Туслă пулар-и?


— Сашок, пĕлетĕн-и, ĕнер телекпа НЛО кăтартрĕç... Пĕлетĕн-и, чăн-чăнах турилкке пек çакăнса тăрать… Таçта Воронеж патĕнче тет-и…, — хашка-хашка хуса çитрĕç çиччĕмĕшĕнче вĕренекен Сашука Петюкпа Ваçлей. — Пĕлетĕн-и, çутатать хăй… — çаплах калаçать Ваçлей. Чĕмсĕр Петюк çеç ним чĕнмест.

— Тупнă тĕлĕнмелли… Çынсем тахçанах курнă ăна, — тин сăмах хушрĕ Сашок.

— Ху курнă-им? — тусне тĕлĕнтерейменшĕн кӳренсе ыйтрĕ Ваçлей.

— Курасса курман та илтессе илтнĕ.

— Эх, ман чăн–чăн НЛО курасчĕ! — çаплах ĕмĕтленчĕ Ваçлей.

— Мĕн тăваттăччĕ-ши?

— Мĕн тăваттăмччĕ? Пĕлетĕн-и, вĕсем пирĕн Çĕре туртса илесшĕн тет, халь разведкăна килеççĕ тет… Эп ăна тытаттăмччĕ те тĕпчеттĕмччĕ…

— Тытнă тет пĕри… шăши хӳри… Тыттараççĕ сана, кĕтсех тăр. Ку таранччен сан пек геройсем пайтах пулнă пуль.

— Ху мĕн тăваттăнччĕ-ши?

— Эп-и, эп-и… Çук вĕсем — НЛОсем, шухăшласа çеç кăларнă вĕсене, — хăпасшăн пулчĕ тусĕсенчен Сашук.

* * *

Паян Сашуксен кĕтӳрен сурăх путекĕ килмен. Пăрамланă хыççăн амăшĕ икĕ эрне килтех тытрĕ ăна. Паян вара кĕтĕве кăларса ячĕ.

— Çанталăкĕ лайăх, ӳсессе те ӳсрĕ ĕнтĕ, - терĕ. Халь вара:

— Ма ятăм-ши кĕтĕве, кăна пĕлнĕ пулсан килтех тăтăрччĕ, — тесе хăйне вăрçать.

Сашук та шеллерĕ пĕчĕк Кăтрашкана. Çăмĕ пурçăн пек йăлтăркка та вĕтĕ-вĕтĕ кăтраран çапла чĕнетчĕ вăл ăна. Амăшне кулянтарас мар тесе:

— Эпĕ халех шыраса килетĕп, — терĕ. Хăй ăшĕнче вара: «Пĕтрĕ паян телекпа «Хыпар» пăхасси», — тесе мăкăртатрĕ. Ваçлей каланă НЛОна паян та кăтартмааççĕ-ши тесе ĕмĕтленнĕччĕ.

Путеке шыраса ялĕпех çаврăнчĕ вăл. Тĕл пулнă çынсенчен те ыйтрĕ.

— Çук, курман, çĕтсе юлсан макăрса çӳрекенччĕ, — терĕç çеç лешсем. — Эсĕ Темет çырмине кайса пăх-ха, кĕтӳ паян кунĕпех унта çӳрерĕ, — сĕнчĕ Ануш инки.

Темет çырми тесен малтанах Сашук нимех те шутламарĕ-ха, унтах тăмлă тарăн-тарăн вар пуррине те аса илмерĕ. Акă халь, çырма хĕррине çитсен, çан-çурăмĕ сӳлетсе илчĕ ун. Тем пысăкăш сăрт тăмлă сăварне карса хунăн туйăнчĕ ăна. Ун тĕпне виçес пулсан — виçĕ хутлă çурт ним мар анса пытанать. Тĕттĕмленсе пынипе çырма пушшех те хăрушшăн курăнать.

— Пычи-пычи, на-а-а! пычи-пычи на-а! — кăшкăрса ячĕ Сашук хăранине сирес тесе, анчах сасси илтĕнмерĕ те. Тепĕр хут çине-çинех кăшкăрчĕ вăл, «Наа-а-а», — каялла таврăнчĕ сас. Çав самантрах ме-ек! илтĕнчĕ путекĕн тытăннă сасси. Савăннă Сашук çырма тĕпне анса та тăчĕ. Кунта тата тĕттĕмрех. Ним те курăнмасть. Ура патĕнчех мĕклетни илтĕнчĕ.

