Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ


— Вĕсем ман упăшкапа пĕр ялта çуралса ӳснĕ, — тет Лукарье, калаçасшăнах мар пулса. — Пĕр-пĕрне килĕштермен пирки чĕрре кĕнĕ. Вуникĕ çул каярах ял çыннисем пирĕн çурта вут тивертсе çунтарчĕç. Çавăншăн айăпласа хупнă ăна. Вăрă-хурах мар вăл. Маттур та паттăр çын!

Салтаксем тĕлĕнчĕç. Пĕр çын пирки упăшкипе арăмĕ икĕ тĕрлĕ калаçаççĕ, темĕн ăнланмаллах мар. Гриша каллех хăюлланса ыйтать:

— Лукерья Семеновна, йăлăхтарнăшăн ан çилленĕр те... Эсир пире пачах арпаштарса ятăр. Кил-çурта вут тивертекен çын вăрă-хурахах ĕнтĕ вăл.

Лукарье аванмарланать. Чĕре туйăмне парăннипе астăваймасăр ытлашши персе янă иккен. Анчах йăнăшне тӳрлетес вырăнне:

— Нумай пĕлсен — час ватăлăн! — тесе хурать. Микула çинчен Трифун та ытарлă калаçнине аса илет те Гриша вăл этем темле урăхла çын пулнине ĕненет. Атăлкассине çитсен, кучерпа тепре калаçма шутлать.

Кĕтмен çĕртен Миххапа прапорщик, фельдфебель хыпăнса килсе кĕни Улитина хăратса пăрахрĕ. Ним калама аптранă енне вăл:

— Иртсе ларăр-ха, тархасшăн! — терĕ.

— Ларса тăма вăхăт çук, Арсентий Ксенофонтович. Мана вăрă-хурах тустарса кайрĕ, — терĕ Михха. — Татах укçа хатĕрлемесен, вĕлерессипе сехрене хăпартрĕ. Милиционерсене ура çине тăратасчĕ. Вăл Атăлкассинчех-и, тен. Пытанма парас марччĕ.

Улитин, ахăртнех, Ваймистрова аса илчĕ. Лешĕ куç умĕнчен çухалнăранпа ял-ялĕнче лашасене çавăта-çавăта кайни пулкаларĕ. Хĕрарăмсен пир-авăрне çаратни те нлтĕнкелерĕ. Кĕрешме вăй-хăват сахал. Салтаксем вăрă-хурахсене шырама килĕшменрен юлашки вăхăтра кун пирки вĕсен умĕнче сăмах хускатма та пăрахнă. Халĕ хăйсем те пĕлчĕç пулсан, тытăнса пăхма юрать.

— Милици начальникне чĕнтерем-ха! — терĕ вара Улитин, — Мĕнле çынне асăрхаса юлайрăр-и хăть?

— Катăршнăя такам та паллать! Энĕшкассинчи сăрнай. Ман пата кĕчĕ те Вăхăтлăх правительствăна сирпĕтессипе хăратрĕ. Влаçа рабочисемпе чухăнсем хăйсен аллине илĕç те сан мĕнпур пурлăху вĕсен ирĕкне куçĕ тесе юнарĕ. Мана çеç мар, сире те инкек кăтартĕ вăл.

Салтаксем хресченсене пулеметпа персе салатнă хыççăн Улитин пурнăçĕ лайăхланнăччĕ. Вулăсра Вăхăтлăх правительство йĕркине пăсни сисĕнсех каймастчĕ. Прахăр хĕрĕ Натюш та лăпланнă пек туйăнатчĕ. Улитин хăйне бурлаксем чĕтретнине те манма пуçланăччĕ. Микула таврăннине пĕлсен, унăн чĕри тапма чарăнчĕ тейĕн.

Земски управ председателĕ шарламанни Миххана тарăхтарса ячĕ:

— Арсентий Ксенофонтович, ма чĕлхӳне çыртса ларатăр?

— Чĕлхене çыртмалли çук-ха та, Миханл Петрович... Милиционерсен йышĕ ытла пĕчĕк-çке. Тĕрĕссипе, эпир господин прапорщиксем хӳтĕленипе кăна ыр куратпăр. Хамăрăн вăй çителĕксĕр. Салтаксем пулăшсан аванччĕ.

— Демьян Петрович, илтрĕр-и? — прапорщик еннелле çаврăнчĕ Михха.

Кĕтмен сасă Петрова шартах сиктерчĕ. Вăл тарăн шухăша путнăччĕ, Улитинпа Михха сăмахĕсенчен хăйсем хăвалама тухнă çын, влаçа чухăнсен ирĕкне çавăрса илессипе хăратнăскер, революционер пулма кирлине туйрĕ. Анчах малалла хăйне мĕнле тыткаламаллине тавçăрайманнипе хăвăрт килĕшрĕ:

— Хуралне салтаксене тăратăпăр!

Пӳлĕме салтак гимнастерки тăхăннă, пиçиххи хушшине наган хĕстернĕ мăйăхлă çын кĕрсе тăчĕ. Прапорщике асăрхасан, хăнăхнă йăлипе ăна чыс пачĕ, унтан Улитин çине пăхса:

— Председатель юлташ, эсйр хушнипе çитрĕм! — терĕ.

— Тимофеев юлташ, господин Янашова çаратса кайнă, — васкавлăн пĕлтерчĕ управ председателĕ.

— Çапла, — çирĕплетрĕ Михха. — Персе пăрахассипе хăратса, сĕтел сунтăхĕнчен укçапа револьвера кăларса илчĕ.

— Мĕнлерех çын вăл? Ыттисенчен епле уйăрса илес ăна?

— Сăрная пин çын хушшинче те тĕшмĕртме пулать. Ун çийĕнче — шывпа супăнь курман кĕпе, хура шăлавар. Уринче — сăран атă. Сухалĕпе çӳçĕ кăвакарнă. Куçĕ çисе ярасла пăхать. Мĕн калаçмалли пур вара. Хам та сирĕнпе пĕрле çӳретĕп!

— Апла утрăмăр! — чĕнчĕ Миххана Тимофеев.

Вĕсем милиционерсене пухса тухрĕç. Иккĕшне Тимофеев икĕ ял вĕçне тăратрĕ, мĕн тумаллине ăнлантарчĕ. Ыттисемпе килĕрен киле ухтарчĕç, чайнăйне кĕрсе пăхрĕç, çынсене тĕпчерĕç. Анчах вăрă-хурах текен çын йĕрĕ çине ӳкеймерĕç.

— Хисеплĕ Демьян Петрович! — терĕ Михха, кантура таврăнсан, — Атăйкассинче тупаймарăмăр. Çапах та çын йĕп мар, улмури çине пăрахнă пек çухалмĕ. Арăм асăрхамасăр та ирттерме пултарнă. Тепĕр хут аслă çул çине тухас. Энĕшкассинелле çул тытман-и вăл?

Михха казармăна пырса пĕлтернĕ чухнехи пек пулсан, Петров прапорщик ним турткалашмасăрах килĕшнĕ пулĕччĕ. Халь унăн кăмăлĕ йăлтах улшăнчĕ. Ан тив, политика тĕлĕшĕнчен нихăш парти майлă та мар вăл, пурпĕр çынсен кăмăл-шухăшне сисмесĕр пурăнмасть. Салтаксем кунта улпут çĕрне сыхлама килнĕшĕн пăшăрханни хресченсене персе салатнă чухнех сисĕннĕччĕ. Паян Михха пĕр çын пирки ӳпкелешни Петров чĕрине пушшех ыраттарчĕ. Хуçа мулĕ чухăнсен ирĕкне куçасса ĕмĕтленекен çынна вăрă-хурах вырăнне хурса хăваланипе халăх умĕнче татах намăс курăн.

— Господин фельдфебель! Пулеметчиксене чĕнсе килĕр! — хушрĕ Петров прапорщик.

Прапорщик кунашкал хăтланасса кĕтменччĕ Михха. Ухмахă юласса сиссе, шурă куçне кăларчĕ, кăшкăрса пăрахрĕ:

— Эсир мана пулăшасшăн мар-и? Е хăвăра рунта мĕн тума янине мантăр-и?!

— Господин Янашов! Эпĕ хам тивĕçе тӳрре кăларнине пĕлетĕр. Малашне те иккĕленмĕр. Çапах темле хурах хыççăн хăваласа çӳреместпĕр. Куна валли милиционерсем пур. Кайса тытчăр! — терĕ ним пулман пек прапорщик.

 

V

Мăнукĕ çинчен пĕлес килнипе Наçтик кĕрӳшĕ алăкран кĕнĕ-кĕменех хыпăнса ӳкрĕ:

— Мĕнле? Телей пулчĕ-и? Ах тур, çав ачана... Хунямăшĕ мăнукĕшĕн çунни Микула чĕрине те çемçетрĕ.

— Ани, лăплан. Кăштах тĕнче курса çӳресен, хăех таврăнĕ.

— Михха хĕрĕлех тухса кайрĕ-ши çав?

— Вĕсем пĕрле мар, ани. Ванюк пăрахутпа анаталла ларса кайнă, тет. Ĕç-мĕн шырама Хусаналла çул тытнă-и, тен.

— Ĕç тени килте те мăй таран. Вăл çуккипе суха тума та тара тытма лекрĕ. Кĕçех çĕрулми пăрахмалла. Михха ĕçĕнче те хаклă тулеççĕ.

Çак самантра Сантăрпа тарçи хапхаран кĕчĕç.

— Акаран та таврăнчĕç акă, — хыпăнарах калаçрĕ Наçтик. Микула шухăша кайрĕ. Хунĕпе иккĕш курнăçманни чылай пулать. Кĕрӳшне ĕлĕк те хисеплесех кайманскер, пуйнă хыççăн епле йышăнĕ-ши вăл ăна?

— Л ашасене тăварса тирпейлеме пулăшас-ха! — ура çине тăчĕ Микула.

— Чăрманмасан та юрăть. Хамăрах ĕлкĕрĕпĕр! — терĕ Наçтик, Микулана пӳртре пĕччен хăварса, хăй картишне тухрĕ.

— Лашасем валли пăтратни хатĕр-и? — ыйтрĕ Сантăр арăмĕнчен.

— Хатĕр те-ха... Пăтă та пĕçертăм. Арăмĕ тем каласа пĕтермерĕ.

— Ванюк хыпарĕ пур-им? — терĕ Сантăр, çĕрĕн-кунĕн мăнукĕ çинчен шухăшлаканскер.

— Çук... Кĕрӳ таврăнчĕ. Сантăра йăнăш илтнĕн туйăнчĕ:

— Кам тетĕн?

— Микула кĕрӳ. Михха патне кайса килчĕ те... Сантăр хăраса ӳкрĕ. Кĕрӳшĕ таврăннă-таврăнманах хăйĕн ĕлĕкхи ĕçне тытăнĕ, ăна пула хуçа Сантăра та çилленĕ тесе шутларĕ.

— Мĕн манса хăварнă вăл унта?

— Ванюкшăн çунать-çке...

— Вара? — мăнукĕ пирки лайăх хыпар илтесшĕн васкатрĕ Сантăр.

— Ванюк пĕр-пĕчченех пăрахут çине ларса кайнине хуçа кучерĕ курнă, тет.

Сантăрăн ырă ĕмĕчĕ сӳнчĕ — мăнукĕ Михха хĕрĕпе тухса кайнине ĕненни, иккĕшĕ пĕрле таврăнсан, çĕрме пуянпа хăталлă пуласси савăнтаратчĕ ăна. Вĕсем уйрăм çуреççĕ иккен. Сасартăках Сантăр пуçне урăх шухăш кĕчĕ те, чĕри вĕри тимĕрпе пуснăн ыратса кайрĕ. Тепĕр тесен, хуçа хĕрĕпе мăшăрланманни темех мар — тивĕç хĕр татах тупăнĕ. Кĕрӳшĕ таврăнни вара хытă шухăшлаттарать: мăнукĕ ашшĕ патне куçĕ те, пăхса ӳстерни сая кайĕ.

Микула Сантăра ура çинче кĕтсе илчĕ.

— Хуньăм, салам! — тесе, ăна ăшшăн пырса ыталарĕ. Сантăр кăмăлĕ те çемçелме хăтланчĕ. Мнкула пирки усал шухăшланине мансах ăшшăн хуравларĕ:

— Салам, кĕрӳ. Чипер çаврăнса килнĕшĕн мухтавтурра.

— Революци... Патшана вырăнтан кăларни çавăрса çитерчĕ, хуньăм.

Сантăр «революци» сăмаха илтсенех чыхăннă пек пулчĕ.

— Э-э... — текелерĕ те чĕлхнне çыртрĕ.

Наçтик апат антарчĕ, тăм тирĕкпе çăмарта лартрĕ.

— Сантăр, кĕрӳ... Эсĕ те... — тарçине çапла чĕнчĕ вăл, — сĕтел хушшине килĕр-ха!

Микула сăхсăхмасăрах сĕтел хушшине вырнаçнăран Сантăра усал-тĕселпе тĕл пулнăн курăнчĕ. Анчах харкашу тухасран шарламарĕ. Черккене сăмакун тултарчĕ. Яланхи кĕллине тунă чухне Сантăрăн чĕлхи каллех çухалчĕ. Микула ятне вилнисен шутне кĕртнĕччĕ. Вăл сывах акă. Ăна пула хĕрĕ Анук сая кайрĕ тесе шутларĕ Сантăр. Палăртмарĕ кăна.

Микула виç-тăват кашăк ăсса сыпнипех тăранчĕ. Ывăлĕшĕн çунни хырăм выççине те мантарчĕ.

— Ара, кĕрӳ... Мĕскер эсĕ? Пĕр çăмартине те ватмарăн-çке? Пирĕн апат-çимĕç килĕшмерĕ-и? — сĕтел хушшинчен тухакан Микулана ӳпкелерĕ Наçтик.

— Пурте умра, ани. Пăтти çав тери тутлă, — терĕ те Микула, ватăсене тав туса, ал пачĕ.

Кĕçех Сантăр та сĕтел хушшинчен тухрĕ, чĕлĕмне тивертрĕ. Кăвак тĕтĕм ăçталла кайнине сăнаса маччаналла пăхкаларĕ.

— Эпир сана пĕтнĕ тесе. Эсĕ пытарнă çĕртен черĕлсе таврăнтăн. Куншăн çӳлтн турра мухтав ĕнтĕ. Çăкă кăна кăштах шухăшлаттарать: малалла мĕнле пурăнасшан? Ялсем пек-и е каллех пăлхава хутшăнăсшăн?

Микула ун шухăшне ăнланчĕ. Сăмах хускалчĕ пулсан, кайран ӳпкев ан пултăр тесе, кĕрӳшĕ тӳртен те тĕрĕссине калама шутларĕ.

— Мĕнле пурăнасси паллă, хуньăм. Сехметсем халăха асап кӳреççĕ. Çавсене çĕр çинчен тасатмалла, ĕççыннисен влаçне туса хумалла!

Пăшăрханни кăлăхах мар иккен. Кĕрӳшĕ тăна кĕрес вырăнне пушшех пăсăлнă. Кăмăлĕ авăкланнине тӳсеймен енне Сантăр сӳрĕккĕн хушса хучĕ:

— Апла, эппин. Арăмун пуçне пĕтерни, хамăра йăтайми терт кăтартни сахал тетĕн?

— Сахал мар, хуньăм, ытлашшипех. Çавăнпа хам çултан пăрăнасшăн мар. Анукăн, Ваçли кумпа Кĕтерук куман тата пиншер ытти паттăрсен пуçне çинĕшĕн тавăрмаллах!

Юлашкинчен Сантăр тӳсĕмĕ татăлчĕ.

— Акă мĕн, хисеплĕ кĕрӳ! — терĕ вăл хаяррăн. — Эс тавăрса çӳрех. Пире кăна нушаран хăтар!

— Ах турă, Сантăр, чипертерех калаçасчĕ, — харкашăва сирме васкарĕ Наçтик.

Арăмĕ сăмах хушни краççын çине шăрпăк тивертсе пăрахнă пекех пулчĕ.

— Мĕн чиперри?! Вăл аснишĕн кун чухлĕ тарăхнипе çитĕ! Ăна ылтăн пек хĕр патăмăр. Çамрăклах çĕре кĕртме тиврĕ. Тăван мар амăшĕн укçипе пурнăç курчĕ. Кĕпĕрнипе чаплă çын хăталлă пуласшăнччĕ... Кур-ха, вăл пуринчен те ăслăрах имĕш. Пирĕнтен чару çук, таси паха!

Кĕрушне хунĕ ĕлĕкех килĕштермен. Анчах инçетри çĕршывра асап туснĕ чухне Микула çакна маннă пекчĕ, пĕртен-пĕр ывăлĕпе тĕл пулнă килте кăштах канас кăмăлĕ те пурччĕ. Ĕмĕтленни кăлăхах пулчĕ. Хунĕ алăк пуканĕ урлă каçнă-каçманах хăвалать. Микула ура çине тăчĕ:

— Юрĕ, хуньăм, — хăйне лăпкăн тыткалама тăрăшрĕ вăл, — ятлаçмăпăр. Унсăрăнах пĕр-пĕрне ăнланатпăр. Ман пирки терт курма тивнĕшĕн каçару ыйтатăп. Ан хăра, урăх чăрмантармăп! — Микула пиншакне хулпуççийĕ çине уртрĕ. Кутамккине алла тытрĕ: — Сывă пулăр!

— Ах турă, Сантăр! — куççулĕ витĕр ӳпкелерĕ Наçтик. — Ма ял вереллĕ мар-ши эсĕ? Вунă çул курман çынна килсе кĕнĕ-кĕмен хăвалатăн. Ялйыш пĕлсен, мĕн тейĕ? Пире çын вырăнне шутламĕç.

— Çитет! Ан нăйкăш! — лăпланаймарĕ Сантăр. — Унăн типшарне текех тӳсес кăмăлăм çук. Çынсем кирек те мĕн калăччăр. Хам килте хам хуçа!

Микула хăйне кĕтсе тăракаи пур пекех васкаса тухрĕ те урам варринче тăпах чарăнчĕ. Пĕр кулас, пĕр макăрас килчĕ унăн. Ăçта, кам патне каймалла ĕнтĕ? Хăйĕн пулнă килте Наум пурăнас пулсан, ним иккĕленмесĕрех çавăнта кĕрĕччĕ. Анчах Михха ăнах кил хуралçине хăварас çук. Урăх çын куçĕ умне курăнас килмерĕ. Ют çынпа чуна уçса калаçса йăпанаймăн. Урамра тăма та аван мар. Çапла каллĕ-маллĕ шухăшланă хушăра Микула сасартăк аса илчĕ: «Тăхта, хуняма Натюш таврăнни çинчен каларĕ-çке. Ĕлĕк Улянасемпе пĕр килти пекех пурăннă. Пĕрле асап тӳснĕ çынсемпе сăмах килĕшмеллех». Микула Анаткасалла утрĕ.

Икĕ хĕрарăм кил хушши шăлаççĕ. Пӳ-сийĕсем пĕр майлах та, сылтăмри уйрăмах çамрăк хурăн пек авкаланать. Икĕ çивĕт енчен енне ывтăнать. «Марье-ши? Вăл ĕнтĕ вăтăр çулалла çитмелле. Апла Кĕтерук хĕрĕ Анахвис мар-ши, — шухăшларĕ хапхаран кĕнĕ Микула. — Тепри Натюш пулма кирлĕ».

— Вăй патăр!

Иккĕшĕ те харăсах шăлма чарăнса çаврăнса пăхрĕç; хапха умĕнче хулпуççи урлă пиншак уртнă, аллине кутамкка тытнă арçынна курсан:

— Ыр суннăшăн тавтапуç. Сире кам кирлĕччĕ? — терĕ Анахвис, Микулана паллаймасăр.

Микула куçĕ умне сасартăках Кĕтерук кумăшĕ тухса тăчĕ. Çамрăк хĕр сăн-сăпачĕ каснă-лартнă çавăн. Пичĕ тăрăхларах та илемлĕ. Куçĕ ăслăн пăхать. Иккĕленмелли çук, Кĕтерук кумăшĕн хĕрĕ — Анахвис ку. Микула чĕри ăшшăн варкăшрĕ.

— Мана эсир кирлĕ, хĕрĕм! — терĕ те вăл Анахвис патне пычĕ. Ăна, ик хул айĕнчен тытса, ал вĕççĕн çĕклерĕ. Лешĕ сехĕрленнипе çухăрса ячĕ:

— Мĕн хăтланатăр эсир? Ярăр!

— Анахвис хĕрĕм! ан хăра. Ванюк ашшĕ вĕт эпĕ.

Хĕр çăлкаланма чарăнчĕ. Тахçан курнине аса илчĕ те, пурпĕр татăклах паллайманнипе:

— Микула пичче-и? — терĕ.

— Çавă, хĕрĕм.

Анахвис аллинчи шăпăр ӳкрĕ. Икĕ куçĕнчен куççуль юхса анчĕ. «Нумай та кĕтмелле марччĕ — ашшен кăмăлне парăнĕччĕ те Ванюк, Анахвиспе иккĕш нихçан та уйрăлмĕччĕç. Мĕншĕн, Сехмет хĕрĕ хыççăн кайса телейне йытта пачĕ-ши?»

Микула Анахвисе кăкăре çумне чăмăртарĕ. Ут-пĕвĕ чĕтреннинчен хĕр сассăр макăрнине сисрĕ, пăшăлтатса та вĕри сывлăшĕпе савса йăпатрĕ:

— Ну-ну, ĕсĕклеме сăлтав çук. Шел. Ванюк килте мар. Ман паянхи савăнăç тăта пысăкрах пулнă пулĕччĕ.

Анахвис пуçне çĕклерĕ. Чĕри ыратнипе куççульне те пытармарĕ вăл:

— Сехмет хĕрĕпе çапкаланма кам хушнă ăна?!

Анахвис ӳпкевĕ йывăр пулсан та, Микула ывăлне тӳрре кăларма тăрăшрĕ:

— Ванюк Сехмет хĕрĕпе çыхланнăшăн эпĕ айăплă, — терĕ вăл.

— Тĕрĕс мар ку, Микула пичче! — хирĕçлерĕ Анахвис — Ун чухнехи тахçанах иртнĕ.

Ку хĕршĕн Ванюк ахаль юлташ çеç маррйне Микула тӳрех сисрĕ те ывăлĕ çукшăн пушшех тарăхрĕ. Амашĕсем чĕрĕ чухне икĕ çамрăкăн ăраскалне тĕвĕлесшĕн сахал мар ĕмĕтленнĕ, çав ĕмĕт, тен, халь те пĕтмен-ха.

— Сехмет хĕрне пулă тусĕсене пăрахса хăварнине ырламастăп. Çапах ытлашши ятлас килмест ман ăна. Çамрăк сатурлăхĕпе айкашнă ĕнтĕ. Клавьепе иккĕш ахальтен уйрăлман. Акă, таврăнĕ те каллех сирĕнпе пĕрле пулĕ, — Микула Анахвисе хулпуççинчен лăпкарĕ.

Анахвис хĕпĕртерĕ. Ванюк çинчен ытлашши калаçнине туйса аванмарланчĕ кăна.

Микула Натюш енне çаврăнчĕ. Ун умĕнче — нумай çул хушши хĕвел çинче пулманнипе шупкалнă сăн-питлĕ, кăн-кăвак çӳçлĕ хĕрарăм. Натюш революциллĕ юхăма вунсакăр çултах хутшăннă, çамрăк пуçне шеллемесĕр социал-демократла рабочи партин организацине пулăшнă. Çын сутман пулсан, жандармсен аллине çакланман пулĕччĕ-и, тен. Микулана пĕр шухăш-кăмăллă, пĕр ĕçпе çыхăннă хĕрарăм такамран та çывăхрах пек туйăнчĕ.

— Натюш хĕрĕм... — чуна килентерекен сасăпа чĕнчĕ те вăл хĕрарăм патнелле ăнтăлчĕ.

Натюш та тинкерсе тăнă çĕрте çакна асăрхарĕ: ан тив, Микула сăн-питне нушапа хуйхă чылай улăштарнă пултăр, çапах пурнăçшăн кĕрешес вăй-хăвачĕ унăн иксĕлми тапнн палăрать. Каторгăра Микулана курасси çинчен пайтах шухăшланăран халь вăл ун умĕнче тăнине ĕненес те килмерĕ Натюшăн.

— Микула пичче... — терĕ те вăл хăй те астăваймасăр ун ытамне кĕрсе ӳкрĕ.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8 9 ... 25