Телей çăлтăрĕ


Эй, çынсем! Мĕншĕн эсир тăван çĕре юратми пултăр-ши? Сывлăш таса мар, пур çĕрте те çӳп-çап, йывăç-курăк та ешермест, чĕр чунсем те сахалланса юлчĕç. Çыннисем те салху, кичем. Мĕн тумаллине никам та пĕлмест. Вĕсем хăйсем айăплă-çке.

Çак çĕр пичĕ юхăннă вăхăтра пĕр çемьере пиллĕкмĕш ывăл çуралать. Ăна Ырван ят параççĕ. Вăл ăслă та тавçăруллă ача пулнă. Асламăшĕ ăна темиçе çул каялла çĕр пичĕ еплерех илемлĕ пулнине, çынсем пуян та телейлĕ пурăннине каласа парать. Ырван вара çав илеме куçпа та курман.

Каччă шутне кĕнĕ Ырван пĕррехинче сĕм çĕрле куçне темле çутă çинипе вăранса каять. Пăхать те — ун умĕнче палламан хĕрарăм тăра парать. Хăй шап-шурă кĕпепе, çӳçĕ сап-сарă. Ырвана çак хĕрарăм Турă пекех туйăнса каять. Яш каччă малтанах хăраса ӳкет. Анчах та çак хĕрарăмран темле ырăлăх тапса тăнине сиссе лăпланнă пек пулать.

— Эсĕ ан хăра манран. Эпĕ — Ырă Сывлăш, Çĕрпи тесе чĕнеççĕ. Мана Усал Вăйсем петересшĕн. Тархасшăн, çăлса хăвар мана. Эсĕ çеç пулăшма пултаратăн. Мĕншĕн тесен ăслă та ырă кăмăллă çынсем çеç çĕре упраса хăварма пултараççĕ.

— Эпĕ сана пулăшатăпах. Мĕнле пулăшмаллине кăна пĕлместĕп.

— Санăн пĕр çăлтăр тупмалла. Вăл — Телей çăлтăрĕ. Чи малтан вара Телей хăвăлне шыраса тупмалла. Телей хăвăлĕнчи çутă çул тӳпенелле илсе каять. Эпĕ сана шанатăп. Ăнăçу пултăр! Тепре тĕл пуличчен!

Çĕре мĕнле пулăшасси çинчен Ырван ирчченех шухăшласа выртрĕ. Ура çине тăрсан та пуçран шухăш каймарĕ. Ăçтан тупмалла-ха ку Телей хăвăлне? Халиччен вăл нумай кĕнеке вуласа тухнă, анчах та Телей хăвăлĕ çинчен ниçта та çырман. Тĕрлĕ шухăшпа пуçа çавăрса кун иртни те сисĕнмерĕ. Каç пулчĕ. Ырван çывăрма выртрĕ. Тутлăн тĕлĕрсе кайрĕ çеç — тĕлĕк тĕлленчĕ. Вăл сала урамĕпе пырать пек. Ун умĕнче сак çинче хĕр ача ларать пек. Вĕсем пĕр-пĕрне паллаççĕ пек. Çак хĕр ача Телей хăвăлĕн тĕлне пĕлет пек.

Ырван сивĕ тар тапса тухнипе вăранса кайрĕ. Тĕлĕкре мĕн-мĕн курнине тепĕр хут аса илчĕ, пĕр самантне те сиктермесĕр ас туса юлма тăрăшрĕ. Унтан вăш-ваш сиксе тăчĕ те кутамккине çăкăр чиксе килтен тухса кайрĕ. Темиçе çухрăмра вырнаçнă салана вал пуйăспа çитрĕ.

Пуйăс çинчен ансан тĕлĕкре курăннă урама шыраса тупрĕ. Акă сак, ун çинче хĕр ача ларать. Ырван савăнсах кайрĕ.

— Эсĕ мĕн ятлă? — ыйтрĕ вăл.

— Ырпи, - хуравларĕ сарă çӳçлĕ чиперкке.

— Эпĕ Ырван ятлă. Эпĕ сана тĕлĕкре куртăм. Эсĕ Телей хăвăлĕ ăçтине пĕлетĕн-и?

— Пĕлетĕп.

— Ăçтан пĕлетĕн вара эсĕ?

— Ман пата Ырă Сывлăш — Çĕрпи килсе кайрĕ. Эсĕ килессине те пĕлтерчĕ. Эпĕ сана кĕтсе ларатăп. Çĕрпи мана карттă парса хăварчĕ. Ун тăрăх Телей хăвăлне тупма пулать.

Ырванпа Ырпи çула тухрĕç. Часах карттă çинче кăтартнă вăрманти уçланкăна çитсе тухрĕç. Уçланкă варринче пысăк юман ӳсет иккен. Сасартăк çак кутамас юман хăвăлне пĕр старик кĕрсе кайнине асăрхарĕç каччăпа хĕр. Вĕсем часрах юман хăвăлĕ патне чупса пычĕç те шалалла кĕчĕç. Кунта вара тĕттĕм. Хăвăл тепĕр енче çеç темле çутă курăнать. Ырванпа Ырпи çутă еннелле утса кайрĕç. Çитрĕç çеç — темле сывлăш хумĕ вĕсене çӳлелле вĕçтерсе хăпартса ячĕ. Вĕсемпе юнашар старик те вĕçсе пырать. Телей çăлтăрĕ ăçта вырнаçнине çак старик çеç пĕлет иккен. Анчах та вăл Телей çăлтăрне тӳрех тупса пама шутламасть. Ырванпа Ырпирен вĕсем тӳпери çăлтăрсем çинчен мĕн пĕлни-илтнине ыйтма пуçлать. Ачасем çăлтăрсем çинчен тем те пĕлеççĕ иккен. Вĕсен хуравĕсем старике килĕшрĕç пулмалла. Вăл савăнсах кайрĕ. Тӳпери чи çутă çăлтăр патне вĕçсе пычĕ те тем пăшăлтатрĕ. Телей çăлтăрĕ ун алли çине сиксе ларчĕ. Йĕри-тавра çап-çутă пулса кайрĕ. Çăлтăр ăшĕнче сарă тĕслĕ шыв чӳхенсе тăрать. Старик çăлтăра Ырвана тыттарчĕ те çапла каларĕ: «Çак асамлă çăлтăр сире чăннипех те телей кӳтĕр. Çитмелли çĕре ырă-сывă илсе çитерĕр. Чипер кайăр!» — терĕ. Темле сывлăш хумĕ вĕсене аялалла вĕçтерсе ячĕ. Ырванпа Ырпи юман хăвăлне чиперех анса тăчĕç. Телей çăлтăрне тупнăшăн чунтанах савăнчĕç. Вĕсем юман хăвăлĕнчен тухрĕç те уçланкăна канма ларчĕç. Нумай та вăхăт иртмерĕ — вĕсен умне Ырă Сывлăш — Çĕрпи тухса тăчĕ.

— Маттур, ачасем! Эпĕ мĕн ыйтнине тупса килтĕр эсир. Анчах та, мана çăлса хăварас тесен унпа тĕрĕс усă курмалла сирĕн.

— Мĕн тумалла вара пирĕн? Эпир пĕлместпĕр-çке.

— Эсир ăслă, шухăшлăр. Тархасшăн пулăшăр мана. Сывă пулăр!

Ырă Сывлăш — Çĕрпи çапла каларĕ те куçран çухалчĕ.

Ырванпа Ырпи пуçĕсене çĕмĕрттерсе шутлама пуçларĕç. Ырван çăлтăр çине пăхса тăчĕ-тăчĕ те ун куçĕсем сарă тĕслĕ шĕвек çине тăрăнчĕç. «Тупсăмĕ çакăнта мар-ши?» — терĕ вăл сасăпах. Вара вăл шĕвеке кăшт кăна çĕр çине тумлатрĕ. Сарă тĕслĕ шыв çĕр çине ӳксенех ешĕл курăк шăтса тухрĕ. Тепре тумлатсан — çĕр пичĕ хитре чечексемпе хупланчĕ. Тата тепре тумлатсан — йывăçсем пĕлĕтелле кармашма пуçларĕç. Тăваттăмĕш тумлам хыççăн чĕр чунсем уткалама тытăнчĕç. Пиллĕкмĕш тумлам çĕр çине ӳксен — пĕтĕм таврана кайăк-кĕшĕк юрри сарăлчĕ.

Ачасен умне Ырă Сывлăш — Çĕрпи тухса тăчĕ. Хăй йăл-йăл çиçет, савăнăçне ниçта чикеймест. Сип-симĕс кĕпе тăхăннă, сарă вăрăм çӳçне çивĕтлесе кăвак хăюпа илемлетнĕ.

— Тавах сире, ачасем! Эсир мана вилĕмрен çăлса хăвартăр, тепĕр хут чун кĕртрĕр. Эсир малашне манăн пулăшакансем пулатăр. Пĕтĕм шанчăк, вăй-хал, ăс-хакăл — сирте.

Ырванпа Ырпи Çĕрпие пулăшма пултарнăшăн питĕ савăннă. Çак пархатарлă ĕç хыççăн вĕсем пĕр-пĕринсĕр пурăнма пултарайман: пĕрлешсе çемье çавăрнă, вçĕ ача çуратса ӳстернĕ — «Телей çăлтăрне» алăран яман. Ачисем, хăйсем пекех, илемлĕ те ырă кăмăллă пулнă. Пĕр-пĕрне юратнисĕр пуçне вĕсем ытти çынсене, тăван çĕре, çут çанталăка, чĕр чунсене, кайăк-кĕшĕке юратнă.

Ырă Сывлăш — Çĕрпи вĕсем патне хăнана килсех çӳренĕ. Вăл Ырванпа Ырпи ачисене çунатсем парнеленĕ. Лешсем вара кирек хăш вăхăтра та çăлтăрсем патне вĕçсе хăпарса анма пултарнă. Тӳпери çутă çăлтăрсем вĕсене çĕр çинче те хăйсене çăлтăрсем пек туйса пурăнма хавхалантарса тăнă, çутă ĕмĕт-шухăшпа савăнса пурăнма вĕрентнĕ.

Телей çăлтăрĕ яланах юнашар пултăр, вăл çĕр питне чĕрĕлĕх парса тăтăр, çынсене ырă кăмăллă та телейлĕ пулма пулăштăр.

Çавăн пекех пăхăр

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2012-11-26 19:07:13):

Çутçанталăка упрасси пирки питĕ аван çырнă Лидия.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: