Аптраманкасра


Эсир Аптраманкасра пулса курнă-и? Курман-тăк — калам: ку чухнехи район центрĕ вăл. Сăнасарах пăхсан, хуланах аса илтерет. Йывăç пӳртсем те, темиçе хутлă чул çуртсем те пур, пысăк мар заводсен мăрйисем те тӳпенелле кармашаççĕ. Халăхĕ те хулари пекех хитре тумлă. Сăн-питрен те хурлама çук... Анчах алăри пӳрнесем пĕр пек мар çав... Çакна эпĕ хăна çуртне çитсе кĕрсенех туйрăм. Унта мана кăтра çӳçлĕ, тутине писевпе хĕретнĕ çамрăк хĕрарăм кĕтсе илчĕ.

— Вырăн çук, — терĕ вăл кĕскен, мана санавлăн тĕсесе.

— Епле-ха апла? — тĕлĕнтĕм эпĕ. — Ĕçпе килнĕ çын валли те çук-и? Ĕненместĕр пулсан, акă, командировка хучĕ...

— Çук, — хăйĕннех печĕ хĕрарăм. — Эсир пурте çапла калатăр. Хăнана та командировка хучĕпе çӳретĕр.

— Эппин, ăçта каяс-ха ман?

— Епле ăçта? Ĕлĕк, хăна çурчĕ çук чух, ăçта çĕр каçнă? Ыйтса пăхăр, тен, ырă çынсем тупăнĕç? Хă!.. Номер пар ăна... Тупăннă начальник! Епле иртĕхсе кайрĕç ку чухне çынсем...

Тек калаçнин усси пулас çуккине туйса, шăплантăм. Хваттер шыриччен малтан столовăйне кĕрсе тухма шутларăм. Телее, кунта çын нумаях та мар-мĕн. Йĕрки — самообслуживани меслечĕ. Куна стена çине хитре саспаллисемпе çырса хунă плакат та аса илтерет. Çавăнпа, хăвăрт çисе тухма ĕмĕтленсе, тӳрех апат илмелли сентре патне пырса тăтăм.

— Бифштекс, — кĕскен пĕлтертĕм эпĕ шалта ĕçсĕр аптăраса тăракан чипер хĕре.

— Паян — пулă кунĕ. Нимĕнле бифштекс та çук, — тавăрчĕ вăл кăмăлсăррăн.

— Менюра çырнă-çке.

— Вăл ĕнерхи. Улăштарма ĕлкĕреймен.

— Çăкăрĕ те хытса кайнăскер çеç сирĕн...

— Хытнине кăларса тăкмалла-им? Çăкăр вăл — çăкăр. Ăна хаклама пĕлес пулать.

Апатне илкеленĕ хыççăн кассира кĕтсе тăмалла пулчĕ тата. Вăл пушă кĕленчесем ăсатма тухнă, тет-и... Сехетрен аран-аран апатланкаларăм çапла.

Столовăйпе юнашарах вĕр çĕне универмаг ĕçлет-мĕн. Хуларинчен пĕртте кая мар хăй. Килнĕ-килнех, унта та кĕрсе курас терĕм. Арăм ачасем валли ун-кун япаласем туянма каласа янăччĕ. Кĕтĕм. Тӳрех культтаварсен уйрăмне пытăм. Ман пеккисем татах та пур кунта. Анчах пĕри те япала туянни курăнмасть. Сутуçисем çӳлĕксем патне кайса тăнă та темĕн çинчен хĕрсех калаçаççĕ, çынсене асăрхамаççĕ те тейĕн. Çине тăрса хистесен тин пĕр чиперкки пирĕн еннелле çаврăнса пăхрĕ.

— Сăрлă кăранташсем çук-и сирĕн? — ыйтрăм эпĕ, çак самантпа усă курса.

Çакă ăна чăх сĕчĕ тупса пама хистенĕ пекех тĕлĕнтерсе пăрахрĕ.

— Сирен валли мар, хамăр валли те çук, пулман та унашкал япаласем, — тавăрчĕ вăл кăмăлсăррăн.

— Готовальня? — ыйтрăм эпĕ каллех.

— Каланă çук тесе…

Нимсĕрех тухрăм вара магазинран. Те тарăхнипе, те куляннипе, сасартăк ăш хыпнă пек туйăнса кайрĕ. Кафене кĕтĕм, квас е çырла сĕткенĕ ĕçсе ăша кантарас терĕм. Сĕткенĕ те, кăвасĕ те пур иккен. Анчах — черет. Вăл вăрăмах мар пулин те, ниепле те малалла шăвăнмасть. Пĕри, тепри килсех тăраççĕ, пурте черет вĕçне мар, умне сĕкĕнеççĕ. Тăрсан-тăрсан, эпĕ тӳсеймерĕм:

— Черете пăхăнасчĕ… — терĕм.

— Ĕлкĕретĕр, ăçта васкатăр! — тавăрчĕ сутуçă, мана хаяр вăкăр пек пăхса. — Эсир — нумайăн, эпĕ — пĕччен.

Черет тăрса ывăннă хыççăн кĕтмен çĕртен ача чухнехи тусăма тĕл пултăм. Вăл Аптраманкасра самай пысăк пуçлăхра ĕçлет иккен. Сăмах çине сăмах. Манăн хуçăк кăмăла сиссе, юлташăм ыйтмасăр чăтаймарĕ:

— Мĕн пулнă сана, çумăр пĕлĕчĕ пек хуралса çитнĕ-çке? Мĕнле те пулин инкек сиксе тухмарĕ пулĕ те?

— Инкекĕ-мĕнĕ... Хăна çуртне вырнаçаймарăм-ха, — пĕлтертĕм ăна.

— Эй, тупнă кулянмалли! — ахăлтатса кулса ячĕ вăл. — Пыр хам пата. Вырăн тупăпăр. Эсĕ хăна-çке! Анчах та вăт... арăм... Вăл сана палламасть ĕнтĕ. Унпа пĕр сăмах тупма çăмăлах мар манăн. Атя, хăна çуртнех вырнаçтарам сана.

Пуçлăх-юлташ телефон кĕпçине илчĕ те, эпĕ тин çеç пулса курнă хăна çуртне шăнкăравларĕ. Сăмах май асăрхаттарма та манмарĕ:

— 0блаçри паллă механизатор çитнĕ пирĕн пата, — терĕ пысăк пĕлтерĕшлĕн: — Ăна вырăн тупса парасах пулать...

Мĕн тейĕр эсир, паллă çын каланă ахаль сăмахсем маншăн асамлăх пулса тăчĕç. Хăна çуртне тепре пырса кĕрсен, хайхи кăтра çӳçлĕ чиперкке ман тавра чупкаласах çӳреме тытăнчĕ.

— Каçарăр, эпĕ сире пĕлмен, — именнĕ пек пуплерĕ хăй. — Малтанах систермелле пулнă. Калатăп çав таçта курнă çын ку тесе. Ара, хаçатра сăнăр тухнăччĕ мар-и...

Халĕ, çĕршыв çийĕн вăштăр уçă çил вĕрнĕ чух, Аптраманкасра та кăмăла пăсакан пулăмсен шăрши тасалса пырать, тет иккен. Ача чухнехи тусăм хăй çырса пĕлтерчĕ мана кун пирки. Тасалсан тем пекехчĕ ĕнтĕ!

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Мирон Толи (2018-11-06 06:55:13):

Мана питĕ килĕшрĕ. Хам пулса курнă саманасене аса илтерчĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: ăшах

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: