Чемее пырса кĕрсен
Асфальт сарнă тикĕс çулпа автобус Етĕрне еннелле кăрлаттарать. Малта та, хыçалта та кузов тулли çын лартнă грузовиксем, çăмăл машинăсем вашлаттарса пыраççĕ.
— Ăçта хăпса тухнă çавăн чухлĕ халăх? — тĕлĕнет автобус шоферĕ.
— Çынсем Чемейри «Сеятель» колхоза çитсе курма васкаççĕ, — пĕлтерет пассажир-сенчен пĕри.
— Мĕн? Чемее зооцирк куçса килнĕ-им? — тăрăхласарах ыйтать шофер.
— Пирĕн Чемейре, ачам, чиркран та хытăрах тĕлĕнмеллисем пур, — хуравлать пĕр мучи, шурă сухалне мăнаçлăн шăлкаласа.
— Хе-ей, темех пур ĕнтĕ унта, — аллине сулать мучипе юнашар ларса пыракан йĕкĕт. — Ял ялах — Муркашран иртеймен, Мускава çитеймен. Ара хăвăрах: Чемей — мĕскĕн кинемей, тесе кулмастăр-и çав?
— Чемей-и? Чемей мĕскĕн кинемей-и? — сасартăк вирелле тăчĕ мучин шур сухалĕ. — Чемей вăл, ачамкă, мĕн ĕлĕкренех харсăр пулнă. Хура пӳртре хăйă çутса ларнă чух та пуçа усман. Вĕри чунлă Морев Иван йăхĕсем патшана хирĕç пуртă-чукмар, сенĕк-çава йăтнă. Ирĕке тухас тенĕ. Сире, шĕпĕнсене, çутă кун парас тенĕ, — чавсипе хытах халтлаттарать мучи юнашар ларакан йĕкĕте.
— Чăнах, чăнах! Чемей пăлхавĕ çинчен эпир хамăр та илтнĕ, — мучи майлă сасă параççĕ темиçен пĕр харăс.
— Тăттă, — енчен-енне пăхкалать мучи. — Чемейсене, шалиш, чĕрне хури чухлĕ те хурлаймăн! Вĕсем ĕлĕк тĕрлĕ страшник-справник таврашне пайтах çехĕрлентернĕ. Хусан кĕпĕрнаттăрĕ хăй те чĕтресе ларнă. Питĕре те çитнĕ Чемей хыпарĕ. Микулай патша та ытларах трон çинче мар, чӳлмек çинче ларнă, теççĕ. Çапла, ачамсем, Чемей ĕлĕк те паттăр ял пулнă, халь вара тата паттăртарах…
— Çапах та, мĕн курма çӳреççĕ-ха сирĕн колхоза? — юриех хĕтĕртеççĕ çамрăксем мучие.
— Мĕн курма, мĕн курма, — витлесе илет мучи. — Ăнланмарăр пулать. Пырăр та курăр — çăварăрсем карăлсах кайĕç. Пирĕн пата çул такăр. Таçтан та килеççĕ. Кӳршĕ районсенчен. Атăл леш енчен, Атăл ку енчен. Ара, хамăрăн Андриян Николаев та, чăваша килсен, Чемее çитсе курмасăр каçу тумасть. Малашне ют çĕрсенчен те килме тытăнĕç-ха. Радиопа илтнĕ-и? Юрă пур. Ăна та Чемей çинченех кĕвĕленĕ.
Мучи кăшт чарăнса тăчĕ. Сывлăш çавăрса илчĕ, унтан сасартăк юрласа ячĕ. Çинçе-çинçе сасăпа. Сасси чĕтрет хăйĕн, чĕрпĕнерех тухать.
Пирĕн яла пырса кĕрсен,
Калла тухма пĕлĕр-и?
Пĕтĕм автобуса чун кĕчĕ. Мучие пулăшмалла пурте юрра парăнчĕç.
Ой, ой! Çутă аслă урамĕсен
Ой, ой! Вĕçне тухса пĕтĕр-и?
Çӳллĕ çуртсем тĕлне çитсен,
Хулари пек темĕр-и?
Ой, ой! Йăл-йăл çунаç кантăкĕсем, —
Ой, ой! Хула çути темĕр-и?
Автобус юрлать. Юрланă май, çынсем Чемей еннелле çаврăнса пăхаççĕ.
— Шофер, — теççĕ хăшĕ-пĕрисем, — çавăр лашуна Чемеелле!
— Юрамасть, — тет шофер, — манăн расписани, график… — Анчах хăйĕн кĕрсе курас кăмăлĕ пурри куçĕнченех сисĕнет. — Мĕнех вара, — тет вăл юлашкинчен. — Пĕррелĕхе ятлĕçин! Çул çинче машина чарăнса ларчĕ те юсама тиврĕ тейĕпĕр.
Машина Чемей ялне пăрăнса кĕрет. Анчах мĕнле ял ку? Ял мар, хула! Урам тăршшĕ пысăк çуртсем шап-шуррăн курăнса лараççĕ. Чăн-чăн завод корпусĕсем.
— Ăхă, савăт тетĕр-и? — хайхи мучи çынсем хушшинчен маларах тухать. — Капла каласан та пăсăк мар. Сысна фермине хамăр та тахçанах аш хапрăкĕ теме хăнăхнă. Ак ку тата, ак ку! — типшĕмрех аллипе кĕрнеклĕ чул çурт çинелле тĕллесе кăтартать мучи. — Кунта сыснасем валли апат хатĕрлеççĕ. Хăйне кура савăт! Тĕлĕкре те тĕлленмен çав ĕлĕк. Ачамсем, иртĕр-ха, иртĕр маларах. Ĕлĕк эпир çĕрулми тĕпсакайĕнче усранă. Килти çĕрулми халĕ те çавăнтах упранать. Колхозăнне вара… Темиçе çĕр пин пăт çĕрулмине ăçта усрас-ха? Ирĕксĕрех ахрамат путвалсем тума лекрĕ. Вĕсене эпир хранилищĕ тетпĕр. Хранилишĕрен çĕрулми ак çак çул тăрăх хăех çӳлелле шуса хăпарать. Йăкăр-йăкăр, йăкăр-йăкăр… Транспоттер теççĕ-и-ха ăна?
— Ара çав, транспортер, — пулăшаççĕ экскурсантсем ватă мучие.
— Шуса хăпарать те тӳрех çăвакан машина ăшне кĕрсе каять, — хăлаçланать чунĕпе çамрăкланнă мучи. — Çĕрулми, чăн-чăн улпут пек, мунча кĕрсе тасалать, снаштă. Унтан, унта-а-ан хайхи пĕçернĕ çĕре çул тытать. Ăна саппарник теççĕ.
— Саппарник мар, запарник, — тӳрлетет мучие çамрăксенчен тахăшĕ.
— Апла-и, апла мар-и, — вĕриленет мучи, — эсĕ ху кĕрсе пăх-ха ун ăшне… Мĕнле саппарникне курăн вара… тăттă! Пиçнĕ çĕрулмине машина хăех тĕртсе кăларать те ак çакăнта ăсатать. Куна хутăштармалли пак теççĕ.
Çамрăксем хушшинче тьăхлатса кулни илтĕнет. Мучи «бак» вырăнне «пак» тесе калани путишле пек туйăнать вĕсене. Мучи çавна сисет, халь ĕнтĕ хăй те юриех курнăçланать.
— Пак, пак, пак, — тет вăл. — Эпир паклатмасан, эсир те сысна какайĕ çисе кураймастăр. Тăттă!.. Малалла кайăпăр. Снаштă, пысăк пакра çĕрулми нимĕрĕ тĕрлĕ йышши çăнăхпа хутшăнать. Хам çисе пăхнă пулăттăм, анчах тутлă нимĕре хăватлă насуссем тимĕр пăрăхсем тăрăх сысна витисене таптараççĕ. Унта таса валашкасем. Ме, çи, Хаврунь аппа, ӳт хуш! Мăнтăрлан! Тĕнчере тĕрлĕ кĕнчеле. Чемей хĕрĕсем халĕ выльăх-чĕрлĕх валли апат йăтса, шыв çĕклесе тертленмеççĕ, çинçе пилĕкĕсене пăсмаççĕ, — мучи çамрăксем еннелле чеен куç хĕссе илет. — Мĕнпур йывăр ĕçе машинăсем тăваççĕ. Хĕрсем вара унта пĕр тӳмине, лере тепĕр тӳмине пусаççĕ. Электрицă ялт та ялт çутăлать. Пĕр харăсах темиçе машина кĕрлеме тытăнать. Хĕрсен пилĕк авасси çук, яштак ӳсеççĕ Чемей хĕрĕсем. Ак курăпăр-ха.
Мучи хăнасене малалла ертсе каять. Вĕсем сĕт-çу фабрикине çитсе кураççĕ. Кунта та чипер хĕрсем машина вăйне ĕçе кӳлнĕ.
Экскурсие килнĕ çынсем кĕçех колхоз председательне С. А. Афанасьева тĕл пулаççĕ. Сергей Афанасьевич хăнасене Чемей ĕçченĕсен паянхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен, вĕсен ыранхи тата пысăкрах та çутăрах ĕмĕчĕсем çинчен каласа кăтартать.
Çулсерен кашни гектартан 150–200 пăт тĕштырă туса илесси «Сеятель» колхозра ĕнтĕ йăлана кĕнĕ.
Нумаях та пулмасть-ха чемейсем Муркашри «Знамя труда» колхоза ăмăртăва чĕннĕччĕ.
— Ай-тур-тур! — хыпăнса ӳкнĕччĕ хăшпĕрисем Чемейре. — Ара, намăс куратпăр-иç! Муркашсем тахçанах пĕтĕм республикипе чапа тухнă. Пирĕн вĕсене епле хуса çитес? Таçта пакарта çурăлса кайĕ…
— Çурăлмĕ-çке, çурăлмĕ, — лăплантарнăччĕ ун чухне «Знамя труда» председателĕ Е. А. Андреев, чемейсене алă парса. — Хытăрах ĕçлĕпĕр, çурăма тар кăна мар, тăвар тухиччен.
Унтанпа нумай çул та иртмерĕ, Евтихий Андреевич хăйĕн ури кĕллине чемейсем хăюллăнах таптама тытăннине сисе пуçларĕ. Тырпул тухăçĕпе те, аш-какай тĕлĕшĕпе те чемейсем муркашсене хуса çитсе иртсе кайрĕç.
— Тĕслĕх илсе кăтартăр, — тейĕ Евтихий Андреевич, пур япалана та чăн-чăн хуçа куçĕпе виçме юратакан çын.
Тĕслĕхĕсене Евтихий Андреевич хăй те лайăх пĕлет. Акă вĕсем: чемейсем пĕлтĕр кашни гектартан 22 центнер, кăçал 30 центнер ытла тĕштырă пухса илнĕ. Муркашсем вара пĕлтĕр — 17 центнер, кăçал — 22 центнер пухнă.
— Тăхтăр, — тейĕ пире Евтихий Андреевич. — Аш-какай тĕлĕшпе те чемейсем пирĕнтен иртсе кайрĕç. Çапла кирлĕ те, унсăрăн мĕн вăл ăмăрту!..
Шурă сухаллă мучи инçетрен килнĕ хăнасене фермăран фермăна, урамран урама ертсе каять, колхозниксен килĕсене кăтартать. Пуян, таса, хитре пурăнаççĕ колхозниксем.
— Халĕ телейвиçĕрпе те (телевизор ĕнтĕ!) никама тĕлĕнтерме çук, — тет мучи, пуçне пăркаласа. — Чемейсем килте ларнă çĕртех Шупашкара та, Мускава та ним мар çитсе кураççĕ. Сăмахне те тупнă çав — телейвиçĕр… Эккей, э...
Хăнасем урамра пĕр ушкăн хĕре тĕл пулаççĕ. Пурте хура кĕрĕк, шур кăçатă тăхăннă, шурă тутăр çыхнă. Пилĕкĕсем çинçе, пĕвĕсем тăпăл-тăпăл. Куçĕсем… Куçĕсем çăл-тăрла çиçсе тăраççĕ. Кăнтăрлахи çăлтăр!
— Эх, пĕрне çаклатса кайăттăм та! — тӳсеймесĕр каласа хурать хăнасем хушшинчи пĕр каччă.
— Нена-а-ай, çаклатайăн-ши? — катăк шăлĕ витĕр шăхăрать ăна хирĕç мучи. — Ши-ши, ши мар-ши? Пирĕн хĕрсем ют çĕре качча каймаççĕ çав. Каччисем вара ют çĕртен çаклаткаласа килеççĕ. Тăттă!..
Урамра хаваслă кулă янăрать.
Хăнасем, автобус çине ларса, хăйсен çулĕпе малалла ярăнтараççĕ. Автобус кантăкĕсенчен шурă тутăрсем варкăшни курăнать.
Кун хыççăн кун… Эрне хыççăн эрне… Акă колхоз председателĕ Сергей Афанасьевич колхозниксен Пĕтĕм Союзри 3-мĕш съездĕнчен таврăнчĕ. Хаваслă хай, куçĕнче кăвар вылять.
— Ĕçе тытăнар, тăвансем, — тет вăл. — Çĕнĕ Устав тата тăрăшарах ĕçлеме чĕнет.
— Ара, çавна калани, — хушса хурать кунта шурă сухаллă мучи. — Пĕр хут çыртăн пулсан, çĕр хут ĕçле хытăрах!..
Мучи сăмахĕпе пурте килĕшеççĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...