Шураҫка
Петĕр пичче — пĕччен арçын. Вăл кивĕрех пӳртре пурăнать, анчах ун патне ял-йыш яланах пырса çӳрет. Ырă кăмăллă çын вăл. Алли те ылтăн, платник-столяр ĕçне лайăх пĕлет. Вăл çынсем валли сухапуç, тачка-урапа, пуртă-пăчкă, кĕреçе-сенĕк, сава-пăра хăй аллипе туса хатĕрлесе хунă. Хуть кам ыйтма пырсан та парса ярать вăл япалисене. Вĕсем валли ятарласа туса хунă-çке! «Усă курччăр, ĕçлеччĕр. Хавшанă сывлăхпа халь тем туса пулăшаймастăп ĕнтĕ вĕсене. Ман уссăм çавă пултăр кӳршĕ-аршăшăн, ял-йышшăн», — тет вăл ăшă кăмăлпа.
Сывлăхĕ, чăнах та, Петĕр пиччен аванах мар. Вăл Аслă вăрçă вучĕ урлă тухнă, унта сапер пулнă. Урăхла каласан — малтан пире тапăнса килекен фашистсен çулне минăсем лартса пӳлнĕ, каярах вара тăшмансем лартса хăварнă минăсене тупса сиенсĕрлетнĕ, хамăр салтаксем валли малалла çул уçнă. Ун çумĕнче яланах шанчăклă тусĕ — Казбек ятлă йытă — çӳренĕ. Мĕн чухлĕ мина тупман вĕсем иккĕшĕ, мĕн чухлĕ хамăр салтаксен пурнăçне çăлса хăварман! Вăрçă пĕтес умĕн вара, Берлина çитеспе, вĕсен ротине тăшмансем тупăсемпе пеме тытăнаççĕ. Çак çапăçура снаряд çывăха ӳксе çурăлнипе Петĕр вăйлă аманать, тăнне çухатать. Тăна кĕрсен вара вăл хăрушă хыпар илтет: ун йытти вилнĕ! Çапла вăл тăватă ураллă çывăх тусне çухатать. Çакă аманнă салтака хăй суранĕсенчен те ытларах ыраттарчĕ. Виçĕ уйăх сипленчĕ вăл госпитальте, çапах ура çине тăчĕ.
Часах вăрçă вĕçленет те — Петĕр тăван ялне таврăнать. Халĕ ун сывлăхĕ унчченхи пек мар: пуçĕ час-час ыраткалать, ури суранĕ юхать, ăна яланах мазь сĕрсе çыхса çӳремелле. Сивĕ окопсенче, шурлăхсенче тăшман пульлинчен пытанса выртнисем те хăй çинчен аса илтереççĕ: фронтра шăнса пăсăлнипе халĕ Петĕр пичче сывлăш тухманнипе нушаланать. Вăрçăран килсен Петĕр савнă мăшăрĕпе нумаях та савăнса пурăнаймарĕ — Анна шăнса пăсăлнипе вилсе кайрĕ. Вăл хирте ĕçлесе пăшăхнă хыççăн çырмана анса çăл шывĕ ĕçнĕ, çавăнтан ӳпке чирне кайнăччĕ.
Çапла вара Петĕр пĕр-пĕччен юлчĕ — çывăх тăванĕсем те, ачисем те çук. Сурăх-качака, чăхăсем пур-ха килте, анчах вăл çак вăхăтра хăйĕн чунĕ валли йытă çитменнине туйрĕ. Аллă çултан иртнĕ арçын вара салтакри тăватă ураллă тусне — Казбека аса илчĕ. Унăн тинкерсе пăхакан ăслă куçĕ вăрçăра пулнă çынна канăç памарĕ: «Эпĕ тăван çĕршыва таврăнайрăм хуть, вăл вара ĕмĕрлĕхех ют çĕрте выртса юлчĕ. Эх, ăслă йытăччĕ! Эх, мĕскĕн... Малалла мĕн тумаллине ман куçран пăхсах ăнланатчĕ вĕт...»
Тепĕр кун Петĕр чăтаймарĕ, урамра выляса çӳрекен ачасене чĕнсе илчĕ те: «Атьсем, пĕлетĕр-и, мана йытă çури кирлĕ. Эсир ялта камăн та пулин йытти çăвăрланине илтмен-и? Тупсан мана кӳрсе парăр-ха. Эп сире тутлине çитерĕп», — терĕ йăвашшăн.
