Чап
«Марс» колхоз председателĕ Сергей Арсентьевичпа унăн бухгалтерĕ Данил Петрович, пирус мăкăрлантарса, чӳрече витĕр ферма енне пăхса лараççĕ. Лере, МТФ умĕнче, Анюк дояркăна ферма заведующийĕ Сантăр паян çупа сĕте бидонсем çине тултараççĕ.
— Май киле-ет! — тет Сергей Арсентьевич, тутине пĕçертсе илнĕ пирус тĕпне кĕтесри таз çине вăркăнтарса. — Пăхса тăр, эхер те леçме иккĕшĕ ларса каяççĕ пулсан, эпĕ калани тĕрес пулать. Вĕсем çураçнă! Çураçнă-тăк, çырăнмасăр таврăнмаççĕ. Эппин, ним хăрамалли те çук...
— Темĕн хăлаçланкаласа калаçаççĕ-çке-ха, — тет Данил Петрович.
— Тьфу! Авланни ултă çул иртрĕ те, хĕрпе каччă йăлисене манса та кайрăн-и-ха ĕнтĕ?! Юратура хăлаçланасси çеç пулать-и?!.
Лере, Анюкпа Сантăр хушшинче, дипломатилле калаçу пырать:
— Ан туртăшса тăр ĕнтĕ, Анюк, — тет Сантăр, бидон виттине хупса. — Кĕтерук инке суса илнине сан çине çыратпăр... Вара санăн виçĕ пин килоран иртет...
— Кĕтерук аппана вара мĕн... аннӳ сĕтне суса парас тетĕн-им?.. — ахăлтатать хĕр.
— Кĕтерук хамăр инке, тата, саншăн пулсан, ним те шарламĕ. Ара, путек-сурăх мар-çке вăл, ăнланать... Эсĕ унăн кинĕ пуласса чухламасть тетĕн-им? Мĕнрен хăратăн? Элле чап чиперкке сăн-сăпатна пăсать-и?
— Аптрамалла санпа! Мĕне кура чаплăланса çӳрем-ха эпĕ ĕнисем сĕчĕсене типĕтсе лартнă пулсан? Ял-ялĕнчи колхозсенче, ав, кукурузи те, çĕрулми те, концентрачĕ те... пирĕн пур — ыраш улăмĕ! Ăна та пулин пĕçерсе параймастпăр. Витисем мĕнле тата!..
— Чипер калаç... Вăл санран килмест. Сана мĕн — сĕт тупăшĕ пултăр... Председатель хăй çапла каларĕ: кама та пулин мала кăлармаллах, терĕ. Кама кăларам вара эп? Кĕтерук инкене-и? Таисе-и? Хам чуна çывăххи кам тетĕн эсĕ?
— Çывăххи-качки иксĕмĕрен!.. Ну, эсĕ те пыратăп терĕн-и çак? — ыйтрĕ хĕр, тилхепене карăнлатса.
— Пыратăп терĕм-çке... Санпа эпĕ сепаратăрнайне мар, çапла ЗАГС-а ларса кайăттăм та...
Анюкпа Сантăр юнашар улăхса ларсассăнах Сергей Арсентьевич, чӳрече патĕнчен темĕнле магнитлă вăй тытса ывăтнă пек, сасартăк телефон патне сиксе ӳкрĕ.
— Алло! Алло! — кăшкăрать вăл. — Алло! Вăт, эсрелĕ кăваписем, итлемеççĕ... Алло!.. Мĕн, çывăрса кайрăн-им эсĕ унта?.. Пар-ха мана... ăçтаччĕ-ха?.. Тьфу!.. МТС-а!..
Бухгалтер ун çумĕнче шут шăрçисене тата юлашки уйăхра сĕт суса илнине кăтартакан сводкăсене тытса тăрать.
— МТС-и?.. На, тыт... — терĕ председатель, трубкăна парса.
Данил Петрович, васканипе, баланс тухнипе-тухманнине те тĕрĕслесе пăхма ĕлкĕреймерĕ.
— Сведени паратăп! — кăшкăрчĕ вăл хăйăлти сассипе. — Сведени... Ĕнесенчен мĕн чухлĕ сĕт суса илнине кăтартакан сведени... Мĕн?.. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан?.. Вăл та пур... Итлĕр, калатăп...
Сергей Арсентьевичăн куçĕсем йăлтăртатаççĕ, шĕвĕр сăмси хĕрлĕн çуталса тăрать. Хăй вăл бухгалтер çине, ун пуçĕ тĕлĕнче çакăнса тăракан «Сĕт-су ытларах илессишĕн кĕрешер!» ятлă плакат çине пăхать.
Анюк ячĕ тĕлне çитсен, бухгалтер трубкăна аллипе хупларĕ те, мăйне тăсса, шăппăн пăшăлтатрĕ:
— Миçе калас?
— Кала, виçĕ пин, те, — терĕ председатель.
— Ытла кал-кал пулать...
— Ну, икĕ пин те тăхăрçĕр тăхăрвун саккăр эппин!
— А ĕнисене? Ĕнесен ятне ыйтаççĕ вĕт, мурсем!
— Любойне! — аллипе сулчĕ Сергей Арсентьевич.
Юлашкинчен сведени парса чăм шыва ӳкнĕ Данил Петровичпа ĕçе майлаштарнипе самаях хĕпĕртенĕ Сергей Арсентьевич «Магазин» тесе çырнă вывескăллă пĕчĕкçĕ çурта тухса утаççĕ. Унта шатра питлĕ, лутака та качака сухаллă Элеçук, вĕсем правлени çуртĕнчен тухнине курсанах, стойка çине хыпалансах кĕленче тата икĕ стакан кăларса лартать.
— Куншăн ĕçме те юрать, — тет председатель.
— Ĕç тухсан... — иккĕленет бухгалтер.
— Халь пулчĕ ĕнтĕ... Акă хаçатра çыраççĕ, курăн... Леш корреспондентсем ун пеккине сыхласах тăраççĕ. Тинех сĕт суса илессипе кайра пыратăр тесе вăрçмĕç...
— Сантăра пăшăрхантарас мар ĕнтĕ, хамăр çын. Чапа тухнă хĕр илнĕ ячĕпе туйне те чаплă тутăр, — тутине çулласа, куçне хĕскелет Данил Петрович.
— То-тă!.. Анчах асту, эпĕ хуларан таврăнмасăр туй-мĕн ан тутăр...
— Ăна ăнланăпăр-çке...
Сергей Арсентьевич колхоз ĕçĕсемпе виçĕ кун хушши хулара ирттерет. Тăваттăмĕш кунне, ирхине, ирех вырăн çинчен сиксе тăрать те, шăхăркаласа, пит çумалли патне пырать. Кăмăлĕ çав тери лайăххине туять вăл.
Кăмака умĕнче çатма чашкăрать. Сăмсине йӳçĕтнĕ кăмпапа сысна ашĕ ăшаланă шăршă кăтăклать.
— Айта, чаштăртаттар! — тет вăл арăмне, çăвăннă май. — Чим-ха, çĕнĕ хаçатсем килнĕ-и çак? Пирĕн колхоз çинчен çырман-ши унта?..
— Çырнă терĕç. Правлени умĕнче халăхсем шавлатчĕç... Эпĕ итлесе тăмарăм... Авă, унтаччĕ пулас...
Арăмĕ вут умĕнче вĕтеленнипе хĕрелсе те тарласа кайнă питне саппун аркипе шăлса илет те сентре еннелле кăтартать.
— Ăçта?!.. Ăçта-ха вăл?.. — куçĕ çине купаланса ларнă супăнь кăпăкĕсене аллипе сиркелесе, çĕнĕ, типографи шăрши те сĕвĕрĕлмен хаçат çине тинкерчĕ Сергей Арсентьевич.
— Акă! Акă вăл!.. Хе-хе-хе!.. «Марс» колхозри ăстасем... ячĕ епле!.. Ăстасем! «Марс» колхозри ăстасем!.. Кил-ха, кил эсĕ, хамăр çинчен чап сарăлнă ятпа...
— Мĕн вара? — ăнланаймарĕ арăмĕ.
— Чуп тăва-ам!— терĕ те Сергей Арсентьевич, арăмне ыталаса илчĕ.
Унăн супăнь кăпăклĕ мăйăхĕ арăмĕн вут умĕнче хĕрелнĕ пичĕ çине сĕртĕннĕ самантра (ырă парать те, усал чарать тенĕ пек) алăк крриик! туса уçăлать те, пӳрте Анюк кĕрсе тăрать. Сăнĕ кĕл пек кăвакарса кайнă унăн, куçĕсем яланхи çепĕç йăлтăрккине çухатнă, аллисем чĕтĕреççĕ.
— Пĕтертĕр мана... намăса кăлартăр!.. — тет вăл куççулĕ витĕр... — Мĕн тăвам ĕнтĕ эпĕ!?.
— Мĕн?.. Элле Сантăр кӳрентерчĕ-и? — тĕлĕнчĕ председатель.
— Сантăр та, эсир те — пурте пĕрех эсир! Мĕншĕн кулатăр манран?..
Сергей Арсентьевич куçĕсем чарăлса кайрĕç, çăварне карса пăрахрĕ, пĕççисем чĕтĕресе лĕнчĕрех кайрĕç. Вăл пукан çине, унтан урайне тĕшĕрĕлсе анчĕ. Унăн питне «Марс» колхозри ăстасем» фельетон пичетленнĕ хаçат хупларĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...