Эп вилсен...
Эп вилсен — мана пытарăр
Çӳллĕ ту çине.
Йăмрасем лартса хăварăр
Ман тăпра çине.
Ман çирен пĕтĕм çĕршывăм
Курăнтăр вара,
Тăпрам çинчен курма пултăр
Ват Шупашкара...
...Чăвашра çĕн(ĕнрен) сăвăç
Çуралмассерен
Ман тăпра çине саркайăк
Пытăр ир çинчен.
Йăмрасем çине ларайтăр
Хĕвел ăшшине
Янра юрăпа мухтатăр
Чăваш чĕлхине
Тăван çĕршыв çырулăхĕн
Илемĕ çинчен,
Çамрăксем тăван чĕлхешĕн
Тăрăшни çинчен
Саркайăк юрласа патăр
Йăмра тăрринчен...
Çĕршывăма тăван халăх
Хавасламасан,
Чун савнă чăваш чĕлхийĕ
Пĕтмелле пулсан, —
Усал курăк та ан шăттăр
Ман тăпра çине:
Çĕр çурăлтăр та çĕр çăттăр
Вил шăммăмсене.
Энтри (2008-12-27 21:55:51):
Университетра вĕреннĕ чухне çак сăвва суйласа илнĕччĕ эпĕ пăхмасăр калама. Унччен вара, ПАЯНХИ ПЕКЕХ АС ТĂВАТĂП, шкулта вĕреннĕ чухне "Чăваш арăмне" сăвва шкул умĕнче пăхмасăр каласа панăччĕ. Питĕ юрататăп эпĕ Çеçпĕл сăввисене! Ку сăвă кунта тухнăшăн чунтан савăнатăп.
Admin (2008-12-28 15:41:49):
Юрри те (ун тăрăх хайланăскер) мана килĕшет.
ева (2009-03-08 18:25:34):
Сеспел савви лайах, музыки те аван.
shandimirova (2009-03-11 12:04:53):
Паянхи кун Çеçпĕл Мишши пек хастар чунлă, хăйĕн тăван чĕлхине хисеплекенсем çынсем сахалах мар. Анчах, ман шутпа, ун плтарулăхне çитме инçе. Вăл пĕрремĕш яланах, ун ăсталăхĕн тӳпи çӳлте.
xjrj-gjrj (2009-03-28 17:49:40):
Сеспел саввисене менле юратма пулать!Пусаранчак шухашла, тамак тепенчен тухассе пек! Шуйттансем ахарассе пек!
Мирон Толи (2014-12-07 19:06:49):
Куна та кермеллечче: http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=12&id=702129
КĔПЕР ХЫВĂР!
Алевтина Евгеньевна (2015-01-18 20:28:31):
Мана Çеçпĕл Мишши сăввисем питĕ килĕшеççĕ. Эпĕ шкулта 15 çула яхăн ĕçлетĕп. Уйрăмах "Хурçă шанчăк" сăвă. Кунта поэт çĕр - шыв юмахри кăвар - кайăк пек чĕрĕлсе тăрасси çинчен калать. Çав çутă пуласлăха вăл ним иккĕленмесĕр ĕненме чĕнет. Çĕнĕ пурнăç çуркунне пекех килĕ,çĕр питне чечеклентерĕ. Кам çакна ĕненмест, вăл суккăр, чапрас, тет. Çĕнĕ пурнăçпа пĕрле чăваш ячĕ те аслатиллĕ саспа янраса кайĕ. Унăн чаплă çыннисем пулĕç, культури çĕкленĕ. Яланах çапла пултăрччĕ.
galzak (2015-02-09 20:36:36):
ПИТЕ ...ВАЙЛА СЕНУСЕМ...ТАВТАПУС ...СУЛТИ ПЕЛЕТРЕ ПУЛ ..СЕСПЕЛЬ МИШШИ
Галина Зотова (2015-02-10 17:45:47):
Шкулта пăхмасăр калама вĕренсе те, халĕ те асрах.Районта Литература çулталăкне уçнă чухне пĕр ача чуна тивмелле çак сăвва каласа пачĕ.
Анна (2019-12-05 20:22:59):
Эпĕ Çеçпĕле мĕн тери юратнине никам та сирĕнтен пĕлмест! Вăл "Кăвар чĕреллĕ поэт!"
Александра (2019-12-05 20:26:10):
Çеçпĕл ман юрату! Ăна пĕлмен Çынсенчен эпĕ тĕлĕнетĕп- мĕнле вĕсем Çеçпĕл Мшшине пĕлмеççĕ?????
Русифицированный чуваш (2021-07-31 17:12:57):
Тотальная русификация опустошила наш мир, наш гордый народ был обречён на смешение и притеснение, но никто не разрушит наше единство, ибо нас связывает священный союз всех наших мыслей и эмоций. Мы вернём родной мир и с ним наше наследие. Хочу знать свой родной чувашский язык.