăр...
Ванюк тăрса пыракан челена та баржа патне çнте пуçларĕ. Баржа çинчисем пакур йăтса тухса тĕкме хăтланчĕç. Çакна, курсан, Ванюк тепĕр челени çине куçрĕ, лешсене сирсе ячĕ. Çапла вăл çурма баржа тĕлне юхса анчĕ. Кимĕ çине анса юлма шăп вăхăт. Ав, курăнакан та пулчĕ.
— Эй-й, баржа çинчисем! Трап ярса парăр! — тесе кăшкăрчĕ те Ванюк шыв тулнă кимĕ çине хăпарса ларчĕ.
Баржăна инкекрен хăтарнă паттăра курас килнипе хĕрсем борт хĕррине пухăннă. Çак çанталăкра челенапа юхма хăраманскер мĕнле çын-ши? Лешĕ баржа çине хăпарсан, йăванса каясла тĕлĕнчĕç. Паллакан йĕкĕтех иккен!
— Юман Паттăр, эсир-çке ку?
— Мĕнле майпа шыва ӳкрĕр?
Витĕр шăннипе Ванюкăн шăл çине шăл тивмест пулин те, пысăк хăрушлăха сирме пултарнăшăн савăнса, шӳтлерĕ:
— Шереметех çав эсир, хĕрупраç тенисем, çавна та чухлаймастăр. Кĕçĕрхи пек лайăх каç шыва кĕрсе уçăлмасан, хăçан уçăлăн! Тата баржа çинчи чиперккесем мĕнле пурăнаççĕ-ши, кайса курас терĕм. Ман телейшĕнех челенасем юхаççĕ. Лартăм та вĕçтертĕм!
Хĕрсем кулса ячĕç. Водолив хĕрĕн çеç кулас шухăш çук. Ванюк уншăн хаклă йĕкĕт пек туйăнать. Каçсерен унпа курнăçасса ĕмĕтленет. Турă ун кăмăлне сиснĕрен-и тен, хăех ак баржа çине килчĕ.
Ванюк шăнса хытăрканине кура водолив арăмне хушрĕ:
— Çамрăк çынна хăвăртрах каютăна илсе кай. Чей хатĕрле!
Пăрахут асăрхаттарса кăшкăртсан водолив самсана пычĕ. Малти баржа çинчен рупорпа чĕнни илтĕнчĕ. Челенапа юхса аннă матросшăн пăшăрханаççе иккен унтисем.
Каютăна водолив хĕрĕ чупса кĕчĕ. Ашшĕн кĕпи-тумĕпе ларакан Ванюка курсан:
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...