Самана
Чылай çулсем ĕлĕкрех Каçан Танили хăйĕн путсĕр чăхăмçă лашине сутас тесе Юхма пасарне çавăтса кайнă. Хăй вăл лашине пĕр сумлăх хака та хуман, анчах тепĕр лаша тата лайăххине туянас тесен, унăн çав çĕр çăтман лашинех ырă йăлаллă выльăх хакĕпе сутмалла пулнă. Хăйне ăçта тата мĕнле сăлтавпа ертсе кайнине пĕлмен лаши пур-çукшăнах чарăнса, пĕр вырăнта кукалесе тăнă, каялла туртăннă, ун пек чухне Таниле ăна çĕр çинчи чи усал сăмахсемпе вăрçса ылханнă, пасара çитсен мĕнле те пулин меслетпе алăран вĕçертсе яма ĕмĕтленнĕ.
Пасарта пĕр вăхăт хушши тăнă хыççăн Таниле патне те тĕрлĕрен çынсем пыма, сăнĕ-кĕлеткипе ĕретлех курăнакан лашана хак пама пуçланă.
— Нушаран çеç сутатăп, ахаль пулсан ку лашана эпĕ йĕкĕр ывăç ылтăншăн та парас çук, — тенĕ Таниле, пăшăрханнă пек пулса.
Сăмах майĕпе хăй Нĕркеç ялĕ çынни пулни çинчен пĕлтерекен пĕр хресчен Танилепе хĕрсех хаклашма тытăннă.
— Кĕлетки тӳрккесрех тата ватăлас еннелле сулăннă, хаклăрах ыйтатăн, — тенĕ вăл.
— Эсĕ унăн тӳрккесе ăçтине пĕлместĕн-ха, — тесе шутланă Таниле хăйĕн ăшĕнче, анчах çине тăрса калаçакан çынна вăл алăран вĕçертесшĕн пулман. — Кĕлеткине ан пăх эсĕ, ĕçпе çавăн пек пулнă вăл, — тенĕ вăл — лав çине хĕрĕх пăт тие те, юрласа çеç пыр!
Авалтан пыракан йăлапа вĕсем лашана çӳретсе пăхма тухса кайнă. Хăйне килелле каякан çулпа çавăтса пынине курсан, лаши вăрт-варт уткаланă, чĕлпĕртен хытă туртсан, пăртак чупма та пултарнă. Каялла çаврăнсан, Таниле лашана йĕвен çăварлăхĕпе пĕрле тутинчен чĕпĕтсе тытнă. Кун пек инкеке тӳсеймен лаши хуçа хыçĕнчен тăпăртатса çеç пынă.
Нĕркеç çынни, ăна-кăна пĕлменскер, малтан вăтăр тенке, унтан тата вунă тенкĕ ӳстернĕ.
Таниле ăна алă пама тата «тур пулăштăр сана» теме çеç пикеннĕ, çав самантра Нĕркеç çынни патне пĕр тутар пырса тăнă.
— Кĕркури абзи, лаша туянатăн мĕ? — тенĕ вăл, унтан Танилене алă панă. — Ий, ку чăваша та пĕлетĕп, эсĕ лаша сутатăн мĕ? — тет вăл Танилене. — Чим халĕ, Юнкун пасарĕнче те эсĕ çак лашана сутмастăнччĕ-и? Пуш урапана лакăмран туртса кăларайманни çак лаша марччĕ-и? Халĕ ĕнтĕ тепĕр чăваша улталама шутларăн мĕ?
Ку тутар Танилешĕн этем мар, уяр аçа пулнă. Чăтма çук тарăхнă вăл ăна, ăшĕ çурăлас пек тулса çитнĕ.
— Мĕн элек сарса çӳретĕн, ăçта курнă эсĕ мана, тӳпетей тăрнашки? —кăшкăрса янă вăл.
— Тен урăххипе пăтраштаратăн пулĕ, Хайрулла абзи? —тенĕ Нĕркеç çынни, тутар çине перре тĕлĕнсе, тепре иккĕленсе пăхса.
— Эпĕ-и? — вĕриленсех калаçма пуçланă Хайрулла. — Ю-ук, Кĕркури, хамăн хулпуççи çинчи пуç тĕрĕс-тĕкел пулни çинчен тупа тума пултаратăп. Ку çын вăл лашаран пулнине мар, темĕнле эсрелĕпе усалран çуралнă лашана сутма тухнă. Атя, Кĕркури, кунта вăхăт ирттерсе те ан тăр. Ку лашана туянсан, матку сана киле те кĕртмест, пĕлетĕп эпĕ санăн маткуна, и-й, питĕ çивчĕ хĕрарăм вăл.
