Тавăру
Çын çинче нимпе те палăрса тăман, тупринчен тупăш курман Лев Саввич Турманов, кукша пуçлă, çамрăк арăмлă арçын, пĕрре, юлташĕн çуралнă кунне уявланă чухне, винтла вылянă. Пĕр хутĕнче самаях выляса ярса йĕп-йĕпе тара ӳкнĕскер, вăл тăруках хăй нумайранпа çуттине сыпманнине аса илнĕ. Вăл тăнă та кĕлеткипе сумлăн сулăнкаласа, чĕрне вĕççĕн утса сĕтелсем хушшинчен тухнă, çамрăксем ташлакан хăна пӳлĕмĕ витĕр иртсе (кунта вăл çамрăк та тĕссĕр аптекарь çине мăн кăмăллăнрах пăхса илчĕ те ăна, ашшĕ пек, хулпуççийĕнчен çапкаларĕ) буфеталла илсе каякан алăк леш енче çухалчĕ. Буфетри çавра сĕтел çинче кĕленчесем, эрех тултарнă графинсем лараççĕ… Çавăнтах, тĕрлĕ çырткаламалли хушшинче, симĕс суханпа тата петрушкăпа илемлетнĕ, çуррине çисе янă селедка выртать. Лев Саввич рюмкине эрех тултарчĕ, тем сăмах калассăн пӳрнисене çĕклесе вылятса илчĕ, ĕçрĕ те питне асаплăн пĕркелентерчĕ, ченĕçке тытса унпа селедкăна тирчĕ… Çак вăхăтра стена леш енче такамсем калаçни илтĕнчĕ.
— Пулĕ те, пулĕ те… — хăюллă илтĕнет хĕрарăм сасси. — Анчах вăл хăçан пулĕ?
«Ман арăм, — палласа илчĕ ăна Лев Саввич. — Кампа вара вăл?»
— Хăçан кăмăлу пулĕ, çавăн чух, тусăм… — хуравлать стена леш енчи хулăн та илемлĕ сасă. — Паян пит меллĕ мар, ыран вара эпĕ кунĕпех пушă мар…
«Дегтярев-çке ку! — хăйĕн юлташĕсенчен пĕрне, хулăн сассинчен палласа илнĕ Турманов. — Эс те, Брут, çавăнталлах иккен! Нивушлĕ ăна та çаклатма ĕлкĕрчĕ? Вăт тăранма та, лăпланма та пĕлмен хĕрарăм! Ют арçынна çавăрмасăр пĕр кун та ирттерме пултараймасть вĕт!»
— Çапла, эп ыран пушă мар, — малалла калаçрĕ хулăн сас. — Кăмăлу пулсан ыран мĕн те пулин çырса яр ман пата… Мана ку савăнтарĕ, телей кӳрĕ… Анчах пирĕн хамăр хушăра çыру çӳретессине йĕркене кĕртмелле. Пĕр-пĕр фокус шутласа кăлармалла. Почтăпа яма меллех мар çав. Эп сан пата çырас-тăк сан кăркка аçи ăна почтальонтан илме пултарĕ; енчен те эсĕ ман пата çырас-тăк, эп çук чухне мăшăрăм мансăр илме, уçса вулама пултарĕ.
— Вара мĕн тăвар?
— Мĕнле те пулин фокус шухăшласа кăларас пулать. Тарçăсем урлă та парса яма юрамĕ: сан йытă аçи горничнăйпа лакея ытла та хытă тытать пулас… Мĕн, вăл картла вылять-им?
— Çапла. Ухмахскер ялан выляса ярать!
— Апла-тăк, ăна юратура ăнать! — кулса ячĕ Дегтярев. — Амăшĕ, пăх-халĕ, еплерех меслет шухăшласа кăлартăм эпĕ… Ыран, каçхине, шăп та лăп ултă сехетре, кантуртан таврăннă чух эпĕ хулари йывăç пахчи витĕр иртĕп, унта ман смотрительпе тĕл пулмалла. Эсĕ вара, чунăм, ултă сехет çитиччен, кая юлмасăр, çырнă хута лешĕн ăшне, пĕлетĕн-çке, иçĕм çырлиллĕ беседкăран сулахайра вырнаçнă мрамор вазăна, çыру хума тăрăш…
— Пĕлетĕп, пĕлетĕп…
— Капла тусан поэзиллĕ те, вăрттăнлăхлă та, çĕнĕлле те пулĕ… Санăн пичке-хырăму та, манăн хисеплĕ мăшăрăм та пĕлеймĕç. Ăнлантăн-и?
