Чĕкеç


Кăнтăрла иртсен çанталăк сасартăках пăсăлчĕ. Таçтан амакран, Катек вăрманĕ хыçĕнчен-и, мĕн-и, тĕксĕм хура пĕлĕт капланса хăпарчĕ те, урлă-пирлĕ юплĕ çиçĕм çиçтерсе, енчен енне пушă пичĕке йăвантарнă пек аслати кĕмсĕртеттерсе, çĕр çинелле шарлак çумăр чĕресне ӳпĕнтерчĕ. Тепĕр тесен, çумăр та мар ку, талккăшĕпе алхасакан шывсикки. Ту чакăлĕнчен чавкăнса анакан чашлама!..

Çирĕккассине почтăпа çӳрекен Ухтем Урини çыхăну кантурĕн крыльцинче тăрать. Тулли сăран сумкине вăл пусма картлашки çине лартнă. Унăн «тилхепесĕр тимĕр кăвак тихи», кĕмĕл тыткаллă самокачĕ ара, крыльца çумне сĕвеннĕ те çумăр айĕнчех лӳшкенет.

«Юрĕ-çке, нимех те мар, — хăйне хăй йăпатать Урине. — Тусанран тасалтăр, лайăхрах çуталтăр. Анчах çумăрччен тухса кайма ĕлкĕреймерĕм-çке. Тем чухлĕ кĕтмелле ĕнтĕ?..»

Унăн районти военкоматра самаях тытăнса тăмалла пулчĕ. Кунта вăл тепĕр икĕ çыннăн иртнĕ вăрçăри кунçулне тĕпчесе пĕлме тăрăшрĕ. Пĕр çынни — хăйсен ялĕсемех, тепри — Энĕшкассинчен. Вăтам шкулти хастар йĕрлевçĕсем вĕсен юлашки адресĕсене шыраса тупнă-ха. Пĕри, Андрей Александрович Нижаров лейтенант, Литва çĕршывĕнче çапăçса пуçне хунă. Ăна Рудлинас поселокĕ çывăхĕнчи «Тăванлăх масарне» пытарнă иккен. Тепри Энĕшкасси çынни, Матвей Михайлович Эльдюков сержант, — 1945 çулхи вăйлă çапăçусенче «хыпарсăр çухалнă». Анчах шкулти ывăнми йĕрлевçĕсем унăн йĕрне те тупнă. Паттăр чăваш салтакĕн тăпри Кенигсберг, хальхи Калининград, çывăхĕнче-мĕн.

Чăннипех те маттур шкулти тĕпчевçĕ-йĕрлевçĕсем! Вĕсем йĕрлесе тупнă çулсене халь ĕнтĕ Урине почтальонкăн военкомат урлă тĕрĕслесе пăхмалла. Çакăн пирки вăл паян, мĕнпур «координатсене» кăтартса, военкомата тĕплĕ хут çырса хăварчĕ. Уринешĕн ку çĕнĕ ĕç мар-ха. Шкулта чухнех вăл «Хастар йĕрлевçĕсен» кружокĕнче тăнă. Халь те татăлмасть тăван шкулĕнчен...

Çумăр кăштах тамалчĕ. Анчах çула тухма çук-ха. Тӳперен тӳп-туррĕн анакан шултра çумăр тумламĕсем çĕрелле кĕмĕл сăнăсем пек тăрăнаççĕ. Вĕсем крыльца умĕнчи кӳлленчĕке ӳкнĕ май, шывра çутă хăмпăсем хăпара-хăпара тухаççĕ. Лаша куçĕ пек пысăк та çутă хăмпăсем. Ут-куç хăмпи тенисем. «Çумăр ут-куçланса çусан, çанталăк йĕпене каясса, — теççĕ ялти кинемейсем.— Çанталăк пăсăлсах кайĕ-ши? — ассăн сывласа илет Урине. — Киле хăвăртрах çитмелле-çке!»

Ахаль тăриччен вăл паянхи çырусене ялăн-ялăн валеçме шут тытрĕ. Урине виçĕ яла çӳрет — çырусене виçĕ тĕркене уйăрмалла. Çирĕккасси, Энĕшкасси, Чăрăшкасси... Хăвăрт-хăвăрт вĕлтлетеççĕ ун аллинчи çырусем. Чунлă япала пек. Ара, чунлă пулмасăр! Кашни конвертĕнче — чĕрĕ çыннăн чĕрĕ сăмахĕ! Кашнинче пĕр-пĕр çĕнĕ хыпар. Е ырри, е усалли... Ах, пулать çав, усал хыпар та пулкалать. Анчах Уринен хăй çӳрекен ялсене ырă хыпарпа кăна пырса кĕрес килет. Ыр хыпарпа çӳресен — ырнине те сисместĕн. Ун пек чухне йывăр сумка та хулпуççине уртмасть. Ырă çыру, ырă хаçат, ырă журнал, ыр кĕнеке, ырă сăмах... «Ырă сăмах ыратакан чуна та сиплет», — тетчĕ Уринен кукамăшĕ. Хăвăрт-хăвăрт вĕлтлетеççĕ Урине аллинчи çырусем. Çирĕккасси, Энĕшкасси, Чăрăшкасси... Чим!.. Çирĕккасси тĕркине хунă пĕр çырăва каялла илчĕ те Урине адресне тимлесе пăхрĕ: «...Кумраковой Татьяне Васильевне»... Ара, Татюк кинемее-çке ку!..

Кăртах турĕ Урине чĕри. Çырăва унăн халех уçса вуласси килчĕ. Анчах юрамасть... Чăн та, Татюк кинемей хăй патне килекен çырусене йăлтах Уринене вулаттарать-ха. Хусанта пурăнакан хĕрĕ çырнисене. Çапах та... Çук, çук, пурпĕрех юрамасть. Яла çитиччен тӳсмелле.

Татюк кинеми ячĕпе килнĕ çырăва Урине каялла пуçтарса чикрĕ. Пысăк сумкăн уйрăм енчĕкне. Шаларах.

Халь ĕнтĕ епле пулин те киле хăвăртрах çитмелле. Ытти почтальонсем, авă, хăйсен хаçачĕсемпе çырăвĕсене çумăрчченех илсе кайма ĕлкĕрнĕ. Çыхăну кантурне кĕрсе тухакан та çук. Урине аллинчи сехетне пăхса илет. Кĕçех ĕç кунĕ пĕтмелле. Ĕнтĕ шултăра çумăр та вĕтелчĕ. Хĕлĕх ала витĕр сĕрнĕ пек кăна пĕрĕхкелет. Леш, «йĕпе çумăр» текенни. Кунашкалли вăраха тăсăлакан «Çапах та тепĕртак кĕтсе пăхам-ха, — терĕ Урине. — Çу кунĕ вăрăм... Тĕтĕмччен валеçсе ĕлкĕрĕп».

Çырăвĕсене майлаштарса пĕтерсен, Урине аса илчĕ: ара, паян çĕнĕ «Капкăн» килнĕ-çке! Хуплашкине пăхрĕ. Эрози пирки ӳкерчĕк пур. Ку çĕнĕ япала мар-ха. Уçрĕ. Куç тĕлне тӳрех сăвă лекрĕ — «Пĕтĕм яла култарать».

Кам-ха вăл, унашкал çын? Чим-ха, чим! Мĕн амакĕ? «Япăх тăвать хăй ĕçне почтальонка Урине»... Аннеçĕм! Сасăпах ахлатса илчĕ Çирĕккасси хĕрĕ. Малалла вулама шикенчĕ: «Ялав» журнал вырăнне «Капкăн» панă Курине». Ха, эс ăна! Тепĕр чух хаçатсене пăтраштарать иккен çав тăрлавсăр Урине, пĕринче чăвашла хаçат парать, тепринче — вырăсла. Çитменнине, ĕçке те ернĕ-мĕн. Усĕр пуçĕпе ваттисен пенси укçине унталла-кунталла салатать. Ӳкерчĕкне те туса хунă: почтальонка сумкинче çырусемпе юнашар эрех кĕленчи пуçне кăтартса пырать.

«Ай, мăшкăл! Ай, мăшкăл!» — ниçта кайса кĕрейми хыпăнса ӳкрĕ Урине. Чунĕ пĕрре пăрланчĕ, тепре кăварланчĕ.

— Ӳкерчĕкне тунă, мĕншĕн адресне кăтартман? — чунтанах эрленчĕ Урине. — Ăçта пурăнать вăл, путсĕр хĕрарăм? «Почтальонка Урине»... Эпĕ те почтальонка!..

Çак сăмахсене Çирĕккасси хĕрĕ илтĕнмеллех каларĕ пулас, хыçалтан ăна такам хирĕç сасă пачĕ.

— Ан кӳрен, Урине, сан çинчен мар ку сăвă, — терĕ арçын сасси. — Эсĕ пирĕн...

Урине вăрт! каялла çаврăнса пăхрĕ. Ун хыçĕнче Чакак Ваççи кулса-ейĕлсе тăра парать. Чăрăшкасси ачи. Ялта ăна Чакак тесе чĕнеççĕ. Çыхăну кантурĕнче вăл — Василий Сорокин. Экспедитор. Вăрăм кӳлепеллĕ, сарă кăтра çӳçлĕ, симĕс куçлă йĕкĕт. Шкулта вĕсем пĕрле вĕреннĕ. Ăна курсан, Урине чĕри хытăрах вĕриленсе кайрĕ.

— Эс те вуланă-и? — çилленсех ыйтрĕ хĕр.

— Вуласса вуланă-ха, анчах эсĕ пирĕн... — ейĕлме шăрахрĕ Чакак Ваççи. — Каларăм-çке-ха, эсĕ пирĕн — чĕкеç... ял-ял витĕр чĕкеç пек вĕçтерсе çӳретĕн. Астăватни, шкулта чух сăвă калаттăмăр? Чĕкеç, чĕкеç, чĕкеçĕ, кунĕпе вĕçсе çӳрерĕ, пĕртте канма пĕлмерĕ... Эреветле-теветлĕ...

— Ха, Чакак! Эсĕ, мĕн, куласшăн-и? — Урине тулли сумкине çăтăр-çатăр ярса тытрĕ те хулпуççийĕнчен уртса ячĕ. — Чакак хӳрипе чан çапать... Эс çырнă пуль-ха çак хăлтăркка сăвва?! Хушаматна çеç улăштарнă, Сорокин вырăнне Скворцов тесе алă пӳснă. Чакак вырăнне— шăнкăрч. Шкулта чухнех сăвăсемпе айкашаттăн. Пĕлетпĕр!

Хура пысăк куçĕсене хаяррăн çиçтерсе илчĕ Урине. Çумăра пăхмасăрах вăл пусма картлашкинчен хăвăрт таплаттарса анчĕ те велосипедне çул çине çавăрса кăларчĕ. Крыльцара тăракан Чакак Ваççи çăварне çеç карса юлчĕ.

— Тăхта-ха, Урине! Тăхта! — Чылайран тин илтĕнчĕ унăн пăшăрханнă сасси. — Кӳрентерес теменччĕ... Чĕкеç!..

Çирĕккассине вуникĕ çухрăм. Юрать-ха, малтанхи сакăр çухрăмне асфальт сарнă шоссепе каймалла. Кунта Шупашкар — Хусан çулĕ иртет. Лерелле вара шоссерен пăрăнмалла. Асфальт çинче Урине «тилхепесĕр тимĕр тихине» юртăпа та юрттарĕ-ха. Ан тив, çумăрĕ çутăрах... Чакакĕ те чакăлтаттăр... Унăн паянхи хаçатсемпе çырусене хăвăртрах илсе çитермелле. Уйрăмах Татюк кинемей патне килнĕ çырăва. Мĕн хыпар-ши унта? Тен, ывăлĕ пирки?!

Хусан çулĕ райцентр çумĕпе иртет. Акă ĕнтĕ асфальт пуçланчĕ. Анчах мĕн асăрхарĕ-ха Урине? Çанталăк çумăрлă пулин те, çул çинче машинăсем вĕçĕмех хĕвĕшеççĕ. Грузовиксем, автобуссем, çăмăллисем... Унталла та кунталла... Çывăхри ялсенчен тухакан грузовиксем асфальт çине пысăк кустăрмисемпе пылчăк сĕтĕрсе кăлараççĕ. Сахалах та мар. Çумăрпа çăвăнса тасалнă асфальт вара самантрах лапраланать.

Урине «тимĕр тихи» çине утланма хăтланчĕ. Анчах педале пĕр-иккĕ çеç пусса ĕлкĕрчĕ, малалла каяс вырăнне енчен енне сулăнса, çĕрелле лаплатрĕ. Те самокат кустăрми шуçнипе, те йывăр сумки туртнипе — Урине ăна-кăна сиссе те ĕлкĕреймерĕ. Ыратасса нимĕн те ыратмарĕ-ха, çийĕ-пуçĕ кăна варланчĕ. Çитменнине тата çумăрĕ çĕнĕрен чашлата пуçларĕ. Халь ĕнтĕ вăл çурăмран мар, кулнă пекех, умран çапса çăвать. Уринен чунĕ кӳтсе килчĕ. Тепĕр тесен, çумăрне те тарăхмасть-ха Урине. Çутçанталăка мĕн тарăхмалли? Çутçанталăк хăй ĕçне тăвать. Урине — хăй ĕçне. Çумăрĕ, ан тив, çутăрах. «Таврăна-таврăна çăвакана тырă çумри теççĕ ăна», — ялти юрра аса илчĕ Урине. Сылтăм енче, авă, ыраш пучаха ларнă, сулахай енче тулă калчи ешерет. Çумăр кирлĕ вĕсене, унтан — хĕвел. Уринене халĕ хăй ӳксе лапăртанни çеç пăшăрхантарать. Пырса кĕр ĕнтĕ яла çаплипе! Урай мунчали!..

Утать, утать Урине, «тилхепесĕр тимĕр тихине» малтан малалла хистесе тĕртет. Пăшăрханнă кăмăлĕ çаплах иртсе каймасть-ха. Аптранипе Урине салхуллă юрă юрласа илет. Шăппăн. Хăй ăшĕнче...

 

Ăçта каян, чĕкеç, çумăр витĕр,

Ик çунатту тăрăх шыв юхтарса?

Ăçта каян, савни, каçа хирĕç,

Ик куçăнтан куççуль, ай, юхтарса?..

 

Савни... Ăçта-ши вăл, пур-ши вăл?..

Уринен кĕске кастарнă хура çӳç пайăркисем, çумăрпа йĕпенсе, шурă çамки çумне ластăкăн-ластăкăн çыпçăнса ларнă.

Чĕкеç чĕппи тесе чĕнетчĕç Уринене пĕчĕк чух. Те çӳçĕ чĕкеç çунатти пек йĕпкĕн хура пулнăран, те сăн-питĕнче чĕкеç шатри пăчăр-пăчăр тĕрленсе тăнăран?! Каласса ку сăмаха пуринчен малтан кукамăшĕ каланă-ха. Пĕрре вĕçертсе янă та кайнă вара сăмах ял çине. Халĕ çумăра хирĕç талпăнса утнипе Уринен пичĕ чĕкĕç шатри палăрмиех хĕрелнĕ… Çамки çеç шурă. Шăпăр-шăпăр, шăпăр-шăпăр шăваççĕ шултра та çутă тумламсем çаврака пит тăрăх. Те çумăр шывĕ, те куççулĕ? Малалла тинкернĕ пысăк хура куçĕсене Урине мăч та хупса илмест. Çутă тумламсем пĕр чарăнми шăпăртатаççĕ...

Уринен пыр тĕпĕ пăчăртанчĕ, сывлăшĕ пӳленчĕ.

«Ха, айван, — хăйне хăй ятласа илчĕ Урине. — Мана йывăр сумка пăвать-иç! Хывмалла та ăна самокат ларкăчĕ хыçне çыхмалла. Ялан çапла çыхаканччĕ. Паян çумăра пула мантăм иккен».

Кĕмсĕркке çĕклемĕнчен хăтăлсан, Урине хăйне çмăлрах пек туйрĕ. Çапах та çирĕм-вăтăр утăм ярса пуснă хыççăн сисрĕ: унăн шăмшакĕ çеç йывăрлăхран хăхăтăлчĕ-мĕн, чунĕ тăварланни пурпĕрех иртмерĕ. Пуçне тем тĕрлĕ шухăш та капланса килет. Ачалăх кунĕсем, шкул, паянхи канăçсăр ĕç.

Ытах канăçсăрри те çук-ха ун ĕçĕнче. Тĕнчере — тĕрлĕ кĕнчеле. Кашни çын хăйĕн ĕçне тăвать. Хăй суйласа илнине. Хăй пĕлнĕ пек. Хăй пултарнă таран...

Шкулта вĕреннĕ чухне Уринен те пысăк ĕмĕт пурччĕ. Тухтăр пулмалла, çынсене чир-чĕртен сиплемелле, вилĕмрен сыхламалла. Анчах Урине Хусанти медицина институтне «конкурспа лекймерĕ». Шкулта хăйĕн тусĕсемех тăрăхласа кулатчĕç: «Урине, Урине, мăкăлтанă Урине...» Ăраскалĕ çавăн пек пулчĕ-ши унăн? Шкулти тусĕсем тĕрлĕ çĕрелле сапаланчĕç... Верук, авă, Мускавра театр студийĕнче вĕренет. Кĕçех артистка пулать. Мĕн калăн — талант. Хитре тата. «Эпĕ пур...» — хăйĕнчен хăй именет Урине.

Миçе хутчен ларман-ши Урине тĕкĕр умĕнче амăшĕ килте çук чухне? Анчах ăна нимĕнле асамлă тĕкĕр те пулăшаймĕ çав. Çаврашка питĕнче — вĕтĕ-вĕтĕ чĕкеç шатри. Такам хура чернил пĕрхĕнтернĕ тейĕн. Сăмси вара — шĕпĕн сăмса. Куçĕ тĕм-хура. Тем пысăкăш. Чăн-чăн тиха куçĕ.

Çитменнине, ятне те карчăк ячĕ тупса хунă — Урине. Килĕшмест ăна ку ят. Юрать-ха, кукамăшĕ урăх ятпа чĕнме тытăннă, — Чĕкеç чĕппи, Чĕкеç. (Эппин, эпир те ăна çав ятпа чĕнĕпĕр.)

Урине-Чĕкеç хăй тепле эрленсен те, шкулти тусĕ Верук пурпĕрех ăмсанатчĕ-ха ăна. «Ах, Чĕкеçĕм, Чĕкеç, — тетчĕ вара Верук, — санăн куçу тĕлĕнмелле хитре! Пы-ысăк, тĕм-хура, тарăн... Мĕншĕн мана çавăн пек куç паман-ши аннеçĕм? Чĕкеç шатрине те кăшт сапса пама хĕрхеннĕ, иçмасса».

Верук ахаль те чипер-ха. Сăнĕ-пичĕ, çырла шывĕпе çунă пек, тап-таса та яп-яка. Чечен те çепĕç. Куçĕ кăн-кăвак. Ку çитмен-ха ăна, хура та пысăк куç, чĕкеç шатри кирлĕ имĕш.

Кунта Чĕкеç сăнĕ сасартăк йăлл çуталчĕ. Вăл ача чухнехи пĕр мыскарана аса илчĕ. Пиллĕкмĕш класра вĕреннĕ чухнехине, ара...

Вĕсем Верукпа питĕ туслăччĕ. Шкулта та, урамра та, килте те яланах пĕрлеччĕ.

— Чĕкеç, атя-ха пирĕн пата, — терĕ пĕррехинче Верук, вăрттăн пăшăлтатса. — Пĕр ĕç пур...

Вăл Чĕкеçе аллинчен çавăтрĕ те хăйсен картишĕ витĕр чупсах пахчана ертсе кĕчĕ.

— Эсĕ тăхта, çакăнта çерем çине лар, — терĕ Верук. Хăй вăштах пӳртелле кĕрсе çухалчĕ. Анчах нумай кĕттермерĕ. Хăвăрт таврăнчĕ. Аллинче пĕчĕкçĕ тăваткăл тĕкĕр, чей курки, чăх тĕкĕ. Тĕкне амăшĕн кăмакум шăлкăçинчен тăпăлтарса илнĕ пулас. Мĕн тăвасшăн-ха ку Верук?

Вĕсем улмуççи айĕнчи çерем çине вырнаçса ларчĕç. Верук чей куркинчи шывне кăштах тăкрĕ те, çывăхри сухан йăранĕнчен хура тăпра ывăçласа илсе, куркана ячĕ, чăх тĕкĕн шăммипе хăвăрт-хăвăрт пăтратма пикенчĕ. «Кĕселĕ» шĕвĕрех пек курăнчĕ пулас. Тăприне тата тепĕр чĕптĕм хутăштарчĕ. Татах пăтратрĕ.

— Пулчĕ, — терĕ Верук, пĕчĕк тĕкĕрне хăй умне лартса. — Пăх та кур ĕнтĕ, Чĕкеçĕм, Чĕкеç чĕппи!

Вăл хайхи чăх тĕкĕн шĕвĕркке шăммине хура «кĕсел» çине пăч пуçса илет те хăйĕн питне кăлт тĕртет. Таса та çепĕç ӳт çинче пĕчĕкçеç хура пăнчă ларса юлать. Чĕкеç шатри... Авă мĕн тăвать иккен Верук! Чăх тĕкне пылчăк çине пăч пуçать те питне кăлт тĕртет...

Чĕпĕ сăхнă пек, хăвăрт-хăвăрт. Верукăн тап-таса питне пĕр самантрах тĕп-тĕрлĕ чĕкеç шатри пусса илет хайхи.

Чĕкеç тӳсеймесĕр кулса ячĕ те тусĕ çине тĕшĕрĕлсе ӳкрĕ. Çерем çинче йăвалана-йăвалана нумайччен ăхалтатрĕç вĕсем.

— Чĕкеç шатри хамăн нумай, ытах хамăнне парам сана, — терĕ Урине-Чĕкеç, кулма чарăнсан. — Пылчăкпа лапăртанма кирлĕ мар.

Ача чухнехи асаилӳсемпе суйланса пынă май, Чĕкеç сисеймерĕ те, хыçалтан килсе тӳхнă грузовик ун çине ланкашкари пылчăка пуç тӳпинченех сирпĕтсе хăварчĕ. «Ак тата тепĕр услапĕ! — терĕ Чĕкеç, питĕнчи лапрана çанă вĕçĕпе сăтăрса. — Питĕмре ахаль те ĕмĕр çуса тасатайми тĕрленчĕк...»

Верукпа иккĕшĕ тĕл пулсан, халь те вĕсем тахçанхи мыскарана аса илсе кулаççĕ. Ун чухнех артистка пулнă çав Верук. Тата тахăшĕ каланă сăмах та тĕрĕсех: пурри — пуррипе савăнмасть, çукки — çуккишĕн çунать. Верука чĕкеç шатри кирлĕ пулнă имĕш...

Чĕкеçĕн ĕнтĕ кăмăлĕ уçăлчĕ. Халĕ вăл хурланса мар, хăйне хăй тăрăхласа тенĕ пек, салхуллă юррах хаваслăн юрласа ячĕ.

 

Ут юртаймасть çумăр çунăран,

Эп юрлатăп ăшăм çуннăран...

 

«Тилхепесĕр тимĕр тихине» малаллах васкатать Чĕкеç. Ĕнтĕ унăн пуçне çăмăлрах шухăшсем киле-киле кĕреççĕ. «Мĕнех вара, тухтăр пулаймарăм... Çапах та çын пулмалла. Этем!»

Пĕрле ӳснĕ тантăшĕсем тĕрлĕ çĕрте. Институтра, стройкăра, заводра... Чакак Ваççи, авă, çыхăну кантурĕнче ларать. Экспедитор. Хĕрарăм ĕçĕ. Хаçатсем, çырусем суйлать. Çавнашкал кӳлепепе. Пурпĕрех ӳкĕнмест. Чĕкеçĕн вара мĕскершĕн ӳкĕнес-ха? Мĕн-ма ӳпкелешес?

Амăшĕ унăн — ялти пек каласан — Пăлаки аппа, фермăрă ĕне сăватчĕ. Ансăртран чĕрепе аптраса ӳкрĕ. «Пĕрмай резин атăпа çӳренĕрен», — тет хăй. Резин атă мар-ха унта... Упăшки, Павăл Николаевич Ухтемкин, Чĕкеçĕн тăван ашшĕ ара, урампа утса пынă çĕртех ӳксе вилчĕ. Кăкăрĕнче мина ванчăкĕ ларнă иккен. Йĕп вĕçĕ пекскер. Вăрçă пĕтнĕренпе чĕрĕк ĕмĕр иртсен те пытанса пурăннă-мĕн çав киревсĕр япала Ухтем Павăлĕн чĕри патĕнче. Пурăна киле, майĕпен куçса пырса, чĕрене çитсе кĕнĕ.

«Вăрçă юлашкийĕ, — каллех салхуланать Чĕкеç. — Усал тăшман тимĕр-тăмăр хĕрхенмен... Мĕн чухлĕ çын ӳт-пĕвĕнче çавнашкал мина-снаряд ванчăкĕ! Вăрçă суранĕ... Хăçан сипленсе çитĕ-ши вăл халăх чун-чĕринче? Татюк кинемей, авă, паян кун та тăван ывăлне — Петĕре кĕтсе пурăнать. Шыраттарать унăн çулне-йĕрне. Темĕнле асамлă хăвата шанать...»

Чĕкеçе амăшĕ каласа кăтартнăччĕ пĕрре. Вĕсем виççĕн — Пăлаки, Павăл, Петĕр — тантăшсем пулнă-мĕн. Пĕрле ӳснĕ, пĕрле шкула çӳренĕ, пĕрле хирте ĕçленĕ. Вăрçă пуçлансан, Павăлпа Петĕр салтака тухса кайнă. Пăлаки колхозра юлнă... Вăрçă пĕтсен, Ухтем Павăлĕ таврăннă... Кăмрăк Петĕрĕнчен нимĕнле сас-хура та пулман... Энĕш çырминче шыв нумай-нумай юхса иртнĕ...

Ухтем Павăлĕпе Пăлаки пĕрлешнĕ... Вăрçă пĕтсен, чылай çултан... Вĕсен хĕрача çуралйнă... Анчах Петĕртен... Унтанпа ĕнтĕ. Миçе çул-ши унтанпа?.. Татюк кинемей çаплах ывăлне кĕтет... Акă паян çыру пур-ха. .Тен, ывăлĕ пирки?! Васкамалла, хăвăртрах яла çитмелле.

Чĕкеç уринче брезент туфли. Ун хыççăн пылчăклă асфальт çинче йĕр юлать. Самокат кустăрми те кукăр-макăр йĕр тăвать. Анчах нумайлăха мар. Çумăр самантрах çуса ярать ура йĕрне те, кустăрма йĕрне те... Чĕкеç каялла çаврăнса пăхать. «Ман пурнăçран та çĕр çинче нимĕнле йĕр те юлмĕ çав, — салхуллăн шухăшлать Чĕкеç. — Хэ-эй, тепĕр тесен!..» — çавăнтах аллине сулать вăл.

Хĕвеланăç енче сасартăк çумăр пĕлĕчĕ сирĕлчĕ. Тӳпере сенкер кӳлĕ пек уçланкă курăнса кайрĕ. Чылай аялалла тайăлнă хĕвел çав уçланка пырса тухрĕ. Тухăçра вара тем çӳллĕш те тем сарлакăш асамат кĕперĕ ялкăшса çĕкленчĕ. Хĕвел мĕн чухлĕ аяларах, çичĕ тĕслĕ чĕнтĕрлĕ кĕпер те çавăн чухлĕ çӳллĕрех иккен.

«Асамат кĕперĕ витĕр тухсан, хĕрача арçын пулать, тетчĕ кукамай, — ĕмĕтлĕн шухăшлать Чĕкеç. — Тухасчĕ çав кĕпер айĕн... Арçын пуласчĕ пĕрех хут... Арçын ачасем çĕр çинче хăюллăрах çӳреççĕ».

Çурăмĕнчен хĕвел пайăрки ачашланине ашшĕ пиншакĕ витĕрех туйса илчĕ Чĕкеç. Хĕвел ăна: «Атя, хĕрĕм, ут-ут, эсĕ арçын ачаран пĕртте кая мар», — тесе йăпатнăн туйăнать.

Хыпар мĕнле пуласси çанталăка пăхмасть-ха. Тепĕр чухне ырă çанталăкра та усал хыпар персе çитет, усал çанталăкра вара — ырă хыпар. Виççĕмĕш çул çӳрет ĕнтĕ Чĕкеç почтăпа. Вăхăчĕ нумаях мар иртнĕ те, курасса çав хушăрах тем те тӳссе курнă. Почтальонăн çанталăка пăхса тăма çук. Хĕлле Чĕкеç çийне — кĕске кĕрĕк, пуçне — çăмламас-мулаххай, урине кăçатă тăхăнать те хир-хир урлă йĕлтĕрпе вашлаттарать. Пăх та кур ăна! Чăн та, кĕрлĕ-çурлă кансĕртерех. Пылчăк чухне ашшĕн кирза аттине тăхăнма тивет.

Пĕррехинче, çуркуннехи шыв-шур тапрансан, Чĕкеç инкеке те пырса лекнĕччĕ. Ирхине шăнла-мĕнле йĕлтĕрпех кайнăччĕ-ха вăл района. Каялла тавраннă чухне пăхать хайхи: юр талккăшĕпех çатма çинчи услам çу пек шăранать. Шырлансем тăрăх Энĕш еннелле унтан та кунтан çурхи шыв тапать. Чĕкеçĕн Каркусси варĕ урлă каçмалла. Унта ирхине тăрă шыв çеç шăнкăртатса юхатчĕ. Халĕ хиртен хура пăтранчăк шыв тапса анат. Ахăрать кăна. Чĕкеç ансăртарах вырăн шыраса пăхрĕ. Пĕр тĕлте çăмăллăнах сиксе каçмалла пек туйăнчĕ ăна. Чĕкеç нумай шухăшласа тăмарĕ. Леш еннелле малтан тулли сумкипе йĕлтĕрне ывăтрĕ, унтан хăй сикрĕ. Анчах ун ури айĕнчи хавшăлнă юр сасартăк ишĕлсе анчĕ. Чĕкеç ниçтан та тытса ĕлкĕреймерĕ, шăпах кĕрлесе юхакан шыв варрине çаврăнса ӳкрĕ. «Пĕтрĕ пуç!» — çухăрса ячĕ вăл. Кĕрлекен шыв таппи ăна анаталла çĕклесе ывăтрĕ. Пăлтăр-палтăр йăванать Чĕкеç. Кăшкăрас — çăварне уçма çук, шыв чыхăнтарать. Юрать-ха, пĕр кукăрта шыв таппи Чĕкеçе хăех çырана кăларса вăркăтрĕ... Ак сана çĕр çинчи йĕр!

Çăнталăк... Çутçанталăк... Çĕр типсен аван вара. Питĕ аван!.. Таврара пĕтĕм тĕнче ешерет. Сывлăш уçă. Куккук авăтать. Сана нумай çул пурăнма ырă сунать. Сенкер тӳпере тăри хăйĕн кĕмĕл шăнкăравне шăнкăртаттарать. Кун пек чухне Чĕкеç «тилхепесĕр тимĕр тихипе» çӳрет. Вăрман çуммипе иртнĕ майăн çеç анать вăл ун çинчен. Кунта Чĕкеç кайăксем юрланине итлесе киленет.

Ĕнтĕ çул çинчи асфальт аванах кушăхрĕ. Чĕкеç самокачĕ çине майлашăнса ларчĕ те майĕпен малалла кăлтăртаттарса кайрĕ. Капла хăвăртрах çитме пулать. Хĕрĕн тарланă питне уçă варкăш килсе сĕртĕнчĕ.

Куллен çул çӳреме ансатрах пултăр тесе, колхоз председателĕ Андрей Иванович хăйсен почтальонне мотоцикл туянса парасшăнччĕ. Чĕкеç килĕшмерĕ.

— Бензин шăрши пуçа минретет, — терĕ.

— Апла вертолет илсе парăпăр, — шӳт турĕ Андрей Иванович. — Кĕçех пĕчĕк-пĕчĕк вертолетсем кăларма тытăнаççĕ.

Çу-ук, нимĕнле вертолет та кирлĕ мар Чĕкеçе. Вăл хăйĕн «тимĕр тихипех» лайăх çӳрет. Хĕлле — йĕлтĕр. Темпе çӳресен те, тăван колхоза яланах ырă хыпар кӳресчĕ.

Чăн та, самокатпа пынă чух çуран чухнехи мар, шухăшсем питех арасланмаççĕ. Анчах Чĕкеç ĕмĕтленме юратать. Самокат чуппи ун шухăшне татăкăн-кĕсĕкĕн ваклать пулин те, Чĕкеç ĕмĕт çăмхине пурпĕрех çăмхалать.

Чĕкеçĕн килĕнче никама та каламан пĕр «вăрттăнĕ» пур. Совет Союзĕн географи картти. Çавă çеç. Карттă çинчи чылай хуласене, уйрăмах хĕвеланăç енчисене, Чĕкеç йĕп тире-тире палăртнă. Йĕп çăртинчен хĕрлĕ çип татăкĕ витĕрнипе çав йĕпсем пĕчĕк-пĕчĕк ялавсем пек курăнаççĕ. Картти пысăках та мар, çапах та ун тăрăх пĕр-пĕр çар пуçĕ вăрçă ĕçĕсем мĕнле пынине палăртать тейĕн. Тĕрĕссипе, кунта вăрçă ĕçĕ мар, мир ĕçĕ. Чĕкеç çав карттăна шкулта вĕреннĕ чухнех тĕрлеме тытăннă-ха. Хастар йĕрлевçĕсемпе пĕрле...

■ Страницăсем: 1 2

Çавăн пекех пăхăр

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: