Пултăм çăлтăр тĕнчинче
Пултăм çăлтăр тĕнчинче,
Кунтан питĕ вăл инçе...
Унта ушкăн вăй вылять:
Куç хупать е куç пăвать.
Ман çăлтăр та унта пур,
Ĕненместĕн, акă, кур:
Вăл мана кăна савать,
Хĕвел пек пулса çунать.
Çăлтăрăн ман ят та пур,
Маншăн халь вăл Çутартур.
Йăлтăр-йăлтăр çутатать,
Мăчлатать те çухалать.
Ак каллех вăл çитрĕ те,
Хăйĕн çине лартрĕ те
Илсе кайрĕ çӳлелле,
Кĕртсе лартрĕ тĕпеле.
«Ку тĕнче ак çутăрах,
Лăпкăрах та ăш ăрах», —
Çăлтăрăм мана калать,
Хăй патне юлма хушать.
«Юлаймастăп эп кунта,
Килех кайăп çĕр хута», —
Терĕм те Çутартура
Тухрăм ансăр пăлтăра.
Вăл текех хирĕçлемерĕ.
— Ĕмĕтӳ сан çиттĕр, — терĕ.
Чĕрене хыптарчĕ вут,
Пехиллерĕ виçĕ хут.
Анса çитрĕм те çĕре,
Тин лăпланчĕ ман чĕре.
Пурăнма кунта та лайăх
Санпала пĕрле чух халăх…
Çăлтăр çунă тӳпере
Пулса куртăм тĕлĕкре.
Ку ман çăлтăр, лешĕ-сан
Вĕсем пурте пĕртăван.
Никита. (2012-02-18 15:36:04):
Питĕ лайăх сăвă,килĕшрĕ. Маттур эсĕ Дима!!!
Изабелла (2012-02-19 19:18:02):
Лайăх сăвă,мана питĕ килешрĕ.Питĕ маттур эсĕ Дима...
Павлик (2012-02-19 19:25:02):
Илемлĕ сăвă,питĕ килĕшрĕ.Маттур эсĕ...
Павлик (2012-02-19 19:25:04):
Илемлĕ сăвă,питĕ килĕшрĕ.Маттур эсĕ...
Павлик (2012-02-19 19:25:04):
Илемлĕ сăвă,питĕ килĕшрĕ.Маттур эсĕ...
Наташа (2012-02-19 21:22:59):
пите илемлĕ сăвă!маттур Дима!малашне те çакăнпек сăвăсем çырма тăрăш...
Наташа (2012-02-19 21:23:01):
пите илемлĕ сăвă!маттур Дима!малашне те çакăнпек сăвăсем çырма тăрăш...
Admin (2012-11-25 00:11:11):
Сăвă çырас ăсталăх Димăн чăн та пур. Пĕр япала çеç килĕшмерĕ — хăш-пĕр вырăнсенче хайлавпа ытлах çыхăнман йĕркесем кĕртнĕ. «Пурăнма кунта та лайăх Санпала пĕрле чух халăх…» — хайлавра сăвăç халăхран уйрăлни пирки пĕр сăмах та çукчĕ. Вĕçĕнчи икĕ йĕрке те ытлашши пек туйăнать.
Андрюха (2015-06-15 17:23:55):
Чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенне Данилова Алевтина Петровнона тав сăмахĕ каламалла мае шута,сăвва çырма пулăшнăшăн!