Лев Саввич тата тепĕр рюмка тултарса ĕçрĕ те вăйă сĕтелĕ патне таврăнчĕ. Тин çеç уçнă вăрттăнлăх ăна пĕрре те тĕлĕнтермерĕ, тарăхтарса та ямарĕ. Тарăхнă, шăв-шав çĕкленĕ, харкашнă е çапăçса та кĕрсе кайнă вăхăтсем тахçанах иртнĕ ĕнтĕ; çăмăлттай арăмĕн романĕсем çине вăл алă сулнă, курмăш пулма хăнăхса çитнĕ. Çапах та унăн кăмăлĕ пăсăлчĕ. Хăйне кăркка аçи, йытă аçи, пичке-хырăм тата тем те пĕр калани ăна хытах пырса тиврĕ.
«Епле путсĕр те иккен çав Дегтярев! — хăйĕн япăх енĕсене ăша хывса шухăшланă вăл. — Урамра тĕл пулсан еплерех кăмăллă тус пек курăнма тăрăшать, шăл йĕрет, хырăмран ачашлать, халь вара, кур-ха ăна, еплерех намăссăрланать! Пĕр-пĕрне тĕл пулсан тус тет, куç хыçĕнче вара эп уншăн — кăркка аçи те лаканай…»
Хăйĕнче япăх енсем мĕн чухлĕ ытларах тупнă, унра кӳренӳ туйăмĕ çавăн чухлĕ ытларах ӳссе пынă…
«Йĕпе сăмса… — вĕчĕрхеннĕ вăл пурă катăкне тĕпретнĕ май. — Шăхличĕ… Çыхланас килмест, атту пулсан кăтартăттăм-ха сана «йытă аçи!»
Каçхи апат вăхăтĕнче вăл Дегтярев çине лăпкăн пăхма пултараймарĕ, лешĕ вара, юри тенĕ пекех, çыпçăнчĕ те ыйту хыççăн ыйту парать: «Выляса илтĕн-и?», «Мĕн-ма çав тери салху?» Тата ытти те. Ку çеç те мар-ха, хăйне унăн çывăх та ырă юлташĕ пек тытса, Лев Саввичăн сывлăхне упрама пĕлменшĕн мăшăрне пурте илтмелле ятласа илме те пултарчĕ, сĕмсĕр. Арăмĕ вара, ним пулман пек, мăшăрĕ çине çуллă куçĕпе пăхса хаваслăн кулать, айăпсăр çын пекех пакăлтатать, — вăл ют арçынпа çыхланнине шуйттан та тавçăрса илес çук.
Килелле таврăнсан та Лев Саввичăн тарăхни иртмерĕ, кăмăлĕ уçăлмарĕ, калăн вăл каçхи апатра пăру какайĕ вырăнне кивĕ калуш чăмланă. Тен, вăл хăйне хăй пусарса пĕтĕмпех манма та пултарĕччĕ, анчах та мăшăрĕн калаçăвĕ, унăн кулли кашни çеккунтрах ăна кăрккапа хур аçисем пирки тата лаканай çинчен аса илтернĕ…
«Çутăлтара-çутăлтара ярасчĕ те ăна, йĕксĕке, питĕнчен… — шухăшланă вăл. — Халăх умĕнче çурса тăкасчĕ».
«Дегтярева хĕнесе тăксан, е дуэльте çерçие персе пăрахнă пек вĕлерес-тĕк… ĕç вырăнĕнчен кăларса çапсан е мрамор вазăна пĕр-пĕр аван мар, шăршлă япала — сăмахран, йĕкехӳре виллине — чиксе хурсан мĕнле аван пулмалла та», — тесе шухăшларĕ. — «Арăмĕн çырăвне вазăран маларах кăларса илсе ун вырăнне «санăн Акульку» ятпа алă пусса пĕр-пĕр киревсĕр сăвă е мĕн те пулин çавăн евĕрлĕ çыру пырса хурсан та япăх пулас çук».
Хăйне çакнашкал ĕмĕтсемпе йăпатса Турманов çывăрмалли пӳлĕм тăрăх чылай уткаласа çӳрерĕ. Сасартăк вăл чарăнса тăчĕ те хăйне çамккинчен шаплаттарчĕ.
— Тупрăм, маттур! — савăннипе кăшкăрса ячĕ вăл, кăмăлĕ тулнипе пичĕ çуталса кайрĕ. — Питĕ аван пулса тухать! Пи-итĕ аван!
Арăмĕ çывăрса кайсан вăл сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ, нумайччен пуç ватнă хыççăн почеркне юриех пăсса тата грамматика йăнăшĕсем туса çапларах çыру хатĕрлерĕ: «Данилов купсана. Ырă кăмăллă Хуçамăр! Енчен те паянхи, авăнăн 12-мĕшĕнчи, ултă сехет каçхиччен хула паркĕнчи иçĕм çырли беседкинчен сулахайра вырнаçнă мрамор ваза ăшне икçĕр тенкĕ хумасан хăвăра вĕлерĕпĕр, сирĕн галантерея лавкки сирпĕнсе кайĕ». Çырăва вĕçленĕ хыççăн Лев Саввич савăннипе сиксе тăчĕ.
— Еплерех ăсласа кăлартăм, э? — аллисене сăтăра-сăтăра мăкăртатрĕ вăл. — Чаплă! Сăттана хăй те кунтан аванрах шухăшласа кăларас çук! Паллах, купса хăраса ӳкĕ те тӳрех полицие евитлĕ, полици ултă сехет тĕлне тĕмсем хушшине пытанса ларĕ — вара ăна, хайхискере, çыру патне алă тăссанах кап! ярса та тытĕç!.. Эх, хăраса ӳкет те ĕнтĕ! Ĕç-пуç уçăмланиччен, канальă, ларса та йăлăхĕ, тем те чăтса ирттерĕ… Аван!
Лев Саввич марка çыпăçтарчĕ те çырăва почта ешчĕкне хăйех кайса ячĕ. Вăл киленĕçлĕн кулнипех çывăрса кайрĕ, кун пек тутлă ыйхăпа вăл тахçантанпах çывăрса курман. Ирхине вăрансан вăл хăй ĕнер мĕн ăсласа кăларнине аса илсе хаваслă кĕвĕ ĕнĕрлеме пуçларĕ, хăйне улталакан арăмне янахĕнчен тытса пăхрĕ. Ĕçе утнă май та, каярах канцелярире ларнă чух та унăн тути çинчен кулă каймарĕ, хăйĕн танатине çакланнă Дегтяревăн сехри епле хăпса тухнине куç умне кăларса савăнчĕ…
Ултă сехет çитеспе унăн чăтăмлăхĕ пĕтрĕ те, вăл хулан йывăç пахчине чуптарчĕ — йывăрлăха кĕрсе ӳкнĕ тăшманĕ еплерех асапланнине хăйĕн куçĕпе курас килчĕ унăн.
«Аха!» — шухăшларĕ вăл городовая тĕл пулсан.
Иçĕм çырлиллĕ беседка патне çитсен вăл тĕм айне ларчĕ, мрамор ваза çинчен куçне илмесĕр кĕтме тытăнчĕ. Чăтăмсăрлăхĕ вара хăйĕн виçейми пысăк.
Шăп та лăп ултă сехетре Дегтярев курăнса кайрĕ. Çамрăк çыннăн кăмăлĕ паян питĕ лайăх пек туйăнчĕ. Цилиндрне вăл ĕнси çине шуххăн лартнă, пальтовĕпе жилеткине йӳле янăран чунĕ те курăнсах тăнăн туйăнать. Сигара туртнă май Дегтярев шăхăрса юрласа утать…
«Вăт, халех йытă аçипе кăркка аçи мĕнне пĕлĕн акă! — савăнчĕ Турманов. — Тăхта кăна!»
Дегтярев ваза патне пычĕ те аллине сӳрĕккĕн шалалла чикрĕ… Лев Саввич çĕкленчĕ те куç илми сăнама пуçларĕ… Çамрăк çын вазăран пысăках мар пакет туртса кăларчĕ, ăна пур енчен те çавăркаласа пăхрĕ, хулпуççисене сиктерчĕ, унтан майĕпен уçрĕ, каллех хулпуççиĕсене сиктерсе илчĕ. Ун пичĕ тăрăх вăл нимĕн те ăнланманни палăрчĕ: пакетра икĕ ялтăркка хут выртать!
Дегтярев ку хутсене чылайччен пăса тăчĕ. Юлашкинчен, хулпуççийĕсене çаплах сиктеркелесе хутсене кĕсьене чикрĕ те: «Merci» — терĕ.
Мĕскĕн Лев Саввич «merci» сăмаха, паллах, илтрĕ. Кайран вăл çĕрлечченех Дулинов лавкки умĕнче вывескăна чышкипе хăмсарса, çиллине чараймасăр, мăкăртатса тăчĕ:
— Хăррравçă! Купса тет-ха тата хăйне! Йĕрĕнчĕк Кит Китыч! Хăррравçă! Мăн хырăмлă мулкачă!..
Антон Чехов калавне вырăсларан куçарнă. Галина Матвеева редакциленĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...