Вĕренӳ прави
Кĕркуннехи вĕренӳ кунĕсем çитсе тăнипе, ирĕксĕрех аса килеççĕ авалхи ĕмĕрĕн тискер кунĕсем.
1913 çул. Август уйăхĕ. Эпир тĕнче тăрăх шкул шырама тухса кайрăмăр. Эпир — тăваттăн. Тăватă çамрăк. Тăватсăмăр та çуркунне икĕ класлă шкултан вĕренсе тухнă. Пуринчен начарри, пуринчен чухăнни, пуринчен выççи, пуринчен айван вĕренни — эпĕ. Вуникĕ предметран виççĕшĕ «удовлетворительные (3)». Вуникĕ предметран пĕрре те «отличные (5)» паллă илеймен.
Лайăх астăватăп: çуркуннехи экзаменсене пынă уездри шкулсен инспекторĕ Петухов мантан Христос ăçта çурални çинчен йăвашшăн ыйтса пĕлчĕ. Хам куçпах куртăм: «5» палли лартрĕ.
— Кайса лар! — терĕ икĕ сăмахпа. Эпĕ хĕпĕртерĕм. Васкаса утса пыратăп парта хушшине.
— Лайăх вĕреннĕ пулас ку çĕтĕк çытма? — вăраххăн ыйтрĕ инспектор саконоучительрен — Евдокимов пупран.
— Лайăх вĕренчĕ. Анчах тăлăх-турат вĕт. Праçник кунĕсенче таврари ялсенче ыйткаласа çӳрет, — вăраххăнах тавăрчĕ инспектора Евдокимов пуп.
Инспектор мана «çĕтĕк çитма» тенине илтсен эпĕ, хам çĕтĕк çитмана кăтартас мар тесе, васкаса лартăм.
— Кил-ха тепĕр хут. Исус Христос ăçта пурăннă? — ыйту пачĕ инспектор эпĕ тухса çитичченех.
— Мускавра! — васкаса ответлерĕм малтанхи çитĕнӳсемшĕн хĕпĕртесе. Инспектор пĕр васкамасăр хăй умĕнче выртакан хута илчĕ те манăн «5» паллăна пĕр хыпаланмасăр «3» паллă туса хучĕ.
Эпĕ хурлантăм. Çавăнтах куççулсем юхса анчĕç. Пĕр васкамасăр кĕрсе лартăм парта хушшине. Ку предметпа «удовлетворительные (3)» паллă илтĕн те, аллуна сул малалла вĕренмешкĕн. «Пуринчен ытла эсĕ тăлăх-турат, йĕмӳ çĕтĕк, çийĕнчи кĕпӳне те ик-виçĕ уйăх çумасăр çӳретĕн пулсан, ан та шухăшла вĕренӳ çинчен».
Экзамен пĕтсен, кам мĕнле шкула кĕме пултарни çинчен пурне те каласа тухрĕç.
— Иван Никоноров Хусанти учительсен семинарине кĕме пултарать, унăн паллисем те пурте «Отличные» (5).
— Михаил Емельянов та çавах.
— Василий Молчанов учительсем хатĕрлекеи шкула кĕме пултарать. Унăн ашшĕ пуян — месник. Вĕреннĕшĕн тӳлесе татма пултарать.
— А эсĕ, Спиридон, ху çулна ху туп. Санăн аçу-аннӳ çук. Тăванусем те çук. Сана никам пулăшакан та çук. Кунта вĕреннĕ чух та аран-аран пурăнайăн. Сана вĕренме кайма та хĕнтерех пулать,— терĕç пĕр харăс Матрена Дмитриевнапа Перасковия Алексеевна. — Ачи ытла чарусăр. Атту хам пулăшнă пулăттăм, — çавăнтах хĕрхеннĕ пек пулчĕ тепĕр класри учительница Пелагея Петровна.
Хĕрхенчĕç. Пăшăлтатрĕç. Тепĕр хут ман çине пăхрĕç.
— Çапла. Ху çулна ху тупма тăрăш!
Çапла пулчĕ учительницăсен юлашки пиллĕх. Çак пиллĕхпе тухса утрăм эпĕ те ытти юлташсемпе пĕрле хам çула хам тупма. Тăватсăмăр та пуçтарăнтăмăр эпĕ пурăнакан яла — Çĕрпелне.
Кутамккасене çакрăмăр та тухса утрăмăр Шупашкара. 80 çухрăм çурран утмалла. Шăхран станцине 25 çухрăм. Анчах унтан Хусана кайма 1 тенкĕ те 83 пус тăрать. Шупашкартан прахутпа кайма мĕн пурĕ те 25—30 пус кăна.
Икĕ кунтан эпĕ Хусанта, Хусанти учительсем хатĕрлекен семинаринче. Анчах пирĕн çул кунта кăна пуçланать. Хусанти семинаринче пире илмеççĕ. Экзамен тапраннă. Эпир юлтăмăр шкул тулашне. Ăçталла каймалла. Ăçта инçе кайăн ĕнтĕ пĕр полтинник укçапа? Анчах кăткă пырши тухсан та тапаланать тет малаллах. Эпир те каясшăн таçта-малалла. Ăçта? Хăш хулана? Хамăр та уççăн пĕлместпĕр
ăçта каясса. Хусанти семинари умĕнче куллянса ларатпăр. Апат-çимĕç пирĕн — хура çăкăр. Тăварсем чикнĕ килтенех. Хура, типĕ çăкăра кавлесе, мăн шăл кăвак тăвара çуллатпăр чĕлхе вĕçĕпе. Ку пирĕн, куллянса ларнă вăхăтра, савăнăçлă апат. Ыран-виçмине ку апат та уйрăлать пирĕнтен. Эпир — выçлăх аллинче.
— Бирскине ĕлкĕрме пултаратăр. Унта учительсем хатĕрлекен икĕ класлă шкул. Халь экзамен та пуçланман унта, — терĕ пĕр семинарист пирĕнпе калаçса тăнă вăхăтра.
Эпир Бирскине çул тытрăмăр. Хусан пристанĕнчен Атăл тата Шур Атăл тăрăх каймалла Бирскине. Çитсен, кĕме ĕмĕтленетпĕр. Хĕпĕртесе, кулса яратпăр. Анчах урасем такăнаççĕ, куççульсем юхса анаççĕ çавăнтах. Юлашки пĕр полтинник укçапа çитме çук Бирски хулине. Çывăх мар! Инçе.
Лоткăсем айĕнче выртса пурăнатпăр пристаньре. Пăрахутпа çӳрекенсене япаласем йăтса паратпăр. Грузчиксене пулăшатпăр. Ĕçрен хăрамастпăр. Халь эпир грузчиксем. Анчах пирĕн пуçра вĕренӳ шухăшĕ. Пирĕн умра Бирск хули. Бирскине çитесшĕн çунатпăр кашни кун.
— Ларатпăр! — терĕмĕр пĕр ирхине Бирск хулинелле каякан прахут çине. Кĕрсе вырнаçрăмăр таварсем хушшине. Нумаях выртмалла пулмарĕ. Часах кăларса ывăтрĕç пристане тепĕр хут. Пирĕн юлашки утăм, юлашки кун пристаньре ĕçлесе, юлашки укçасемпе билетсем илесси. Çавах та эпир Бирски хулине çитрĕмĕрех. Телей çине телей вĕт. Эпир çитнĕ кун лăп та шăп пуçланнă экзамен. Пире илмеççĕ. Пирĕн прошенисене пăхмаççĕ. Пирĕнпе калаçмаççĕ. Шкул пуçлăхĕ патне — протоийерей Воскресенски патне килне кайрăмăр. Чĕркуççи çине тăрса тархаслатпăр. Ачи таçта аслă шкулта вĕренекен студент. Ăна валли чăмадансем çине япаласем хатĕрлеççĕ. Вĕренме ăсатма ăшаланаççĕ. Пирĕнпе калаçмаççĕ. Тăрсан-тăрсан, ывăнтартăмăр пулас йăлăнса, тапа-тапа кăларса ячĕ пире протоийерей. Тухрăмăр. Манăн кутамккара пуçламан çăкăр. Хĕстерме ĕлкĕртĕм эпĕ ăна кухньăра. Мĕн тăвăн, хырăм выççи тем те тутарĕ. Пристань çине кайрăмăр. Тăраниччен çирĕмĕр çăкăра.
— Айтăр Кузьма пичче патне каятпăр. Вăл лайăх çын, — терĕ савăнса Таçук.
— Вăл ăçта?
Уфа кĕпĕрнинчи Стерлитамак уездĕнче, Надеждино ялĕнче, тăватă çул вĕренмелли гимнази пуçлăхĕ. Вăл обязательно илет хăй патне вĕренме. Вăл лайăх çын, — çирĕплетрĕ вăл хăй сăмахне.
— Чăн. Вăл лайăх çын, — килĕшрĕç Мешковпа Цыканов.
Укçа тӳлемелле вĕт унта — гимназинче, иккĕлентĕмĕр виçсĕмĕр эпир.
— Ничего. Кузьма пичче тӳсет.
— Мĕнле тухса каяс? Укçаеем çук вĕт пирĕн пĕрин те.
— Кам мĕнле пĕлет — çапла тытăнмалла шырама. Кунта ĕмĕр пурнаяс çук, пĕчĕк хулара. Ĕнер те вăн колбасси мастерскойĕнчен ир ашпа çатлаттара-çатлаттара кăларса ячĕç. Пурăнма манер çук. Айтăр, саланар. Каçхине, прахут килнĕ çĕре, пухăнатпăр. Салантăмăр: хăшĕ урам тăрăх, хăшĕ — учрежденисене. Укçа ыйткалатпăр, çул çине тухма. Каçхи прахута пурте çитрĕмĕр. Ĕçсем ăнăçуллă. Лартăмăр. Кузьма пичче патне каятпăр савăнса. Благовещенски станцире антăмăр. Надеждино ялне 40 çухрăм çуран каймалла. Утрăмăр. Çитрĕмĕр. Шкулне шыраса тупрăмăр. Унтан Кузьма пиччене куртăмăр.
— Мĕн лĕпĕртетсе çӳретĕр вара эсĕр? Эх, айвансем.
Çак сăмахсемпе «савса» илчĕ пире Кузьма Сергеевич Сергеев. Унтан лăпланчĕ. Хĕрхенсе илчĕ.
— Вĕренме илессе илĕпĕр. Сирĕн пĕлӳсем çителĕклĕ пулас ĕнтĕ кунта кĕме. Анчах тӳлемесĕр вĕренме çук пирĕн гимназинче. Уйăхне çичĕ тенкĕ çуршар тӳлеме тивет. Сирĕн нихăшĕн те уйăх тӳлемеллĕх те пурлăх çук. Тен Благовещенск завода ĕлкĕрĕр. Унта — семинари. Унта манăн паллакан преподавательсем пур. Эсир выçăпа та аптранă пулас. Эпĕ семинаринчи юлташсем патне çыру çырам. Эсĕр васкарах чей ĕçĕр, — терĕ те Кузьма пичче, хăй хут çырма ларчĕ. Эпир
чей ĕçме лартăмăр. Тем чул васкаса ĕçрĕмĕр пулин те пĕр сăмавар шыва, тепĕр арман чулĕ пек шурă кулача тăваттăн лăп та шăп çавăрттарса хутăмăр. Питĕ вырнаçуллă пулчĕ пирĕн хырăма.
Тăватсăмăра ултă тенкĕ пачĕ çул çине, тепĕр пысăк шур кулачă. Тухса утрăмăр васкаса. Çитрĕмĕр семинарине. Экзамен пĕтнĕ. Пире
йышăнмарĕç. Пирĕнпе калаçмарĕç. Пуçсене чикремĕр. Пристане утрăмăр. Кунтан кайран киле мĕнле çитни паллах. Унта йĕрӳ те, шăл шатăртаттару та пулнă.
Çавăн пек пулнă пирĕн пек чухăнсене вĕренме ĕлĕкхи вăхăтра. Шкул алăкĕсем тăвăр, çулĕсем çинçе пулнă...
Халĕ эпĕр çемьере тăваттăн пурăнатпăр: хам Ленинградри журналистсен институтĕнче заочно вĕренетĕп, арăм рабфак пĕтерсе малалла вĕренме куçнă, хĕрĕм 5-мĕш классра вĕренет, тăватă çулхи Толя ача пахчине çӳрет. Эпир — пурте телейлĕ.
Халĕ эпĕр хамăр укçа парса мар, хамăр укçа-стипенди илсе вĕренетпĕр. Кашнин халь вĕренӳ прави пур. Ун çинчен çĕнĕ Конституци проектĕнче çапла каланă:
«121 статья. ССР Союзĕн гражданĕсен вĕренӳ прави пур. Ку права — пуçламăш шкулсенче пурне те обязательно йĕркепе вĕрентнипе, пур шкулсенче те, аслă шкул таранах, тӳлеттермесĕрех вĕрентнипе, аслă шкулсенче вĕренекенсене пурне те пекех патшалăх стипендийĕсем парса тăнипе, шкулсенче тăван чĕлхене вĕрентнипе, заводсенче, совхозсенче, машинăлла-тракторла станцисенче тата колхозсенче ĕçхалăхне производство, техника, агрономи ĕçне тӳлеттермесĕр вĕрентнипе пурнăçа кĕрсе пырать».
Кун пек пысăк права, кун пек пысăк тивĕçлĕх пĕр Совет Союзĕнче кăна. Урăх ниçта та!
«Канаш» хаçат, 1936 ç. августăн 11-мĕшĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...