Эп вилсен...


Эп вилсен — мана пытарăр

Çӳл[л]ĕ ту тăрне.

Йăмрасем лартса хăварăр

Ман тăпра çине.

 

Ман çинчен пĕтĕм çĕршывăм

Курăнтăр вара,

Тăпрам çинчен курма пултăр

Ват Шупашкара.

 

Эпĕ выртăп... выртăп... Юлĕ

Вăхăт каялла:

Чăваш чĕлхи пурнăç майĕ

Кайĕ малалла.

 

Вăхăт çитĕ — Чăваш çĕрĕн

Кăмăллă чĕлхи

Чаплă пулĕ, — вăлах пулĕ

Çамрăк чун пахи.

 

Пулĕç ĕмĕрлĕх илемлĕ

Сăвă-юрăсем.

Пулĕç аслă, çивĕч ăслă

Кĕнекеçĕсем.

 

Савнă çĕршывăмăн пулĕç

Чаплă сăвăçсем,

Чаплă та илемлĕ çырĕç

Ун чухне вĕсем.

 

— Чăваш çыннин чĕлхи чухăн, —

Теме хăякан

Пулĕ-ши ун чух, пĕлесчĕ,

Кураясчĕ ман!

 

Тусăмсем! Ун чух çул майĕ

Ман çине пырса

Юрă юрласа кăтартăр,

Сăвă каласа.

 

Ун чухне ман пĕлес килĕ

Сăвăссен ятне

Тата вĕсенчен хăш аслă,

Хăшĕ чаплине.

 

Юрăсемпе эсĕр мухтăр

Сăвăçсен ятне,

Хытă сасăсемпе юрлăр

Вĕсен сăввине.

 

Вара эпĕ хамах пĕлĕп

Сăвăçсен ятне:

Пĕлĕп Чăваш çырулăхĕ

Епле чаплине.

 

Чăвашра çĕнĕрен сăвăç

Çуралмассерен

Ман тăпра çине сар кайăк

Пытăр ир çинчен.

 

Йăмрасем çине ларайтăр

Хĕвел ăшшине,

Янра юрăпа мухтатăр

Чăваш чĕлхине.

 

Тăван çĕршыв çырулăхĕн

Илемĕ çинчен,

Çамрăксем тăван чĕлхешĕн

Тăрăшни çинчен

 

Сар кайăк юрласа патăр

Йăмра тăрринчен...

Йăлтăр хĕвел йăлтăртаттăр

Çут пĕлĕт çинчен.

 

Симĕс курăкпа тумлантăр

Ман тăлăх тăпра;

Хĕрлĕ чечексем ешерччĕр

Ман вырăн тавра...

 

Çĕршывăма тăван халăх

Хавасламасан,

Чун савнă чăваш чĕлхийĕ

Пĕтмелле пулсан —

 

Усал курăк та ан шăттăр

Ман тăпра çине:

Çĕр çурăлтăр та çĕр çăттăр

Вил шăммăмсене.

 

1921 ç. пуш

Шупашкар

Çавăн пекех пăхăр

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Володя (2014-05-29 18:45:29):

Ну, почему прекрасные стихи завершать обычным чувашским "ведьмованием"

 

влад маскай (2018-04-09 00:23:13):

Каçарăр та, анчах чи малтан çак Валутькан шухăш - кăмăлĕ çинчен пĕр -икĕ сăмах...Санпа, чĕрре кĕрсе "тытăшса" кайма шухăшăм çук ман. Çавăнпа, эсĕ ытла çамрăк иккенни курăнчĕ те - "шыв сыпаймарăм" ĕнтĕ çăвара. Пĕр енчен. Эс çак сăвва вĕçне çитиччен вуласа тухма вăй çитертĕн пулсан, сан чунăнта та чăвашлăх тата та вăйлăрах пултăр тени илтĕнет пек. Выранта тăрайман, ташлама юратакансен те çапла шухăшĕсем. Вĕсене те хурланса, амăшсене сене шеллесе юрламалли юрăсем - юрă мар. Эсĕ те çавах мар- и? Апла ан пултăр тесен санăн "срочно" Çеçпĕлĕн биографине вуласа тухса пĕр- пĕр аслăрах, çак ыйтăва татса - уçса пама пултараканпа пĕрте- пĕр калаçу ирттермелле пек туйăнчĕ мана. Çавă çес. Кун пек Аслă ятлă Пиччесен сăвви- калавне хаклама çамрăксен тăхтарах тăни вырăнлăрах пек туйăнать мана. Хăван юлташун-тусун "произведеннине" - хăть те тем чул "шĕкĕлчеле" Тав сăмахĕ анчах илĕтĕн. Классиксем пирĕн - яланлăха! Вĕсем "шĕкелчесем" витĕр, хююернĕ тимĕр евĕр, тасалса та çирĕпленсе малашнехи ăрусем валли, пире валли те сыхланса юлнă.! Тивер мар вĕсен сумлăне!!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: