Пулмарĕ чăваш туйне курасси
Асламăшĕпе мăнукĕ калаçаççĕ.
— Миçе мăнука качча патăм ĕнтĕ, пурте вырăсла туй тăваççĕ, пурте вырăсла тум тăхăнаççĕ. Туй кĕрекинче те чăвашла сахал калаçаççĕ, чăвашла сахал юрлаççĕ. Чăваш вырăса тухать тесе тахçанах калаçаççĕ, чăнах, çав вăхăт çитсе пырать пулмалла. Анюк, эсĕ кĕçĕнни, эсĕ те пулин чăвашла туй туса, чăвашла тумланса, пĕркенчĕк айĕнче куççульпе йĕрсе палăрт-ха ху чăваш хĕрĕ пулнине. Каччу та чăваш, чăвашла пĕрлешмелле, чăвашла туй тумалла.
— Култаратăн эс, асанне. Чăвашла тумланма пулĕ-ха, юрĕ тейĕпĕр. Пĕркенчĕк айĕнче хĕр йĕрри юрласа мĕн каласа йĕмелле вара ман? Çилампа качча памаççĕ, çилампа илмеççĕ, юратса, хам ирĕкпе хам каятăп Толика.
— Мĕн авалтан йăли-йĕрки çапла, Анюк.
— Авалхи вăл авалхи, пулни-иртни... Йĕрсе ларсан мана Толик, ун ашшĕпе амăшĕ, тăванĕсем мĕн теççĕ? Юлташсем, çамрăксем кулса вилеççĕ, ан хисте, эпир хамăр туя хальхиллех тăватпăр, çынсем пекех.
— Итле-ха, пĕлместĕр эсир, çамрăксем. Çураçнă хĕр туй пĕркенчĕкĕ айĕнче мĕн чухлĕ нумайрах йĕрсе куççуль тумлатать, çавăн чухлĕ телейлĕ пулать тенĕ ваттисем. Пĕркенчĕк айĕнче йĕмесен упăшки килĕнче нумай йĕмелле пулать тенĕ.
— Йĕрес килмесĕр, ятарласа выляса мĕкĕрленсе ларни ман шутпа кулăшла япала.
— Ан шӳтле. Пурнăç вăл çавра çил. Чап-чап уйăхĕ ĕмĕре пыраймасть, упăшкипе арăмĕ хушшинче тăк-так та, мăк-мак та, шăк-шак та пулкалать.
— Ан хăрат-ха, атту ватта тăрса юлăп тата...
— Куçу пур, хăлху пур, тавраллипе çын пурнать. Асăрха та шухăшла, шухăшла та асăрхан.
— Хĕр йĕрри, хĕр йĕрри тетĕн. Нарспи те йĕнĕ пĕркенчĕк айĕнче. Тăхтаманĕ пурпĕрех хĕненĕ. Телейĕ ăçта? Силпипе Хушăлка хушшинче урапа çинчен ӳксе юлнă-и-мĕн? Сетнерĕпе курнă-ши телейне? Тен, курман та, кам пĕлет... Сетнере вĕлернĕ тесе ма çакăнмалла пулнă унăн, асанне?
— Синкер тивнĕ ун чунне, тăм илнĕ. Ан тив вĕсене.
— Унăн Сетнер амăшне пăхмалла пулнă, ачине çуратса ӳстермелле пулнă. Вăт телей, вăт чăн-чăн паттăрлăх, чăн-чăн пурнăç. Çакăннă та вилнĕ, ĕçĕ те пĕтнĕ. Вăт сана пĕркенчĕк, вăт хĕр йĕрри...
— Ытлашши хĕрсе ан кай, вĕсем çинчен мар-ха, ху çинчен шутла.
— Шутлатăп çав. Ытла та йывăр ыйту лартрăн ман ума. Халĕ ĕлĕкхи мар, халĕ пурнăçĕ урăхла, йăли-йĕрки те улшăнса пĕтнĕ.
— Пурнăçа самана улăштарать. Саманине кам тăвать? Хамăр тăватпăр. Йывăр-им-ха сире чăн чăвашла туй тума? Ман питĕ курас килет ĕлĕкхилле юрласа-ташласа хĕр туйне, арçын туйне ирттернине. Юррисене хамах вĕрентетĕп.
— Кам та пулин вĕренессе ан та шан, вĕренме вăхăт кирлĕ. Пушă вăхăт çук никамăн та. Курасах килсен атя Шупашкара, театр кайса куратпăр.
— Атя, мĕн кирлине астуса килетпĕр. Хĕр çум юррин сăмахĕсене те, кĕввине те манса кайман эпĕ. Мĕнле манан, миçе хĕре, юлташсене качча панă, çĕрĕпе юрланă, çĕрĕпе ташланă.
— Никам та юрлас çук, ан та тапаçлан. Никам та вĕренесшĕн пулмасть, никам та чăвашла тăхăнасшăн пулмасть.
— Апла пулсан каймастпăр театра. Пĕрре савăннипе, тепре хурланнипе макăрса ярăп та...
— Театрне кайса курма юрать. Халĕ унта, чăваш драма театрĕнче «Ялта» спектакль пырать. Туй мыскари питĕ вăрăм, курмалăх çитет.
— Эс кайса курнă-им?
— Кайса куртăмăр хĕрсемпе, Толик та пынăччĕ юлташĕсемпе. Çав тери аван, килĕшрĕ пурне те. Кайран, çула май сӳтсе яврăмăр мĕн курнине. Каллех телейсĕр хĕрарăм шăпи. Елюка шел... Çук, асанне, лармастăп эпĕ пĕркенчĕк айне, хамăн савăнăçа никамран та пытарас теместĕп.
— Ним калама та пĕлместĕп, пурпĕрех итлеместĕр.
— Эпĕ ча-аплă, йăлтăр-ялтăр шап-шурă кĕпе илетĕп. Кĕпи лавккасенче те, пасарта та суйламалăх лăк тулли. Эпир Толикпа пăхса хунă, часах туянатпăр. Ун валли те шурă костюм суйланă.
— Аню-юк, чăваш тумне ма тиркетĕр вара? Туйне чăвашла тумасан, тумне те пулин чăвашла тăхăнма пулмасть-и вара? Телевизорпа юрăçсем мĕн тĕрлĕ шукăль, пуян тĕрĕллĕ, ярăм-ярăм аркăллă, шăрçаллă, тенкĕллĕ тумпа тухса юрлаççĕ. Каччисем те хĕрĕсенчен юлмаççĕ. Эсир вĕсенчен мĕнпе кая?
— Вĕсем халăх умне, сцена çине тухма çĕлетеççĕ чăваш тумне, чăвашла юрлама. Эп артист мар. Артистсем урамра пирĕн пекех, эсĕ калашле, вырăсла тăхăнса çӳреççĕ. Цивилизаци çĕнтерсе пырать киввипе ваттине. Каялла утмаççĕ, асанне, хăвах пĕлетĕн. Тухья, хушпу, сурпан вăхăчĕсем иртсе кайнă. Эсĕ мана çăпата тăхăнтарас тейĕн тата...
— Чăваш туйра, хăнара, уявсенче сăран атă-пушмак тăхăннă. Çăпатапа ĕçе çӳренĕ. Урана çăмăл. Çӳретĕр ав çӳллĕ кĕлеллĕ туфлисемпе ура хырăмне карăнтарса. Урана шеллес пулать.
— Тухьяпа хушпу мĕн тери йывăр. Мĕн тесе тăхăннă-ши вĕсене? Шӳлкеме, ама, мăй çыххи, тевет... Мăйне те пăвнă, хул пуççине те, кăкăрне те пусăрăнтарнă. Чăваш хĕрарăмĕн авалхи тумĕ çав тери илемлĕ, пĕр сăмах та калаймăн. Анчах та вăл шăм-шака ывăнтаракан тум пулнă, ман шутпа. Эсĕ те муритленсе çӳренĕ ĕнтĕ.
— Муритленсе мар, мухтанса çӳренĕ. Хĕр е арăм çинче мĕн чухлĕ кĕмĕл укçа нумайрах, вăл çавăн чухлĕ пуян та ĕçчен пулнине пĕлтернĕ.
— Ĕлĕкхи чăваш хĕрĕсем пурте ĕçчен пулнă, ал ĕç тума ăста пулнă. Аха-и?
— Ĕçчен пулнă, качча кайиччен тухйине те, хушпуне те хăй аллипе ăсталамалла пулнă. Килти ĕçе те вăхăтра тумалла, тара кĕрешсе те кĕмĕл укçа ĕçлесе илмелле...
— Тара кĕрешни вăл тарçă вырăнĕнче пулнипе пĕр танах вĕт.
— Тарçă вăл хуçа ури айĕнче пурăннă. Тара кĕрешекенсем пуян çын патне вăхăтлăха кăна пынă кĕмĕл укçа ĕçлесе илме: тырă вырма, утă çулса типĕтме, çăм арлама, пир тĕртме, хур пусма. Мĕнле ĕçе чĕннĕ, çавăнта кайнă. Хĕрсем çав вăхăтрах тĕрлеме те ĕлкĕрнĕ. Каçсерен улаха пуçтарăннă, юрла-юрла кĕпе-саппун, тутăр, ал шăлли тата, чи кирли — каччă тутри тĕрленĕ.
— Каччă валли сăмса тутри-и?
— Сăмса тутрисем те тĕрленĕ, хĕррисене тĕрлĕ тĕслĕ вĕтĕ шăрçапа шерепеленĕ, саппун аркине те çаплах ерешленĕ. Каччă тутри — качча кайма кирлĕ пулнă, ăна çулăк теççĕ. Хĕр килне евчĕ пырсан, сăмах татма, хĕрĕ çав каччăна качча пыма килĕшсен, евче çулăк парса янă. Евчĕ вара çав килте нухайкка çакса хăварнă. Ку вара хĕре çураçнине пĕлтернĕ. Хĕрне тăван килĕнчен илсе кайнă чухне каччи ăна çав нухайккапа виçĕ хут çатлаттарса илнĕ.
— Качча илнĕ-илмен çапма пуçланă-и?
— Пулас арăмĕ çинчен, ун çумне çыпçăнма пултарнă усал сывлăша çапса антарнă, тата йĕркеллĕ арăм пулма кирлине асăрхаттарнă.
— Çулăкĕпе мĕн тунă, ăçта хунă?
— Туй вăхăтĕнче каччă хăйĕн пулас мăшăрĕн тутрине хул пуççи çине уртса янă. Çулăк илемне курса туй халăхĕ хĕрĕн ăсталăхне хакланă.
— Мĕне кирлĕ пулнă ĕнтĕ çав териех аппаланма, çавăн чухлĕ тĕрлеме? Шурă кĕпе тăхăн та çитнĕ те. Улача пир те пулнă. Сан та пурччĕ вĕт улача пиртен çĕленĕ кĕпе.
— Илемлĕ пулас килнĕ. Тумтир çине пĕтĕм çутçанталăк илемне пуçтарнă. Тĕрлĕ тĕслĕ кайăклă, çеçкеллĕ, тĕрĕллĕ шурă çи-пуçа çамрăксем тăхăннă. Улача кĕпене — хĕрарăмсем.
— Çут çанталăкра курнине пир çине куçарни — пĕр япала. Чăваш тĕрринче чăвашсен авалхи çырулăхăн паллисем упранаççĕ теççĕ. Тĕлĕнмелле вĕт, чăнах та çапла-и?
— Эпĕ кăна пĕлместĕп. Анчах та асанне, кукамай тĕрĕ чĕлхине вĕрентнине астăватăп. Хĕвеле, Çĕре, шыва, ака пуçне, тĕнче уçлăхне, вучаха, çемьене, усалпа ырра, пурнăçпа вилĕме, арçынпа хĕрарăм пĕрлĕхне, унта тата ыттине палăртмалли ӳкерчĕксене кăтартнисем асрах. Унсăр пуçне тата — хур карти, шыв юххи, çерçи ури, сысна ури, така мăйраки, шапа пĕççи, тăваткал куç, чăрăш турачĕ татах та нумай тĕрĕ мелĕсем-йĕрĕсем пулнă, манса та кайнă. Икĕ енĕпе те пĕр пек яка, таса ӳкерчĕкяĕ тĕрлеме пурте пултараймастчĕç. Эпир тата ухмах тĕрĕ тăваттăмăр.
— Ухмах тĕрĕ? Мĕнле вара вăл, ухмах тĕрĕ?
— Вăл — çын пĕлмен, ху шутласа тупнă тĕрĕ. Тата кашни ӳкерчĕкĕн хăйĕн тĕсĕ пулнă. Пирĕн тĕрĕсем — пире сыхлакан, пурăнма пулăшакан ырă вăйсен шутĕнче пулнă, çавăнпа та пысăк хисепре пулнă.
— Çырулăх паллисем пулнипе хисепре пулнă ĕнтĕ. Çырма пĕлнĕ пулсан, апла эпир тĕттĕм халăх пулман. Çапла-и?
— Эпир нумайăшĕ çырма, вулама пĕлмен, тĕрлеме пĕлнĕ. Авалхи-авалхи, тахçанхи-и, пĕр юмах каласа парас-и?
— Вăрăм пулсан ан кала, васкатăп вĕт.
— Кĕске кăна, ак çапла. Пĕр пăхаттир тыткăна лекнĕ тет вăрçăра. Арăмĕ илтет те, упăшкине тыткăнран хăтарма шутлать. Мĕн тумалла? Тутăр тĕрлет, тутăра апат-çимĕç хурать те, тăшман патне каять. Тыткăнри упăшкине хăйĕн кучченеçне пама йăлăнать. Параççĕ, тепĕр ир пăхаттире шыраççĕ, тупаймаççĕ. Арăмĕн тутрине вуланă чăваш тыткăнран тарнă тет. Пулчĕ.
— Апла пулсан çырма та, вулама та пĕлнĕ-çке чăваш. Вăт лайăх! Ахалех пире хура, тĕттĕм халăх пулнă тесе хăртаççĕ. Эпĕ илтнĕ, астуса юлнă. «Кĕмĕл тумлă халăх» тесе чĕннĕ пире мĕн авалтанах. Вăт ку тĕрĕс. Чаплă тумлă халăх чаплă пӳртсенчех пурăннă. Эпĕ çапла шутлатăп, леш суяна ĕненместĕп.
— Ваттисем каланă тăрăх, эпир нумай асап тӳснĕ. Апла пулин те, чаплă йăла-йĕркене те, чаплă тум-тире те пăрахман.
— Юрĕ, эсĕ мана паян питĕ интереслĕ лекци вуласа патăн, асанне. Васкатăп-ха, анчах пĕлес килет. Кĕмĕл, кĕмĕл тетпĕр, ăçта вара сан кĕмĕлӳ?
— Ах, Анюк. Паян кунччен кулянатăп, вăрçă хыççăн пурнăç питĕ йывăрччĕ. Çавăн чухне пирĕн яла чикансем килнĕччĕ, килтен киле кĕмĕл туянса çӳрерĕç. Нумайăшĕ сутрĕç. Пĕрисем укçалла, теприсем япалапа улăштармалла мĕнпур пурлăхне чикансене тыттарса ячĕç. Хырăм выçă пулнă, çиес килнĕ. Ма килнĕ-ши çав чикансем пирĕн яла? Килмен пулсан кĕмĕл тум тĕкех выртнă пулĕччĕ арчара. Асăнмалăх сире салатса панă пулăттăм.
— Чавса çывăх та çыртма çук теççĕ ун пек чухне. Юлнă пулсан лайăхчĕ те, çук тăк çук. Ан кулян. Мĕнлеччĕ-ха унта? Пурри пуршăн, çукки çукшăн кулянать тет. Ан кулян. Кĕмĕлĕ те, ылтăнĕ те лавккасенче пайтах. Илетпĕр.
— Çĕлеттерместĕнех-и вара чăваш кĕпи?
— Çĕлеттерсен кайран ăçта хурас. Кама сутас?
— Туй кĕпине сутмаççĕ, хĕрĕм, ăна упраççĕ.
— Сутаççĕ те, пĕр кунлăха та туянаççĕ, тем те тăваççĕ.
— Атя, сана пĕр япала кăтартатăп.
— Мĕн?
— Аслаçупа иксĕмĕрĕн туй кĕпине те, венчет кĕпине те арчара усратăп. Атя, кĕлете тухса кĕретпĕр.
— Асанне, тепрехинче, халь мар, ан кӳрен, васкатăп вĕт, васкатă-ăп.
— Тытса чараймастăп ĕнтĕ, васкатăн пулсан кай. Пулмарĕ ĕнтĕ чăваш туйне курасси, пулмарĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...