— Ну, абзи пичче, ку элекӳ пирки мĕн пуласса кĕтсех тăр, — тенĕ Таниле, шăл витĕр. — Тӳпетею пĕрре санăн мур шăтăкне çитиччен сирпĕнсе каятех-ха вăл…
Нĕркеç çыннипе Хайрулла çынсем хушшинче çухалнă, Танилене ку самантра хăй шĕл кăварлă вут çинче тăрса юлнă пек туйăнса кайнă. Çитменнине тата кун хыççăн унăн лаши патне çынсем пырса та пăхасшăн пулман.
— Ну, Хайрулла-и эсĕ, Хайрулла мар-и, пурĕпĕр шуйттан пултăн, çак çĕр çинче мел килмесен, леш тĕнчере те пулин сана шыраса тупса, пуçна пăрса тататăп, — терĕ Таниле.
Çав кунранпа Таниле Юнкун тата Юхма пасарĕсене кайсан чи малтан Хайруллана курма, мĕнле те пулин вĕчĕ тупса хирĕçсе кайма шут тытса çӳренĕ, анчах вĕчче тавăрма çаплипех мел тупайман. Тен, Хайрулла ун çинчен тахçанах манса кайнă пулĕ, анчах Таниле чĕрине кĕрсе юлнă хăйра ăна çаплипех хăйраса çӳренĕ.
Çул хыççăн çул иртнĕ, Каçан Танили колхозник пулса тăнă, анчах пасарсене кайнă чухне ăнсăртран Хайруллана тĕл пулсан, унăн ăшĕнчи хăйра каллех çаврăнма пуçланă. Пĕррехинче Хайрулла хăйсен колхозĕн ĕçĕпе Танилесен ялне пырса кайнă.
— Э, мур, турран килесшĕ, тата кунта сĕтĕрĕнсе çитнĕ, — тенĕ Таниле, ун çине сиввĕн пăхса.
Пурнăç малаллах шунă.
Тăнилен аслă ывăлĕ Юркки Хусанти университетран вĕренсе тухнă та, хуларах пĕр заводра ĕçлеме юлнă.
Çу уйăхĕнче вăл ашшĕпе амăшне хăй авланни çинчен тата арăмĕпе иккĕше отпуск ирттерме яла таврăнма шут тытни çинчен çырса пĕлтернĕ.
Таниле тепĕр эрнерен, ывăлĕнчен телеграмма илсен, ăна кĕтсе илме станцăна тухса кайнă. Пырать вăл вăрман çулĕпе, ывăлĕпе кинĕ çинчен шухăшлать, паллакан çынсене тĕл пулсан, хăй мĕншĕн кайни çинчен савăнăçпа каласа кăтартать, палламан çынсене курсан, пуçĕ çинчи çĕлĕкне илсе сывлăх сунать.
Станцăна çитеспе ăна йăлттам лашапа пыракан çын хăваласа çитнĕ. Пăхать Таниле, савăнăçлă кăмăлĕ çине кĕрхи салхуллă та йывăр пĕлĕт хупласа пынă пек туйăнать, — леш урапа çинче Хайрулла ларса пырать-мĕн. Хайрулла лашине çапнă та Таниле çумĕнчен шăлтăртаттарса иртсе кайнă, авалхи йăлапа сывлăх сунса, тӳпетейне çĕклесе илнĕ.
— Салам алейкĕм, сирĕн чĕлхепе каласан, — тенĕ Таниле, картусне çĕклесе, — мур шăтăкне те кайма пултаратăн, пиртен чару çук.
Станцăна çитсен, Таниле лашине карта çумне кăкарнă та, поезд килни çинчен пĕлме вокзала кĕнĕ. Поезд килне-мĕн, анчах таттисĕр хĕвĕшсе тăракан çынсем хушшинче ывăлне асăрхаса илме çăмăл мар. Пирĕн пĕлĕш перрон çине тухнă та, икĕ айккинелле тинкерсе пăхса, малалла утнă. Сасартăк вăл çăмăллăн сывласа ярать, — ун патнелле ывăлĕ васкаса пырать, унпа юнашар çамрăк та чипер хĕрарăм. Пĕр-пĕрин аллисене тытса хыттăн чăмăртаççĕ.
— Çакă-и? — ăшшăн ыйтать Таниле.
— Самăй çавă, — ответлет ывăлĕ.
— Вырăс-и, чăваш-и?
— Тутар, — тет ывăлĕ лăпкăн.
— Мĕ-ĕ-ĕн? — çăварне карса пăрахать Таниле. — Ашшĕ тутар-и, амăшĕ-и?
— Иккĕшĕ те тутар, çавăнпа хĕрĕ те тутар пулнă, — тет Юркки.
Таниле темĕскер каласшăн, анчах çăварĕнчен «пă-пă-пă» тени çеç тухать.
— Мĕн хыпăнса ӳкрĕн? — тет Юркки. — Мĕн шалтах тĕлĕнсе кайнă пек тăратăн? Ну, атя, буфета кĕрсе, çырткаласа тухар.
— Чим-ха, бухвету-масару станцăран тухса тармĕ, а эсĕ чăннипе калаçатăн-и? — хыпăнса пуплет ашшĕ.
Виççĕшĕ те буфета кĕрсе лараççĕ. Таниле, пĕрре тĕлĕнсе кайнипе, тепре йывăр шухăша ернипе, шăпах тăрать.
— Мĕскер пулнă сана, атте? — ыйтать ывăлĕ. — Ну, тутар-тăк тутар, вара мĕн? Эпĕ сана унăн ашшĕпе те паллаштарăп-ха, тĕл пулар çеç, ăна та арăм телеграмма ярса пĕлтернĕччĕ, килнĕ пулĕ, тесе шанатпăр.
Ку сăмаха илтсен, Таниле картах сиксе илет, пĕрре ывăлĕ çине, тепре кинĕ çине тинкерсе пăхать.
— Нивушлĕ? — тет вăл çурма сасăпа.
— Мĕн? Давай, тыт куркана…
— Кала-ха, унăн ашшĕ ăнсăртран Хайрулла ятлă мар пулĕ?
— Да, да, Хайрулла, — тет Юркки арăмĕ, сăмах кам çинчен пынине сиссе.
Таниле аллинчи курка чĕтренме пуçлать, йĕри-тавралла пăхса илет вăл, куçне мăч-мăч тутарса хупать.
— Эсĕ, атте, пирĕн çине питĕ çилленнĕ пулмалла. Мĕншĕн çилленетĕн, халĕ ĕлĕкхи самана мар-çке, эпир авалхи йăласене пăхăнассине пĕтерсе пыратпăр. Кирек хăш халах çынни кирек мĕнле халăх çыннипе пĕрлешме пултарать.
Кăшт тăрсан буфета Хайрулла пырса кĕрет. Чылай чупса çӳренĕ пулас, çамки çине речĕпе тар тумламĕсем тухса ларнă.
— Папа, этти, — хĕрелсе каять Юркки арăмĕ.
Юркки васкаса тăрать те Хайруллана алăран тытса сĕтел патне çавăтса пырать, Таниле çумне лартать, хăйсем арăмĕпе иккĕшĕ нимĕн те чĕнмеççĕ.
— Эсĕ темĕнле палланă çын пек курăнатăн, лава кĕрĕшме шут тытрăн мĕ? — сиввĕн ыйтать вăл Танилерен. — Лав кирлĕ мар, хамах илсе каятăп, ку ман хĕрача пулать.
Унтан вăл хĕрĕпе тата çĕнĕ кĕрӳшĕпе тутарла калаçма, вĕсен пурнăçĕ çинчен, мĕнле пĕрлешни çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе ыйтса пĕлме тытăнать. Юркки ăна çурри тутарла, çурри вырăсла ответлет.
— Урус мĕ? — тинкерсе ыйтать Хайрулла, ĕнсине кăтăрт-кăтăрт хыçать, тӳпетейне темиçе хутчен тӳрлетсе лартать.
— Çук çав, Хайрулла, вырăс та мар, тутар та мар, манăн ывăл вăл, — тет Таниле, ăна çанăран тĕксе.
— Ник ĕнтĕ, — шартах сиксе тăрать Хайрулла.
Каç кӳлĕм. Станцăран каякан тикĕс çул тăрăх умлă хыçлă икĕ лав чуптарса пыраççĕ. Малти лав çинче çамрăк арçынпа хĕрарăм, кайри лав çинче картуспа тӳпетей тăхăннă çынсем ларса пыраççĕ. Буфетра ларни хăйĕн результатне панă пулас, пырсан-пырсан, картус пĕр еннелле, тӳпетей тепĕр еннелле сулăнса каяççĕ те, каллех хăйсен вырăнне тӳрленсе лараççĕ, хутран-ситрен Хайруллан янравлă сасси хура вăрман тăрăх пĕр кассăн инçете янраса каять.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...