Пултӑм эпĕ Марс çинче…

Пултăм-çке пĕррехинче

Марс планета çийĕнче.

Эп туслашрăм Эссипе —

Çав планета хĕрĕпе.

Ак калать Эсси мана:

«Эсĕ пирĕншĕн — хăна.

Хăрама та кирлĕ мар,

Эпĕ саншăн тек ют мар».

Лайăх хĕрача Эсси. 

Сире вăрттăн калас-и?

Илсе кайрĕ вăл мана

Тĕрлĕ-тĕрлĕ вырăна…

Эх, унта çĕнни нумай,

Тĕлĕнтермĕшсем чылай.

Эсси улмуççи çинчен

Татса пачĕ шур пиçен.

Вăл чикет пуль тенĕччĕ,

Çук, çемçен çеç перĕнчĕ.

Куртăм хĕрлĕ лантăша,

Тусăм сисрĕ: «Ку — пăшал».

Пăшал тенине илтсен

Чупрăм эпĕ ку çĕртен,

Такăнтăм тĕмескерен…

Эх, вăрантăм тĕлĕкрен.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ

Галя (2012-11-04 22:02:21):

Сăвă çăмăллăн вуланать. Шыв юххи пек пырать. Маттур!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

Вера (2012-11-23 21:59:24):

Романов Дима сăввине аса илтерет...

Вера (2012-11-23 21:59:29):

Романов Дима сăввине аса илтерет...

Галина (2012-11-23 23:22:37):

Ним ӳркенмесĕр Дима сăввине те темиçе хутчен вуласа тухрăм. Мана та хăшпĕр ĕçе вуласа тухнă хыççăн : кун пекрех калав пур пек туйăнать.Хамăр ачасем кун пекрех юмаха тахçан хайланă пек те туйăнса каять."Хĕрлĕ калпак "юмахăн тĕрлĕ вариантне те темиçе çĕршывра темиçе автор пичетленĕ.Людмила Андреевăн сăвви Дима сăввинчен урăхларах.

Галина (2012-11-23 23:22:38):

Валентин (2012-11-25 19:46:39):

Пĕрре те Романов Димăн пек мар вара. Людмила Андреевăн сăвви хăйне май кĕвĕленсе пырать. Питĕ хитре сăвă. Маттур!

add comment Çĕнĕ комментари хуш

Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: