Алтăр çăлтăр


Алтăр çăлтăр çич çăлтăр, çиччĕшĕ те çут çăлтăр теççĕ халăхра. Мĕншĕн ыттисенчен çутăрах-ха вĕсем? Пĕри çеç мар, пурте çутă-çке. Ахальтен мар ĕнтĕ. Çĕр çинчен хăпарнă çăлтăрсем мар-ши вĕсем? Пулма та пултарать.

Пĕр чухăн çыннăн çичĕ хĕр пулнă. Çиччĕшĕ те шурă хурăн пек яштака, ĕçĕпе те, сăнĕпе те, чунĕпе те илемлĕ. Кун пек чипер те сапăр хĕрсене такам та ăмсанмалла. Ашшĕпе амăшĕ куç тулли хĕрĕсене пăхса ытараймаççĕ, вĕсене ырă-сывă ӳстерсе телейлĕ тума ĕмĕтленеççĕ. Анчах та яланах ĕмĕтленнĕ пек пулмасть çав.

Чи кĕçĕн хĕр ачи виçĕ çула çитсен амăшĕ чирлесе вăхăтсăр çĕре кĕрет. Ашшĕ çичĕ ачапа пĕчченех тăрса юлать. Кулянать, асапланать арçын. Чунтан татăлса йĕрсен те пурнăç саккунне хирĕç пыраймастăн: пĕри çуралать, тепри вилет. Мĕнле йывăр пулсан та хĕр ачисене ура çине тăратмалла. Юрать аслăраххисем пулăшаççĕ: пĕчĕкреххисене астуса пăхса тăраççĕ, пӳрт-çуртри ĕçсене хăйсемех пуçтараççĕ.

Ашшĕ вара ака-суха ĕçĕнчен уйрăлаймасть. Ытти ĕçсем те нумай хуçалăхра. Тумалли вара нихăçан та пĕтмест — хушăнсах пырать: çичĕ ачана тутă усрамалла, çи-пуçне майлаштармалла, ырă сăмахпа йăпатмалла, пуçран шăлса ачашламалла, тĕрĕс-тĕкел ӳстермелле.

Ача-пăчана амăшех кирлĕ çав. Çичĕ чиперкке час-часах амăшне аса илсе хурланаççĕ, макăраççĕ. Ăмăшĕн ырă та çепĕç сăмахĕсем, çемçе аллисем, ачаш чунĕпе уçă кăмăлĕ çитмест вĕсене. Çакна кура ашшĕн чĕри çунса тухать, анчах нимĕн тума та çук. Çапла вĕсем икĕ çул пурăнаççĕ.

Инкек куçа курăнса килмест теççĕ. Пĕр кĕрхи кун ашшĕ лаша кӳлет те вăрмана вутă илме тухса каять. Хĕлле валли кăмака хутма вут-шанкă хатĕрлесе хурасшăн пулнă ĕнтĕ ĕçчен кил хуçи. Пĕчченех каять. Хăрнăрах йывăçсене татса сыпăласа урапа çине тиет вăл. Акă пĕр лав вутă пулчĕ те. Халĕ ĕнтĕ киле каймалла. Кĕрхи кун çуллахинчен кĕскерех çав — часах тĕттĕмленме пуçлать. Лашана чиперех хăваласа пырать-ха арçын. Сасартăк те туратран, те пĕр-пĕр чупса иртекен чĕр чунран хăраса лаши ĕрĕхсе каять те тилхепе тытса пыракан арçын урапа çинчен ӳксе анать. Лаши ăна-кăна сисмесĕр малаллах вирхĕнет, хуçи тилхеперен çакланса сĕтĕрĕнсе пынине те сисмест.

Палланă çурт умне çитсен тин чарăнать урхамах. Кил умĕнче лаша тăнине курсан хĕрсем пӳртрен чупса тухаççĕ те çĕр çинче выртакан ашшĕ умне чĕркуçленсе лараççĕ. Тăпрапа, юнпа вараланса пĕтнĕ ашшĕне палламалла та мар. Ачисем ашшĕне чĕнсе те, тĕксе те пăхаççĕ, анчах ашшĕ йăшăл та тумасть, сăмах та чĕнмест, сывламасть те…

Телейсĕр шăпаллă ашшĕне пытарсан хĕрсем малашне мĕнле пурăнасси çинчен шухăша каяççĕ. Кирек мĕнле пулсан та эпир пĕр-пĕринчен уйрăлмастпăр тесе тупа тăваççĕ вĕсем.

