Савăнăçлă ир
Инçетрен-инçетрен, тĕнче хĕррине талккишпе çутатса, шурăмпуç шуралса хăпарать.
Николай Верăна вăратрĕ.
— Верочка! Эсĕ кунта, пирĕн енче, хĕвел мĕнле тухнине курман вĕт?
— Çук, курман, — ыйхăран вăранса, васкаса тăрса ларчĕ Вера.
— Атя, эппин, кайăпăр. Эпĕ ачаранпа хĕвел тухнине курма юрататăп. Çамрăк чухне, выртмаран иртерех таврăнсан, юри хĕвел тухмасăр çывăрмастăм.
...Тул çутăлать. Тухăçа кĕрен çутă карса илчĕ. Çăлтăр куçĕсем пĕрин хыççăн тепри сӳнсе пыраççĕ, сайралнăçемĕн сайраланаççĕ.
Ялтан тухсан, Верăпа Николай татах та çăмăлраххăн ута пуçларĕç.
Йĕри-тавра тулă пусси хумхăнать. Пуç кăларнă шултра пучахлă çăра хăмăл лăпкă çилпе юрланă пек чăшăлтатать. Унта та кунта путене авăтни илтĕнет.
«Лявук курпунĕ» текен тĕмескерен иртсен, вĕсен умне татах та илĕртӳллĕ, çĕнĕ ӳкерчĕк тухса выртрĕ. Тулă пусси хĕррипе таçтан аякран, симĕс кĕççе сарнă пек, тӳрем те аслă улăх пуçланать. Улăх варрипе, çĕлен евĕр авкаланса, Энĕш шывĕ юхса выртать, Шыв хĕррипе — вĕтлĕх вăрман; унтан лере — ĕмĕртенпе кашлакан хырлăх; тĕллĕн-тĕллĕн шур хăйăрлă вашмăк сăртсем курăнаççĕ.
Пĕчĕк чухне, пушăт хуппинчен тунă куркапа хурăн çырли пухма тухсан, ял-йыш ачисемпе пĕрле Николай та çакăнта çаруран пайтах чупса çӳренĕ. Асран каймасть ачалăх. Анчах кунти йĕри-тавралăх халĕ пушшех илемленнĕ.
Энĕш шывĕ çинче шĕвĕ тĕтре пăсланать. Те çавăнпа, ирхи сывлăш татах та уççăн туйăнса каять. Çаран çинче ытарма çук илемлĕ, пин-пин тĕсле чечексем хăйсен капăр куçĕсене уçаççĕ.
— Эх, тĕнче илемĕ! Юрлас килсе кайрĕ ман кунта! Верă аллисемпе хăлаçланса илчĕ те, вара хăй те чечек пекех илемленчĕ.
— Атя, атя, пĕр тухнăскер, курса çӳрер, — терĕ ăна Николай. — Нумай пулать эпĕ кунта пулманни. Ах, пит нумай!..
Улăх тăрăх таçта лере, хĕрлĕ тăмлă сăрт хĕрринче, шупка тĕтĕм çăмăллăн йăсăрланса тăни курăнать. Вĕсем тӳрех çавăнталла çул тытрĕç.
— Пирĕн унта çитсе курмаллах, — терĕ Николай. — Çавăнпа ирех илсе тухрăм эпĕ сана.
...Хĕрлĕ тăмлă тарăн çырма пуçĕпе сăрта хăпарсан, йĕри-таврах пĕренесем тата чулпа хăйăр тĕмĕсем купаланса выртаççĕ. Çав тӳремлĕхе çитиччен, пĕчĕк будкăран кунтарах, çын сасси илтĕнчĕ.
— Камсем эсир? Ăçта каятăр?
— Эпир-ха ку,— Николайпа Вера иккĕшĕ те чарăнса тăчĕç.
Сăрт хĕрринче, шĕвĕ тĕтĕм кăларса, вучах çунать. Ун патăнче пĕчченех хура çĕлĕк тăхăннă, накидкăпа пĕркеннĕ, сарă шĕвĕр сухаллă, хыткан старик тĕрмешет. Çăварĕнчи чĕлĕмне кĕсйине пытарсанах, вăл васкаса Николай патне утса пычĕ. Сăнран ватă пек курăнсан та, чĕрĕскер пулас.
— Мĕнле эсир кун пекех, питĕ ирех тапраннă? Ăçта каятăр?
Николай ăна палларĕ.
— Эсĕ... Палюк мучи пултăн-çке!
Старик ăна вичкĕн куçĕсемпе тĕллесе пăхса тăчĕ.
— Çавă-ха. Эсĕ мана ăçтан пĕлетĕн?
— Пĕлмесĕр ара. Эпĕ хăвăр ял çынниех-çке. Малтикассем. Энĕш çынни.
— Энĕш çынни? Кам ачи?..
Старик сасартăк куçне çутăлтарса пăрахрĕ те Николая сарлака, тереклĕ хулпуççинчен пырса тытрĕ.
— Чим-ха, чим... Эсĕ, ачам, Петĕр вăртах Кулькки мар-и?
— Çавă-çке,— çемçен кулса ячĕ Николай.
— Э-эх, эпĕ... ват супнă! Ак ку тата мăшăру мар пулĕ те?
— Çапла-ха.
— Вăн мĕнле пулчĕ иккен. Каçарăр мана, Кулькка. Сире кунашкал тĕл пуласса аса та илмен... Кӳрĕр эппин аллăрсене!.. Кулькка... Кин... Ий-я, мĕнле чупатăр?.. Хăçан килтĕр? Ĕнер çеç-и?.. Курманни те нумай пулчĕ те... Сакăр çул пулчĕ-и, тăххăр-и?.. Эпĕ кунта хуралçăра пурнап-ха. Пысăк ĕçе тытăнтăмăр... Карчăк килте пăртак тута пăрма хăтланать пулас та, пĕрре те каяс килмест çакăнтан. Ий-я, халĕ пăртак иртерех-ха, кунта питĕ тĕлĕнмелле вĕт!..
Палюк мучи пичĕ çине сасартăк йăмăх хĕрлĕ çутă ӳкрĕ.
Хĕвел тухать. Пĕтĕм тăнче, ăна кĕтсе илме хатĕрленсе, шăп пулчĕ. Йĕри-тавра юрлакан тĕрле кайăк юррисем çеç питĕ тăтăш илтĕнеççĕ. :
Николая тахçан пĕрре хăй çырнă «Хĕвел тухни» ятлă сăвă аса килчĕ:
Туйри сарă хĕрсем евĕр
Ташăпа та юрăпа
Ярăнса тухать хĕвелĕ
Ташăпа та юрăпа.
Кайăксем те пит илемлĕ
Ташăпа та юрăпа
Хĕвеле кĕтсе илеççĕ
Ташăпа та юрăпа.
...Инçетре те мар, ĕмĕртенпе ларакан пысăк ялсем. Виçĕ ял — виçĕ Энĕш: Малтикасси, Вăтакасси тата Анатри. Виççĕшĕ те юнашар, çума-çумăн, ыталаннă евĕр лараççĕ.
— Ту-ту-ту-ут! — Кĕтмен çĕртен пырса тухрĕ вĕр-çĕнĕ çăмăл автомашина.
Лавсем нумай çӳренипе çатма тĕпĕ пек такăрланнă çулпа вăл хурал будки патне пырса чарăнчĕ. Машинăран пуçне шакла хыртарнă, тĕксĕм кăвак сукнаран çĕленĕ гимнастерка тăхăннă, сăн курăнса тăмалла çутатнă атăллă, сарлака çурăмлă, тĕреклĕ çын тухрĕ. Унăн сулахай кăкрине асамат кĕперĕ тĕслĕ ахах та мерчен тĕрĕллĕ орден колодкисем капăрлатса тăраççĕ.
— Секретарь-çке ку пирĕн. Районтан, — хавасланса ӳкрĕ Палюк мучи.— Пăх-ха ăна, ĕçĕ тем чул нумай пуль хăйĕн, ирех кунта вĕçтерсе те çитрĕ. Çывăрма пĕлмеççĕ-ши, мăнтарăнсем?.. Питĕ лайăх çынсем вĕсем. Ăслă çынсем! — Палюк мучи мăн кăмăллăн пуçне ывăтрĕ.
Çав вăхăтра секретарĕн сасси те аякранах илтĕнчĕ.
— Акă телей! Шыра-шыра паян вĕсене, нихăшĕ те пĕлмеççĕ! Вĕсем кунта çитме те ĕлкĕрнĕ иккен! Шутларăм çав паçăрах. Йăнăшмарăм вĕт капла? Иăнăшмарăм. — Вăл савăнсах Николай патне утса пычĕ. — Хăнасем пухатăн-çке эсĕ кунта, Павел Захарч?
— Капитан вĕт ку?.. Фома Ильич! — палларĕ ăна Николай.
Райком секретарĕ пуринчен малтан Николая алă тытрĕ.
— Килнĕ-кйлмен, çывăрма та пĕлместĕн-çке эсĕ, Николай Петрович?.. Канма килнĕ тетĕн ху.
— Чун чăтмарĕ, Фома Ильич! — кăшт именнĕ пекле каларĕ Николай. — Ку вĕт — чи лайăх кану маншăн.
— Лайăх кану... Хе-хе-хе! Пĕлеп, пĕлеп, сан чунна.
Ыттисене алă тытсан, Фома Ильич татах Николай умне пырса тăчĕ. Ăна кăтра пуçĕнчен пуçласа ботинкисем патне çитичченех пăхса илчĕ.
— Пăх-ха, тĕрекленсе кайнă иккен эсĕ?
— Кам пĕлет, кăштах ӳсетпĕр пуль, Фома Ильич.
— Да-а, çамрăксем малаллах. Ну, вĕренсе тухрăн апла?
— Тухрăм.
— Диплом мĕнле?
— Техник-строитель.
— О-о-о! — пуçне мăнаçлăн ывăтрĕ секретарь. — Аван. Питĕ аван. Саламлатăп!
— Спаççипă!
— Да-а...
Пĕр вăхăта сăмах пĕтнĕн туйăнчĕ.
Те вĕсене кансĕрлесе тăрас мар тесе, те хăйĕн ĕçне аса илсе, Палюк мучи, эп каям-ха тесе, вучах патне уттарчĕ. Фома Ильич, аллисемпе пилĕкрен тытса, нумайччен унталла-кунталла пăхса тăчĕ.
Хĕвел чылаях çӳле хăпарма ĕлкĕрнĕ. Унăн çемçе, ачаш ăшши пите-куçа йăвашшăн пырса сĕртĕнет.
Лере, тепĕр çырма пуçĕнче, пĕччен кăна саркаланса ӳсекен лапсăркка хыр патĕнче, татах тĕтĕм мăкăрланни курăнать. Вăл мĕскерне Фома Ильич лайăх пĕлет. Унта — походнăй кухньăсем, ĕçлекенсем валли ирхи апат пĕçереççĕ. Унтах тата çĕнĕ хăмасемпе çапса тунă сарай пекки пур, шурă тăрăллă палаткăсем курăнаççĕ. Вĕсенчен кăштах сылтăмарах — çынсем ĕçе тытăнна та: виçĕ станпа хăма çураççĕ. Строительство площадкинче халĕ шăпах-ха, ниçта никам çӳрени те курăнмасть.
— Вăт, çапла, — Николай еннелле çаврăнчĕ Фома Ильич. — Сана эпир нумайранпа кĕтрĕмĕр. Ĕнер кунтан председатель телефонпа шăнкăртаттарчĕ, паян ирех тухса килтĕм сан пата. Курас килекен пулчĕ.
Николай тăруках ним чĕнме те пĕлмерĕ. Секретарь ăна вут пек çунса тăракан куçĕсемпе йăвашшăи пăхрĕ.
— Çапла. Ну, пĕр-икĕ эрне канатăн та, акă, çакна йышăнатăн.
— Мĕскере? — ăнланмарĕ Николай.
— Мĕн пур строительство хуçалăхне.
— Капитан юлташ! Чим, Фома Ильич! Тӳрех кунта.
— Тӳрех кунта килетĕн.
— Çук-ха, мана йывăр пулмĕ-ши?
— Е вĕренме çăмăлччĕ-и? — хыттăн каларĕ секретарь — Тăватă çул хаяр вăрçă хирĕ тăрăх утса тухма сана çăмăл пулчĕ-и?.. Днепр урлă татти-сыпписĕр тăкăнакан асар та писер вут ăшĕнче çĕр хута кĕпер хыврăмăр. Ун чух мĕнле, çăмăлччĕ-и?.. Эпĕ сана çавăн чухне рекомендаци патăм... сержант юлташ...
Пăртак чĕнмесĕр тăнă хыççăн вăл хăй сăмахне хăйех вĕçлерĕ.
— Çапла. Эпир сана кунта яма ыйтса министерствăна çыру çыртăмăр. Ху килĕшни кăна кирлĕ. Вара правленинче калаçăпăр.
— Шухăшласа пăхам-ха.
Савăнăçлă туйăмсемпе çĕкленнĕ Николай хăйпе юнашар тăракан Верăна пăхрĕ. Секретарь ăна часах сисрĕ, ăнланчĕ.
— Вăл ăçта ĕçленĕ?
— Фельдшерица. Пĕлтĕр кăна ĕçле пуçланă, — терĕ Николай.
— Кирлĕ, кирлĕ. Питĕ аван. — Секретарь Вера умне пырса тăчĕ. — Ĕçлекенçем пире нумай кирлĕ. Килĕшрĕмĕр, çапла-и?..
Инçетре те мар, юрă сасси илтĕнчĕ. Вĕсемпе пĕрлех ылттăн чĕлĕхсем хутшăнса кайрĕç. Чĕре патне пырса тивекен, ăна çĕклентерсе, çунатлантарса яракан ытарма çук хаваслă, савăнăçлă çемĕсем шăрантараççĕ. Фома Ильич унталла ура çине тăрсах пăхрĕ. Аслă та такăр çулпа, çавра çил пек тусан вĕçтерсе, виçĕ Энĕш енчен, унтан та кунтан, туллиех çын ларнă грузовиксем çĕмĕрттерсе килеççĕ. Машинăсем çинче пуринчен ытларах çамрăк-кĕрĕм курăнать. Вĕсем — кунта ĕçлеме килекенсем.
— Да-а! — Тулли кăмăллă секретарь татах Николай патне пырса ларчĕ.— Пурнăç пĕрмаях малалла шăвать. Виçĕ Энĕш çыннисем иртнĕ çул, виçĕ колхоза пĕрлештерсе, «Коммунизм çути» ятлă çĕнĕ, пысăк колхоз турĕç. Çакă вăл артель хуçалăхне малалла аталантарса пыма лайăх майсем туса пачĕ. Эпир ăна çакăнтан пуçлас терĕмĕр. Ак çак кирпĕч заводĕнчен.
— Мĕншĕн тӳрех кирпĕч заводĕнчен? — ыйтрĕ Николай.
— Мĕншĕн тесен пирĕн çĕнĕ пурнăçа вăхăтлăха мар, ĕмĕрлĕхе тумалла. Апла пулсан — кирпĕч кирлĕ. Унтан тата клубсем, шкулсем, магазинсем, театрсем лартмалла. Вĕсене те ĕмĕрлĕхе тумалла. Каллех пире кирпĕч кирлĕ. Çавна шута илтĕмĕр.
— Тĕрĕс тунă, Фома Ильич.
— Да-а. Халĕ кунта, куратăр, ĕç тин çеç пуçланать-ха. Районти ытти колхозсене те кирпĕч çапса памалла. Çывăх вăхăтрах акă кунта, пирĕн пата, тракторсем, цемент çăрмалли машинăсем çитмелле. Пысăк ĕçсем пулаççĕ кунта.
Николайпа Вера ура çине тăнă та ирхи тĕнче çине пăхса киленеççĕ.
Хĕвел хăйĕн мĕн пур ăшшипе çутине ытарма çук ырă çĕр çинелле тăкса тăрать. Тӳпе тăрă, янкăр уяр. Тăçти, тĕнче хĕрринчи, хура пĕлĕт куписем те аяккалла сирĕлеççĕ. Аслă хирти тырă пуссисемпе вăрмансем ем-ешĕл курăнаççĕ.
Йĕри-таврара юрă сасси янăрать.
Тĕлĕнмелле илемлĕ ир!
Шухăшсем
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...
If you're reading this, it means your co...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...