— Кунта, тупрăм! Çак çырмана мĕн тума кĕтĕн-ха, вилеттĕн вĕт, — чутах макăрса ямасть Сашук. Кăтрашка палланă сасса илтсе тапаланчĕ, анчах тапранаймарĕ, хырăм айĕ таранах лачакана путнă иккен. Сашук пылчăка икĕ аллипе сирме тăчĕ — усси çук, сахалланма мар, тулсах пычĕ. Халь ĕнтĕ Кăтрашка кăна мар, Сашук та пысăк инкекре. Тăмлă лачака ăна çăтсах пырать. Сехре хăпнипе те, ывăннипе те пуль Сашукăн куçĕ хуралса килчĕ, вăхăт-вăхăт тем мĕлтлетрĕ, юлашкинчен вăл тĕттĕмлĕхе путрĕ..

Мĕн чухлĕ выртнă çапла, Сашук калама пултараймасть. Куç çине вăйлă çутă ӳкнипе тăна кĕчĕ вăл. Пăхать — çутă тӳперен ӳкет. Пĕр ярăм çутă! Ăçтан вăл?! Сашук ни вилĕ, ни чĕрĕ. Акă çутă вăрăм пайăркаран çавра пулса тăчĕ. Çавра çутă çинче темле савăт пек япала курăнчĕ.

— Турилкке! — чутах кăшкăрса ямарĕ Сашук. Çук, пулма пултараймасть, тĕлĕк ку! Хăйне чĕпĕтсе пăхрĕ вăл — ыратать. Кăтрашкана тĕксе илчĕ — вăл та хурлăхлăн пулин те сас пачĕ. Пур, эппин, НЛО тĕнчере! Кунран та ытларах тĕлĕнмелле ĕç пулса иртрĕ смантран. Турилкке алăкĕ пĕр шавсăр уçăлчĕ, аялалла вĕрен пусма усăнчĕ, пусма тăрăх пĕр кĕлетке анма тытăнчĕ.

— НЛО çынни! — кăшкăрса ячĕ Сашук. Палламан кĕлетке Сашуксем патнеллех утать. Пуçĕ çинче антеннăсем, вĕсем кăшт çутатаççĕ. Çӳçĕ çук. Тумĕ те çук. Çук мар, пур... темле космонавтсем тăхăннă тум пек. Анчах те арçын ку, те хĕр, те ватă, те çамрăк — уйăраймастăн. Сашук хытса ларчĕ. НЛО çынни çитрĕ те инкеке лекнисем енне аллине тăсрĕ. Тимĕр пек курăнакан, анчах ăшă та çемçе алă ăна самантрах лачакаран туртса кăларчĕ. Пăхать — Кăтрашка та юнашарах, халь çеç лачакара пулман пекех — тап-таса. НЛО çынни икĕ аллине пĕрлештерчĕ те çӳлелле çĕклесе кăшт сулларĕ, карапĕ патнелле утрĕ.

— Мĕн тесшĕн вăл? — çĕмĕрчĕ пуçне Сашук. Кĕтмен хăна карап çине хăпарсан каллех паçăрхи пек ал сулчĕ, карап хуллен тапранса кайрĕ.

— Туслă пулар терĕ! — тавçăрчĕ Сашук. НЛО çынни унпа туслашасшăн! — Туслă пула-а-ар! — кăшкăрчĕ Сашук çирĕп сасăпа. Хăй çавăнтах шутларĕ: «Çук, Ваçлей, НЛО çыннисем пире хур тăвасшăн мар, пирĕнпе туслă пуласшăн. Тепринче эпир калаçса та пăхăпăр».

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2008-12-01 21:52:20):

Мана ку калав килĕшрĕ. Автор калав шухăшне те лайăх уçса панă.

Лайăххисен шутне кĕртес пулĕ...

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Микулай (2008-12-03 20:01:04):

НЛО тени чăвашла мĕнле пулать-ши? Орфографи йăнăшĕсем те пур.

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: вăтам

 

Admin (2008-12-03 20:31:58):

НЛО, вырăсла «неопознанный летающий объект» ĕнтĕ, чăвашла «паллă мар вĕçекен объект» пулать пулĕ (ман шутпа). Скворцов ăна «тӳпери паллă мар япала» тесе куçарма сĕнет. ПМВО, е ТПМЯ :). Акăлчанла UFO.

НЛО пирки тиркеместĕп — ачи «Пычи-пычи, на-а-а! пычи-пычи на-а!» тесе кăшкарни питĕ килĕшрĕ.

Хам эп паян ку ушкăнри ĕçсем хушшинче кама хăш вырăн памаллине палăртса хутăм ĕнтĕ. Кама вырăн панине хальлĕхе каламастăп — вăрттăнлăх пултăр. Тата ыттисем мĕн каласса кĕтмелле.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: