Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ


Варасăр çамрăкĕсен те ташлаттарма ыйтас шухăш пурччĕ, çур çĕр иртнипе ку вăхăтра çуйхашса ваттисене кӳрентересрен шарламарĕç.

Кăмăлĕ савăккипе Коля Тĕмшерти çапăçăва паçăрах маннă ĕнтĕ. Анахвисĕн те пуçа усмаллиех çук. Шанса панă ĕçе ăнăçла пурнăçларĕç. Çамрăксем революцилле юрăсене пĕтĕм чунран йышăнчĕç. Вĕсем ку юрăсене ыранах хăйсен ялĕнче, урăх çĕрте те сарĕç. Анчах Сĕмсĕр сăмахĕсем асне килни тепĕр хут пăшăрхантарчĕ. Чĕркуçленсе каçару ыйтрĕ те, çын çăварне хуплас çук. Усал сунакансем çине тăрсах усă курма, хĕрĕн таса чысне таптама хăтланĕç. Анахвис, ку тарана çитсе, пурнăçĕпе ăраскалĕ çинчен шăллĕпе нихçан та калаçман. Халĕ унăн хăйĕн чĕрине лăплантарас килчĕ тата тăршшĕпех шарламасăр пыма кичем, çавăнпа:

— Пурне те шухăшласан, хама хам ятлас килет. Манран ăссăрри тĕнчере урăх çук-тăр, — терĕ Анахвис.

— Мĕншĕн? — тĕлĕнчĕ Коля.

— Мĕне кура кирек кам умĕнче те çав Ванюкпа пĕрле çӳрерĕм-ши? Ак ĕнтĕ кĕçĕр мĕн илтрĕмĕр...

Коля чĕри те ыратрĕ. Кашкăр Мирун ачи сăмахне илтесси пылпа çу хыпасси мар. Çакна та лайăх пĕлет шăллĕ: хута кĕрсе калаçни аппăшне пушшех хурлантарĕ.

— Сĕмсĕр сăмахĕ çине сур кăна! Йытă вĕрет те, çил илсе каять теççĕ вырăссем. Таса çумне пылчăк çыпçăнмĕ! — тесе хучĕ.

— Кашни сăмахĕ çине сурса çитереймĕн. Ах, çав Ванюка. Ма çав териех чунсăр пулчĕ-ши? Мĕн çитменшĕн Сехмет хĕрĕ хыççăн кайрĕ-ши?.. — чĕринче мĕн пуррине пуçламăш хут пĕлтерчĕ те Анахвис пуçне чикрĕ.

Коля никама та юратман, хăйне кам та пулин юратнине те курман, çапах аппăшне лайăх ăнланчĕ.

— Анахвис... — чухлакан çын сассипе чĕнчĕ вăл. — Эсĕ Юман Паттăра юратнине эпĕ тахçанах сиснĕ. Вăл эпир ырă суннине хисепе хумарĕ. Сехмет хĕрне ăмсанчĕ. Ун пирки шухăшласа пуçна та ан ват. Ĕнен... — пăшăлтатрĕ вăл малалла. — Ху тиркемесен, Юман Паттăртан лайăххисем тупăнĕç. Эсĕ такамран та телейлĕрех пулăн. Каларĕ, тесе калăн акă.

Шăллĕ йăпатма тăрăшни Анахвисе килентерчĕ, хуйхине кăна пусараймарĕ. Вăл пуçне çĕклерĕ те:

— Эсĕ ху пĕр-пĕр хĕре юратнă-и? — терĕ.

Коля, тем тееен те, çак сăмаха кĕтмен. Аппăшĕ çине тĕлĕнерех пăхрĕ. Ун куçĕнче ахах пек куççуль тумламесем йăлтăртатнине çĕç асăрхаймарĕ. Вара, ним калвма аптраса, кулса ячĕ.

— Макулатăн? Эпĕ чăнласах ыйтрам-çке! Аппăшĕ ӳпкелени шăллĕне тăна кĕртрĕ:

— Çук, юратман. Сан пек çунас-тăк, юратма та кирлĕ мар, — терĕ, сасартăках кулма чарăнса.

— Юратушăн çунакан эпĕ çеç-им?

— Ман шутпа, санран урăх никам та çук.

— Пирĕн анне?

Коля ним калама пĕлмерĕ. Чăн та, вĕсен амăшĕпе Ваçли çĕре кĕричченех пĕр-пĕрне юратнине кам пĕлмест-ши. Çамраксем хушшинче чун-чĕререн юратса пурăнакансене халь те Ваçлипе Кĕтерук юратăвĕ пек теççĕ. Анчах аппăшне Ванюкран сивĕтме шухăшланă Коля калас сăмахне тупрĕ:

— Ку урăх япала, Анахвис. Аннене Ваçли хăй те юратнă. Çавăншăн вăл авланмасăрах çĕре кĕнĕ. Эсĕ Юман Паттăршăн ху çеç çунатăн.

— Пултăр! Вăл кирек кама юраттăр, кирек кама качча илтĕр, эпĕ хамăн кăмăлăма, чĕре туйăмне улăштарас çук...

Коля, аппăшĕпе тек хирĕçме шутламаннине пĕлтерсе, ăна аллинчен тытрĕ. Çапла вĕсем Тĕмшер ялне кĕчĕç. Урам хушшинче ним сас-чӳ те илтĕнмест. Çамрăксем паçăрах саланнă ĕнтĕ. Анахвиссем анаталла пăрăнчĕç. Хут вĕреннĕ чух вĕсем тăватă çул хушши çак çулпа çӳрерĕç. Каçарах юлсан, çатан патак хуçса илетчĕç те, лаша çине утланнă пек, çырманалла ярăнса анатчĕç.

Çапла калаçкаласа Анахвиспе Коля çыран енчи пахча тĕлнелле çывхарчĕç кăна — хӳтлĕхрен çын тухса тăчĕ. Ку кам иккенне тавçăрма ĕлкĕриччен лешĕн хаяр та юнавлă сасси илтĕнчĕ:

— Чумари юлташ, сăхçăх! Сан çĕр çинче пурăнас кунçулу вĕçленчĕ. Лутра яла куçма вăхăт!

Сĕмсĕр иккен. Вăл кунта ырă шухăшпа тухас çук. Аллинче чĕн вĕçне çыхнă кире пуканĕ — кирек ăçтан лексен те шăтарса пăрахĕ.

— Кама куратăп эпĕ? Юман Паттăр юлашкине мар-и? — йĕлпĕрсе кулать Сĕмсĕр. Коля ăшчикĕ кăра çилĕпе тулчĕ. Сĕмсĕр хăй сăмахне тытмарĕ иккен. Коля хăвăрт револьверне туртса кăларчĕ те астутармасăрах кĕрĕслеттерчĕ. Сĕмсĕр палт çеç çĕре йăванчĕ.

— Уй?! Коля, мĕн туса хутăн?! — шартах сикрĕ Анахвис.

Коля хăй те çуйланчĕ. Сĕмсĕр путсĕр çын пулян те, ăна вĕлернипе ыррине кураймăн. Нивушлĕ тиврĕ? Коля самай айккинелле тытса печĕ-çке.

— Тăхта-ха, ан çуйхаш! — терĕ Коля Анахвисе, Сĕмсĕр çывăхнелле пырса. Лешĕн куçĕ шăтăкран хăваласа кăларнă арлаиăнни пек йăлкăшать. Коля ун аллинчи кире пуканлĕ чĕне туртса илчĕ.

— Халĕ ху сăхсăх, Сĕмсĕр! Паçăр эпĕ çылăхусене каçарттармалăх чунна хăвартăм. Эсĕ ман кăмăла хакламарăн. Тепĕр хут аслă çул çинчи вăрă-хурах пек тапăнтăн. Çакна кăна пĕлмерĕн: анне мана сан айна пулма çуратман. Сăхсăх! Халь леш тĕнчене ăсататăп!

Ахаль те ни вилĕ, ни чĕрĕ выртакан Сĕмсĕр, куçĕ умне револьвер кĕпçи çывхарсан, йĕм тĕпне шӳтерчĕ. Сивĕ тытнă пек чĕтрекен аллипе кăкăрĕ çине хĕрес хучĕ:

— Каçар, тархасшăн, чĕрĕ хăвар. Урăх нихçан та çыпçăнмăп.

— Мĕн тăватăн çав путсĕрпе... — терĕ Анахвис.

— Хăлху хупланман пулсан, итле те тăна ил: икĕ хутчен чĕрĕ хăвартăм, виççĕмĕшĕнче шеллесе тăмăп. Ун чухне хăвна ху ӳпкеле! — тесе хăварчĕ Коля Кашкăр Мирун ачине.

Кольăпа Анахвис Энĕшкассине ир енне çитрĕç. Ял шăп. Хапхăна питĕрнĕ пирки Коля чӳречерен хуллен шаккарĕ. Кукамăшĕ, кĕтнĕ пекех, хăвăрт пырса пăхрĕ те мăнукĕсене тухса уçрĕ.

— Натюш аппа килте-и? — хуллен ыйтрĕ Анахвис.

— Халь çеç таврăнчĕ. Çывăрать-ха, — терĕ кукамăшĕ.

— Апла шăналăк ăшне кĕрсе вăратас мар ăна, — терĕç те ачасем аслăк çине кайса выртрĕç.

Коля выртсанах Тĕмшерти харкашусене манчĕ. Аппăшне хурланипе чĕри ыратрĕ те, Сĕмсĕре хăйне те ытлашшипех тавăрнă. Яланах асра тытĕ. Малашне Тĕмшер каччисем те пăхса тăмĕç, тытĕç те ватĕç Сĕмсĕре. Савăнмалли тем чухлех вара: вĕсем ячейка хушнине анăçлă пурнăçларĕç.

Анахвис шăллĕ çывăрса кайнине туйсанах куççульне ирĕк пачĕ. Сĕмсĕр хур кӳнине тӳсме йывăрришĕн мар, Ванюк пăрахса кайнине тӳссе ирттерме май çуках. Юлашки кунсенче вăл Микула таврăннипе, большевиксен партине кĕнипе, парти ячейки хăйсене пуçламăш хут ĕç хушнипе хавхăланнăччĕ те, чĕре суранĕсем пирченĕ лек пулнăччĕ. Хăйне хăй улталани çеç-им? Çапах Ванюк Клавьепе пĕрле марри Анахвисе шанăç кĕртрĕ, юратăвне пушшех çивĕчлентерчĕ...

Анахвис тем вăхăтра кăтăш пулайнăччĕ — кил хушшинче ĕне муклатниле вăранчĕ те ĕне сумаллине, выльăх-чĕрлĕхе кĕтĕве хăваламаллине аса илчĕ. Коля хутланнă та аллисене чĕркуççи хушшине хĕстерсех çывăрать. «Апăршук, çывăртăр-ха, çĕрулми пăрахма каярах тытăнсан та ĕлкĕрĕпĕр...»

Анахвис хуллен пускаласа çенĕке кĕчĕ. Шыв илсе тухса пит-куçне çуса уçăлчĕ. Тирпейленсен, ĕне сума ларчĕ. Каç хуйхăрни йăлтах иртнипе кăмăлĕ уçăлнăран çамрăк чухне сӳпĕлтетнине аса илчĕ: «Чăр, чăр... Хура ĕнен сĕчĕ тутлă-и?..»

 

XXXII

Тĕп кил вырăнĕнче çĕр сахаллипе Улянасем анкартине çĕрулми лартаççĕ. Хĕвел анас умĕн унтан ĕçлесе таврăнчĕç те Анахвиспе Коля каллех çула тухрĕç.

Варасар ялĕ хыçа юлчĕ ĕнтĕ. Аманике çитрĕç. Ял çамрăкĕсемпе саламлашнă хыççăн Анахвиспе Коля вĕсене революцилле юрăсем вĕрентрĕç. Пĕр хушă хутку-пăспа ташлаттарнă-юрлаттарнă хыççăн Мăнçырмана вас-карĕç.

Анахвиспе Кольăна кунта та паллаççĕ. Çавăнпа вĕсем ним чăрмавсăр хăйсен ĕçне турĕç те каялла çул тытрĕç.

Мăнçырма Энĕшкассинчен пилĕк çухрăмра. Анахвиспе Коля чупна пек васкаса утрĕç. Çул юпленнĕ çĕрте чарăнчĕç. Хăшĕнпе каймалла-ши? Тĕмшер урлă кайма Сĕмсĕр сыхласран шиклĕ. Сылтăм енче — çăва. Ун çуммипе иртме кичем те, пурпĕр кире пуканĕпе кĕтсе тăракан пулмĕ, Анахвиспе Коля çавăнталла пăрăнчĕç. Ав çăва çинчи хурăнсем, хĕрессем курăна пуçларĕç. Анахвиспе Коля çаврăнса пăхмасăр чулма та хатĕрччĕ — çăва çинче çын сассисем илтĕнни урисене тăлларĕ. Мĕн хăямачĕ ку? Коля револьверне кăларса тытрĕ.

— Тăхта-ха.., Ав, пар лаша тăрать мар-и? — терĕ Анахвис.

— Чăн тз... Вырт. Ан курăн! — терĕ аппăшне Коля.

— Лайăхрах сăнам-ха. Мĕн унта?

Коля вилтăприсенчен те çӳллĕрех ӳснĕ курăк хушшипе малалла шурĕ. Акă, чаплă тăрантас кулнĕ лашасем чĕлпĕрĕсене пĕкки çумне кĕскетсе çыхниле пуçĕсене каçăртса тăраççĕ. Кăшт айккинерех виçĕ арçын тем мĕштĕртетет, Коля çывăхах çитрĕ те акă мĕн курчĕ: виççĕшĕнчен пĕри — Атăлкассинчи милици начальникĕ пулнă Ваймистров. — Кольăн пĕтĕм çанçурăмĕ сӳлетрĕ. Вăрă-хурахсем çаратиă мула çăва çинче валеçеççĕ тени тĕрĕсех иккен. Ав, темле япаласене тыткаласа хураççĕ. Хутран-ситрен кĕмĕл чăнкăртатни илтĕнет.

Коля ун-кун шутласа тăмарĕ, сасси пур таран кăшкăрса ячĕ:

— Охо-хо-хо-хо!..

Ваймистров чунĕ чĕрне вĕçне çитрĕ. Ăна пĕр çын мар, çĕр çын хупăрласа ĕрлешнĕн туйăнчĕ. Тăна кĕме ĕлкĕреймерĕ — çав сасă тепĕр хут янрарĕ:

— Кунта вĕсем! Тытăр! Охо-хо-хо-хо!.. «Пĕтрĕмĕр!» — мĕнпур сăмахĕ çав пулчĕ Ваймистровăн.

Сиксе тăчĕ те вăрманалла таптарчĕ. Ун хыççăн ыттисеи ыткăнчĕç.

Коля вĕсене хыçран тĕлле-тĕлле печĕ. Пĕри вара, çатан урлă каçма хăтлансан, каялла йăванса анчĕ. Çак вăхăтра Анахвис хашкаса çитрĕ.

— Мĕн чухлĕ мул! Тăрантас çине тие хăвăртрах, — терĕ ăна Коля.

Тем вăхăтран Ваймистров хыçран хăваламаннине сисрĕ те хамăр йышши вăрă-хурахсем çеç пулĕ тесе, мулне хăтарма васкарĕ. Анчах каярах юлчĕ, ыткăнса пыракан тăрантас еннелле пени те усă кӳмерĕ. Алли чĕтренипе тивертеймерĕ курăнать.

Ял пуçĕнчи хурамасем курăнма пуçласан, Коля лашасене хăйсен еккипе ячĕ.

— Ух!.. — аран лăпланса çитрĕ Анахвис. — Хыçран пенĕрен мар, тăрантас çинчен сирпĕнсе юласран хăранăччĕ.

— Чаплă лашасем... Камăн-ши?Хăш ялта вăрланă-ши? Пасар кăшкăртăпăр та ыранах пĕлĕпĕр...

— Ах, ачасем... Кам лашисем кусем? Хуçи ăçта? — хыпăнса ӳкрĕ хапха уçма тухнă Уляна.

— Пĕлместпĕр, кукамай. Сана кам револьверпа пенĕччĕ, астăватăн-и?

— Виличчен те манассăм çук та...

— Вăт, лашасене çав эçреметсенчен тытса илтĕмĕр. Ан хăра, кукамай. Лашасене тăварар-ха, мĕн тумаллине курăпăр.

Лашисем йăваш иккен. Пĕр шăмăрмасăр тăварттарчĕç. Сăрайĕнче, иккĕшне икĕ юпа çумне кăкарса, пĕрер çĕклем утă пачĕç. Тăрантас çинчи япаласене йăтса кĕрсе сак çине купаларĕç. Вĕсен куçĕ умĕнче шутласа кăларайми мул: вăтăр тăрăх ытла пир, тухъя, шӳлкеме, талер тенкинчен тунă мăн çыххисем...

Анахвис пĕр мăй çыххине кăкăрĕ çумне тытса пăхрĕ.

— Ух, ача! Чухăн çын таврашне çаратман вĕсем!

Пуянлăх мăнукĕсен аллине мĕнле лекнине пĕлсен, Уляна çуйланчĕ:

— Мула вăрă-хурах аллинче хăварманшăн ырлатăп. Çакăншăн кăна хăрамалла: Ваймистровсем пирĕн çине ахаль те шăл хăйратчĕç. Мăнкун чух хулăпа ислетнине манмĕç...

Аманнă Ваймистров çатан урлă каçасшăнччĕ, анчах хăвачĕ çитеймерĕ, тăсăлса ӳкрĕ. Унăн икĕ юлташĕ ăна пăхса тăмарĕç, вăшт çеç каçса кайрĕç. Ваймистров вĕсене кăшкăрса чарасшăнччĕ, сасă туса хăй ăçтине пĕлтерес мар тесе, шăлне çыртрĕ, револьверне кăларчĕ. Анчах мĕн хăямачĕ ку? Нимле халăх та çук-çке. Ав, пĕр хĕрарăмпа пĕр арçын вĕсен мулне тиерĕç те тăрантас çине хăпарса ларчĕç. Ваймистров, ним тума аптранă енне, сиксе тăчĕ. Пĕр-икĕ утăм тусанах, ыратнине тӳсеймесĕр, çерем çине персе анчĕ. Шăлне шăтăртаттарчĕ.

Ваймистров юлташĕсем вăрман хĕрринех çитнĕччĕ. Пар лашана иккĕнех илсе кайнине, нимле халăх та çуккине курсан, хăйсем ахалех хăраса ӳкнине ăнланчĕç. Ваймистрова аса илчĕç те ăна шырама каялла таптарчĕç.

— А-а... Мана пăрахса хăварса хăтăлас терĕр-и? — çилĕллĕн кĕтсе илчĕ юлташĕсене Ваймистров.

— Эпир сана хыçранах пырать тесе. Пăхатпăр, эсĕ çук. Мĕн пулнă сана?

— Амантрĕç... Юнне чарасчĕ!

Ваймистрова черкуççирен кăшт | çӳлерех тивертнĕ иккен. Тепĕр енче суран çук. Пуля шалах ларса юлнă. Пысăк сурана вăрманта сыватаймăн. «Хвершăл патне илсе кайма та хăрушă. Шанăçлă хваттер тупмалла. Тул çутăличчен каллех ĕлкĕрме çук. Мĕн тумалла?» Юлташĕсен иккĕленӳллĕ шӳхăшĕсене Ваймистров тавçăрса илчĕ.

— Арăм патне илсе кайăр! — терĕ вара.

— Ăçта вăл?

— Хуторта. Арман хуçи хĕрĕ.

Юлташĕсем, Ваймистрова икĕ хулĕнчен çакса, малалла утрĕç. Павăлсен тĕлне çитсе чарăнчĕç.

Хăйнĕ кунта кăмăллă йышăнасçа Ваймистров шанмарĕ. Анчах урăх ниçта та кайма çук. Хунĕ кутăнлашсан, ăна вăрманпа юнашар пурăннине астутарма та юрать.

Павăл чĕри халь те капкăнран, çăлăннă мулкачăннн пек кăртлатса тапать. Çапла иккен вăл пулемет вăй-хăвачĕ! Çав хĕçпăшал хăйсен аллинче пулсан, Павăл йышшисем никамран хăрамĕччĕç. Энĕшкассийчи салтаксене çеç мар, унтан темиçе хут пысăк ушкăна та çулса тăкĕччĕç, Микулапа Прахăр çемйине тĕпрен тăсатĕччĕç. Анчах салтаксем сыхă тăни чăрмантарчĕ. Юрать, турă сыхларĕ, хмйне тивертеймерĕç. Чул çине ӳкнипе чĕркуççи шăмми уратать те, ку темех мар. Кăнахварлă эрех сĕрсĕн ирте-ха. Уринчен амантнă Балдина Павăл аран сĕтĕрсе çитерчĕ. Ку аван-ха. Кирлĕ пулсан, Балдин милици начальникĕ, Павăла та пулăшĕ. Çапах кĕçĕр Павăл чăлкăм ыйхă тăваймарĕ. Салтаксем, палласа юлнăран, хăçан та пулин, урăх чух, пĕтерме килессĕнех туйăнать. Ăна курса, акă, арăмĕ те çывăрмасть. Упăшкине кнрлĕ мар ĕçе хутшăннăшăн ятлама та хăтланчĕ. Анчах Павăл ӳкĕте кĕмерĕ. Микулапа Прахăр çемйине курайманни ун ăшĕнче часах лăпланмĕ. Сасартăк такам хапхаран шаккарĕ. Павăл вăрт-варт вырăн çинчен сиксе тăчĕ, Кашкăра пеме, картечпа аварланă ик кĕпçеллĕ пăшалне ярса тытрĕ. Чӳрече умне пырса ун-кун пăхкаларĕ.

— Ах турă... — тарăхса сас пачĕ Варуç. — Кам-ши ĕнтĕ?

— Никам та курăнмасть. Хапхана татах шаккарĕç.

Тен, ырă хыпарпах килнĕ çын? Кирек кам пулсан та, уçса кĕртесех пулать — хăтăлаймăн. Павăл пăшалне йăтсах кил хушшине тухрĕ. Хăра-хăра хапха умне пычĕ:

— Кам унта?

— Эпĕ... — хуллен сас пачĕ Ваймистров.

— Кам терĕн? — тепĕр хут ыйтрĕ Павал.

— Павел Платонович, эпир, сан тусусем. Тĕпчесе вăхăта ан ирттер! — терĕ вăрă-хурахсенчен пĕри.

Малтанхи сасса таçта илтнĕ пек туйăнчĕ, анчах аса илеймерĕ Павăл. Вăл пĕччен мар иккен.

— Павел Платонович, ма кĕттеретĕн? Уç хăвăртрах! Эпир кам иккенне кĕрсен курăн! — илтĕнчĕ иккĕмĕш сасă.

Ятран чĕнни Павăла кăштах лăплантарчĕ. Вăл, пăшалне хатĕр тытса, пĕчек хапхине уçрĕ. Виçĕ арçын. Пĕрне иккĕшĕ хулĕсенчен йăтнă.

— Хуньăм, мана амантрĕç. Васкавлă пулăшу кирлĕ... — терĕ Ваймистров.

Павăл тĕлĕнсе хытсах кайрĕ. Ара, кĕрӳшĕ вăрă-хурах пулнине пĕлнĕ хыççăн унпа курнăçма шухăшламанччĕ мар-и.

— Хĕрпе иксĕмĕре намăса кĕртни сахал, хыçран хăвалакансене ертсе, пуçĕпех пĕтерме шутларăн-и? — терĕ Павăл, çиллине пытараймасăр.

— Ан хăра, пире хăвалакан çук. Мана хамăр хушăра çапăçса амантрĕç. Тата çакна та манас марччĕ: эпĕ сире намаса кĕртнинчен ытларах усă. катартнă. Малалла та кирлĕ пулăп. Хăвăртрах шанчăклă çĕре вырттар.

«Малалла та кирлĕ пулăп» тени Павал кăмалне çемçетрĕ. Чăнах большевиксене тавăрас çĕрте мĕншĕн кĕрӳшĕн пулăшавĕпе усă курас мар? Михха та хăй ĕмĕрĕнче вăрă-хурахпа туслă пулнă, курайман ташманĕсене. авсем пулăшнипе пĕтернĕ.

— Юрĕ — терĕ çавăнпа Павăл, — ытти çинчен кайран калаçăпăр. Халь атьăр! — Вăрă-хурах ушкăнне вăл çатан çумĕнчи сукмакпа ертсе кайрĕ.

■ Страницăсем: 1... 20 21 22 23 24 25