Пĕчĕк ăсчах
Ватрухин киленсех телевизор курса выртатчĕ. Кĕтмен çĕртен ăна такам уринчен тĕкрĕ. Ун умĕнче çур çулхи ывăлĕ тăра парать. «Ара, тин кăна сăпкараччĕ вĕт-ха вăл!» — чутах кравать çинчен ӳкмерĕ арçын.
— Атте! Шыв илсе килсе пар-ха, ĕçес килет.
Хăйĕн урисене хăй туймасăр кухньăналла ыткăнчĕ Ватрухин. Ывăлĕ шыва чаплаттарса ĕçсе ячĕ те:
— Спаççипă! — терĕ. — Халĕ хамăн пӳлĕме каям-ха.
Ватрухин хăпăл-хапăл арăмĕ патне вăшлатрĕ.
— Оля! Унта... Унта... Пирĕн Андрюша!..
Хăраса ӳкнĕ Оля ывăлĕн пӳлĕмне ыткăнса кĕчĕ. Пĕчĕк Андрей урайĕнче плюш упа çурине енчен енне çавăркаласа ларать.
— Анне, вăл чĕрĕ мар вĕт? Эппин, мĕншĕн чĕрĕ пек йынăшать-ха вăл?
Амăшĕ урайне лак ларать.
— Эсир мĕскер? — кӳренет Андрюша. — Чĕнмесĕр çӳресе йăлăхрăм эпĕ! Никампа калаçма çук.
— Вăт ку тĕлĕнтермĕш! — аран аран çăварне уçрĕ Оля.
— Феномен! Çук-çук! Мĕнле калатчĕç-ха? Э-э-э... вундеркинд, вăт, — килĕшрĕ арăмĕпе Ватрухин.
— Халь мĕн тăвăпăр ĕнтĕ, — ыйтрĕ Оля упăшкинчен.
— Шкула вырнаçтарăпăр... Ятарлă шкула. Тен, вăл математик? Андрюш кала-ха, ик хут иккĕ миçе пулать?
Ывăлĕ ашшĕ çине мăнаçлăн пăхса илет.
— Паллă ĕнтĕ, тăваттă.
— Вăт! — савăнчĕ Ватрухин.
— Тен, вăл музыканта вĕренесшĕн? — иккĕленчĕ Оля.
Вĕсен хушшинче тавлашу пуçланчĕ: «Ăçта вырнаçтарсан лайăхрах-ши ачана?»
Андрюша ашшĕ-амăшĕ ăна ачалăхран вăхăт çитмесĕрех уйăрасшăн пулнине çийĕнчех сисрĕ. Куç харшисене пĕрчĕ те çапла пĕлтерчĕ:
— Атте, анне! Ан та ĕмĕтленĕр! Ĕç тухмĕ сирĕн!
— Мĕншĕн? — харăсах ыйтрĕç ашшĕпе амăшĕ.
— Мĕншĕн тесен эпĕ питĕ пĕчĕк-ха.
Вăл урайне ларчĕ те ун айĕнче пĕчĕк кӳленчĕк пулса юлчĕ. Йĕпеннĕ Андрюша йĕрсе ячĕ, çак самантран вăраххăн ӳсме тытăнчĕ...
Ирина90 (2009-12-07 15:45:36):
Питĕ лайăх калав. Нина пултарать. Маттур