Кăштах вăхăт иртсен ачасем ун патне шурă çура йăтса килсе пачĕç. «Петĕр пичче, унта тата пур. Кирлĕ пулсан тата иккĕ кӳрсе пама пултаратпăр! — терĕç лешсем пĕр-пĕрне пӳлсе.
Петĕр: «Мана чун валли пĕрре те çитет, темиçе пулсан пăхса ӳстерме те йывăртарах пулать мана, чирлĕ çынна. Тавтапуç сире, маттурккасем! — терĕ.
Унтан ачасене пӳртне илсе кĕрсе сахăрпа чей ĕçтерчĕ, хăй пĕçернĕ кукăльсемпе хăналарĕ.
Икĕ уйăха çитсе пыракан йытă çурине мĕнле ят парас пирки Петĕр пичче шутласа та тăмарĕ — Шураçка.
— Кӳршĕсен Хураçка пур, манăн Шураçка пулать! — терĕ вăл хĕпĕртесе.
Ку çура та ӳссе çитсен вăрçăри тусĕ пек ăслă та хăюллă пуласса шанчĕ. Килте качака пурри вара ĕçе самаях çăмăллатрĕ — ăна суса илет те йытă çурине ĕçтерет.
Çулла Петĕр пичче шапа хупахĕ пуçтарса типĕтсе хурать, хĕлле вара ăна чей вырăнне вĕретсе ĕçет. Ку сывлăш тухманнинчен пулăшать. Ытти курăксемпе те усă курать вăл. Йытти вара ун хыçĕнчен кантрапа çыхса хунă пекех çӳрет. Хуçи çакăн пек шанчăклă юлташ тупăннăшăн питĕ хĕпĕртет.
— Халĕ йытă маншăн — çур пурнăç. Вăл пулман пулсан мĕнле пурăнăттăмччĕ-ши паян? — тет вăл кӳршисем умĕнче тăватă ураллă тусне мухтаса.
Икĕ çултан йытă ӳссе çитрĕ, Петĕр шутланă пекех ăслă пулчĕ. Малтан вăл кĕтӳ кĕтсе илме хуçипе тухатчĕ, кайран ку ĕçе хăех тума вĕренчĕ. Кĕтĕве хирĕç чупса каять те хăйсен сурăхĕсене ыттисем хушшинче палласа илет, кĕтӳ çумĕпе чупса пырать. Килне çитеспе вара хăйсен сурăхĕсем хыçне тăрать те картиш алăкĕ патнелле хăвалать, ытти çĕре юлма памасть.
...Çапла вуникĕ çул туслă пурăнаççĕ ĕнтĕ Петĕр пиччепе Шураçка. Вăхăт иртнĕçемĕн Петĕр пиччен сывлăхĕ самаях хавшаса килчĕ, ун чĕри те ыратма пуçларĕ. Ун сĕтелĕ çинче халь пĕр купа эмел, кунне темиçе хут та ĕçме тӳрĕ килет. Йытти те унчченхи пек йăпăр-япăр мар ĕнтĕ, вăл та ватăлса пырать, ытларах чухне канса выртать.
Пĕррехинче кĕркунне енне Петĕр пĕрле шкулта икĕ класс пĕтернĕ Тимахви патне кайса калаçса ларма кайма шутларĕ. Типĕтсе хунă сиплĕ курăксем илчĕ вăл юлташне хăналама. Тимахви çак урамăн тепĕр вĕçĕнче пурăнать.
Килĕнчен тухсан Петĕр кӳршĕ Уççана курчĕ. Ăна вăл: «Тимахви патне çитсе килем-ха, тахçантанпа курман ăна», — тесе хăварчĕ.
Пĕтĕрпе пĕрле йытти те пычĕ, хуçи Тимахви пӳртне кĕрсе кайсан вара вăл ăна пусма умĕнче кĕтсе выртрĕ.
Чылайччен аса илсе ларчĕç юлташсем чей ĕçнĕ май ача чухнехисене. Петĕр чунне йĕп пек чышса ыраттараканнисем те пулчĕç калаçура: ачаллах тăлăха юлни, çăкăр татăкĕшĕн кунĕпе пуянсем патĕнче ĕçлени, хăрушă вăрçă çулĕсем, арăмĕнчен пĕччен юлни... Ун куçĕ хăйпе хăй куççульпе шывланчĕ. Петĕр калаçу вĕçленеспе пĕр вăхăт чĕри тĕлĕнчен тем чĕпĕтсе илнине туйрĕ те хуллен килне кайма пуçтарăнчĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...