Ҫумӑр вӑхӑтӗнче
Çуллахи пĕр шăрăх кунхине, кăнтăралла сулăнсан, çанталăк хăвăрт улшăнса кайрĕ. Таçтан вăйлă çил çĕкленчĕ, ял варринчи ватă йăмрана хумхатма тытăнчĕ, улăм витнĕ лупас тăррисене сире-сире пăрахрĕ. Хура та тĕксĕм пĕлĕтсем çутă хĕвеле карса илчĕç. Кун çути каç çывхарнă чухнехи пек тĕттĕмленчĕ. Часах çиçĕм ялтăртатса çиçрĕ, аслати хăрушшăн кĕмсĕртетсе кайрĕ. Вара вăхăт нумай та иртмерĕ, шултра çумăр чашлаттара пуçларĕ.
«Нăрик! Нăрик!» — урам тăрăх сысна çурисем çухăра-çухăра тарма тытăнчĕç. Ачасем те килĕсене кĕме васкарĕç.
— Ах, Хветĕр, — терĕ Укахви инке тултан чупса кĕрекен ывăлне, — хурсем пирĕн халь те çырмарах çӳреççĕ пуль. Пĕр-пĕр хӳтĕрех вырăна хăваласа ярасчĕ-çке вĕсене?
Хветĕр, хăйĕн çӳхе те сарлака пиншакне пĕркенчĕ те, çумăр витĕрех урама тухса чупрĕ. Ял вĕçне çитсен, вăл чарăнса тăчĕ. Хăй йĕп-йĕпе пулчĕ. Йĕри-тавра пăхкаларĕ, çырманалла чупса анчĕ. Çырмара шыв кĕрлесе юхать, шыв кĕрлени аякранах илтĕнет. Хветĕр тĕрлĕ енне пăхкаларĕ, пĕр хур та курăнмасть. Пĕве хĕрринчех мар-и, тесе, вăл карас пĕви патне чупса çитрĕ. Хурсем унта та çук. Шыв пĕве урлă юха пуçланине асăрхасан, Хветĕр шартах сикрĕ. Унта-кунта пăхкаларĕ — никам та çук. «Мĕн тумалла? Халех çынсене чĕнес-çке», тесе пăшăрханса шухăшларĕ вăл.
Тепĕр самантран Хветĕр, пылчăк сирпĕтсе, колхоз правлени еннелле вĕçтерчĕ.
— Виктăр пичче! — кăшкăрса ячĕ вăл, правление çитсен.
— Мĕн пулчĕ, ачам?
— Виктăр пичче, карас пĕвине шыв татса каять!
— Ак, тамаша… — хыпăнса ӳкрĕ председатель. — Каларăм-çке бригадирсене… Хветĕр, эс Мишшапа Çтаппана кала-ха тата, лаша кӳлсе пĕве патне тислĕк турттарса пыччăр.
Председатель урамалла васкаса тухрĕ. Çывăхри кӳршĕсене систерчĕ, бригадирсене пĕве патне чĕнме ячĕ, — хăй урăх кĕтсе тăмасăрах çырма еннелле чупрĕ.
Çумăрпа йĕпеннĕ шăлаварне Хветĕр çӳлерех туртса хăпартрĕ те колхозниксем хыççăн вĕçтерчĕ.
— Мишша пичче, Çтаппан пичче, хăвăртрах лаша кӳлĕр те пĕве патне тислĕк турттарма тытăнăр! — терĕ вăл хыттăн.
Председатель пĕве патне çитсенех çынсене ĕç тупа-тупа пачĕ.
Хветĕр, пылчăкланса пĕтнĕскер, тачкă çине тăпра тиеме пысăккисене пулăшрĕ.
Вăл тăрăшнине кура ытти ачасем те хĕрсех ĕçлеме тытăнчĕç.
Шыва пысăк валак уçса ячĕç. Пĕвене татасран çапла хăтарса хăварчĕç. Тепĕр сехетрен аслати сасси катаран-катана кайрĕ, каярахпа илтĕнми те пулчĕ. Çумăр иртсе кайсан та колхозниксем нумайччен ĕçлерĕç.
— Урăх нимĕнле çумăр та пĕвене татаймасть, — терĕ председатель.
Хветĕр, йăлт пылчăкланса пĕтнĕскер, ачасемпе шавласа çырмаран хăпарчĕ. Кил тĕлне çитсен, хăйсен хурĕсем пĕтĕмпе те виçĕ чĕп çеç ертсе килнине асăрхарĕ.
— Ки-как! Ки-как! — хурлăхлăн кăшкăраççĕ хурсем, чĕпписене чĕнсе.
«Ăçта вĕсем?… Ах, ятлать ĕнтĕ мана анне», кулянса пĕлтерчĕ Хветĕр. Ун сăмахне çав вăхăтра пĕве патĕнчен таврăнакан Виктор Семенович та илтрĕ.
— Мĕн пулчĕ сана, ачам? — тесе ыйтрĕ вăл.
— Хур чĕпписем шывпа юхса кайнă, — терĕ Хветĕр. — Анне куншăн ятлать ĕнтĕ.
— Начар иккен сан ĕçсем… Ну, юрĕ, атя, аннӳ патне пĕрле каяр.
Ывăлĕ час таврăнманшăн хăранă амăшĕ пăшăрханса ӳкрĕ.
— Сирĕн Хветĕр питĕ лайăх ĕç турĕ-ха, — терĕ ăна председатель. — Пĕвене шыв татса каясран сыхласа хăварма пулăшрĕ. Çакăншăн сире эпир кашни юхса кайнă чĕп вырăнне кĕркунне çитĕннĕ хур парăпăр.
Председатель Хветĕрĕн пылчăкпа вараланнă урисем çине пăхса илчĕ.
— Пултаратăн, ачам, — терĕ вăл, хаваслăн кулкаласа.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...