Пултăм-çке пĕррехинче
Марс планета çийĕнче.
Эп туслашрăм Эссипе —
Çав планета хĕрĕпе.
Ак калать Эсси мана:
«Эсĕ пирĕншĕн — хăна.
Хăрама та кирлĕ мар,
Эпĕ саншăн тек ют мар».
Лайăх хĕрача Эсси.
Сире вăрттăн калас-и?
Илсе кайрĕ вăл мана
Тĕрлĕ-тĕрлĕ вырăна…
Эх, унта çĕнни нумай,
Тĕлĕнтермĕшсем чылай.
Эсси улмуççи çинчен
Татса пачĕ шур пиçен.
Вăл чикет пуль тенĕччĕ,
Çук, çемçен çеç перĕнчĕ.
Куртăм хĕрлĕ лантăша,
Тусăм сисрĕ: «Ку — пăшал».
Пăшал тенине илтсен
Чупрăм эпĕ ку çĕртен,
Такăнтăм тĕмескерен…
Эх, вăрантăм тĕлĕкрен.