Кун хыççăн кун иртет. Пурнăç йывăрлансах пырать. Апат-çимĕç çитми пулать.

Пĕр уяр кун хĕр ачасенчен асли — Çутпике — кăмпа пуçтарăп-и, мăйăр татăп-и тесе çывăхри вăрмана тухса каять. Нуша хăвалать ăна унта.

Вăрманта шиклентерет иккен. Кăмпа вара чăнах та нумай шăтса тухнă: пуçтар та пуçтар. Çутпике савăнсах карталанса ларакан кăмпана каса-каса карçинккана тултарать. «Йăмăкăмсене ăшаласа çитерме те пулать, хĕлле валли тăварласа хума та юрать», — шухăшлать хăй. Карçинккана тултарнă çĕре таврана каç сĕмĕ те çапать. Çутпике пуçтарнă кăмпана йăтать те киле таврăнас тесе сукмакпа утса каять. Чылай утать вăл вăрман хĕрри курăнасса кĕтсе. Анчах ăна шалтан шала кĕнĕ пек туйăнать — хĕр ача аташса каять. Чупса та пăхать, кăшкăрса та пăхать — пĕр сас-чӳ те çук. Çак вăхăтра вăл хăйшĕн мар, килте ăна кĕтсе ларакан йăмăкĕсемшĕн кулянать. Хăй çухалса кайнине ăнланса илсен Çутпике пĕр йывăç çумне тĕршĕнет те: «Эй, Турăçăм, пулăш мана!» — тесе икĕ аллине те çӳлелле çĕклесе тӳпенелле тинкерет. Тепĕр самантран урисем çĕр çумĕнчен çĕкленнине туйса илет хĕр. Акă, хăпарнăçем хăпарса пырать иккен вăл. Уйăх та, çăлтăрсем те çывăххăн курăнма пуçлаççĕ. Хăй çине пăхса илет те Çутпике тĕлĕнсех каять. Вăл çап-çутă çи-пуçпа, вăл — çăлтăр. Ытти çăлтăрсем пекех йăлтăртатса тăрать, тен, вĕсенчен те çутăрах пуль. Çакăн пек пулса тухнăшăн пĕрре хĕпĕртет çамрăк хĕр, тепре хурланать. Вăл çӳл тӳпере йăлтăртатса çутатса тăрать-ха, тăван килĕнче вара… Мĕн тăваççĕ-ши унта хăр тăлăха юлнă юратнă йăмăкĕсем? Каялла анма пулать-ши ку çăлтăр тĕнчинчен? Тепĕр хут тытса ыталама пулать-ши тăванĕсене? Пĕр-пĕринчен уйрăлмастпăр тесе тупа тунăччĕ-çке вĕсем. Çак шухăшсемпе асапланкаласа çĕр каçать Çутпике. Тул çутăлсан вара, ывăннăскер, тарăн ыйха путать.

Çутпике йăмăкĕсем аппăшне кĕтрĕç, кĕтрĕç — кĕтсе илеймерĕç, çинĕ-çимен çывăрма выртрĕç. Иккĕмĕш хĕр ачи — Ялтăрпике — çĕрĕпех куç хупмарĕ. Аппăшĕ мĕншĕн таврăнманнин сăлтавне ниепле те шухăшласа кăлараймарĕ. Ирхине ирех тăчĕ те пĕр тирĕк çĕр улми пĕçерсе сĕтел çине лартса хăварчĕ. Хăй вăрмана аппăшне шырама тухса кайрĕ.

Вăрман хĕррине çитсен тӳрех шала кĕрсе каймарĕ-ха вăл, аппăшĕн сасси илтĕнмест-ши тесе кăшт тăхтаса тăчĕ. Нимĕнле сасă та çук. Ялтăрпике хăра-хăрах вăрман ăшнелле кĕрсе кайрĕ. Çутпикене кăшкăрса чĕнсе те пăхрĕ. Çук, çĕр çăтнă тейĕн. Кайсан-кайсан пĕр йывăç умĕнче хăйсен карçинкки ларнине курчĕ: пушă мар, кăмпапа. Çак йывăç тавра чупса шырарĕ аппăшне — тупаймарĕ. Вара хуçăк кăмăлпа карçинккине йăтса киле таврăнчĕ. Юратнă аппăшне тискер чĕр чунсем тапăнса хур тунă пуль тесе татăлса макăрчĕç йăмăкĕсем.

Пысăк хуйхă килсе çапнипе Ялтăрпикен çывăрма выртсан та ыйхи килмерĕ. Вара вăл урама тухрĕ. Ним тума аптăранипе пӳрт умĕнчи пĕччен хурăн умне пырса тăчĕ. «Эй, çӳлти Турă! Пулăшсам пире аппана шыраса тупма», — терĕ çӳлелле пăхса. Унччен те пулмарĕ — çӳлелле вĕçсе хăпарса та кайрĕ. Çăлтăр тумлă пике пулса йăлтăртатма пуçларĕ. Хăйĕнчех инçех мар тепĕр çутă çăлтăра асăрхарĕ вăл. Çак çăлтăр темшĕн çывăх пек туйăнса кайрĕ ăна. «Ара, ку ман аппа вĕт! Эпĕ вара ăна çĕр çинче шыратăп!» — савăннипе кăшкăрсах ячĕ Ялтăрпике. Палланă сасса илтсен Çутпике те хирĕç сас пачĕ, йăмăкĕ юнашар пулнишĕн питĕ савăнчĕ.

Виççĕмĕш хĕр ачи — Йăлпике — килĕнче асли вырăнне юлсан пĕтĕм ĕç-пуçа хăй çине илет. Йăмăкĕсене те йăпатма тăрăшать. Пĕччен йывăр ăна, паллах. Аппăшĕсен хӳттинче пурăннăскер, хăш-пĕр ĕçĕн майне те пĕлсех каймасть. Çапах пуçа усмасть. Мĕн тăвăн? Телей çавăн пек пулсан.

Пĕррехинче Йăлпике шыв хĕрне япала çума анать. Ывăнсах çитет вăл кĕпе ухса. Кунĕ уяр, хĕвел пăхать. Кăшт канса илес тесе пуçне çĕклет те янкăр тăрă тӳпенелле пăхса: «Турăçăм! Ăçта-ши ман аппасем?» — тет çурма сасăпа. Калать çеç — çӳлелле вĕçнĕ пек хăпарса та каять, çăлтăр пулса йăлтăртатма пуçлать. Икĕ çутă çăлтăра курать те: «Акă ăçта иккен эсир!» — тесе аппăшĕсем патнелле туртăнать. Анчах та юнашар пырса тăма çук иккен: кашни çăлтăрăн хăйĕн вырăнĕ пур. Апла пулин те, виççĕшĕ те юнашар пулнăшăн вĕсем питĕ савăнаççĕ.

Тăватă йăмăкĕ Йăлпикене кĕтсе ывăнаççĕ те шыв хĕрнелле уттараççĕ. Пăхаççĕ те — çуса тасатнă кĕпе-йĕм пур, аппăшĕ çук. Шыва кĕрсе ӳксе путса вилчĕ пуль тесе чунтан татăлса йĕреççĕ. Макăрса лăплансан япалисене йăтаççĕ те пуçĕсене усса, куççулĕсене шăлса килне таврăнаççĕ. Пӳртĕнче те шăп, малтанхи пек шавлă мар, савăнăçлă мар.

Тăваттăмĕш хĕр ачи — Сарпике — малашне мĕнле пурăнасси çинчен шутлама пуçлать. Вăл хăй те ача анчах-ха. Апла пулин те хуçалăха унăн тытса тăма тивет, йăмăкĕсене унăн пăхса усрама тивет.

Çĕр улми кăларма вăхăт çитет. Тăватă пĕртăван пахчана тухаççĕ те ĕçлеме пуçлаççĕ. Иккĕшĕ чавса кăларса пыраççĕ, иккĕшĕ — пуçтараççĕ. Виçĕ кун тăрмашаççĕ вĕсем çĕр улми ани çинче. Пĕчĕкскерсем, ывăнсах çитеççĕ.

Сарпике йăмăкĕсене улма нимĕрĕ пĕçерсе çитерет. Апат çинĕ хыççăн, халтан кайнăскерсем, часах тутлăн çывăрса каяççĕ. Сарпике, чунĕ кӳтсе килнипе урама тухать те кĕлет умĕнчи сак çине ларса шăппăн пăшăлтатма пуçлать: «Аслă Турă! Мĕншĕн аппасенчен уйăртăн-ши? Вĕсемпе чух эпĕ телейлĕччĕ, халĕ вара…». Юлашки сăмахĕсене каласа та пĕтереймерĕ хĕр ача — лараканскере темле асамлă вăй çӳлелле тĕртсе хăпартса ячĕ. Ытла та çăмăл иккен вĕçме, нимĕн те чăрмантармасть. Хăпарса çитсен чуна çывăх сăмахсем илтĕнсе каяççĕ. Ак тамаша! Аппăшĕсем ун куçĕ умĕнче йăлтăртатса çеç тăраççĕ. Сарпике те вĕсем пекех çап-çутă иккен. Аппăшĕсем ăна хыттăн кăшкăрса саламлаççĕ. Сарпике хăй вырăнне йышăнать те аппăшĕсене хăй вĕсемсĕр мĕнле пурăннине каласа кăтартма пуçлать. Çĕр çинче юлнă йăмăкĕсене аса илсе хурланать.

Ирхине пиллĕкмĕш хĕрĕ — Сывпике — ура çине тăрать те аппăшне чĕнет. Анчах хирĕç никам та сас памасть. Юлашки вăхăтра хăрама хăнăхнăскер, хальхинче хăранипе чĕтремех ерет. Сарпике те урăх таврăнмасть-ши вара? Куççульне шăла-шăла йăмăкĕсене вăратать те аппăшĕ пĕçерсе хăварнă çĕр улмине çитерет. Апатланнă хыççăн йăмăкĕсем ним хуйхă-суйхăсăр выляма тухса чупаççĕ. Сывпике вара кил-çурта тирпейлет: чашăк-тирĕк çăвать, урай шăлса каять. Пахчари кишĕре кăларса нӳхрепе антарса хурать. Кун иртни те сисĕнмест. Хĕр ачасем çывăрма выртаççĕ. Сывпике тĕлĕк курать. Пĕр шур сухаллă, шурă çӳçлĕ, сарлака хул-çурăмлă камăллă мучи çапла калать пек: «Хĕрĕм, эсир çĕр çинче виçĕ пĕртăван юлтăр. Хăвăр тĕллĕн пурăнма эсир пĕчĕккĕ-ха. Питĕ шеллетĕп сире. Йăмăкусене вăрат та, виçсĕр ял хĕрринчи ватă йăмра патне пырăр».

Сывпике шартах сиксе вăранса каять. Ытла та витĕмлĕ каларĕ-çке ку старик. Ним шутласа тăмасăр икĕ йăмăкне — Туспикепе Савпикене — тăратать те хăранине мĕнне пĕлмесĕрех икĕ йăмăкне çавăтса ватă йăмра патне каять. «Ырă мучи, эпир килтĕмĕр», — тет тухи-тухми сасăпа. Çав вăхăтра уçă çил çавăрттарса килет те пĕчĕк хĕр ачасене çĕклесе хăпарса каять. Çӳле çитсен çăлтăр пулса тăнă чиперккесем хăйсен вырăнне йышăнаççĕ. Хăйсемпе юнашар йăмăкĕсем килсе тăнине курсан аппăшĕсем ниçта кайса кĕрейми савăнаççĕ, пĕр-пĕрне ятран чĕнсе кăшкăрашса калаçаççĕ. «Пире урăх никам та уйăраймасть, эпир яланах пĕр-пĕринпе юнашар пулăпăр. Эпир — чи çутă çăлтăрсем. Эпир — Алтăр çăлтăр», — теççĕ.

Çавăн пекех пăхăр

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: