Ахтупайпа Вутăшпи юратăвĕ


Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Анук чăваш искусствипе ӳнер тĕнчине питĕ кăмăллать. Кăштах ирĕклĕрех вăхăт тупăнсанах алла хура чул (кăранташа çапла калать вăл, кара — хура; таш — чул сăмахран пулнăран) сăрлама пикенет. Ĕлккен ӳкерчĕксемех калăплать. Çак кунсенче вара чиперкке ӳнер музейне çитсе курчĕ. Владимир Агеевăн монгол-тутарсем Пӳлере илни пирки ӳкернĕ картини умĕнче чылайччен тăчĕ.

Аслă Пӳлер калама çук хитре те хăтлă хула. Шурă чул çурчĕсем кашни расна. Çынсем кунта шăкăл-шăкăл, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Хула таврашĕнчех вăрман кашлать. Унта арçурисем пытанмалла выляççĕ, пĕри теприне шыраса тупсан ахăлтатса кулаççĕ. Е çĕрле вăрмана килекенсене шарт сикмеллех хăратаççĕ. Чике старик-шур сухал тĕлне пулсан кăтăкласа вĕлерет. Вăрман варĕнчи çутă кӳлĕре вутăшсем пурăнаççĕ. Вĕсем шутсăр чипер хĕрсем. Хĕрĕх хĕр — пĕр тăван. Вĕсем шывран тухса типшĕнсен пулă хӳри вырăнне урасем ӳссе лараççĕ. Çак асамçăсене асламăшĕ мĕн пур ăсталăха вĕрентсе хăварнă.

Вутăшпи ятли вара тата та илĕртӳллерех, тавçăруллăрах. Пĕррехинче Аслă Пӳлер тăрăмĕ (кнеçĕ) Ахтупай хăйĕн вĕшле йыттисене ертсе сунара мулкач тытма каять. Акă унăн анчăкĕсем куянсене хăваласа кӳлĕ патнех çывхараççĕ. Анчах мĕн амакĕ? Кĕске хӳресем йĕп пек çухалаççĕ. Вĕшлесем шыв хĕрринче ниçта кайма аптăраса тăп чарăнса тăраççĕ. Ахтупай та пашкаса çитет çак вырăна. Унччен те пулмасть таврана шупка сăн карса илет те шывран ахах-мерченĕн çуталакан пике — Вутăшпи тухать. Çамрăк кнеç ăна пĕрре курсах юратса пăрахать. «Мулкач тусăмсене мĕншĕн кӳрентеретĕн?» — хăтăранçи тăвать вăл патвар йĕкĕте. Ав, кам хăтарнă иккен тискер чĕр чунсене! Вутăшпи вĕсен чĕлхине кăна мар, кайăк-кĕшĕк чĕвĕлтетĕвне те ăнланать çав. «Эпĕ вĕсене пĕрре те персе пăрахас шухăшлă мар. Сунар йĕрки çапла», — тӳрре тухма тăрăшать Ахтупай.

Çак кунран вăл кашни каçах çак вырăна килсе çӳреме пуçлать. Вутăшпи те кăмăллать ырă кăмăллăскере. Юрату туйăмĕпе тулнă Ахтупай Вутăшпине качча тухма ыйтать. Хĕр: «Санăн арăму пулма килĕшетĕп, анчах санăн тăрăм пулма пăрахмалла», — тет. Ахтупай та ăна кӳлĕ пирки, вутăш пурнăçĕ пирки манма ыйтать.

Юратакан чĕресем çимĕк эрнинче туй кĕрлеттерме палăртаççĕ.

Анчах... Хĕвеллĕ пĕр ир Аслă Пӳлер хулин крепоçĕн хуралçисем утлă тăшман çарĕ çывхарнине асăрхаççĕ. «Монгол-тутарсем!» — кăшкăраççĕ вĕсем. Арçынсем хулана хӳтĕлеме хатĕрленеççĕ... Виçĕ каç та виçĕ кун çапăçаççĕ Пӳлерсем. Ахтупай темиçе те аманать. Кĕçех вĕсене пулăшма вутăшсем — хĕрĕх хĕр — вĕçтерсе çитеççĕ. Юланутçăсен тухьйисем, мăй çыххисемпе тевечĕсем çап-çап çутă хĕçсем пекех хĕвел çинче йăлтăр-ялтăр тăваççĕ. Тăшман хаяр, никама та тиркемест, хирĕç пулакана та касать те ваклать. Çар хĕрĕсем чĕп-чĕр юн, Ахтупайăн та вăйĕ чакса пырать. Аслă Пӳлер çунать! Урамсенче кавир пек çын вилли выртать. Ытла та хĕп-хĕрлĕ тĕслĕ-çке вăл! Юн... Юн... Юн... Ытла та нĕрсĕр монголсем харсăр хĕрсене чурана илесшĕн... Çак самантра Пӳлер варрине çӳл тӳперен карап анса ларать. Ют планета çыннисем юнланнă пикесене тата Ахтупая пĕрле илсе каяççĕ. Пакшантар ятлă çăлтăр çине вĕçеççĕ вĕсем. Çак ĕç-пуç çиçĕмле хăвартлăхпа пулса иртет. Ăна никам та курса-сиссе юлаймасть.

Тăшман Аслă Пӳлере парăнтарать. Çыннисене, чылайăшне, чурана илет. Унтан хăтăлса юлнисем хĕрӳ çапăçу иртнĕ Хĕр тăвĕ çине çӳреççĕ. Хĕрĕх хĕр вилнĕ тесе асăнса шыв сапаççĕ, çăкăр хураççĕ... Паянхи кунчченех чăвашсем çав пикесемшĕн хуйхăраççĕ.

Пакшантар çăлтăрĕ çинче вара Ахтупайпа Вутăшпин мăнукĕн ачисен мăнукĕсем чупса çӳреççĕ, чăвашла пуплеççĕ. Чим-ха, мĕн пирки чĕвĕлтетеççĕ вĕсем? Лайăхрах тăнласчĕ тенĕ самантра: «Эсĕ паян шкула каймастăн-им?» — тени илтĕнсе кайрĕ. «Тĕлĕк тĕленнĕ иккен», — чухласа илчĕ Анук амăшĕн сассине уйăрса. Вăл ăш пиллĕн амăшне ыталаса илчĕ те: «Аннеçĕм, айта-ха çулла Пӳлере кайса килер, Хĕр тăвĕ çине хăпарса курар», — терĕ. «Ытах каяссу килетех пулсан кайăпăр эппин», — пулчĕ хурав.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Любовь Шашкина (2012-02-22 19:31:26):

Маттур, Настя!Пултарулăху халех пысăк санăн.Ăнăçу сунатăп!

 

Николай Васильев (2012-02-28 11:56:12):

Манăн та Анастасийăпа пĕрле Аслă Пулере кайса курас килет. Илсе кайсамăр пĕрле

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Николай Васильев (2012-02-28 16:50:24):

Анастасия, эсĕ питĕ маттур! Манăн та Аслă Пулере кайса курас килет.

 

Светлана Яруткина (2012-03-15 19:14:45):

Пултаруллă Настя ăста çыравçă пулас шанчкăк пур. Маттур, Настя!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Admin (2012-11-25 00:24:07):

6 класра (хайлава çырнă чухне — 5-мĕш класра пулнă) вĕренекен маттур хĕрача чăн та интереслĕ хайлав çырнă. Хайлав чĕлхи те питĕ яка. Анчах темскер, хăй хайланине ĕненес килмест. «Чĕвĕлтетĕвĕ», «хăратанçи» сăмахсемпе çак çулхи хĕрача усă курмастех пуль.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: