Телей çăлтăрĕ
Туксари пĕчĕк пӳртре
Пĕр илемлĕ хĕр пурнать.
Пултаруллă пур ĕçре,
Кăмăлĕпе вашават.
Ирпе ирех тăрать те
Питне сывлăмпа çăвать.
Сарă хĕвел тухать те
Нарпи ĕçе тытăнать.
Çак илемлĕ сар хĕре
Пурте ялта саваççĕ.
Хĕвелпе танлаштарса
Нарпи ята параççĕ.
Пĕррехинче ирпелле
Вăрмана тухса утать.
Ват кукамăшĕ валли
Çырла пуçтарма шутлать.
Вăрманти уç(ă) сывлăшпа
Сывламашкăн çăмăл-çке.
Кайăк-кĕшĕк юррипе
Пĕтĕм чунĕ савнать-çке.
Сисмесĕрех каç пулать,
Хĕвел анса пытанать.
Киле каймалли çула
Нарпи çухатса ярать.
Чылай утать вăрманпа,
Вĕçĕ-хĕрри курăнмасть.
Тӳпене уйăх тухать,
Пин-пин çăлтăр ялтăрать.
Сар хĕр йĕрет, çăлтăртан
Тархасласа вăл ыйтать:
— Çалтăрăмçăм, пулăшсам,
Киле çитме çул тупсам.
Çав хушăра сасартăк
Тӳпе çуталса каять.
Çăлтăр çулĕ курăнать,
Нарпи ун тăрăх утать.
Утать-утать малалла,
Чунĕ темшĕн-çке вăркать.
Темле инкек пуласран
Хăра-хăра вăл пырать.
Çитсе тăчĕ сасартăк
Тĕлĕнтермĕш çĕршыва.
Кунти пĕтĕм асамлăх
Тыткăнларĕ самантра.
Ку асамлă тĕнчере
Калама çук илемлĕ.
Йĕри-тавра ĕшнере
Хĕрлĕ, сарă чечекĕ.
Ырă та ĕçчен çынсем,
Маттур хĕрсем, каччăсем
Ытарайми ачасем
Çăлтăр çинче пурнаççĕ.
Сĕм вăрманта, чăтлăхра
Тĕрлĕ чĕр чун пурăнать.
Кайăк-кĕшĕк ирĕкре
Юр юрласа савăнать.
Пыл хурчĕсем сĕрлесе
Чечек çийĕн вĕçеççĕ.
Унăн сĕткенне пухса
Сиплĕ пылпа х(ă)налаççĕ..
Тарăн, çутă кӳлĕсем
Тĕрлĕ пулăпа пуян.
Лавккасемпе пасарсем
Тĕрлĕ таварпа пуян.
Мĕн вăл вăрçă, çапăçу
Кунти çынсем пĕлмеççĕ.
Пĕрне-пĕри пулăшса
Ĕмĕрне ирттереççĕ.
Çалтăр çинчи пурăнăç
Сарă хĕре килĕшрĕ.
Кунти çынсен кăмăлĕ
Ăна тыткăна илчĕ.
Ак сасартăк хĕр умне
Илемлĕ каччă тухать.
Пĕрре ăна курнипех
Килĕштерсе пăрахать.
Çăлтăр çинче ыр пике
Хăйĕн телейне тупать.
Иккĕшне пĕрле пулма
Çакă çăлтăр пулăшать.
Кашни каçах пахчана
Уçалмашкăн хĕр тухать.
Тӳпери çут çăлтăра
Ытарайми вăл сăнать.
Янкăр тăрă тӳпере
Çăлтăрсем вăй выляççĕ.
Чипер хĕре Нарпие
Пурте телей сунаççĕ.
Admin (2012-11-26 19:39:41):
Фантастика тесе вара кукамăшĕ пирки манмалла-ши? :) Çăлтăр çине лексе вара ку хĕр ни ашшĕ-амăшне асаилмест, ни кукамăшне.
Марина ЯКОВЛЕВА (2016-06-17 16:07:06):
Ку сăвă манăн мар. Май пулсассăн чăн авторне тупма тăрăшăр.