Ăраскал çăлтăрĕ


Пĕчченех çӳрет Ваçук урамра. Хăйăр купи патне пырса пăхать. Унтан кӳлĕ хĕррине анать. Йĕри-тавра никам та çук. Мĕнле-ха капла? Каникул пуçланни икĕ эрне çитрĕ, ачасем çаплах кăнтăрлаччен çывăраççĕ. Ваçук вара çывăрса те тăранчĕ, те йăлăхрĕ: вăл ирхине те автансемпе пĕрлех вăранать, каçхне те тахçанчченех çăлтăр шутласа выртать. Кичем ăна…

Ваçук паян каллех çывăрса каяймасть. Лампа çутса кĕнеке вулас терĕ, анчах темшĕн ăна каялла хупса хучĕ те компьютер чĕртрĕ. Компьютерти вăйă та часах йалăхтарчĕ. Вара вăл яланхиллех кравать çине выртрĕ те чӳрече каррине сирчĕ. Çăлтăрсем çине тинкерсе пăхма тытанчĕ. Алтăр Çăлтăр… Акă мĕн ку? Алтăр Çăлтăрăн аври варринчи çăлтăрĕнчен пĕр çутă уйрăлчĕ те çĕр çинелле ӳкме пуçларĕ. Ӳкнĕçемĕн вăл пысăкланса пычĕ. Ваçук хăранипе тăрса ларчĕ. «Анне!» — тесе кăшкăрса ярас килчĕ ун, анчах темле вăй тытса чарчĕ ăна. Çутă çывăхри рашча çине ӳкрĕ. Ваçук взрыв сасси янăраса каясса кĕтсе хăлхине аллипе хупларĕ те куçне хупса пĕшкĕнсе ларчĕ. Анчах пĕр сасă та илтĕнмерĕ, взрыв та пулмарĕ. Рашча çийĕнче кăна шурă тĕтĕм мăкăрланни курăнчĕ.

Ача ир пуласса аран кĕтсе илчĕ. Автансем авăтсанах вырăн çинчен сиксе тăчĕ те рашча еннелле вĕçтерчĕ. Яштака хурăнсем витĕр пăхакан хĕвел çути ача куçĕсене йăмăхтарать. Çанталăк лăпкă, пĕр çил те çук. Ваçук темле интереслĕ, чуна çӳçентерекен япала тупасса шанчĕ, анчах çĕрле çăлтăр ӳкни çинчен систерекен пĕр паллă та пулмарĕ рашчара: йывăçсем сывах, курăк ем-ешĕл, кайăксем те яланхиллех хавассăн юрлаççĕ. Кăмăлĕ хуçăлнипе ача пуçне чикрĕ те каялла çул тытрĕ.

Сасартăк çывăхри уçланкă варринче ӳсекен пилеш йывăççи тĕлĕнмелле хытă авăнса ларнине курчĕ. Ваçук унталла ыткăнчĕ. Пилеш патне çитеспе ăна темле куçа курăнман стена тытса чарчĕ. Ун çумĕнче ачана сивĕ пулса кайрĕ. Пĕчĕкскер аллине стенана лектерсе пăхас терĕ. Стена вара тĕлĕнмелле хăвтлă вăйпа ачана хăй патне туртса илчĕ. Ваçук темле çап-çутă пӳлĕме мĕнле кĕрсе тăнине те сисмерĕ. Ним тума пĕлмесĕр ача пĕр вырăнта çаврăнкаларĕ. Унтан стена еннелле чупасшăн пулчĕ, анчах ун умĕнче симĕс тĕслĕ кантăк ӳссе ларчĕ. Тепĕр еннелле ыткăнчĕ — унта кăвак тĕслĕ кантăк… Куç хупса иличчен ачана тĕрлĕ тĕслĕ кантăксем хупăрласа та илчĕç. Ваçук чышкисемпе кантăксене çапма, шаккама тытăнчĕ. Пĕтĕм вăйран анне тесе кăшкăрчĕ, анчах хăйĕн сассине хăй те илтмерĕ. Часах пуçĕ тăрринче темле пĕçертекен çутă ялкăшса кайрĕ. Ваçука ăшă та лайăх пулса кайрĕ, вăл тĕрлĕ тĕслĕ кантăксем хушшине тĕшĕрĕлсе анчĕ.

…Ваçук питне хĕвел пĕçертнипе вăранса кайрĕ. Хăй уçланкăра темле тĕлĕнтермĕш шыранине тата хăй тĕрлĕ тĕслĕ кантăксем хушшинче тăнине аса илчĕ. Çӳçенсе илчĕ. Уçланкă тавра пăхса çаврăнчĕ, анчах нимле улшăну та курмарĕ: пурте яланхиллех. Пилеш те йĕркеллех. Чи çӳлти туратти çеç хуçăлнă. Тен, вăл малтанах çапла пулнă?

Шыв ĕçес килни тата хырăм выçни ачана килелле утма хистерĕ. Ваçук сылтăм кăкăрĕ пĕçернине туйрĕ. Киле çитсенех вăл малтан хăйĕн пӳлĕмне чупса кĕчĕ те кĕпине хывса тĕкĕр умне тăчĕ. Ваçук тĕлĕнсех кайрĕ: унăн кăкăрĕ çинче хура тĕслĕ упа пичĕ. Ăна тасатас тесе мĕн кăна тумарĕ-ши вăл? Анчах упа пичĕ ним чухлĕ те улшăнмарĕ. Унтан Ваçук амăшĕн сассине илтсе урамалла чупса тухрĕ. Ку ӳкерчĕке курсан мĕн калĕ-ши ăна амăшĕ? Кӳлĕ хĕррине анчĕ Ваçук. Çыран хĕрринчен тăпра муклашки илсе шыва ывăтрĕ.

Каллех кичем…

Сасартăк ачан кăкăрĕ çинче темĕскер йăшăлтатса илчĕ. Упа пичĕ хускалать иккен! Ваçук хăраса кайнипе сиксе тăчĕ те çывăхри вăрман еннелле ыткăнчĕ. Мĕншĕн килнелле, амăшĕ патнелле чупмасть-ха вал? Кăна Ваçук хăй те ăнланмасть. Вăрман хĕррине çитсен чарăнса тăчĕ. Йĕри-тавра темле хăратакан шăплăх. Пĕр ватă юман хыçĕнче темле чăштăртатнă сасă илтĕнсе кайрĕ. Ваçук унта йăпшăнса пычĕ. Ах, турă, мĕнле япала ку? Юман çумĕнче тăраканни хăйсемпе кӳршĕллĕ пурăнакан Çеруш пичче иккен. Ун умĕнче вара çамрăк кашкăр. Хаяррăн пăхать вăл этем çине. Мĕнле пулăшмалла-ха Çеруш пиччене? Пулăшу чĕнме каяс — ĕлкĕреймесрен хăрать. «Эх, мĕншĕн эпĕ улăп мар-ши? Çеруш пиччене йăтса илĕттĕм те яла илсе кайăттăм». Çак вăхăтра кашкăр татах ватă çын патнелле утрĕ. Унăн пиншакне çивĕч шăлĕсемпе ярса илчĕ. Ваçук текех чăтса тăраймарĕ, инкеке лекнĕ çын патне чупрĕ. Вăл кӳршине йăтса илчĕ те ялалла вĕçтерчĕ. Кӳлĕ хĕррине çитсен Çеруш пиччĕшне çыран хĕррине хучĕ. Ватă çын тăнне çухатнă иккен. Ача хăйĕн алли çине пăхса илчĕ, унтан кӳрши çине. Мĕнле 12 çулхи ача çитĕннĕ çынна йăтма пултарчĕ-ши? Ваçук хăй вăйĕнчен тĕлĕнсе тăчĕ. Вăй пĕтнине те туймарĕ.

— Кашкăр, ăçта кашкăр? — терĕ тăна кĕнĕ старик. — Мĕнле лекнĕ эпе кӳлĕ хĕррине?

— Эсĕ, Çеруш пичче, такăнса ӳкнĕ пулас, кашкăра вара тĕлĕкре курнă, — терĕ Ваçук йăл кулса. Ватă çын нимĕн те ăнланаймарĕ, Ваçука калама сăмах та тупаймарĕ.

Ваçук хăйне халĕ питĕ лайăх туйрĕ. Çынна йыварлăхран хăтарни, ăна пулăшни ачан кăмăлне çĕклерĕ. Кичемлĕх те таçта кайса кĕчĕ. Вăл хаваслă кăмăлпа килнелле утрĕ. Кăкăрĕ çинчи ӳкерчĕке тĕрĕслерĕ ача. Вăл ăна питĕ халĕ илемлĕ пек туйăнса кайрĕ.

Ваçук паянхи кун лайăх иртнĕшĕн савăнчĕ. Çывăрма выртсан каллех Алтăр Çăлтăр çине тинкерчĕ. Халĕ ун çăлтăрĕсем тата çутăрах пек туйăнчĕç ăна. Ваçук хăй те çак çăлтăрăн пĕр пайĕ пулнăшăн хĕпĕртерĕ. Инкеке лекнисене пулăшма вăй-хăват панишĕн Алтăр Çăлтăра тав турĕ. Халĕ уншăн Алтăр Çăлтăр чăн-чăн «Ăраскал çăлтăрĕ».

Çавăн пекех пăхăр

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2012-11-26 19:16:59):

Питĕ аван хайлав, килĕшрĕ. Арçын ачасене фантазийĕ чăн та кăсăкрах — кунашкал хайлавсене вулама питĕ интереслĕ.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: